Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb21 январь 11 с.
  • Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тыт

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тыт
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
  • Ҫавнашкал материал
  • Шыва кӗрсен эсир нумай пиллӗх илетӗр!
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Христианин пулса тӑрас тесен шыва кӗмелле
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Шыва кӗни тата Турӑпа туслӑ пуласси
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Ӗмӗр-ӗмӗр Турӑшӑн ӗҫлеме тӗллев ларт
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
mwb21 январь 11 с.
Иеговӑшӑн ӗҫленине кӑтартакан ҫул ҫинче ҫул паллисем лартса тухнӑ: «Библи вӗренни», «Тӗлпулусене ҫӳрени», «Ырӑ хыпар сарни» тата «Шыва кӗни».

Шыва кӗме илсе ҫитерекен ҫул ҫинче эсӗ ӑҫта ҫитнӗ?

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тыт

Эсӗ шыва кӗмен хыпарҫӑ пулсан е эсӗ Библи вӗренетӗн пулсан, санӑн шыва кӗрес тӗллев пур-и? Мӗншӗн ҫакӑн пек тӗллев лартмалла? Турра хамӑр пурнӑҫа халалласа шыва кӗни унпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма май парать (Пс 90:1). Унсӑр пуҫне, ҫак утӑм ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать (1Пт 3:21). Пурнӑҫа Турра халалласа шыва кӗрес тесен мӗн тумалла?

Хӑв мӗне ӗненни чӑнлӑх пулнипе пулманнине тӗрӗсле. Ыйтусем сиксе тухсан, хуравӗсене тупас тесе тӗпче (Рм 12:2). Хӑвӑн мӗнле улшӑнусем тумаллине курсан, вӗсене тума тӑрӑш. Улшӑнусем тӑвасса та Иеговӑна савӑнтарас тесе ту (Ыт 27:11; Эф 4:23, 24). Яланах унран пулӑшу ыйт. Иегова хӑйӗн хӑватлӑ святой сывлӑшне парса хӑвна ҫирӗплетесси пирки ан иккӗлен (1Пт 5:10, 11). Эсӗ вӑй хуни кӑлӑхах пулмӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлесси вӑл — чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ! (Пс 15:11).

«ШЫВА КӖМЕ ИЛСЕ ҪИТЕРЕКЕН ҪУЛ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Шыва кӗриччен хӑшӗ-пӗрисем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

  • Пурнӑҫа Иеговӑна халаллас тесен ӗненӗве мӗнле аталантармалла?

  • Хӑшӗ-пӗрисене шыва кӗме мӗн хавхалантарнӑ?

  • Иегова хӑйшӗн ӗҫлеме шут тытнисене мӗнле пиллет?

  • Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗни мӗне пӗлтерет?

Шыва кӗрекенсем валли тунӑ доклад вӗҫӗнче арҫын тӑван шыва кӗрес текенсене икӗ ыйту ҫине хыттӑн хуравлама ыйтать:

«Эсӗ хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн ӳкӗннӗ-и, эсӗ хӑвна Иеговӑна халалланӑ-и тата вӑл Иисус Христос урлӑ ҫӑлӑнӑҫ панине йышӑнатӑн-и?»

«Шыва кӗнипе эсӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑратӑн тата Иеговӑн организаципе пӗрлешетӗн. Эсӗ ҫакна ӑнланатӑн-и?»

Шыва кӗрес текенсем ҫак ыйтусем ҫине «ҫапла» тесе хуравланипе тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнине тата хӑйсене чун-чӗререн Иеговӑна халалланине ыттисем умӗнче пӗлтереҫҫӗ (Рм 10:9, 10).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр