Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 2/15 3—9 с.
  • Ҫакӑ вӑл — Турӑ пире панӑ еткер

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫакӑ вӑл — Турӑ пире панӑ еткер
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ПИРӖН ЯТАРЛӐ ЕТКЕР
  • ИЕГОВА ХӐЙӖН СӐМАХНЕ УПРАСА ХӐВАРНӐ
  • ИЕГОВА ХӐЙӖН ЯТНЕ УПРАСА ХӐВАРНӐ
  • ИЕГОВА ХӐЙӖН ЧӐНЛӐХНЕ УПРАТЬ
  • ИЕГОВА САТАНАНА ЧӐНЛӐХА ПӖТЕРМЕ ПАМАСТЬ
  • Иегова хӑйӗн ятне чапа кӑларать
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Иеговӑн аслӑ ятне чыслӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 2/15 3—9 с.

Ҫакӑ вӑл — Турӑ пире панӑ еткер

«Ҫакӑ вӑл — Ҫӳлхуҫа чурисене тивӗҫлӗ пай [«еткер», ҪТ]» (ИС. 54:17).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Хӑйӗн Сӑмахне упраса хӑварас тесе Турӑ мӗн тунӑ?

  • Турӑ ячӗ, Иегова, ҫав ятпа унӑн халӑхӗ усӑ курма пултартӑр тесе, мӗнле упранса юлнӑ?

  • Чӑнлӑх ҫине тапӑннине пӑхмасӑрах Турӑ ӑна мӗнле упраса хӑварнине ӑнлантарса парӑр.

1. Ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн Иегова юратса мӗн упраса хӑварнӑ?

ИЕГОВА — «ӗмӗр тӑракан чӗрӗ Турӑ» — хӑйӗн пурнӑҫ паракан вӗрентӗвӗсене этемлӗх валли упраса хӑварнӑ. Ҫав вӗрентӳсем улшӑнман, мӗншӗн тесен «Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ... ӗмӗрех тӑрать» (1 Петр 1:23—25). Иегова юратса ҫав кирлӗ информацие хӑйӗн Сӑмахӗнче, Библире, упраса хӑварнӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ!

2. Турӑ хӑйӗн халӑхӗ валли Библире мӗн упраса хӑварнӑ?

2 Хӑйӗн Сӑмахӗнче Турӑ хӑйне валли суйласа илнӗ ята, ҫав ятпа хӑйӗн халӑхӗ усӑ куртӑр тесе упраса хӑварнӑ. Сӑваплӑ Ҫырура «тӳпепе ҫӗр... пулса кайни» ҫинчен каланӑ чухне Иегова ята пӗрремӗш хут асӑннӑ (Пулт. 2:4, ҪТ). Моисее Вунӑ заповедь панӑ чухне Турӑ хӑйӗн ятне чул хӑма ҫине темиҫе хут тӗлӗнмелле майпа ҫырса хунӑ. Сӑмахран, пӗрремӗш заповедь ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫланать: «Эпӗ Иегова, санӑн Турру» (Тух. 20:1—17, ҪТ). Пире Турӑпа унӑн ячӗ ҫинчен пӗлме парас мар тесе Сатана Библие тӗп тума тӑрӑшнӑ. Анчах та Иегова ҫавна тума паман (Пс. 72:28).

3. Турӑ пире Библирен тата мӗне вӗрентесшӗн?

3 Халӗ тӗнчере Турӑ ҫинчен калакан тӗрӗс мар вӗрентӳсем нумай. Анчах та Иегова пире пурне те чӑнлӑха вӗрентесшӗн. Библи чӑнлӑх мӗн иккенне питӗ лайӑх уҫса панӑшӑн пирӗн пархатарлӑ пулмалла. (Псалом 42:3, 4 вуласа пар.) Пӗтӗм тӗнче сӗмлӗхре ҫӳренӗ вӑхӑтра эпир Турӑран тухса тӑракан ҫутӑра савӑнса ҫӳретпӗр (1 Иоанн 1:6, 7).

ПИРӖН ЯТАРЛӐ ЕТКЕР

4, 5. Эпир 1931 ҫултанпа мӗнле ятарлӑ чыса тивӗҫлӗ пултӑмӑр?

4 Христиансем пулнӑ май пирӗн хаклӑ еткер пур. Пӗр словарь каланӑ тӑрӑх: «Еткер вӑл — нумай ҫул хушши ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан пурнӑҫри пахалӑхсем, йӑла-йӗркесем тата уйрӑмлӑхсем» (Collins Cobuild English Dictionary). Эпир питӗ хаклакан еткер шутне Турӑ Сӑмахне тӗп-тӗрӗс пӗлни, Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑхсене тата унӑн тӗллевне лайӑх ӑнланни кӗрет. Ҫав еткер шутне эпир ятарлӑ чыса тивӗҫлӗ пулни те кӗрет.

5 Ҫак чыса илме эпир 1931 ҫулта Колумбусри (Огайо штачӗ, АПШ) конгресра тивӗҫлӗ пултӑмӑр. Конгресӑн программкинче «JW» саспаллисене пичетлесе хунӑ пулнӑ. Пӗр хӗрарӑм тӑван аса илет: «„JW“ саспаллисем мӗне пӗлтерни ҫинчен тӗрлӗрен шухӑшлатчӗҫ — „Just Wait“ (кӗтсе тӑмалла), „Just Watch“ (сыхӑ тӑмалла) тетчӗҫ, тӗрӗс калаканнисем те пурччӗ». Унччен пире Библи Тӗпчекенсем тесе чӗннӗ, анчах та вырсарникун, 1931 ҫулхи июнӗн 26-мӗшӗнче, резолюци йышӑннӑ тӑрӑх, эпир Иегова Свидетелӗсем ятлӑ пулса тӑтӑмӑр. Библире каланӑ ята илсен Туррӑн ӗҫлекенӗсем савӑнмаллипех савӑннӑ. (Исаия 43:12 вуласа пар.) «Хамӑр пухӑннӑ залра сассем янраса кайнине тата тӑвӑллӑн алӑ ҫупса янине эпӗ нихӑҫан та манса каяс ҫук»,— аса илет пӗр арҫын тӑван. Тӗнчере пирӗнсӗр пуҫне урӑх никам та ҫавӑн пек ятлӑ пуласшӑн пулмарӗ, анчах та Турӑ пире пилленине пула эпир ҫав ятпа 80 ҫул ытла усӑ куратпӑр. Иегова Свидетелӗ пуласси — мӗн тери пысӑк чыс!

6. Пирӗн еткерӗн пайӗ шутне мӗнле тӗп-тӗрӗс информаци кӗрет?

6 Пирӗн еткерӗн тепӗр пайӗ шутне Библире Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсем ҫинчен калакан тӗп-тӗрӗс те хаклӑ информаци кӗрет. Сӑмахран, унта Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа мӗн пулса иртни ҫинчен каласа панӑ. Ҫав патриархсем хӑйсен ҫемйинчи ҫынсемпе Иеговӑна мӗнле юрӑхлӑ пулмалли ҫинчен час-часах калаҫнӑ пулас. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, тӳрӗ Иосиф аскӑн ӗҫрен пӑрӑннинчен, «Турӑ умӗнче ҫылӑха» кӗменнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук (Пулт. 39:7—9). Христианла йӑласене те сӑмах вӗҫҫӗн пӗлтерсе тӑнӑ е вӗсене ыттисен тӗслӗхӗ урлӑ вӗреннӗ. Ҫавсем шутне Павел апостол христиансен пухӑвӗсене пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ ҫинчен калакан хушусем кӗнӗ (1 Кор. 11:2, 23). Хальхи вӑхӑтра Турра «сывлӑшпа, чӑнлӑхпа пуҫҫапма» пире мӗн-мӗн кирли ҫинчен Турӑ Сӑмахӗнче ҫырса хунӑ. (Иоанн 4:23, 24 вуласа пар.) Библи пӗтӗм этемлӗхе пулӑшма пултарать, анчах та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май эпир ӑна уйрӑмах хаклатпӑр.

7. Пирӗн еткер шутне мӗн тесе сӑмах пани кӗрет?

7 Пирӗн еткер шутне пирӗн публикацисенче Иегова пирӗн майлӑ пулнине ҫирӗплетсе паракан нумаях пулмасть пулса иртнӗ событисем те кӗреҫҫӗ (Пс. 117:7). Вӗсем ҫинчен вуланӑ май эпир хӗсӗрленине пӑхмасӑрах хамӑра хӳтлӗхре туятпӑр. Пире шанчӑк паракан еткер шутне ҫакӑн пек сӑмах пани те кӗрет: «Санпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ кӑрал ӑнӑҫлӑ пулаймӗ; санпа сутра тавлашакан кирек кама та эсӗ хӑв айӑплӑн. Ҫакӑ вӑл — Ҫӳлхуҫа чурисене тивӗҫлӗ пай [«еткер», ҪТ], вӗсем Ман урлӑ тӳрре тухаҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа» (Ис. 54:17). Сатана кӑралӗсенчен нихӑшӗ те пире тӳрлетмелле мар сиен тума пултараймасть.

8. Ҫак тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

8 Сатана Туррӑн Сӑмахне пӗтерме, Туррӑн ятне, Иегова ята, манӑҫа кӑларма тата чӑнлӑха тӗп тума хӑтланать. Анчах та ҫак ӗҫсем ӑнман, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑна хирӗҫ ним тума та пултараймасть. Ҫак тата тепӗр статьяра эпир 1) Турӑ хӑйӗн Сӑмахне мӗнле упраса хӑварнине, 2) Иегова хӑйӗн ятне упраса хӑварас тесе мӗнле тӑрӑшнине тата 3) пирӗн ҫӳлти Атте чӑнлӑха мӗнле уҫса, упраса пынине пӑхса тухӑпӑр.

ИЕГОВА ХӐЙӖН СӐМАХНЕ УПРАСА ХӐВАРНӐ

9—11. Библи хӑйӗн ҫине тӗрлӗ майлӑ тапӑннине пурӑнса ирттернине мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ?

9 Библие пӗтерме тем пек тӑрӑшнине пӑхмасӑрах Иегова ӑна упраса хӑварнӑ. Католиксен энциклопединче каланӑ: «1229-мӗш ҫулта Тулуз соборӗ альбигоецсемпе тата вальденсемпе кӗрешес тӗлӗшпе чиркӗве ҫӳрекенсене [халӑхсен тӑван чӗлхипе тухнӑ Библисемпе] усӑ курма чарнӑ... Таррагонра (Испани) 1234 ҫулта I Хайме ертсе пынипе ирттернӗ собор ҫавна тума чаракан хушу йышӑннӑ... Сӑваплӑран та сӑваплӑ престол ҫав ыйтӑва 1559 ҫулта — IV Павелӑн Индексне кӑларнӑ хыҫҫӑн халӑхсен тӑван чӗлхипе тухнӑ Библисене Сӑваплӑ канцеляри ирӗк памасӑр пичетлеме тата илме чарнӑ чухне — пӗрремӗш хут хутшӑннӑ».

10 Тӗрлӗ майлӑ тапӑннине пӑхмасӑрах Библи упранса юлнӑ. 1382 ҫулта пулас, Джон Уиклифпе ӑна пулӑшакансем акӑлчан чӗлхи ҫине куҫарнӑ пӗрремӗш Библи кӑларнӑ. Библи куҫаракансенчен тепри вӑл — Уильям Тиндал. Ӑна 1536 ҫулта вӗлернӗ. Юпа ҫумне ҫыхса лартнӑскер, вӑл ҫапла кӑшкӑрнӑ теҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫам, Англи королӗн куҫне уҫсам». Унтан ӑна пӑвса вӗлернӗ те ҫунтарса янӑ.

11 Библи хӑйӗн ҫине тапӑннине пурӑнса ирттернӗ. Сӑмахран, 1535 ҫулта Майлз Ковердейл акӑлчан чӗлхипе куҫарнӑ Библи тухнӑ. Ковердейл Тиндал куҫарнӑ «Ҫӗнӗ Халалпа» тата «Авалхи Халалри» Пултарнинчен пуҫласа Ҫулсеренхи кӗнекесемпе усӑ курнӑ. Вӑл Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн ытти пайӗсене латин чӗлхинчен тата Мартин Лютер нимӗҫле куҫарнӑ Библирен куҫарнӑ. Хальхи вӑхӑтра «Сӑваплӑ Ҫырусем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» пур. Ҫак куҫарӑва Библири текстпа килӗшсе тӑнӑшӑн, ӑнланма тата сӑваплӑ ӗҫре усӑ курма ҫӑмӑл пулнӑшӑн хаклаҫҫӗ. Иеговӑна хӑйӗн Сӑмахне упраса хӑварма демонсем те, ҫынсем те нихӑҫан та чӑрмантараймӗҫ, ҫакӑншӑн эпир питӗ савӑнатпӑр.

ИЕГОВА ХӐЙӖН ЯТНЕ УПРАСА ХӐВАРНӐ

12. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ҫынсене Туррӑн ятне пӗлме мӗнле пулӑшать?

12 Иегова хӑйӗн ячӗ Библире сыхланса юлтӑр тесе тӑрӑшнӑ. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» кӑларсан, ҫак куҫарушӑн яваплӑ комитет Туррӑн ятне, Иегова ята, чи малтанхи Библире ӑҫта-ӑҫта пулнӑ, ҫавӑнта лартнӑ тесе шантарнӑ. Ҫав ят Еврей Ҫырӑвӗсенче 6 973 хут, Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче 237 хут тӗл пулать. Паян «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» пӗтӗмпех е унӑн пайӗсене 116 чӗлхепе вулама пулать тата ӑна 178 545 862 ытла экземпляр пичетлесе кӑларнӑ.

13. Ҫынсем хӑйсене пултарнӑранпа Туррӑн ятне пӗлнӗ тесе мӗншӗн калама пулать?

13 Ҫынсем хӑйсене пултарнӑранпа Туррӑн ятне пӗлеҫҫӗ. Ҫав ят Адампа Евӑна паллӑ пулнӑ, вӗсем унпа усӑ курнӑ. Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Хам хӑйӗн ашшӗне хисеп туманнине кӑтартсан, Ной каланӑ: «Симӑн Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] Турри мухтавлӑ; Ханаан [Хам ывӑлӗ] Симӑн чури пулӗ» (Пулт. 4:1; 9:26). Турӑ хӑй ҫапла пӗлтернӗ: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ], ку — Манӑн ятӑм, Хамӑн мухтавлӑхӑма урӑххине... памастӑп». Турӑ ҫакӑн пек те каланӑ: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ], урӑххи ҫук; Мансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук» (Ис. 42:8; 45:5). Иегова хӑйӗн ячӗ упранса юлтӑр тата ҫӗр ҫинче пур ҫӗрте те ҫынсем ӑна пӗлччӗр тесе тӑрӑшнӑ. Турра ятран чӗнесси тата унӑн Свидетелӗсем пулса ӗҫлесси — мӗн тери пысӑк чыс! Эпир савӑнса кӑшкӑратпӑр: «Туррӑмӑр ячӗпе ялав ҫӗклӗпӗр»! (Пс. 19:6.)

14. Библисӗр пуҫне Туррӑн ячӗ тата ӑҫта тӗл пулать?

14 Туррӑн ячӗ Библире кӑна тӗл пулмасть. Сӑмахран, ҫав ят Вилӗ тинӗсрен 21 километр тухӑҫалла вырнаҫнӑ Дибонра (Дивонра) тупнӑ Моав чулӗ ҫинче пур. Ҫав чул ҫине касса ҫырнӑ сӑмахсенче Израиль патши Амврий ҫинчен асӑннӑ тата Моав патши Меса Израиле хирӗҫ пӑлхав пуҫарни ҫинчен хӑй мӗн каласа пани пур (3 Патш. 16:28; 4 Патш. 1:1; 3:4, 5). Моав чулӗ ҫине тетраграмматонпа усӑ курса Туррӑн ятне ҫырса хунӑ пулнӑ. Тетраграмматон Лахис ҫырӑвӗсенче те — Израильте тупнӑ чӳлмек катӑкӗсем ҫинче — пӗрре кӑна мар тӗл пулать.

15. Мӗн вӑл Септуагинта тата мӗншӗн вӑл кирлӗ пулнӑ?

15 Библие чи малтан куҫаракансем те Туррӑн ятне сыхласа хӑварма пулӑшнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 607 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑчченхи 537 ҫул таран Вавилонра тыткӑнра пулнӑ хыҫҫӑн еврейсем нумайӑшӗ Иудӑпа Израиле таврӑнман. Пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗр тӗлнелле Александрийӑра (Египет) нумай еврей пурӑннӑ. Вӗсене грек чӗлхипе — вӑл вӑхӑтра пур ҫӗрте те калаҫакан чӗлхепе — куҫарнӑ Еврей Ҫырӑвӗсем кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑн пек куҫару пирӗн эрӑчченхи II ӗмӗрте кун ҫути курнӑ. Ӑна Септуагинта ят панӑ. Ҫав куҫарӑвӑн хӑш-пӗр экземплярӗсенче еврей чӗлхипе ҫырнӑ Туррӑн ячӗ, Иегова, пур.

16. Туррӑн ятне 1640 ҫулта пӗрремӗш хут пичетлесе кӑларнӑ кӗнекере усӑ курни ҫинчен тӗслӗх илсе парӑр.

16 Туррӑн ячӗ «Массачусет псалтырӗнче» — Америкӑра вырнаҫнӑ Англин колонийӗсенче пичетлесе кӑларнӑ пӗрремӗш литература хайлавӗнче — тӗл пулать. Унӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗнче (1640 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ) еврей чӗлхинчен вӑл вӑхӑтри акӑлчан чӗлхи ҫине куҫарнӑ Псаломсем пур. Унта Туррӑн ячӗ, сӑмахран, Псалом 1:1, 2-мӗш сӑвӑ йӗркисенче тӗл пулать. Ҫав сӑвӑ йӗркисенче «пиллӗхлӗ ҫын» йӗркесӗррисен канашӗ тӑрӑх пурӑнмасть, анчах «Иеговӑн саккунӗнче савӑнӑҫ тупать» тесе каланӑ. Туррӑн ячӗ ҫинчен «Божье имя пребудет вовеки» брошюрӑран нумайрах пӗлме пулать.

ИЕГОВА ХӐЙӖН ЧӐНЛӐХНЕ УПРАТЬ

17, 18. а) «Чӑнлӑх» текен сӑмаха мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр? ӑ) «Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ» шутне мӗн-мӗн кӗрет?

17 Эпир Иеговӑшӑн, «чӑнлӑх Турришӗн», савӑнса ӗҫлетпӗр (Пс. 30:6, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫ.). Пӗр словарьте каланӑ: «Мӗнӗн те пулин чӑнлӑхӗ вӑл — ун ҫинчен калакан фактсем, ӑсра сӑнарлани е шухӑшласа кӑларни мар» (Collins Cobuild English Dictionary). Авалхи еврей чӗлхинчи сӑмах, час-часах «чӑнлӑх» тесе куҫарнӑскер, мӗн тӗрӗс, шанчӑка тивӗҫлӗ, тӳрӗ тата фактсемпе килӗшсе тӑрать, ҫавсемпе ҫыхӑннӑ. «Чӑнлӑх» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ фактсемпе е тӗрӗссипе, шанчӑклипе мӗн килӗшсе тӑрать, ҫавна пӗлтерет.

18 Иегова чӑнлӑха упраса хӑварнӑ та пире ӑна пӗлме май туса панӑ (2 Иоанн 1, 2). Эпир чӑнлӑха ытларах та ытларах ӑнланса пыратпӑр, мӗншӗн тесен «тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗ — шуҫӑм ҫути пек, кун тулса пынӑҫемӗн вӑл ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать»! (Ытар. 4:18.) Паллах ӗнтӗ, эпир Иисус кӗлӗре Турра: «Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх»,— тенипе пӗтӗмпех килӗшетпӗр (Иоанн 17:17). Турӑ Сӑмахӗнче пӗтӗм христианла вӗрентӳсенчен тӑракан «Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ» пур (Гал. 2:14). Ҫавсем шутне Иеговӑн ячӗпе унӑн аслӑ влаҫӗ ҫинчен, Иисусӑн каҫарттаракан парнипе вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан фактсем кӗреҫҫӗ. Халӗ вара Сатана чӑнлӑха тӗп тума хӑтланнине пӑхмасӑрах Турӑ ҫав чӑнлӑха мӗнле упраса хӑварнине пӑхса тухар.

ИЕГОВА САТАНАНА ЧӐНЛӐХА ПӖТЕРМЕ ПАМАСТЬ

19, 20. Кам пулнӑ вӑл Нимрод тата ун вӑхӑтӗнчи мӗнле ӗҫ ӑнман?

19 Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Иеговӑна хирӗҫ тӑнӑ Нимрод ятлӑ хӑватлӑ кайӑкҫӑ пулнӑ (Пулт. 10:9). Иегова Турра хирӗҫ тӑнипе Нимрод, тӗрӗссипе каласан, Сатанана пуҫҫапнӑ тата каярахпа Турӑ Ывӑлне хирӗҫ каякан ҫынсем евӗрлӗ пулнӑ. Вӗсем ҫинчен Иисус каланӑ: «Сирӗн аҫӑр шуйттан, эсир аҫӑрӑн усал шухӑшне тӑвасшӑн... вӑл чӑнлӑхра тӑрайман» (Иоанн 8:44, ҪС).

20 Нимрод Вавилон хулине тата Тигрпа Евфрат юханшывӗсем хушшинчи ытти хуласене тытса тӑнӑ (Пулт. 10:10). Вӑл хушнипе пулас, пирӗн эрӑчченхи 2269 ҫулта Вавилона тата Вавилон башнине тума пуҫланӑ. Иегова ҫынсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пурӑнччӑр тенӗ, анчах та Вавилона тӑвакансем каланӑ: «Хамӑр валли хула лартар, тӳпене ҫитекен пашне тӑвар, вара хамӑр ята чапа кӑларӑпӑр, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сапаланса каймӑпӑр». Анчах та вӗсем ҫав башньӑна туса пӗтереймен, мӗншӗн тесен Турӑ «пӗтӗм ҫӗр чӗлхине арпаштарнӑ» та вӗсене пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх салатса янӑ (Пулт. 11:1—4, 8, 9). Ҫапла майпа Сатана тӗн пуҫарса ярса унта пурне те хӑйне пуҫҫаптарасшӑн пулнӑ пулсан та, унӑн ӗҫӗ ӑнман. Этемлӗх историйӗнче Иеговӑна пуҫҫапасси ҫӗнтерсе, кунсерен вӑй илсе пынӑ.

21, 22. а) Мӗншӗн суя тӗн нихӑҫан та тӗрӗс пуҫҫапассишӗн пысӑк хӑрушлӑх пулман? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

21 Суя тӗн нихӑҫан та тӗрӗс пуҫҫапассишӗн пысӑк хӑрушлӑх пулман. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пирӗн Аслӑ Вӗрентекен хӑйӗн Сӑмахӗ упранса юлтӑр, хӑйӗн ячӗ ҫынсене паллӑ пултӑр тата вӗсем чӑнлӑха пӗлччӗр тесе тӑрӑшнӑ (Ис. 30:20, 21). Турра чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ пуҫҫапни пире савӑнӑҫ парать, анчах та ҫавна тумашкӑн пирӗн сыхӑ тӑмалла, Иеговӑна пӗтӗмпех шанмалла тата унӑн святой сывлӑшӗ кӑтартнӑ пек пурӑнмалла.

22 Тепӗр статьяра эпир хӑш-пӗр суя вӗрентӳсем мӗнле аталанса пынине пӑхса тухӑпӑр. Вӗсене Сӑваплӑ Ҫырури чӑнлӑхпа танлаштарса пӑхсан, вӗсем тӗрӗс мар пулнине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне Иегова, чӑнлӑх Управҫи, пире чӑн вӗрентӳсем парса мӗнле пилленине курӑпӑр. Ҫав вӗрентӳсене эпир хамӑр еткерӗн пайӗ вырӑнне хурса хаклатпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр