Турӑ панӑ еткере эсир хаклатӑр-и?
«Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсенчен [«урӑх халӑх ҫыннисенчен», ҪХ] Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑх тума малтанах шутласа» хунӑ (АП. ӖҪ. 15:14).
1, 2. а) «Давидӑн... чатӑрӗпе» мӗн пулнӑ тата ӑна мӗнле ҫӗнӗрен туса лартмалла пулнӑ? ӑ) Камсем пирки паян Иеговӑн ӗҫлекенӗсем теме пулать?
ПИРӖН эрӑри 49 ҫулта Иерусалимра ертсе пыракан советӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗлпулӑвӗ пынӑ чухне Иаков вӗренекен каланӑ: «Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсенчен [«урӑх халӑх ҫыннисенчен», ҪХ] Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑх тума малтанах шутласа хунине пире Симон [Петр] каласа ӑнлантарчӗ; пророксем ҫырнӑ сӑмахсем те вӑл каланипе пӗре килеҫҫӗ, унта ҫапла ҫырнӑ: „Ыттисем те, Ман ятӑм хӑйсен хушшине ҫитес халӑхсем те пурте Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнччӑр тесе, Эпӗ кайран каялла таврӑнӑп та Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен туса лартӑп, унта мӗн ҫӗмӗрӗлнине юсаса тирпейлӗп, ӑна унчченхи евӗрлех туса ҫитерӗп“ тет ҫакӑн ҫинчен ӗлӗкех пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа» (Ап. ӗҫ. 15:13—18).
2 «Давидӑн... чатӑрӗ» вӑл Давид ҫемйинчен тухнӑ патшасене пӗлтерет. Иудӑн юлашки патшине, Седекийӑна, патшаран сирпӗтсен, ҫав чатӑр «пӑрахӑҫа тухнӑ» (Ам. 9:11). Анчах та ҫав «чатӑра» Давидӑн тӑхӑмӗ, Иисус — нихӑҫан улшӑнми патша — килсен ҫӗнӗрен туса лартмалла пулнӑ (Иез. 21:27; Ап. ӗҫ. 2:29—36). Ҫав пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗлпулура Иаков ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Амосӑн пророкла сӑмахӗсенче иудейсене те, урӑх халӑх ҫыннисене те Иисуспа пӗрле пӗлӗтре патша пулма суйласа илӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем Иисусӑн миллион-миллион «урӑх сурӑхӗпе» пӗрле, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май, Библири чӑнлӑха пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ (Иоанн 10:16).
ИЕГОВӐН ХАЛӐХӖ ЙЫВӐРЛӐХПА ТӖЛ ПУЛАТЬ
3, 4. Вавилонра Туррӑн халӑхне Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗн пулӑшнӑ?
3 Иудейсем Вавилона тыткӑна лексен, «Давидӑн... чатӑрӗ» пӑрахӑҫа тухни уҫӑмлӑ курӑннӑ. Вавилонра суя тӗн питӗ анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Апла пулсан, Туррӑн халӑхӗ унта 70 ҫул хушши, пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑчченхи 537 ҫулччен, мӗнле майпа шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнӑ? Иеговӑн хальхи халӑхӗ Сатанан тӗнчинче мӗнле шанчӑклӑ тӑрса юлать, ҫавӑн пек (1 Иоанн 5:19). Вӗсен хӑйсене шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшакан ятарлӑ еткер пур.
4 Пирӗн паянхи еткерӗн пайӗ — Турӑ Сӑмахӗ. Вавилона куҫарса кайнӑ иудейсен тулли Библи пулман, анчах та вӗсем Моисей саккунне, ҫав шутрах Вунӑ заповеде пӗлнӗ. Вӗсем «Сион юррисене» пӗлнӗ, нумай ытарлӑх аса илме пултарнӑ тата Иеговӑн унччен пурӑннӑ ӗҫлекенӗсен ӗҫӗ-хӗлне пӗлнӗ. Ҫав иудейсем Сиона аса илсе макӑрнӑ тата вӗсем Иеговӑна манса кайман. (Псалом 136:1—6 вуласа пар.) Ҫавсем пурте вӗсене, Вавилонра суя вӗрентӳсемпе йӑла-йӗркесем анлӑ сарӑлнине пӑхмасӑрах, Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнӑ.
ТРОИЦА — ҪӖНӖ ВӖРЕНТӲ МАР
5. Авалхи Вавилонпа Египетра турӑсен триадине, е троицине, пуҫҫапнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
5 Ӗлӗкхи вӑхӑтра турӑсен триадине, урӑхла каласан, виҫӗ турӑран тӑракан турӑсен ушкӑнӗсене, пуҫҫапнӑ. Сӑмахран, Вавилон ҫыннисем пуҫҫапакан пӗр триада шутне Син (уйӑх турри), Шамаш (хӗвел турри) тата Иштар (хӗрарӑм турӑ — тухӑҫлӑхпа вӑрҫӑ турри) кӗнӗ. Авалхи Египетра туррӑн час-часах арӑмӗпе ывӑлӗ пулнӑ. Пӗр энциклопедире каланӑ тӑрӑх, пурте пӗрле «вӗсем турӑсенчен тӑракан триада, е троица, пулнӑ. Унта ашшӗ яланах тӗп вырӑн йышӑнман. Хӑш-пӗр чухне вӑл хӑйӗн арӑмӗ, ҫав вырӑнта тӗп турӑ шутланаканскер, хыҫӗнче пулнӑ» (New Larousse Encyclopedia of Mythology). Египетри пӗр триада шутне Осирис турӑ, Исида хӗрарӑм турӑ тата вӗсен ывӑлӗ Гор кӗнӗ.
6. Мӗн вӑл Троица тата эпир ҫав суя вӗрентӳрен мӗнле хӳтӗленнӗ?
6 Христиан тӗнчин хӑйӗн триада пур — Троица. Духовенство каланӑ тӑрӑх, Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш пурте пӗрле — пӗр Турӑ. Анчах та ҫавнашкал вӗрентӳ Иеговӑна темле туррӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ туса вӑйсӑр пек кӑтартса парать. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫавӑн пек суя вӗрентӳсенчен хӳтӗленнӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ пӗлтернипе ҫырса хунӑ ҫак сӑмахсемпе килӗшеҫҫӗ: «Израиль, итле: Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ], пирӗн Туррӑмӑр — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр [«Иегова», ҪТ]» (Сак. аст. 6:4). Иисус ҫак сӑмахсене тепӗр хут каланӑ. Ҫавӑнпа та чӑн христиансем унӑн сӑмахӗсемпе килӗшмесӗр тӑма пултараҫҫӗ-и? (Марк 12:29.)
7. Мӗншӗн Троицӑна ӗненекен хӑйне Турра халалласа шыва кӗме пултараймасть?
7 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр: вӗсене Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗртӗр» тенӗ (Матф. 28:19, ҪТ). Ҫак вӑл ҫын чӑн христианин тата Иегова Свидетелӗ пулас тесе шыва кӗресшӗн пулсан, Ашшӗ, Иегова, Иисусран аслӑрах пулнине, Иисус Турӑ Ывӑлӗ пулнине тата вӑл ҫӗр ҫине тӳлесе илмелли парне пама килнине унӑн ӗненмелле тенине пӗлтерет. Ҫавӑн пекех унӑн святой сывлӑш Троицӑн пайӗ тесе мар, Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ пулнине ӗненмелле (Пулт. 1:2, ҪТ). Троицӑна ӗненекен хӑйне Иегова Турра юрӑхлӑ халалласа шыва кӗме пултараймасть. Пирӗн еткер пире Турра чыссӑрлатакан ҫав вӗрентӳсенчен хӳтӗленӗшӗн эпир питӗ пархатарлӑ!
СПИРИТИЗМ АНЛӐ САРӐЛНИ
8. Вавилон ҫыннисем турӑсемпе демонсем пирки мӗн шутланӑ?
8 Вавилон ҫыннисем хӑйсен туррисене ӗненнисӗр пуҫне демонсемпе спиритизма та ӗненнӗ. «Пӗтӗм тӗнчери стандартлӑ Библи энциклопединче» каланӑ: «Вавилон тӗнӗнче турӑсем хыҫҫӑн ҫынсене ӳт-пӳпе ӑстӑн чирӗсемпе чирлеттерсе ӳкерме пултаракан демонсем пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫав демонсемпе харсӑррӑн кӗрешни тӗнре пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ пулмалла, ҫынсем вара пур ҫӗрте те турӑсене кӗлӗре демонсенчен хӳтӗлеме ыйтнӑ» (The International Standard Bible Encyclopaedia).
9. а) Вавилонра тыткӑнра пулнӑ хыҫҫӑн иудейсем нумайӑшӗ суя тӗн вӗрентӗвӗсен танатине мӗнле ҫакланнӑ? ӑ) Пӗлсе тӑрсах демонсемпе хутшӑнас хӑрушлӑхран пире мӗн хӳтӗлет?
9 Вавилонра тыткӑнра пулнӑ хыҫҫӑн иудейсем Ҫырӑва хирӗҫ пыракан вӗрентӳсен танатине ҫакланнӑ. Каярахпа, грек философийӗ сарӑлнӑ май, иудейсем нумайӑшӗ демонсен аллине лекнӗ, мӗншӗн тесен демонсем ыррисем те, усаллисем те пулма пултараҫҫӗ тесе ӗненме пуҫланӑ. Анчах та Турӑ пире спиритизм, урӑхла каласан, демонсемпе хутшӑнма тӑрӑшни, хӑрушӑ тата тӗрӗс мар тесе калать. Ҫак чӑнлӑх вӑл — пирӗн ятарлӑ еткерӗн пайӗ (Ис. 47:1, 12—15). Унсӑр пуҫне Иегова мӗн тума хушнине итлесе спиритизма сирсе яни пире хӳтлӗх парать. (Саккуна астутарни 18:10—12; Ӳлӗмхине 21:8 вуласа пар.)
10. Аслӑ Вавилонӑн йӑли-йӗркисемпе вӗрентӗвӗсем ҫинчен мӗн калама пулать?
10 Спиритизм Вавилон ҫыннисем хушшинче сарӑлнисӗр пуҫне хальхи вӑхӑтра Аслӑ Вавилон, суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империйӗ, майлӑ тӑракансем хушшинче те сарӑлнӑ (Ӳлӗм. 18:21—24). Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче палӑртнӑ: «[Аслӑ] Вавилон пӗр-пӗр империпе е культурӑпа кӑна ҫыхӑнса тӑмасть. Вӑл географи е вӑхӑт чиккипе мар, йӗрӗхсене виҫесӗр пуҫҫапнипе палӑрса тӑрать» (The Interpreter’s Dictionary of the Bible, 1 том, 338 страница, акӑл.). Спиритизмшӑн, йӗрӗхсене пуҫҫапнишӗн тата ытти ҫылӑхсемшӗн Аслӑ Вавилона кӗҫех тӗп тӑвӗҫ. (Ӳлӗмхине 18:1—5 вуласа пар.)
11. Пирӗн публикацисенче спиритизм тӗлӗшӗнчен мӗн тесе асӑрхаттарнӑ?
11 Иегова тӳррӗн ҫапла каланӑ: «Эсир... асамлӑ вӑйпа усӑ куратӑр — эпӗ ҫакӑнпа ҫырлахма пултараймастӑп» (Ис. 1:13, ҪТ). 1800 ҫулсенче нумайӑшӗ спиритизма явӑҫнӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та 1885 ҫулта тухнӑ «Сион хурал башнинче» ҫав ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унти статьяра авалхи тӗнсем вилнисем чӗрӗ тесе вӗрентнӗ тата тӗнчери пӗтӗм мифологи вилнисем леш тӗнчере пурӑнаҫҫӗ текен шухӑшран пуҫланса кайнӑ тенӗ. Ҫавӑн пекех статьяра демонсем хӑйсене чӗррисемпе калаҫма тӑрӑшакан вилнӗ ҫынсем пек кӑтартса параҫҫӗ, ҫавна пула вӗсем нумайӑшӗн ӑстӑнӗпе ӗҫӗсем ҫине витӗм кӳме пултараҫҫӗ тенӗ. Пирӗн пӗрремӗш брошюрӑсенчен пӗринче, «Сӑваплӑ Ҫырура спиритизм ҫинчен мӗн каланӑ?» текеннинче, каярах тухнӑ публикацисенче те, ҫавӑн пек асӑрхаттарса каланисем пулнӑ.
ЧУНСЕМ ЛЕШ ТӖНЧЕРЕ АСАПЛАНАҪҪӖ-И?
12. Вилнисемпе мӗн пулни пирки Соломон Турӑ пӗлтернипе мӗн каланӑ?
12 «Чӑнлӑха пӗлсе ҫитнисем... пурте» ҫак ыйту ҫине хурав пама пултараҫҫӗ (2 Иоанн 1). Эпир Соломонӑн ҫак сӑмахӗсемпе пӗтӗмпех килӗшетпӗр: «Чӗрӗ йытта та вилнӗ арӑсланран лайӑхрах. Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлсе тӑраҫҫӗ, вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ... Аллу мӗн тума пултарнине пурне те хӑвӑн вӑйна кура ту; ху кайса выртас ҫӑва шӑтӑкӗнче [пӗтӗм этемлӗхӗн виле шӑтӑкӗнче] ӗҫ те, шухӑш та, пӗлӳ те, ӑс та ҫук» (Еккл. 9:4, 5, 10).
13. Грексен культурипе тӗнӗ иудейсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
13 Иегова иудейсене вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен каланӑ. Анчах та Грецине Александр Македонскийӗн ҫар пуҫлӑхӗсем пайласа пӗтерсен, Иудейӑна Сирипе пӗрлештерме, грексен тӗнӗпе тата культурипе явӑҫтарма хӑтланса пӑхнӑ. Ҫавна пула иудейсем ҫын чунӗ вилӗмсӗр тата леш тӗнчере асаплантармалли вырӑн пур текен суя вӗрентӳсене ӗненме пуҫланӑ. Вилсен чунсене асаплантармалли вырӑн пур текен вӗрентӗве грексем шухӑшласа кӑларман, мӗншӗн тесен Вавилон ҫыннисем шутланӑ тӑрӑх, «леш тӗнче... хӑватлӑ та хаяр турӑсемпе демонсем хуҫаланакан, сехрене хӑптаракан вырӑн» пулнӑ (The Religion of Babylonia and Assyria). Чӑнах та, Вавилон ҫыннисем чун вилӗмсӗр тесе ӗненнӗ.
14. Иовпа Авраам вилӗм ҫинчен тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен мӗн пӗлнӗ?
14 Иов ятлӑ тӳрӗ ҫыннӑн Сӑваплӑ Ҫыру пулман пулин те, ҫын вилсен унпа мӗн пулнине вӑл пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хӑй вилсен ӑна Иегова — юратакан Турӑ — чӗртсе тӑратасшӑн пулассине ӑнланнӑ (Иов 14:13—15). Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрассине Авраам та ӗненнӗ. (Еврейсем 11:17—19 вуласа пар.) Кам вилме пултараймасть, ҫавна вилӗмрен чӗртсе тӑратма май ҫук, ҫавӑнпа Турӑран хӑракан ҫав арҫынсем ҫын чунӗ вилӗмсӗр тенине ӗненмен. Паллах ӗнтӗ, Туррӑн сывлӑшӗ Иовпа Авраама вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен ӑнланма тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрассине ӗненме пулӑшнӑ. Ҫак чӑнлӑхсем те пирӗн еткерӗн пайӗ шутне кӗреҫҫӗ.
ТӲЛЕСЕ ИЛНИ УРЛӐ ИРӖКЕ ТУХНИ ПИТӖ КИРЛӖ
15, 16. Ҫылӑхпа вилӗмрен пире мӗнле ҫӑлнӑ?
15 Турӑ пире Адамран куҫнӑ ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарни ҫинчен калакан чӑнлӑха уҫса панӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ (Рим 5:12). Иисус «Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнине» эпир ӑнланатпӑр (Марк 10:45, ҪХ). «Христос Иисус тӳлесе илни» урлӑ ирӗке тухма май пуррине пӗлни питӗ савӑнтарать! (Рим 3:22—24, ҪХ.)
16 Пӗрремӗш ӗмӗрти еврейсен тата ытти халӑх ҫыннисен хӑйсем тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмелле, Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненмелле пулнӑ. Унсӑрӑн вӗсене каҫарма пултарайман. Хальхи вӑхӑтра та ҫынсен ҫавнах тумалла (Иоанн 3:16, 36). Ҫын суя вӗрентӳсене, сӑмахран, Троица тата вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан вӗрентӳсене, ҫирӗп тытса тӑрать пулсан, тӳлесе илни паракан пиллӗхсене вӑл илеймӗ. Анчах та эпир илме пултаратпӑр. Эпир Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлетпӗр. Ун урлӑ «пире... тӳлесе илнӗ, пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла тунӑ» (Кол. 1:13, 14, ҪХ).
МАЛАЛЛА, ИЕГОВӐН ЯЧӖПЕ ХИСЕПЛЕНЕКЕН ХАЛӐХ!
17, 18. Иегова Свидетелӗсен историйӗ ҫинчен эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр тата ӑна вӗренни пире мӗнле усӑ пама пултарать?
17 Турӑ пире уҫса панӑ чӑн вӗрентӳсем ҫинчен, пирӗн, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май, мӗн-мӗн пурӑнса ирттерме тивни ҫинчен, Турӑ пире пулӑшса, пиллесе тӑни ҫинчен тата нумай каласа пама пулать. Вун-вун ҫул хушши «Ежегодниксенче» Турӑ халӑхӗ тӗрлӗ ҫӗрте тӑвакан ӗҫсем ҫинчен тӗлӗнмелле хыпарсем пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Эпир Иегова Свидетелӗсен историне «Вера в действии» фильмӑн 1-мӗшпе 2-мӗш пайӗсенчен, ҫавӑн пекех пирӗн публикацисенчен, калӑпӑр, «Свидетели Иеговы — возвещатели Царства Бога» кӗнекерен пӗлме пултаратпӑр. Пирӗн брошюрӑсенче хаклӑ тӑванӑмӑрсен чуна хавхалантаракан биографийӗсене час-часах пичетлесе кӑлараҫҫӗ.
18 Хӑйсене Турӑ Египет чуралӑхӗнчен мӗнле хӑтарни ҫинчен шухӑшлани израильсене усӑ панӑ пекех, Иегова организацийӗн историйӗ ҫинчен шухӑшлани пире те усӑ парӗ (Тух. 12:26, 27). Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче Туррӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене хӑй куҫӗпе курнӑран Моисей Израиль халӑхне ҫапла ӳкӗтленӗ: «Авалхи кунсене аса ил-ха, унчченхи йӑхсен кунҫулне ӑнла-ха; аҫунтан ыйт — каласа парӗ сана, ваттисенчен ыйт — пӗлтерӗҫӗ сана» (Сак. аст. 32:7). Иеговӑн халӑхӗ тата унӑн улӑхӗнчи сурӑхсем пулнӑ май эпир пурте унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑратпӑр, ыттисене унӑн хӑватлӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа паратпӑр (Пс. 78:13). Эпир хамӑр историне тӗпчетпӗр, Туррӑн халӑхӗн мӗн-мӗн пурӑнса ирттерме тивнинчен ӑса вӗренетпӗр тата пуласлӑх валли плансем тӑватпӑр.
19. Чӑнлӑха пӗлнӗ май пирӗн мӗн тумалла?
19 Ҫак йӗркесӗр тӗнчере Турӑ пире чӑнлӑха уҫса панӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ (Ытар. 4:18, 19). Ҫавӑнпа та Турӑ Сӑмахне тӑрӑшса вӗренер, чӑнлӑха ыттисене хастаррӑн каласа парар. Эпир хамӑра псалом юрлакан пекех туятпӑр. Вӑл каланӑ: «Санӑн тӳрӗлӗхне, пӗр Эсӗ анчах тӳрӗ пулнине аса илӗп. Эй Турӑҫӑм! Эсӗ мана мӗн ҫамрӑкранпах вӗрентсе тӑтӑн, эпӗ халичченех Санӑн кӗтретӳсем ҫинчен пӗлтеретӗп. Эй Турӑҫӑм, ватӑлса ҫитиччен, ҫӳҫӗм шураличчен, ҫак ӑрӑва Санӑн вӑй-хӑвату ҫинчен пӗлтериччен, пӗтӗм килес ӑрӑва Санӑн хӑвату ҫинчен пӗлтериччен, Санӑн тӳрӗлӗхне ҫӳле ҫити аслӑличчен, Эсӗ пултарнӑ аслӑ ӗҫсене тӳпене ҫити мухтиччен ан пӑрахсам мана, Турӑҫӑм; эй Турӑҫӑм, Сан пекки кам пултӑр тата?» (Пс. 70:16—19.)
20. а) Эпир Иеговӑна шанчӑклӑ чухне мӗн ҫирӗплетсе паратпӑр? ӑ) Иеговӑн власть тытса тӑма ирӗк пурри тата ӑна пуҫҫапни пирки эсир мӗн шутлатӑр?
20 Эпир Иеговӑна шанчӑклӑ чухне, унӑн пирӗнпе власть тытса тӑма ирӗк пуррине тата вӑл пирӗн пуҫҫапнине илме тивӗҫлӗ пулнине ӗненетпӗр тесе ҫирӗплетсе паратпӑр (Ӳлӗм. 4:11). Унӑн сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир йӑвашшисене ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр, хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантаратпӑр тата кулянакансене йӑпататпӑр (Ис. 61:1, 2). Сатана Туррӑн халӑхӗпе тата пӗтӗм этемлӗхпе хуҫаланма хӑтланнӑ вӑхӑтра эпир хамӑр еткере хаклатпӑр та Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма, Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Иеговӑна халӗ тата ӗмӗр-ӗмӗрӗпех мухтама ҫирӗп шут тытнӑ. (Псалом 25:11; 85:12 вуласа пар.)