Хамӑра шеллемесӗр пурӑнас тесен мӗн тумалла?
«Ман хыҫҫӑн пырас теекен хӑй ирӗкне пӑрахтӑр» (МАТФ. 16:24).
1. Иисус хӑйне шеллемесӗр пурӑнас тӗлӗшрен мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ?
ИИСУС ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйне шеллемесӗр пурӑнас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл Турӑ ирӗкне тӑвассине хӑйӗн мӗн тӑвас килнипе канлӗ пурӑнассинчен мала хунӑ (Иоанн 5:30). Асап юпи ҫинче виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлнипе вӑл вӗҫне ҫитичченех хӑйне шеллемесӗр пурӑнма хатӗр пулнине кӑтартнӑ (Флп. 2:8).
2. Хамӑра шеллемесӗр пурӑнас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр тата мӗншӗн пирӗн ҫавна тумалла?
2 Иисус хыҫҫӑн пыракансем пулнӑ май пирӗн те хамӑра шеллемесӗр пурӑнмалла. Хамӑра шеллемесӗр пурӑнасси мӗн вӑл? Кӗскен каласан, ҫакӑ ыттисене пулӑшас тесе хамӑр интерессене кая хума хатӗр пулмалла тенине пӗлтерет. Хамӑра шеллемесӗр пурӑнасси вӑл хӑш-пӗр енчен эгоизма хирӗҫ лайӑх ен (Матфей 16:24). Хамӑршӑн кӑна пурӑнманни пире ыттисен туйӑмӗсене, ыттисене мӗн килӗшнине хамӑрӑннинчен мала хума пулӑшӗ (Флп. 2:3, 4). Чӑннипе вара, Иисус вӗрентнӗ тӑрӑх, хамӑршӑн кӑна пурӑнманни Турра пуҫҫапассинче тӗп вырӑн йышӑнать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Христианла юрату пире хамӑра шеллемесӗр пурӑнма хавхалантарать. Иисусӑн чӑн вӗренекенӗсене вара шӑп ҫав юрату тӑрӑх пӗлеҫҫӗ (Иоанн 13:34, 35). Пӗтӗм тӗнчери хӑйсене шеллемесӗр пурӑнакан тӑвансем хушшинче пулни пире мӗнле пиллӗхсем парса тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!
3. Хамӑра шеллемесӗр пурӑнас кӑмӑла мӗн пӗтерме пултарать?
3 Ҫав-ҫавах пирӗн хамӑра шеллемесӗр пурӑнас кӑмӑла пӗтерме пултаракан тӑшман пур. Ҫав тӑшман вӑл — эгоизм енне сулӑнас туртӑм. Адампа Ева эгоизмла хӑтланнине аса илӗр-ха. Ева хӑйӗншӗн кӑна шухӑшланине пула Турӑ пек пуласшӑн пулнӑ. Унӑн упӑшки те арӑмне юрас тесе эгоистла хӑтланнӑ (Пулт. 3:5, 6). Адампа Евӑна тӗрӗс пуҫҫапассинчен пӑрса янӑранпа Шуйттан ҫынсене хӑйсемшӗн ҫеҫ пурӑнма хӗтӗртсе тӑрать. Иисуса илӗртнӗ чухне те вӑл ҫавнах тума хӑтланнӑ (Матф. 4:1—9). Хальхи вӑхӑтра Сатана эгоизма тӗрлӗ майлӑ кӑтартма хӗтӗртсе тӑнипе нумай ҫынна ӑнӑҫлӑ улталать. Ҫакӑн ҫинчен пирӗн шухӑшламалла, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчере эгоизм питӗ анлӑ сарӑлнӑ, ҫавӑнпа та вӑл пирӗн ҫине те витӗм кӳме пултарать (Эф. 2:2).
4. а) Халӗ эпир эгоистла хӑтланас туртӑма пӗтерме пултараятпӑр-и? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир сӳтсе явӑпӑр?
4 Эгоизма тимӗре ҫиекен тутӑхпа танлаштарма пулать. Тимӗр япала шывпа сывлӑша пула тутӑхма пуҫлама пултарать. Анчах та чӑн-чӑн хӑрушлӑх вӑл — ҫав тутӑх ҫине ал сулни, мӗншӗн тесен ӑна сарӑлма парсан, вӑл япалана юрӑхсӑра кӑларать. Ҫавнашкалах эпир те халӗ хамӑр ҫитменлӗхсене, эгоистла хӑтланас туртӑма пӗтерме пултараймастпӑр, ҫавӑнпа та пирӗн вӗсем шутсӑр хӑрушӑ пулни ҫинчен ялан асра тытмалла та вӗсемпе пӗр вӗҫӗмсӗр кӗрешмелле (1 Кор. 9:26, 27). Хамӑрта эгоизм паллисене мӗнле асӑрхама пулать? Хамӑра шеллемесӗр пурӑнас тӗлӗшрен лайӑхланса пырас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
БИБЛИПЕ УСӐ КУРСА ХАМӐРТА ЭГОИЗМА АСӐРХАМА ТӐРӐШАР
5. а) Мӗншӗн Библие куҫкӗскипе танлаштарнӑ? ӑ) Хамӑрта эгоизм пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ чухне пирӗн мӗнрен сыхланмалла?
5 Эпир хамӑрӑн ҫи-пуҫ йӗркеллӗ пулнипе пулманнине пӗлес тесе куҫкӗски ҫине пӑхнӑ пекех, хамӑр шалтан мӗнлерех ҫынсем пулнине пӗлес, унти кирек мӗнле ҫитменлӗхе те тӳрлетес тесе Библипе усӑ курма пултаратпӑр. (Иаков 1:22—25 вуласа пар.) Анчах та куҫкӗскипе тӗрӗс усӑ курсан кӑна вӑл пире пулӑшӗ. Сӑмахран, куҫкӗски ҫине хӑвӑрт кӑна пӑхса илсен, хамӑр ҫинчи ҫи-пуҫа илемсӗрлетекен пӗчӗк хура пӑнча асӑрхамасан та пултаратпӑр. Е куҫкӗски ҫине пӗр айккинчен пӑхсан, унта эпир кама та пулин урӑххине курма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех Библи пире ҫитменлӗхсене, калӑпӑр, эгоизма, курма пулӑштӑр тесен ӑна ҫиелтен ҫеҫ вуламалла мар е унпа усӑ курса ыттисен кӑлтӑкӗсене «курма» кӑна тӑрӑшмалла мар.
6. Чӑн аван саккунпа эпир мӗнле пурӑнатпӑр?
6 Эпир Библие яланах, тен, кашни кунах, вулама пултаратпӑр, ҫав-ҫавах хамӑрта аталанса пыракан эгоизм паллисене асӑрхамасан та пулать. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать? Иаков куҫкӗски ҫинчен каласа панӑ тӗслӗхре ҫыннӑн йӑнӑшӗ тимлӗ пулманнинче пулман. Иаков ҫырнӑ тӑрӑх, ҫын «хӑй ҫине пӑхса илет». Кунта Иаков усӑ курнӑ грек сӑмахӗ тӗплӗ тӗрӗсленине тата тимлӗ пӑхнине пӗлтерет. Апла пулсан, ҫав ҫыннӑн йӑнӑшӗ мӗнре пулнӑ? Иаков малалла калать: «[Вӑл] пӑрӑнчӗ, хӑй еплине ҫавӑн чухнех манса кайрӗ». Ҫапла, вӑл куҫкӗски умӗнчен пӑрӑнса каять те мӗн курни пирки хӑнк та тумасть. Тепӗр енчен илес пулсан, ӑнӑҫлӑ ҫын «чӑн аван саккуна... ӑнласа илет [«тинкерсе пӑхать», ҪТ]» кӑна мар, «унпа пурӑнать» те. Вӑл Турӑ Сӑмахӗн чӑн аван саккунне сирсе ярас вырӑнне «унпа пурӑнать», урӑхла каласан, унӑн вӗрентӗвӗсене тытса тӑрать. Иисусӑн сӑмахӗнче те ҫавнашкал шухӑш пур: «Эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр» (Иоанн 8:31).
7. Библипе усӑ курса эпир хамӑрта эгоизм паллисене мӗнле асӑрхама пултаратпӑр?
7 Эппин, эгоизмпа ӑнӑҫлӑ кӗрешмелли пӗрремӗш утӑм вӑл — Турӑ Сӑмахне тимлӗн вулани. Ҫакӑ сире мӗн-мӗн тӳрлетмеллине курма пулӑшӗ. Анчах та ку ҫителӗклӗ мар. Библие тӗпчесе тарӑнрах ӑнланма тӑрӑшмалла. Библире каласа панӑ пӗр вырӑна лайӑх ӑнланнӑ хыҫҫӑн хӑвӑра ҫакнашкал ыйтусем парӑр: «Ҫавӑн пек лару-тӑрура эпӗ хама мӗнле тытнӑ пулӑттӑм? Хама тӗрӗс тытнӑ пулӑттӑм-ши?» Пуринчен ытла мӗн вулани ҫинчен шухӑшланӑ хыҫҫӑн ҫавна пурнӑҫра тытса тӑма тӑрӑшӑр (Матф. 7:24, 25). Айтӑр Саул патшапа Петр апостол ҫинчен каласа панисем пире хамӑра шеллемесӗр пурӑнма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар.
САУЛ ПАТШАН АСӐРХАТТАРАКАН ТӖСЛӖХӖНЧЕН ВӖРЕНӖР
8. Саул патшана ларсанах унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнле пулнӑ тата ҫакӑ мӗнле палӑрса тӑнӑ?
8 Эгоизм хамӑра шеллемесӗр пурӑнас кӑмӑла мӗнле пӗтерме пултарнине Саулӑн, Израиль патшин, тӗслӗхӗ лайӑх кӑтартса парать. Саул патшана ларсанах хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата сӑпайлӑ тытнӑ (1 Патш. 9:21). Вӑл, хӑйне Турӑ панӑ вырӑна хӳтӗлени тӗрӗс тесе шутлама пултарнӑ пулин те, хӑй мӗнле ертсе пыни пирки япӑх калаҫакан израильтянсене наказани парас темен (1 Патш. 10:27). Израильтянсене Аммон ҫыннисемпе ҫапӑҫма ертсе кайнӑ чухне Саул патша Туррӑн сывлӑшӗ мӗн хушнине тунӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса ҫӗнтерӳшӗн Иеговӑна чысланӑ (1 Патш. 11:6, 11—13).
9. Саул хӑйӗнче эгоизма мӗнле аталантарма пуҫланӑ?
9 Каярахпа Саул хӑйӗн ӑшӗнче эгоистла шухӑшсене тата мӑнкӑмӑллӑха аталанма панӑ, ҫакӑ вара тутӑх тимӗре ҫисе шӑтарса пынӑ пекех пулнӑ. Амалик ҫыннисене ҫӗнтерсен вӑл Турра итлессинчен ытларах хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтарас тенӗ. Ҫӑткӑнлӑха пула Саул ҫапӑҫура илнӗ тупӑша Турӑ хушнӑ пек тӗп тӑвас вырӑнне хӑйне валли хӑварнӑ. Мӑнкӑмӑлланса кайнӑран Саул хӑй валли палӑк туса лартнӑ (1 Патш. 15:3, 9, 12). Самуил пророк Саула санпа Иегова кӑмӑллӑ мар тесе каласан, вӑл Турӑ тума хушнӑ ӳкӗтӗн пӗр пайне пурнӑҫларӑм тенипе тата айӑпне ыттисем ҫине йӑвантарнипе хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ (1 Патш. 15:16—21). Унсӑр пуҫне Саул, мӑнкӑмӑллӑхне пула, Турра юриччен ытларах халӑх умӗнче ятне ярасран хӑранӑ (1 Патш. 15:30). Хамӑра шеллемесӗр пурӑнас тесе эпир Саул ҫинчен каласа панӑ историпе куҫкӗски пек мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?
10, 11. а) Хамӑра шеллемесӗр пурӑнас тӗлӗшрен Саул тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет? ӑ) Саулӑн тӗрӗс мар ҫулӗ ҫине тӑрас мар тесе мӗн тума пулать?
10 Пӗрремӗшӗнчен, эпир унччен хамӑра шеллемесӗр пурӑннӑ пулсан, ҫакӑ малашне те хӑйне хӑех пулса пырӗ тесе шутласа хамӑр ҫине ытлашши шанма кирлӗ маррине кӑтартса парать пире Саул тӗслӗхӗ (1 Тим. 4:10). Ҫакна асра тытӑр: Саул пӗр вӑхӑт хушши хӑйне тӗрӗс тытнӑ тата Турра юрӑхлӑ пулнӑ, анчах та хӑйне ярса илме пуҫланӑ эгоистла туртӑмсене хирӗҫ тӑман. Юлашкинчен вара Иегова Саула итлеменшӗн сирсе янӑ.
11 Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн хамӑрта мӗн лайӑхлатма кирлине курмӑш пулса хамӑрӑн мӗн лайӑх пулса пыни ҫинчен ҫеҫ шухӑшлассинчен сыхланмалла. Ҫакӑ вӑл куҫкӗски ҫине пӑхса хамӑрӑн ҫӗнӗ тумтирпе савӑннӑ ҫӗртенех хамӑр пит хура пулнине асӑрхаманнипе пӗрех пулнӑ пулӗччӗ. Эпир, Саул пек, хамӑра ытлашши шанмастпӑр пулин те, ҫавӑн пек тӗрӗс мар ҫул ҫине илсе пыма пултаракан кирек мӗнле кӑмӑл-туртӑмпа та пирӗн татӑклӑн кӗрешмелле. Пире канаш параҫҫӗ пулсан, хамӑрӑн тӗрӗс мар ӗҫсене тӳрре кӑларар мар, йӑнӑшсене пӗчӗклетсе кӑтартар мар е хамӑр айӑпа ыттисем ҫине йӑвантарар мар. Саул пек пуличчен, канашсене тимлени чылай лайӑхрах. (Псалом 140:5 вуласа пар.)
12. Эпир йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, хамӑра шеллемесӗр пурӑнас кӑмӑллӑ пулни пире мӗнле пулӑшма пултарать?
12 Анчах та эпир йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, кун пирки мӗн калама пулать? Саул ыттисем умӗнче хӑйӗн ятне ярасшӑн пулман, ҫакӑ вара ӑна хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи туслӑха майлаштарса яма чӑрмантарнӑ. Ҫавӑн пек чухне хамӑра шеллемесӗр пурӑнас кӑмӑллӑ пулни пире тем пек намӑс пулсан та хамӑра кирлӗ пулӑшӑва илме хавхалантарнӑ пулӗччӗ (Ытар. 28:13; Иак. 5:14—16). Сӑмахран, пӗр арҫын тӑван 12 ҫултан порнографи пӑхма пуҫланӑ, ҫакна вӑл вунӑ ҫул ытла вӑрттӑн туса пурӑннӑ. Вӑл каласа парать: «Хам мӗн туса пурӑннине арӑма тата старейшинӑсене каласа пама шутсӑр йывӑрччӗ. Анчах та каласа панӑ хыҫҫӑн хамӑн ӗнсе ҫинчен пысӑк ҫӗклеме илсе пӑрахнӑ пекех туйӑнчӗ. Эпӗ пулӑшакан ӗҫчен пулма пӑрахсан манӑн хӑш-пӗр туссем эпӗ вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑлараймарӑм тесе ман ҫине кӳренчӗҫ. Анчах та манӑн сӑваплӑ ӗҫ халӗ порнографи пӑхнӑ чухнехинчен ытларах Иеговӑна савӑнтарнине эпӗ пӗлетӗп, вӑл ман ҫине мӗнле пӑхни вара — чи кирли».
ПЕТР ЭГОИЗМА ҪӖНТЕРНӖ
13, 14. Эгоизм туртӑмӗ хыҫҫӑн каясси Петрта мӗнле палӑрнӑ?
13 Петр апостол хӑйне Иисус вӗрентнӗ чухне хӑйне шеллемесӗр пурӑнас кӑмӑллӑ пулнине кӑтартнӑ (Лука 5:3—11). Ҫапах та унӑн эгоизмла туртӑмсемпе кӗрешмелле пулнӑ. Сӑмахран, Иаковпа Иоанн апостолсем Турӑ Патшалӑхӗнче Иисус ҫумӗнчи пысӑк вырӑна йышӑнасшӑн пулни ӑна тарӑхтарнӑ. Тен, Петр ҫав вырӑнсенчен пӗрне хӑйӗн йышӑнмалла тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен унччентерех Иисус унӑн ятарлӑ ӗҫ пулать тесе каланӑ (Матф. 16:18, 19). Кирек мӗнле пулсан та, Иисус Иаковпа Иоана та, Петрпа ытти апостолсене те тӑванӗсемпе хуҫаланас эгоистла туртӑмран асӑрханӑр тенӗ (Марк 10:35—45).
14 Иисус Петрӑн шухӑшӗсене тӳрлетме тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн та Петрӑн хӑйӗн ҫине тӗрӗс пӑхма вӗренес тӗлӗшрен малалла та вӑй хумалла пулнӑ. Иисус апостолӗсене эсир мана пӗр вӑхӑтлӑха хӑваратӑр тесе каласан, Петр эпӗ кӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӑп тенипе хӑйне пысӑка хунӑ, ыттисене вара ниме тӑман ҫынсем пек кӑтартса хурланӑ (Матф. 26:31—33). Анчах та унӑн хӑйне ҫавӑн пек ытлашши шанма сӑлтав пулман, мӗншӗн тесен вӑл ҫав каҫах хӑйне шеллемесӗр пурӑнас кӑмӑллӑ пулнине кӑтартман. Хӑйне хӳтӗлес тесе Петр Иисусран виҫӗ хут туннӑ (Матф. 26:69—75).
15. Мӗншӗн Петрӑн тӗслӗхне, пӗтӗмӗшле илсен, хавхалантаракан тӗслӗх теме пулать?
15 Ҫав йӑнӑшсене, ӑнӑҫсӑрлӑха пӑхмасӑрах Петрӑн пурнӑҫӗ пирӗншӗн — хавхалантаракан тӗслӗх. Хӑй вӑй хунине тата Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшнине пула Петр тӗрӗс маррине тӑвас туртӑма ҫӗнтерме, чаруллӑ пулма тата чунне парса юратма пултарнӑ (Гал. 5:22, 23). Вӑл чӑтса ирттернӗ хӗн-хур унччен хӑй мӗнрен такӑннӑ, ҫавӑнтан чылай йывӑртарах пулнӑ теме пулать. Павел ӑна пурин умӗнче питленӗ чухне Петр хӑйне кӗҫӗне хунӑ (Гал. 2:11—14). Хӑйне тӳрлетнӗ хыҫҫӑн Петр Павел ҫине тарӑхса ҫӳремен тата Павелӑн сӑмахӗсем манӑн ята ячӗҫ тесе шутламан. Вӑл Павела юратма пӑрахман (2 Петр 3:15). Петрӑн тӗслӗхӗ пире хамӑра шеллемесӗр пурӑнас кӑмӑла аталантарма пулӑшӗ.
16. Йывӑр лару-тӑрура мӗнле майпа хамӑра шеллемесӗр пурӑнма пулать?
16 Йывӑр лару-тӑрура хӑвӑра мӗнле тытни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Петрпа ытти апостолсене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗшӗн тӗрмене хупса хӗнесен вӗсем «Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн хурлӑх курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн» савӑннӑ (Ап. ӗҫ. 5:41). Эсир те хӗсӗрлени ҫине, Петртан тӗслӗх илсе тата Иисусӑн йӗрӗпе пырса, хӑвӑра шеллемесӗр пурӑнма паракан май ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пултаратӑр. (1 Петр 2:20, 21 вуласа пар.) Ҫавӑн пек пӑхни старейшинӑсем сире ӳкӗте кӗртес тесе канаш панӑ чухне те пулӑшӗ. Ҫавӑншӑн вӗсем ҫине ҫилленес вырӑнне Петртан тӗслӗх илӗр (Еккл. 7:9).
17, 18. а) Хамӑр тӗллевсем пирки эпир хамӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр? ӑ) Хамӑр чӗрере эгоизм паллисене асӑрхарӑмӑр пулсан, эпир мӗн тума пултаратпӑр?
17 Ҫавӑн пекех Петрӑн тӗслӗхӗ сире Иеговӑна пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ тӗллевсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшӗ. Ҫав тӗллевсене вӑй-хала шеллемесӗр пурнӑҫа кӗртес тесе тӑрӑшма пулать. Анчах та ҫавӑн пек тӗллев тытнӑ чухне пысӑк вырӑн йышӑнас шухӑш ан пултӑр тесе асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫавӑнпа та хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Мӗншӗн эпӗ Иеговӑшӑн лайӑхрах та ытларах ӗҫлесшӗн? Иаковпа Иоанн пекех, ҫакна эпӗ хама ыттисем мухтаччӑр е нумайрах власть илес тесе тӑвасшӑн-и?»
18 Эсир хӑвӑр чӗрӗрте эгоизм паллисене асӑрхарӑр пулсан, Иеговӑран хӑвӑрӑн шухӑшусемпе туйӑмусене тӳрлетме пулӑшу ыйтӑр, унтан хӑвӑра мар, ӑна мухтава кӑларас тесе пикенсе ӗҫлӗр (Пс. 85:11). Ҫавӑн пекех эсир хӑвӑр ума хӑвӑра чапа кӑларассипе ҫыхӑнман тӗллевсене лартма пултаратӑр. Сӑмахран, эсир сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен пӗр-пӗр лайӑх ене — сире кӑтартма уйрӑмах йывӑрскерне — лайӑхлатас тесе тӑрӑшма пултаратӑр. Е эсир пухура тухса каламалли пунктсене тӑрӑшса хатӗрленетӗр пулсан, анчах Патшалӑх залне тирпейлес-тасатас ӗҫе сирӗн тӑвасах килмест пулсан, эсир хӑвӑр ума Рим 12:16-мӗшӗнчи канаша пурнӑҫа кӗртес тӗллеве лартма пултаратӑр. (Вуласа пар.)
19. Турӑ Сӑмахӗн куҫкӗскинче мӗн курнишӗн хуйха ӳкес мар тесен мӗн тума пулать?
19 Эпир Турӑ Сӑмахӗн куҫкӗски урлӑ хамӑр ҫине тишкерсе пӑхнӑ май ҫитменлӗхсем, эгоизм паллисене асӑрхасан, хуйха ӳкме пултаратпӑр. Сирӗнпе те ҫакӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, Иаков каланӑ тӗслӗхри ӑнӑҫлӑ ҫын ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫын хӑй асӑрханӑ йывӑрлӑхсене тӳрех татса панӑ е вӑл ҫитменлӗхсене пурне те пӗтерме пултарнӑ тесе каламан Иаков. Ун вырӑнне, Иаков ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав ҫын «чӑн аван саккун» тӑрӑх пурӑнать (Иак. 1:25). Куҫкӗскере мӗн курнине вӑл астуса юлнӑ та лайӑхланас тесе вӑй хума пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та хӑвӑр ҫине тӗрӗс пӑхма вӗренӗр тата эпир пурте ҫитменлӗхлӗ пулнине асра тытӑр. (Екклесиаст 7:20 вуласа пар.) Иегова сирӗн тӑвансене нумайӑшне пулӑшнӑ пекех сире те пулӑшма хатӗр. Эсир Библи вӗрентӗвӗсене тытса тӑратӑр тата хӑвӑра шеллемесӗр пурӑнатӑр пулсан, Турӑ сире ырласа, пиллесе тӑрӗ.