ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН
«Нихҫанхинчен вӑйлӑ юратса, нихҫанхинчен хастарлӑрах»
1922 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчи ҫав эрнекун ир-ирех шӑрӑх тӑнӑ. Конгресс иртекен залра 8 000-е яхӑн ҫын ларнӑ. Сцена ҫинчен пӗлтерӳ тунӑ: халӗ программӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пайӗ пуҫланать, вӑл вӑхӑтра кирек кам та залран тухма пултарать, анчах та каялла кӗме май пулмӗ.
Малтан делегатсем юрӑсем юрланӑ, унтан пюпитр патне Джозеф Рутерфорд пырса тӑнӑ. Пурте мӗн пуласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Шӑрӑх пулнӑ пирки лара-тӑра пӗлменнисене Рутерфорд хӑйсен вырӑнне ларма тата тимлӗ итлеме хушнӑ. Доклад пуҫланнӑ. Анчах та сцена тӑррине типтерлӗн чӗркесе ҫакнӑ рулона кам та пулин асӑрханӑ-ши?
Доклад «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ» ятлӑ пулнӑ. Залра сехет ҫурӑ хушши Рутерфордӑн вӑйлӑ сасси янӑраса тӑнӑ. Вӑл авалхи вӑхӑтри пророксем Патшалӑх ҫинчен хӑюллӑн пӗлтерни ҫинчен каланӑ. Кайран вара докладӑн чи хумхануллӑ пайӗ ҫитнӗ. Рутерфорд итлесе ларакансенчен ыйтнӑ: «Мухтав Патши патшана ларнине ӗненетӗр-и?» «Ҫапла!» тени аслати авӑтнӑ пек хӑватлӑн илтӗнсе кайнӑ.
«Апла пулсан, каллех хирелле, Ҫӳлти Туррӑн ывӑлӗсем! — янраса кайнӑ Рутерфордӑн сасси. — Акӑ, Патша патшара ларать! Эсир — унӑн хыпарҫисем. Ҫавӑнпа та Патшапа унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерӗр, пӗлтерӗр, пӗлтерӗр».
Ҫав самантрах рулон саланса кайнӑ та пурин куҫ умӗнчех пысӑк плакат пулса тӑнӑ, унта «Патшапа унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерӗр» тесе ҫырнӑ пулнӑ.
«Мӗн илтнипе пурте хумханса кайрӗҫ»,— каласа панӑ Рей Бопп. Анна Гарднер тӑван: «Ҫынсем ҫав тери хытӑ ал ҫупнӑран залри юпасем чӗтренсе тӑратчӗҫ»,— тенӗ. Фред Тварош каласа панӑ тӑрӑх, «пурте пӗр харӑссӑн хӑйсен вырӑнӗсенчен тӑнӑ». Эвангэлос Скуффас ятлӑ арҫын тӑван вара мӗн пулса иртни пирки ҫапла каланӑ: «Хамӑр вырӑнсенчен пире темле вӑй йӑтса тӑратнӑ пекех туйӑнчӗ. Эпир ура ҫине тӑтӑмӑр, пирӗн куҫсем вара куҫҫульпе тулчӗҫ».
Конгреса килнисенчен нумайӑшӗ унччен те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ. Анчах халӗ вӗсем хӑйсен тӗллевне тата лайӑхрах ӑнланнӑ. Этел Беннекофф каласа панӑ тӑрӑх, Библи Тӗпчекенсем «нихҫанхинчен вӑйлӑ юратса, нихҫанхинчен хастарлӑрах» ырӑ хыпар сарса ҫӳреме шут тытнӑ. 18 ҫулхи Одесса Так ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн конгресс хыҫҫӑн Исаия 6:8-мӗшӗнче «кам кайӗ?» тесе чӗнсе каланине Исаия пекех хуравлас килсе тӑнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Ырӑ хыпара ӑҫта, кама тата мӗнле майпа пӗлтермеллине пӗлместӗмччӗ. Эпӗ пӗр япалана ҫеҫ пӗлеттӗм: ман Исаия пекех пулас килет, вӑл вара Иеговӑна „кунтах эпӗ, мана яр“ тенӗ». Ралф Леффлер тӑван вара акӑ мӗн каланӑ: «Шӑпах ҫав асран кайми кунран пуҫласа Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерес ӗҫ анлӑн сарӑлса пынӑ, халӗ вара ҫак ӗҫ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пырать».
Ҫавӑнпа 1922 ҫулта Сидар-Пойнтра (Огайо штачӗ, АПШ) иртнӗ конгресс Турӑ халӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ событи пулса тӑнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук! Джордж Гангас каланӑ: «Ҫав конгресс мана ҫакнашкал тӗлпулусене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме хавхалантарчӗ». Вӑл хӑй пирки яланах ҫапла тӑваттӑмччӗ тесе каланӑ. Джулия Уилкокс вара хӑй ҫинчен ҫапла каласа панӑ: «Пирӗн публикацисенче 1922 ҫулта Сидар-Пойнтри конгреса асӑнсан эпӗ мӗн туйнине сӑмахпа каласа пӗтереес те ҫук. Ман яланах „тавах сана, Иегова, ҫавӑнта пулма май панӑшӑн“ тесе калас килет».
Хальхи вӑхӑтра та конгрессем ҫынсен чӗрисене хумхантараҫҫӗ, ырӑ хыпара хастарлӑн пӗлтерме хавхалантараҫҫӗ тата пирӗн аслӑ Турра тата вӑл лартнӑ Патшана хытӑрах юратма пулӑшаҫҫӗ. Эпир ҫакӑн пек конгрессене хамӑрӑн чӗрере упратпӑр тата вӗсем ҫинчен аса илсен пирӗн те: «Тавах сана, Иегова, ҫавӑнта пулма май панӑшӑн!» — тесе калас килет.