Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp17 4№ 4—7 с.
  • Пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен Библи мӗн калать?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен Библи мӗн калать?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • БИБЛИРИ ЧӐНЛӐХ
  • СУЯ ТӖН ВӖРЕНТӖВӖ САРӐЛСА ПЫРАТЬ
  • «ЧӐНЛӐХ СИРЕ ИРӖКЕ КӐЛАРӖ»
  • Вилнисем ӑҫта лекеҫҫӗ?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Мӗн вӑл чун?
    Библи: ыйтусем тата хуравсем
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
wp17 4№ 4—7 с.
Вилӗ виле шӑтӑкӗнче выртать

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ПУРНӐҪПА ВИЛӖМ ҪИНЧЕН БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ?

Пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен Библи мӗн калать?

Библири Пултарни кӗнекере ҫырнӑ тӑрӑх, Турӑ пӗрремӗш ҫынна, Адама, тунӑ хыҫҫӑн, ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пултарни 2:16, 17). Апла, Адам ҫак Туррӑн ӳкӗтне тытса тӑнӑ пулсан вӑл нихӑҫан та вилмӗччӗ, вӑл Эдем садӗнче малалла та пурӑннӑ пулӗччӗ.

Ватӑлса кайнӑ Адампа Ева

Шел пулин те, Адам хӑйӗн Пултараканне итлес вырӑнне тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас вырӑнне Туррӑн ӳкӗтне пӑснӑ: вӑл хӑйӗн арӑмӗ, Ева, панӑ ҫимӗҫе — ҫиме юраман ҫимӗҫе — ҫинӗ (Пултарни 3:1—6). Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернине эпир хальхи вӑхӑтра та лайӑх куратпӑр. Павел апостол ун пирки акӑ мӗн ҫырнӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Ҫакӑнта асӑннӑ «пӗр ҫын» вӑл — Адам. Анчах вӑл мӗн туни мӗншӗн ҫылӑх пулнӑ тата мӗншӗн ҫакӑ вилӗм патне илсе ҫитернӗ?

Адам пӗлсе тӑрсах Туррӑн саккунне пӑснӑ — ҫакӑ ҫылӑх пулнӑ (1 Иоанн 3:4). Ҫылӑх тунӑшӑн вара наказани вилӗм пулать тесе асӑрхаттарнӑ Турӑ. Адам тата унӑн пулас ӑрӑвӗ Туррӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑнӑ пулсан, вӗсем ҫылӑхсӑр пулнӑ пулӗччӗҫ тата нихӑҫан та вилмен пулӗччӗҫ. Турӑ ҫынсене вилмелле туман, вӑл вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тесе тунӑ.

«Пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ» тени тӗрӗс пулни пирки никам та иккӗленмест. Анчах ҫын вилсен унӑн пӗр-пӗр пайӗ чӑнах та малалла пурӑнать-и? Нумайӑшӗ ҫакна ӗненет. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн пӗр пайӗ, е унӑн чунӗ, вилӗмсӗр. Анчах ҫакӑ тӗрӗс пулсан Турӑ Адама суйнӑ пулать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен, Турӑ каланӑ тӑрӑх, ҫылӑх тунӑшӑн наказани вӑл — вилӗм. Анчах ҫын вилсен унӑн пӗр-пӗр пайӗ малалла та пурӑнать пулсан, вилӗм наказани пулмасть. Библире вара: «Турӑ улталаса калас ҫук»,— тенӗ (Еврейсем 6:18). Чӑннипе Шуйттан суйнӑ: эсир ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫисен вилместӗр тенӗ вӑл Евӑна (Пултарни 3:4).

Эппин, вилӗмсӗр чун ҫинчен вӗрентни суя ҫинче тытӑнса тӑрать. Апла пулсан, ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

БИБЛИРИ ЧӐНЛӐХ

Пултарни кӗнекере ҫынна мӗнле туни ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫӗрти тӑпраран тунӑ, унӑн ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, этем вара чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ» (Пултарни 2:7). «Чӗрӗ чун» тесе куҫарнӑ не́феш текен авалхи еврей сӑмахне тӳррӗн куҫарсан «сывлакан чӗрӗ чун» тенине пӗлтерет.

Библи уҫҫӑн кӑтартса парать: ҫынна вилӗмсӗр чун паман. Мӗншӗн тесен ҫын вӑл хӑй «чӗрӗ чун». Ҫавӑнпа та Библире эсир ниҫта та «вилӗмсӗр чун» текен сӑмах ҫаврӑнӑшне тупаймастӑр.

Библире вилӗмсӗр чун пирки нимӗн те каламан пулсан, мӗншӗн-ха нумай тӗнре ҫак вӗрентӗве тытса тӑраҫҫӗ? Ҫак вӗрентӳ авалхи Египетран тухнӑ иккен.

СУЯ ТӖН ВӖРЕНТӖВӖ САРӐЛСА ПЫРАТЬ

Пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗрте пурӑннӑ грексен историкӗ Геродот ҫапла ҫырнӑ: «Ҫын чунӗ вилмест тесе чи малтанах египтянсем вӗрентме пуҫланӑ». Ҫак вӗрентӳ Вавилон ҫыннисене те питӗ килӗшнӗ. Пирӗн эрӑчченхи 332 ҫулта Александр Македонский ҫывӑхри Хӗвелтухӑҫ ҫӗрӗсене ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн ҫак вӗрентӳ грексен философӗсем хушшинче, юлашкинчен вара пӗтӗм Греци империйӗнче анлӑ сарӑлнӑ.

Библире эсир ниҫта та «вилӗмсӗр чун» текен сӑмах ҫаврӑнӑшне тупаймастӑр

Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте ессейсемпе фарисейсем (иудейсен икӗ паллӑ сектисем) ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать тесе вӗрентнӗ. «Еврейсен энциклопедийӗнче» ҫапла каланӑ: «Грексен философӗсен вӗрентӗвӗсем витӗм кӳнине пула, уйрӑмах Платон вӗрентӗвӗсене пула, иудейсем чун вилӗмсӗр пулнине ӗненме пуҫланӑ» (The Jewish Encyclopedia). Ҫавӑн пекех пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ иудейсен историкӗ Иосиф Флавий ҫак вӗрентӗве Сӑваплӑ Ҫыруран мар, эллинсенчен илнӗ тесе каланӑ. Уншӑн вара эллинсен вӗрентӗвӗсем юмах-халап пулнӑ.

Грек культури анлӑ сарӑлса пынӑҫемӗн христиан тӗнне тытса тӑракансем те суя тӗнрен тухнӑ вӗрентӗве, вилӗмсӗр чун ҫинчен вӗрентнине, ӗненме пуҫланӑ. Йона Лендеринг историк каланӑ тӑрӑх, «Платонӑн шухӑшӗ — малтан пирӗн чун пӗр ҫитменлӗхсӗр тӗнчере пулнӑ, халӗ вӑл пӗтекен тӗнчере пурӑнать текен шухӑш — Платонӑн философине христиан вӗрентӗвӗсемпе хутӑштарса яма питӗ лайӑх май панӑ». Ҫапла вара ҫак суя тӗнрен тухнӑ вӗрентӳ Христиан Чиркӗвӗн тӗп вӗрентӗвӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.

«ЧӐНЛӐХ СИРЕ ИРӖКЕ КӐЛАРӖ»

Пӗрремӗш ӗмӗрте Павел апостол христиансене ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ — ун ҫинчен Сывлӑш уҫҫӑнах пӗлтерет» (1 Тимофей 4:1). Ҫак сӑмахсем мӗн тери тӗрӗс! Вилӗмсӗр чун ҫинчен вӗрентни «шуйттан вӗрентни» шутне кӗрет. Мӗншӗн тесен вӑл Библире мӗн каланипе пачах килӗшсе тӑмасть, вӑл суя тӗнрен тата философи вӗрентӗвӗсенчен тухнӑ.

Телее, Иисус ҫапла каланӑ: «Чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:32). Библири чӑнлӑха пӗлсе пынипе ҫын нумай тӗнре анлӑ сарӑлнӑ Турра чыссӑрлатакан вӗрентӳсемпе йӑла-йӗркесен тыткӑнӗнчен ирӗке тухать. Унтан та ытларах, Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑх тӗшмӗшсенчен тата вилӗмпе ҫыхӑннӑ йӑласенчен хӑтарать. («Вилнисем ӑҫта лекеҫҫӗ?» рамкӑна пӑхӑр.)

Турӑ ҫынсене, вӗсем 70—80 ҫул пурӑнччӑр та урӑх тӗнчене кайччӑр тесе туман. Вӑл хӑйне итлекен ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Турӑ мӗн шухӑшласа хуни вӑл этемлӗхе питӗ юратнине кӑтартать. Хӑй мӗн шухӑшласа хунине вӑл пурнӑҫлатех (Малахия 3:6). Библи пире шантарса калать: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).

Ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ-и?

Нумаях пулмасть ученӑйсем тинӗсре ӳсентӑран тупнӑ. Ҫак ӳсентӑран темиҫе пин ҫул пурӑнать тесе шутлаҫҫӗ вӗсем. Тен, ҫак ӳсентӑран ҫӗр ҫинчи организмсенчен чи нумай пурӑнаканни. Вӑл — океан посидонийӗ (Posidonia oceanica), Вӑтаҫӗр тинӗс тӗпӗнче, Испанипе Кипр хушшинче сарӑлса ӳсекен тинӗс курӑкӗ.

Ӳсентӑрансем ҫав тери нумай пурӑнма пултараҫҫӗ пулсан, ҫынсем пирки вара мӗн калама пулать? Ватӑлса пынине тӗпчекен хӑш-пӗр ученӑйсем пуласлӑхра этем кунҫулне ӳстерме пултарасса шанаҫҫӗ. Сӑмахран, пӗр кӗнекере ҫак тӗлӗшрен «наука тунӑ нумай ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем» пирки каланӑ. Ҫак ҫитӗнӳсем ҫынсен кунҫулне ӳстерме пултарӗҫ-ши? Вӑхӑт кӑтартӗ.

Анчах ҫын ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси наукӑран килмест. Библире каланӑ тӑрӑх, ӗмӗрлӗх пурнӑҫа пирӗн Пултаракан, Иегова Турӑ, кӑна пама пултарать, мӗншӗн тесен унра «чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ» (Псалом 35:10). Турра кӗлтунӑ чухне Иисус Христос ҫапла каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3). Чӑнах та, эпир Иегова Турӑ ҫинчен тата унӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, ҫинчен пӗлсе пыратпӑр пулсан тата мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗ пурӑнатпӑр пулсан, Турӑ пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паратех.

Тинӗс курӑкӗ

Ученӑйсем шутланӑ тӑрӑх, тинӗсри ҫак курӑкӑн хӑш-пӗр тӗсӗсем темиҫе пин ҫул пурӑнаҫҫӗ

ВИЛНИСЕМ ӐҪТА ЛЕКЕҪҪӖ?

Иисус Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратать

Кӗскен каласан, Библи тӑрӑх, ҫынсем вилсен вӗсем виле шӑтӑкне лекеҫҫӗ, вара хӑйсем чӗрӗлсе тӑрасса кӗтеҫҫӗ (Иоанн 5:28, 29). Вӗсем асапланмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен «вилнисем... нимӗн те пӗлмеҫҫӗ» (Екклесиаст 9:5). Иисус вилӗме тарӑн ыйхӑпа танлаштарнӑ (Иоанн 11:11—14). Апла пулсан, вилӗм ыйхипе ҫывӑракан ҫынсенчен хӑрамалла мар е вӗсен кӑмӑлне ҫырлахтарма парнесем кӳмелле мар. Вилнисем пире пулӑшма та, сиен кӳме те пултараймаҫҫӗ, вӗт виле шӑтӑкӗнче «ӗҫ те, шухӑш та, пӗлӳ те, ӑс та ҫук» (Екклесиаст 9:10). Анчах Турӑ ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратнипе вилӗме ӗмӗрлӗхе пӗтерӗ (1 Коринф 15:26, 55; Ӳлӗмхине 21:4).

Мӗншӗн Библие шанма пулать?

Библире мӗн каланине эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр? Аяларах илсе панӑ ҫирӗплетӳсене пӑхса тухар.

  • Чернил тата перо

    Библи Авторӗ. Библи 66 кӗнекерен тӑрать, вӗсене 1 600 ҫул ытла — пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑри 98 ҫулччен — 40-е яхӑн ҫын ҫырнӑ. Ҫав-ҫавах Библири кӗнекесем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ тата пӗр-пӗрне хирӗҫлемеҫҫӗ. Ҫакӑ унӑн Авторӗ Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пулнине ҫирӗплетсе парать. Ҫынсем вара вӑл парса тӑнӑ шухӑшсене ҫыракансем кӑна пулнӑ.

  • Колонна

    Истори тӗлӗшӗнчен тӗп-тӗрӗс. Библире ҫырса панӑ ӗҫсене историри фактсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ. «Юрист Библие тӗпчет» кӗнекере ҫапла каланӑ: «Литература хайлавӗсенчи, юмах-халапсенчи тата ытти шухӑшласа кӑларнӑ историсенчи ӗҫсене пӗр-пӗр паллӑ мар вырӑнта тата паллӑ мар вӑхӑтра пулса иртнине кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ... Библире вара ӗҫсем ӑҫта тата хӑш вӑхӑтра пулса иртнине тӗп-тӗрӗс каланӑ» (A Lawyer Examines the Bible).

  • Атом

    Наука тӗлӗшӗнчен тӗп-тӗрӗс. Библи вӑл наука кӗнеки мар. Анчах та унта наукӑпа ҫыхӑнса тӑракан япаласем ҫинчен, ун чухне пурӑннӑ ҫынсем ҫав фактсем пирки пӗлмен пулсан та, тӗп-тӗрӗс каланӑ. Сӑмахран, Левит кӗнекин 13-мӗшпе 14-мӗш сыпӑкӗсенче авалхи вӑхӑтра пурӑнакан израильтянсене гигиена тата карантин тӗлӗшӗнчен тӗплӗ хушусем панӑ, ҫавна микробсем тата ерекен чирсем ҫинчен пӗличчен чылай маларах тунӑ. Ҫавӑн пекех ученӑйсем Ҫӗр чӑмӑркка пулнине тата вӑл космосра нимӗн ҫинче те тытӑнса тӑманнине пӗличчен ҫакӑн пирки темиҫе ӗмӗр маларах Библире каланӑ пулнӑ (Иов 26:7; Исаия 40:22).

Ҫак тӗслӗхсем Библири ҫак сӑмахсене ҫирӗплетсе параҫҫӗ: «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет» (2 Тимофей 3:16).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр