12-МӖШ СЫПӐК
Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?
1, 2. Камсем Иеговӑн тусӗсем пулнӑ?
ЭСИР кампа туслашнӑ пулӑттӑр? Пуринчен ытла хӑвӑра килӗшекен ҫынпа тата хӑвӑра кампа пӗрле пулма кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа. Ҫавӑн пекех туссем ырӑ пулсан тата вӗсен ытти лайӑх енсем пур пулсан, эсир вӗсене хакланӑ пулӑттӑр.
2 Иегова Турӑ хӑш-пӗр ҫынсем пирки хӑйӗн тусӗсем тенӗ. Сӑмахран, Туррӑн тусӗсенчен пӗри Авраам пулнӑ (Исаия 41:8; Иаков 2:23). Иегова Давида та юратнӑ. Вӑл ун пирки «Хамӑн кӑмӑлӑма каякан» ҫын тенӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 13:22, ҪХ). Даниил пророка Иегова «суйласа илнӗ [«хаклӑ», ҪТ] ҫын» тенӗ (Даниил 9:23).
3. Мӗншӗн Авраам, Давид тата Даниил Иеговӑн тусӗсем пулнӑ?
3 Авраам, Давид тата Даниил мӗнле майпа Иеговӑн тусӗсем пулса тӑнӑ? Вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хурса ӑна итлесе пурӑннӑ. Сӑмахран, Иегова Авраама «Эсӗ Манӑн сӑмахӑма» итлерӗн тенӗ (Пултарни 22:18). Пӗр-пӗр халӑх та Турӑпа туслӑ пулма пултарать. Иегова Израиль халӑхне ҫапла каланӑ: «Мана итлӗр, вара Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп, Эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр» (Иеремия 7:23). Эппин, эпир Иеговӑн тусӗ пуласшӑн пулсан, пирӗн те ӑна итлемелле.
ИЕГОВА ХӐЙӖН ТУСӖСЕНЕ ХӲТӖЛЕТ
4, 5. Иегова хӑйӗн тусӗсене мӗнле хӳтӗлет?
4 Библире Иегова пирки вӑл «тӳрӗ ҫынсем ҫине пӑхать, вӗсен кӗллине итлет» тенӗ (1 Петр 3:12, ҪХ). Псалом 31:8-мӗшӗнче Иегова хӑйӗн тусӗсене ҫакӑн пек сӑмах парать: «Сана ӑса кӗртӗп, вӗрентӗп, сана ху пымалли ҫул ҫине тӑратӑп; сана кӑтартса пырӑп, Манӑн куҫӑм сан ҫинче пулӗ».
5 Туррӑн тӑшман пур, вӑл вара пире Туррӑн тусӗсем пулма пӑрахтарас тесе тем те тӑвать. Анчах та Иегова пире унран хӳтӗлесшӗн. (Псалом 54:23 вуласа парӑр.) Иеговӑн тусӗсем пулнӑ май эпир уншӑн пӗтӗм чӗререн ӗҫлеме тӑрӑшатпӑр. Йывӑр пулнӑ чухне те эпир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлатпӑр. Эпир Иегова пире пулӑшасси пирки, Павел апостол пекех, пӗртте иккӗленместпӗр. Вӑл Иегова ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп» (Еврейсем 13:6). Анчах та Сатана пирӗнпе Турӑ хушшинчи туслӑха аркатасшӑн. Вӑл ҫавна мӗнле тума тӑрӑшать?
САТАНАН СУЙИ
6. Сатана ҫынсем пирки мӗн каланӑ?
6 Эпир 11-мӗш сыпӑкран Сатана Иеговӑна хирӗҫ кайни ҫинчен, ҫавӑн пекех вӑл Турра суеҫӗ тесе калани ҫинчен тата Адампа Евӑна мӗн ыррипе мӗн усаллине уйӑрса илме ирӗк паманнипе Турӑ хӑйне тӗрӗс мар тытать тесе айӑплани ҫинчен пӗлтӗмӗр. Анчах та Сатана Турра кӑна мар, Туррӑн тусӗсене те айӑпланӑ. Вӑл вӗсем Турӑшӑн ӗҫлессе те ӑна юратнӑран мар, унран мӗн те пулин илесшӗн ӗҫлеҫҫӗ тесе каланӑ. Сатана кирек кама та Турра хирӗҫ ҫавӑрма пултаратӑп тенӗ. Ҫакӑн ҫинчен Библире Иов кӗнекинче каласа панӑ. Айтӑр Иов кам пулнине тата унран эпир мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.
7, 8. а) Иегова Иов пирки мӗн шутланӑ? ӑ) Сатана Иов ҫинчен мӗн каланӑ?
7 Иов лайӑх ҫын пулнӑ. Вӑл 3 600 ҫула яхӑн каялла пурӑннӑ. Иегова ҫӗр ҫинче ҫав вӑхӑтра ун пек ҫын урӑх пулман тенӗ. Иов Турра хисепленӗ тата усала курайман (Иов 1:8). Чӑнах та, Иов Иеговӑн тусӗ пулнӑ.
8 Сатана Иов Турӑшӑн ӗҫлессе те унран мӗн те пулин илес тесе ҫеҫ ӗҫлет тенӗ. Сатана Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Ӑна хӑйне те, унӑн кил-ҫуртне те, ытти пурлӑхне те Эсӗ сыхласа усрамастӑн-и-ха? Вӑл тӑвакан ӗҫе Эсӗ пилленӗ, ҫавӑнпа унӑн выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ ҫӗр ҫинче ӗрченӗҫемӗн ӗрчесе пырать; анчах Эсӗ аллуна тӑс-ха, унӑн мӗн пуррине сӗртӗн-ха,— вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и?» (Иов 1:10, 11.)
9. Иегова Сатанана мӗн тума ирӗк панӑ?
9 Апла пулсан, Сатана каланӑ тӑрӑх, Иов Иеговӑшӑн унран мӗн те пулин илес тесе ҫеҫ ӗҫлет иккен. Сатана Иова Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтараятӑп тесе те каланӑ. Иегова Иов пирки иккӗленмен, анчах та вӑл Сатанана Иова тӗрӗслеме ирӗк панӑ. Ҫапла вара Иов Иеговӑшӑн ӑна юратнӑран ӗҫленипе ӗҫлеменни палӑрнӑ пулӗччӗ.
САТАНА ИОВА ТӖРӖСЛЕТ
10. Сатана Иов ҫине мӗнле тапӑннӑ, вара Иов хӑйне мӗнле тытнӑ?
10 Чи малтан Сатана Иова выльӑх-чӗрлӗхсӗр хӑварать: унӑн выльӑхне хӑшне-пӗрне вӑрлаҫҫӗ, теприсене пӗтереҫҫӗ. Унтан Иовӑн тарҫисене вӗлереҫҫӗ. Иов нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлать. Юлашкинчен Сатана Иовӑн вунӑ ачине вӗлерет. Ҫаксене пӑхмасӑрах Иов Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлать. Библире каланӑ: «Ҫапла туса Иов ним ҫылӑха та кӗмен, Турӑ ҫинчен пӗр ӑссӑр сӑмах та каламан» (Иов 1:12—19, 22).
Турӑ Иова шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн пилленӗ
11. а) Сатана Иова тата мӗн тунӑ? ӑ) Иов хӑйне мӗнле тытнӑ?
11 Сатана кунпа ҫырлахса тӑман. Вӑл чӑрсӑррӑн Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Унӑн шӑмми-шаккине, ӳтне-тирне сӗртӗн-ха, вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и?» Сатана вара Иова хаяр чирпе чирлеттерсе ӳкернӗ (Иов 2:5, 7). Анчах Иов унчченхи пекех Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Вӑл каланӑ: «Мӗн виличченех [«хамӑн айӑпсӑрлӑхран пӑрӑнмӑп», ҪТ] хама айӑпсӑр тесе шухӑшлатӑп» (Иов 27:5).
12. Сатана суеҫӗ пулнине Иов мӗнле кӑтартса панӑ?
12 Иов хӑйӗн пирки Сатана суйса калани ҫинчен тата хӑй мӗншӗн асапланни ҫинчен нимӗн те пӗлмен. Вӑл хӑйӗн ҫине Иегова ҫав асапсене ярса тӑрать тесе шутланӑ (Иов 6:4; 16:11—14). Анчах та Иов пурпӗр Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Халӗ вара Иов Турӑран мӗн те пулин илес тесе мар, ӑна юратнӑран унпа туслӑ пулни уҫӑмлӑн палӑрнӑ. Сатана Иов пирки калани пурте суя пулнӑ!
13. Иов Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлни мӗн ҫирӗплетсе панӑ?
13 Иов тӳпере Турӑпа Сатана мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлмен пулин те, вӑл Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, ҫапла вара Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Иегова Иова шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн пилленӗ (Иов 42:12—17).
САТАНА СИРЕ МӖНЛЕ АЙӐПЛАТЬ?
14, 15. Сатана кашни ҫын пирки мӗн калать?
14 Иовпа мӗн пулса иртнинчен кирлӗ япалана вӗренме пултаратпӑр. Хальхи вӑхӑтра Сатана пирӗн пирки те эпир Иеговӑшӑн унран мӗн те пулин илме пултарнӑран ҫеҫ ӗҫлетпӗр тесе калать. Сатана «пурӑнас кунҫулӗшӗн вара этем хӑйӗн мӗн пуррине те пама хатӗр» тенӗ (Иов 2:4). Сатана «этем» тенипе Иов кӑна мар, ҫынсем пурте эгоистсем тесе каласшӑн пулнӑ. Иов вилнӗ хыҫҫӑн темиҫе ӗмӗр иртсен те, Сатана Иеговӑна ӳпкелеме тата унӑн ӗҫлекенӗсене айӑплама пӑрахман. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иегова ҫапла каланӑ: «Эй ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар — вара хама кӳрентерекене [е ӳпкелекене] хуравлама пӗлӗп эпӗ» (Ытарӑшсем 27:11).
15 Эсир Иеговӑн тусӗ пулма тата ӑна итлесе пурӑнма шут тытрӑр пулсан, эсир те Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе пама пултаратӑр. Иеговӑн тусӗ пулас тесе сирӗн хӑвӑр пурнӑҫра пысӑк улшӑнусем тумалла пулсан та, ҫавӑншӑн эсир нихӑҫан та ӳкӗнмӗр! Мӗншӗн ҫакӑн ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхмалла мар? Мӗншӗн тесен Сатана сирӗн пирки ҫапла калать теме пулать: йывӑрлӑхсем сиксе тухсан эсир Турра шанчӑклӑ пулма пӑрахатӑр. Сатана сире Турӑран пӑрса ярасшӑн. Ҫавна вӑл мӗнле тума хӑтланать?
16. а) Ҫынсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарас тесе Сатана мӗнле меслетсемпе усӑ курать? ӑ) Шуйттан сире чӑрмантарас тесе мӗн тӑвать?
16 Пирӗнпе Иегова хушшинчи туслӑха аркатас тесе Сатана тӗрлӗ меслетсемпе усӑ курать. Вӑл «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек» тапӑнать тата «кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет» (1 Петр 5:8). Ҫавӑн пек тапӑнни мӗнле палӑрса тӑма пултарать? Тен, туссем, тӑван-хурӑнташсем е ытти ҫынсем сире Иегова каланӑ пек пурӑнма чӑрмантарасшӑн тата Библи вӗренме чарасшӑн пулӗҫ (Иоанн 15:19, 20)a. Ҫавӑн пекех Сатана хӑйне «ҫутӑ ангел евӗрлӗ» те кӑтартма пултарать. Ҫавӑнпа вӑл чеелӗхпе тата ултавпа усӑ курса сире Иеговӑран пӑрса яма хӑтланать (2 Коринф 11:14). Сатана усӑ куракан тепӗр меслет — вӑл пире эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме тивӗҫлӗ мар тесе шутлаттарасшӑн (Ытарӑшсем 24:10).
ИЕГОВӐНА ИТЛЕСЕ ПУРӐНӐР
17. Мӗншӗн эпир Иеговӑна итлетпӗр?
17 Эпир Иеговӑна итлесе пурӑнатпӑр пулсан, Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе паратпӑр. Турра итлесе пурӑнма пире мӗн пулӑшӗ? Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» (Саккуна астутарни 6:5). Эпир Иеговӑна юрататпӑр, ҫавӑнпа ӑна итлетпӗр. Мӗн чухлӗ хытӑрах эпир Иеговӑна юратма пуҫлӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах пирӗн ӑна итлес кӑмӑл пулӗ. Иоанн апостол ҫапла ҫырнӑ: «Турӑ ӳкӗчӗсене уяса [е тытса] тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар» (1 Иоанн 5:3).
18, 19. а) Мӗнле ӗҫсене Иегова тӗрӗс мар тесе шутлать? ӑ) Иегова пире хамӑр тума пултарайманнине тума ыйтманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
18 Анчах та хӑш-пӗр ӗҫсем пирки япӑх ӗҫсем тесе калать Иегова. Ҫав тӗрӗс мар ӗҫсенчен хӑш-пӗрисем пирки «Иегова мӗн курайманнине курайми пулӑр» текен рамкӑра вулама пулать. Тен, эсир ҫав ӗҫсенчен хӑш-пӗрисем япӑхах мар тесе шутлатӑр. Анчах та эсир ҫав рамкӑра Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшлатӑр пулсан, мӗншӗн Иеговӑна итлесе пурӑнма кирлине ӑнланса илетӗр. Тен, эсир хӑвӑр пурнӑҫра хӑш-пӗр улшӑнусем тума кирлине те курӑр. Улшӑнма ҫӑмӑлах мар пулӗ. Анчах та эсир ҫавӑн пек улшӑнусем тунипе чун канӑҫлӑхне тупатӑр тата савӑнӑҫ илетӗр, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек канӑҫлӑхпа савӑнӑҫа Туррӑн шанчӑклӑ тусӗсем илсе тӑраҫҫӗ (Исаия 48:17, 18). Эпир ҫавӑн пек улшӑнусем тума пултаратпӑр. Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
19 Иегова нихӑҫан та пире эпир тума пултарайманнине тума ыйтмасть (Саккуна астутарни 30:11—14). Вӑл пирӗн чӑн-чӑн Тус тата пире хамӑртан та лайӑхрах ӑнланать. Вӑл пирӗн лайӑх енсене те, пирӗн ҫитменлӗхсене те пӗлет (Псалом 102:14). Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Эсир куракан асап этем тӳсмелӗх анчах; Турӑ шанчӑклӑ; Вӑл сире вӑйӑр ҫитнинчен ытла сӑнамӗ, сӑнанӑ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ» (1 Коринф 10:13). Иегова пире хамӑра тӗрӗс тытма яланах пулӑшса тӑрӗ. Вӑл пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме «ытла та пысӑк хӑват» пама сӑмах парать (2 Коринф 4:7). Павел апостол хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йывӑр вӑхӑтсенче хӑйне Иегова мӗнле пулӑшса тӑнине асра тытса ҫапла калама пултарнӑ: «Хама хӑват парса тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур» (Филиппӑ 4:13, ҪТ).
ИЕГОВА МӖН ЮРАТНИНЕ ЮРАТӐР
20. Иеговӑн мӗнле лайӑх енӗсене пирӗн кӑтартмалла тата мӗншӗн?
20 Эпир Иеговӑн тусӗ пулас тетпӗр пулсан, пирӗн вӑл япӑх тесе шутлакан ӗҫсене тума пӑрахнисӗр пуҫне вӑл мӗн юратнине юратма пуҫламалла (Рим 12:9). Иегова мӗнле ҫынсемпе туслӑ пуласшӑн пулни ҫинчен Псалом 14:1—5 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) ҫырса панӑ. Иеговӑн тусӗсем лайӑх енсене хӑйсен пурнӑҫӗнче кӑтартас тӗлӗшрен унран тӗслӗх илеҫҫӗ. Вӗсем ҫак лайӑх енсене: юрату, саванӑҫ, канӑҫлӑх, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑллӑх, хӗрхенӳ, ӗненӳ, йӑвашлӑх тата чарулӑх — кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ (Галати 5:22, 23, ҪТ).
21. Турра килӗшекен лайӑх енсене кӑтартма эсир мӗнле вӗренме пултаратӑр?
21 Ҫав лайӑх енсене кӑтартма вӗренес тесен сирӗн мӗн тумалла? Библие яланах вуламалла тата тӗпчемелле (Исаия 30:20, 21). Вара эсир Иеговӑна хытӑрах юратма пуҫлатӑр тата сирӗн ӑна ытларах итлес кӑмӑл пулӗ.
22. Мӗншӗн Иеговӑна итлесе пурӑнмалла?
22 Хӑвӑр пурнӑҫра ҫавӑн пек улшӑнусем тунине кивӗ тумтире хывса пӑрахса ҫӗнӗ тумтир тӑхӑннипе танлаштарма пулать. Библире каланӑ тӑрӑх, пирӗн хамӑр ҫинчен «кивӗ этемлӗхе» хывса пӑрахса «ҫӗнӗ этем» пулса тӑмалла (Колоссӑ 3:9, 10). Ҫакна тума ҫӑмӑлах мар пулин те, эпир Иеговӑна итлетпӗр пулсан тата кирлӗ улшӑнусем тӑватпӑр пулсан, Иегова пире «пысӑк сӑвап [е награда]» парӗ (Псалом 18:12). Эппин, Иеговӑна итлесе пурӑнӑр, ҫапла вара Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе парӑр. Иеговӑшӑн ӗҫлессе те унран мӗн те пулин илес тесе мар, ӑна юратнӑран ӗҫлесе тӑрӑр. Ҫапла вара эсир Туррӑн тусӗ пулса тӑратӑр!
a Ҫакӑ пире Библи вӗренме чӑрмантаракан ҫынсене пурне те Сатана хӗтӗртсе тӑрать тенине пӗлтермест. Анчах та Библире каланӑ тӑрӑх, Шуйттан — «ҫак тӗнченӗн турри» тата «пӗтӗм тӗнче усал [Сатана] ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ]». Ҫавӑнпа та пире хӑш-пӗр ҫынсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарасшӑн пулни тӗлӗнтермест (2 Коринф 4:4; 1 Иоанн 5:19).