Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 12/15 15—20 с.
  • Ҫак кивӗ тӗнче пӗтес умӗн пӗрлӗхе упратпӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫак кивӗ тӗнче пӗтес умӗн пӗрлӗхе упратпӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ВӖСЕМ ПӖР ШУХӐШ-КӐМӐЛЛӐ ПУЛНӐ
  • ПӖРЛӖХЕ УПРАСА ПУРӐНӐР — ИЕГОВӐН КУНӖ ҪЫВӐХ
  • «ПӖР-ПӖРИНШӖН ПӖР ТӐЛ-ПӲ ПАЙӖСЕМ»
  • «ПӖР-ПӖРИНПЕ ҪЫХӐНУРА ТӐРАКАН ӲТ-ПӲ ПАЙӖСЕМ» ПУЛНИНЕ ӖҪПЕ КӐТАРТАТПӐР
  • Христиансен хушшинчи пӗрлӗх турра мухтава кӑларать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
  • Пӗрлӗх — турра тӗрӗс пуҫҫапакансен уйрӑмлӑхӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 12/15 15—20 с.

Ҫак кивӗ тӗнче пӗтес умӗн пӗрлӗхе упратпӑр

«Эпир пӗр-пӗриншӗн пӗр тӑл-пӳ пайӗсем» (ЭФ. 4:25).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Ҫамрӑксен мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулассинчен сыхланмалла тата мӗншӗн?

  • Мӗншӗн пӗрлӗхе пирӗн упраса пурӑнмалла?

  • Эсир «пӗр-пӗриншӗн пӗр тӑл-пӳ пайӗсем» пулас килнине мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

1, 2. Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен: ҫамрӑккисенчен те, ваттисенчен те — мӗн кӗтет?

ЭСӖ Иеговӑн ҫамрӑк ӗҫлекенӗ тата унӑн пӗтӗм тӗнчери пухӑвӗн ҫынни пулсан, ҫакна шанса тӑр: сана питӗ хаклаҫҫӗ. Нумай ҫӗршывра шыва кӗрекенсенчен чылайӑшӗ — ҫамрӑксем. Питӗ нумай ҫамрӑк хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалланине курни савӑнтармаллипех савӑнтарать!

2 Тен, эсӗ, ытти ҫамрӑксем пекех, хӑвӑн тантӑшусемпе хутшӑнма юрататӑн, мӗншӗн тесен вӑхӑта пӗр ҫулхисемпе ирттерме, паллах ӗнтӗ, савӑнӑҫлӑ. Анчах эпир ҫамрӑк-и, е ватӑ-и тата кирек мӗнле ҫын пулсан та, Турӑ пире хӑйне пуҫҫапнӑ чухне пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулмалла тет. Апостол Павел Турӑ «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» тесе ҫырнӑ (1 Тим. 2:3, 4). Ӳлӗмхине 7:9-мӗшӗнче Туррӑн ӗҫлекенӗсем пирки «пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен» пухӑннӑскерсем тенӗ.

3, 4. а) Хальхи чылай ҫамрӑкӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл? ӑ) Эфес 4:25-мӗшӗнче Павел пухӑва мӗнпе танлаштарнӑ?

3 Иеговӑн ҫамрӑк ӗҫлекенӗсем ҫак тӗнчери ҫамрӑксенчен питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ! Иеговӑшӑн ӗҫлемен нумай ҫамрӑк хӑйсем ҫинчен кӑна шутлать тата хӑйсем мӗн тӑвас килнине кӑна тӑвать. Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи ҫамрӑксем нихӑҫанхинчен те ытларах эгоистла хӑтланаҫҫӗ. Вӗсем мӗнле калаҫнипе, мӗн тӑхӑнса ҫӳренипе аслисене хисеплеменнине кӑтартаҫҫӗ, мӗншӗн тесен, вӗсен шучӗпе, аслисем «пурнӑҫран тӑрса юлнӑ».

4 Ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑл пур ҫӗрте те. Ҫавӑнпа та Иеговӑн ҫамрӑк ӗҫлекенӗсем ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулас мар тата Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесе самаях вӑй хума кирлине ӑнланаҫҫӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрте те Павел христиансене ҫавӑнтан асӑрхаттарнӑ. Вӑл ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑл пирки «Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче... хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш» тенӗ. (Эфес 2:1—3 вуласа пар.) Пухури ҫамрӑксем вара хӑйсене пачах урӑхла тытаҫҫӗ. Ҫакна курма питӗ кӑмӑллӑ. Вӗсем пухури тӑвансемпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесшӗн. Пуху вӑл тӗрлӗ пайсенчен тӑракан, ҫав пайӗсем вара пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесе тӑракан кӗлетке евӗрлӗ пулнине вӗсем ӑнланаҫҫӗ. Павел ҫырнӑ пек, «эпир пӗр-пӗриншӗн пӗр тӑл-пӳ пайӗсем» (Эф. 4:25). Сатана тӗнчин пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса пынӑҫемӗн хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе хамӑр хушӑри пӗрлӗхе тата ытларах упраса пурӑнмалла пулӗ. Айтӑр халӗ пирӗн мӗншӗн пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулмаллине, урӑхла каласан, хамӑр хушӑри пӗрлӗхе мӗншӗн упрама кирлине курма пулӑшакан Библири хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар.

ВӖСЕМ ПӖР ШУХӐШ-КӐМӐЛЛӐ ПУЛНӐ

5, 6. Лотпа унӑн ҫемйинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

5 Ӗлӗк Иеговӑн халӑхӗ питӗ хӑрушӑ вӑхӑтсене чӑтса ирттернӗ. Вӗсем пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса пӗр-пӗрне пулӑшса тӑнӑ чухне Иегова вӗсене хӳтӗленӗ. Эпир пурте: ҫамрӑккисем те, ваттисем те — Библири ҫак тӗслӗхсенчен нумайӑшне вӗренме пултаратпӑр. Халӗ вара Лот тӗслӗхне пӑхса тухар.

6 Лотпа унӑн ҫемйи пысӑк хӑрушлӑха лекнӗ, мӗншӗн тесен Содома, вӗсем пурӑнакан хулана, Иегова пӗтерме палӑртса хунӑ пулнӑ. Туррӑн ангелӗсем Лота ту ҫине тарса хӑтӑлма ӳкӗтлесе ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн чунна ҫӑл» (Пулт. 19:12—22). Лотпа унӑн икӗ хӗрӗ мӗн тума хушнине итленӗ. Шел пулин те, вӗсен ытти ҫывӑх ҫыннисем итлемен. Лотӑн хӗрӗсене ҫураҫнӑ ҫамрӑк арҫынсене хӑйсенчен аслӑрах Лот «шӳт туса каланӑ пек туйӑннӑ». Ҫавӑнпа та хулана пӗтернӗ чухне вӗсем вилнӗ (Пулт. 19:14). Лот тата унпа пӗрле тарнӑ икӗ хӗрӗ кӑна ҫӑлӑнса юлнӑ.

7. Египетран тухнӑ пӗрлешӳллӗ халӑха Иегова мӗнле пулӑшнӑ?

7 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Израильтянсем Египетран тухнӑ чухне хӑй ҫулӗпе каякан пӗчӗк ушкӑнсем ҫине пайланса тухман. Моисей «хӑйӗн аллине тинӗс ҫине тӑснӑ» хыҫҫӑн Иегова тинӗсе уйӑрсан, тинӗс варрипе Моисей хӑй тӗллӗн е израильтянсен пӗчӗк ушкӑнӗпе кайман. Ун вырӑнне Моисейпе пӗрле пӗтӗм халӑх кайнӑ, Иегова вара вӗсене хӳтӗленӗ (Тух. 14:21, 22, 29, 30). Израиль халӑхӗнчен пулман ҫынсем те Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ та израильтянсемпе пӗрле Египетран тухса кайнӑ. Пӗтӗм халӑх пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулнӑ (Тух. 12:38). Темиҫе ҫын, калӑпӑр, ҫамрӑксен пӗр ушкӑнӗ, вӗсенчен уйрӑлса хӑйсемшӗн лайӑх пек туйӑнакан ҫулпа кайнӑ пулсан, ҫакӑ питӗ ӑссӑрла пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен хӑйсен ҫулӗпе каякансем пурте Иеговӑн хӳтлӗхӗсӗр тӑрса юлнӑ пулӗччӗҫ (1 Кор. 10:1).

8. Иосафат вӑхӑтӗнче Турӑ халӑхӗ пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

8 Иосафат патшара ларнӑ чухне «шутсӑр йышлӑ» та хӑватлӑ ҫар Турӑ халӑхӗ ҫине тапӑннӑ (2 Ҫулс. 20:1, 2). Ҫакӑн пек хаяр тӑшманпа тӗл пулсан израильтянсем мӗн тунӑ? Вӗсем Иеговӑна шаннӑ та мӗн тумалли пирки унран кӗлтуса ыйтнӑ. (2 Ҫулсеренхи 20:3, 4 вуласа пар.) Вӗсенчен кашни йывӑрлӑха хӑй тӗллӗн, хӑйне килӗшнӗ пек тата хӑй пӗлнӗ пек татса пама тӑрӑшман. Библире каланӑ: «Иудейсем пурте — пӗчӗк ачисем те, арӑмӗсем те, ывӑлӗсем те — Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ» (2 Ҫулс. 20:13). Пӗтӗм халӑх, ҫамрӑккисенчен пуҫласа ваттисем таранах, Иеговӑна шаннӑ та мӗн хушнине туса тӑнӑ. Вӗсем пӗрле пулнӑ, вара Иегова вӗсене тӑшманӗсенчен хӑтарнӑ (2 Ҫулс. 20:20—27). Ҫакӑ Турӑ халӑхӗн йывӑрлӑхсемпе мӗнле кӗрешмеллине кӑтартакан чаплӑ тӗслӗх мар-и?

9. Пӗрлӗхе упраса пурӑнас тӗлӗшрен эпир пӗрремӗш христиансен ӗҫӗсемпе шухӑш-кӑмӑлӗнчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9 Пӗрремӗш христиансем те пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленипе палӑрса тӑнӑ. Сӑмахран, иудейсемпе прозелитсем нумайӑшӗ христиансем пулса тӑнӑ хыҫҫӑн вӗсем «апостолсем вӗрентнине яланах тӑнласа тӑнӑ, ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панӑ чухне те, кӗлӗре те, пур вӑхӑтра та пӗрле пулнӑ» (Ап. ӗҫ. 2:42). Вӗсен хушшинчи ҫавӑн пек пӗрлӗх вӗсене хӗсӗрленӗ чухне, уйрӑмах вӗсем пӗр-пӗрне питӗ кирлӗ пулнӑ чухне, лайӑх палӑрса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 4:23, 24). Йывӑр вӑхӑтра пирӗн хушӑра пӗрлӗх пулма кирлине тата пӗр-пӗрне пулӑшса тӑма кирлине ҫакӑ кӑтартса памасть мар-и?

ПӖРЛӖХЕ УПРАСА ПУРӐНӐР — ИЕГОВӐН КУНӖ ҪЫВӐХ

10. Хӑҫан уйрӑмах пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулмалла пулӗ?

10 Этемлӗх историйӗнчи чи йывӑр самана ҫывхарса килет. Иоиль пророк ун пирки «тӗттӗмпе сӗмлӗх кунӗ» тесе калать (Иоиль 2:1, 2; Соф. 1:14). Ҫав вӑхӑтра Турӑ халӑхӗн нихӑҫанхинчен те ытларах пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулмалла. Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене асра тытӑр: «Кирек мӗнле патшалӑх та хирӗҫсе-пайланса кайсан пушанса юлать» (Матф. 12:25, ҪХ).

11. Псалом 121:3, 4-мӗш сӑвӑ йӗркисенче пӗрлӗх пирки каланинчен Турӑ халӑхӗ мӗне вӗренме пултарать?

11 Пирӗн хушӑра мӗнле пӗрлӗх пулмалла? Ҫакна эпир авалхи Иерусалимра ҫуртсене мӗнле туса лартнинчен пӗлме пултаратпӑр. Ҫав ҫуртсем пӗр-пӗринпе питӗ ҫывӑх ларнӑран псалом юрлакан Иерусалим пирки «ҫурчӗсене пӗр вӗҫӗмрен [е ҫума-ҫумӑн] лартса тухнӑ хула» тенӗ. Ҫакӑ хула ҫыннисене пӗр-пӗрне пулӑшма, хӳтӗлеме май панӑ. Ҫуртсем ҫума-ҫумӑн тӑни псалом юрлакана «Ҫӳлхуҫа халӑхӗн ӑрӑвӗсем» Иеговӑна пуҫҫапма пӗр халӑх пек пухӑннине те аса илтерме пултарнӑ. (Псалом 121:3, 4 вуласа пар.) Хальхи вӑхӑтра та пирӗн ҫума-ҫумӑн ӗҫлемелле, урӑхла каласан, пӗрлӗхе упраса пурӑнмалла. Ҫакӑ йывӑр кунсем килсен те кирлӗ пулӗ.

12. Гог пуласлӑхра Иеговӑн халӑхӗ ҫине тапӑннине пурӑнса ирттерме пире мӗн пулӑшӗ?

12 Мӗншӗн пуласлӑхра пирӗн хамӑр хушӑри пӗрлӗхе тата ытларах упраса пурӑнмалла пулӗ? Иезекииль кӗнекенчи 38-мӗш сыпӑкра «Магог ҫӗрӗнчи Гог» Иеговӑн халӑхӗ ҫине тапӑнасси ҫинчен пророкла каланӑ. Ҫавӑн чухне пирӗн хамӑра пӗр-пӗринчен уйӑрса яма ниме те ирӗк памалла мар. Ҫавӑн пекех Сатанан тӗнчи пире хӳтлӗх парӗ тесе шутлани пысӑк йӑнӑш пулнӑ пулӗччӗ. Ун вырӑнне эпир пухури тӑвансемпе тачӑ ҫыхӑну тытӑпӑр. Паллах ӗнтӗ, эпир пӗр-пӗр ушкӑнра пулнӑран кӑна ҫӑлӑнса юлаймӑпӑр. Иеговӑна пирӗн хамӑрӑн шанмалла та ӑна пӑхӑнса тӑмалла. Вара Иеговӑпа Иисус пире ҫав йывӑр вӑхӑтра ҫӑлса хӑварса ҫӗнӗ тӗнчене илсе кӗрӗҫ (Иоиль 2:32; Матф. 28:20). Ҫавӑнпа пирӗн те Турӑ халӑхӗпе пӗрле пулмалла, тачӑ ҫыхӑну тытмалла. Эсир мӗнле шутлатӑр, хӑйсен ҫулӗпе кайма шут тытнисене Иегова ҫӑлса хӑварӗ-ши? (Мих. 2:12.)

13. Халӗ пӑхса тухнинчен Турра юрас текен ҫамрӑксем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

13 Эсӗ ҫамрӑк пулсан, пухури тӑвансемпе пӗрле пулни, тачӑ ҫыхӑну тытни чӑнах та тӗрӗс пулнине куратӑн-и? Вӑхӑта хӑвӑн тантӑшусемпе кӑна ирттерес тата ҫынсенчен ютшӑнса пурӑнас кӑмӑлпа кӗреш. Кӗҫех эпир пурте: ҫамрӑккисем те, ваттисем те — пӗр-пӗрне нихӑҫанхинчен те ытларах кирлӗ пулӑпӑр. Ҫавӑнпа та халӗ пухури тӑвансемпе хӑвӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетӗр те вӗсемпе пӗрле Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлӗр. Пуласлӑхра Иеговӑн халӑхӗпе пӗрле пулни сирӗн пурнӑҫа ҫӑлса хӑварӗ!

«ПӖР-ПӖРИНШӖН ПӖР ТӐЛ-ПӲ ПАЙӖСЕМ»

14, 15. а) Мӗншӗн Иегова пире пӗрлӗхе упраса пурӑнма вӗрентет? ӑ) Иегова пире пӗрлӗхе упраса пурӑнма мӗнле хавхалантарать?

14 Иегова пире хӑйӗншӗн «пӗр кӑмӑлпа» ӗҫлеме пулӑшать (Соф. 3:8, 9). Вӑл пире пуласлӑх валли вӗрентет, ун чухне вӑл «Христос урлӑ... мӗн пуррине» пурне те пӗрлештерӗ. (Эфес 1:9, 10 вуласа пар.) Ҫапла, Иегова хӑйне пуҫҫапакансене: ҫӗр ҫинчисене те, тӳперисене те пӗрлештересшӗн — вӗсенчен пӗр ҫемье туса хурасшӑн. Вӑл ҫавна тӑвасси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Ҫамрӑксем, эсир ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ҫав ҫемьен пайӗ пулма пултаратӑр. Ҫавӑнпа та эсир Иеговӑн организаципе пӗрле пуласшӑн мар-и?

15 Иегова пире халех пӗрлӗхе упраса пурӑнма вӗрентет, ҫакӑ вара пире ҫӗнӗ тӗнчере пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнма пулӑшӗ. Сӑваплӑ Ҫыру пире ҫине-ҫинех «пӗр-пӗриншӗн... тӑрӑшма», «пӗр-пӗринпе ҫепӗҫ пулма», «пӗр-пӗрне... лӑплантарма» тата «пӗр-пӗрне тӗреклетме» хавхалантарать (1 Кор. 12:25; Рим 12:10, ҪТ; 1 Фес. 4:18; 5:11, ҪТ). Эпир ҫитменлӗхлӗ пулнине, ҫавӑнпа та пире пӗрлӗхе упраса пурӑнма ҫӑмӑлах мар пулнине Иегова пӗлет. Акӑ мӗншӗн вӑл пире «пӗр-пӗрне каҫарӑр» тет (Эф. 4:32).

16, 17. а) Христиансен тӗлпулӑвӗсене мӗншӗн ирттернине кӑтартакан тӗллевсенчен пӗри хӑшӗ? ӑ) Ҫамрӑк Иисусӑн тӗслӗхӗнчен ҫамрӑксем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

16 Иегова пире христиансен тӗлпулӑвӗсем урлӑ та пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулма вӗрентет. Эпир Еврейсем 10:24, 25 сӑвӑ йӗркисенче мӗн тесе ӳкӗтленине час-часах вулатпӑр. Ҫав тӗлпулусен пӗр тӗллевӗ вӑл — «пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума» хавхалантарасси. Анчах та Иеговӑн кунӗ ҫывхарса килнӗҫемӗн тӗлпулусем пире тата ытларах кирлӗ пулӗҫ.

17 Ҫавӑн пек тӗлпулусене хаклас тӗлӗшрен ҫамрӑк Иисус питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл 12 чухне хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе храмра иртекен пысӑк тӗлпулӑва кайнӑ. Унта ашшӗпе амӑшӗ ӑна тем вӑхӑтра ҫухатнине сиссе те юлайман. Вӑл вӗсене вӑхӑта тантӑшсемпе пӗрле ирттерес тесе пӑрахса кайнӑ-и? Ҫук. Иосифпа Мария ӑна тупнӑ чухне Иисус храмра вӗрентекенсемпе Сӑваплӑ Ҫыру ҫинчен калаҫса ларнӑ (Лука 2:45—47).

18. Кӗлтуни пирӗн хушӑри пӗрлӗхе мӗнле ҫирӗплетме пултарать?

18 Пухури тӑвансемшӗн кӗлтунипе те, Иеговӑран, вӑл вӗсене ятарлӑ майпа пулӑштӑр тесе ыйтнипе те эпир хамӑр хушӑри пӗрлӗхе ҫирӗплетме пултаратпӑр. Пухури тӑвансемшӗн ятарласа кӗлтӑватпӑр пулсан, вӗсемшӗн тӑрӑшма кирлине манса каймӑпӑр. Пирӗн пухури тӑвансене юратмалла, тӗлпулусенче вӗсене хавхалантармалла тата вӗсемшӗн кӗлтумалла. Ҫамрӑксем, пухури тӑвансемпе ҫывӑх туссем пулас тесе эсир ҫаксене пурне те туса тӑратӑр-и? Пӗтес вӑхӑта пурӑнса ирттерес тесен пирӗн Сатанан тӗнчипе мар, пухури тӑвансемпе ҫывӑх пулмалла.

«ПӖР-ПӖРИНПЕ ҪЫХӐНУРА ТӐРАКАН ӲТ-ПӲ ПАЙӖСЕМ» ПУЛНИНЕ ӖҪПЕ КӐТАРТАТПӐР

19—21. а) Эпир «пӗр-пӗринпе ҫыхӑнура тӑракан ӳт-пӳ пайӗсем» пулни пире мӗн тума хавхалантарать? Тӗслӗхсем илсе парӑр. ӑ) Инкек-синкек сиксе тухсан пухури тӑвансем пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

19 Иеговӑн халӑхӗ хальхи вӑхӑтра та Рим 12:5-мӗшӗнчи принциппа килӗшӳллӗ пурӑнать: «Эпир... пӗр-пӗринпе ҫыхӑнура тӑракан ӳт-пӳ пайӗсем». Ҫакӑ ҫутҫанталӑк инкекӗсем сиксе тухсан питӗ лайӑх палӑрса тӑрать. 2011 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче тайфуна пула Филиппинӑри Минданао утравне питӗ вӑйлӑ шыв илнӗ пулнӑ. Пӗр каҫрах 40  000 ҫурт шыв айне пулнӑ, вӗсен шутӗнче пирӗн нумай тӑванӑн ҫурчӗ те. Анчах та, филиал пӗлтернӗ тӑрӑх, «пулӑшу паракан комитетсем хӑйсен ӗҫӗсене тума пуҫличченех ытти пухусенчи тӑвансем пулӑшу ярса панӑ».

20 Ҫавӑн пекех Японин хӗвел тухӑҫ пайӗнче ҫӗр хӑватлӑ чӗтреннӗ хыҫҫӑн цунами (тинӗсре аркатуллӑ пысӑк хумсем) тухсан, пирӗн тӑвансенчен нумайӑшӗ пысӑк сиен курнӑ. Хӑш-пӗрисем нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Ёсико, ҫуртсӑр тӑрса юлнӑскер, Патшалӑх залӗнчен 40 ҫухрӑма яхӑн аякра пурӑннӑ. Вӑл каласа парать: «Ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн тепӗр кунне район надзирателӗпе тепӗр арҫын тӑван пире шыраса тупма килни пире питӗ тӗлӗнтерчӗ». Йӑл кулса Ёсико малалла калать: «Пуху урлӑ пире Турӑпа ҫывӑхланма мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтернӗшӗн эпир питӗ пархатарлӑ пултӑмӑр. Унсӑр пуҫне пирӗн пата курткӑсем, ботинкӑсем, сумкӑсем тата пижамӑсем ярса пачӗҫ». Пулӑшу паракан комитетри пӗр тӑван каланӑ: «Японири тӑвансем пӗр-пӗрне пӗр ҫын пек пулса пулӑшса тӑчӗҫ. Пулӑшу парас тесе Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен те тӑвансем килчӗҫ. Мӗншӗн эсир ҫавӑн пек инҫетрен килтӗр тесе ыйтсан, вӗсем каларӗҫ: „Эпир Японири тӑвансемпе пӗр ҫемье, вӗсене вара пулӑшу кирлӗ“». Хӑйӗн ҫыннисемшӗн питӗ тӑрӑшакан организацире пулнипе эсир мухтанатӑр-и? Иегова ҫавӑн пек пӗрлӗхе курса мӗн тери савӑнать пулӗ.

21 Эпир халех ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулсан, ҫакӑ пире пуласлӑхра, хӑш-пӗр ҫӗршыври тӑвансемпе ҫыхӑну пулмасан та, йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтерме пулӑшӗ. Чӑннипе каласан, ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пире ҫак кивӗ тӗнче арканнӑ чухне пулма пултаракан йывӑрлӑхсене хатӗрлет. Японире пурӑнакан Фумико ятлӑ хӗрарӑм тӑван, тайфунран сиен курнӑскер, калать: «Пӗтес вӑхӑт питӗ ҫывӑх. Инкек-синкек тек пулман вӑхӑта кӗтнӗ май пирӗн малалла та пухури тӑвансене пулӑшса тӑмалла».

22. Пӗрлӗхе упраса пурӑнни пуласлӑхра пире мӗнле пулӑшӗ?

22 Халӗ пӗрлӗхе упраса пурӑнма вӗренекен ҫамрӑксемпе ваттисем, тӗрӗссипе каласан, ҫак йӗркесӗр, пайланса пӗтнӗ тӗнче пӗтессине пурӑнса ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Унчченхи пекех пирӗн Турӑ хӑйӗн халӑхне ҫӑлӗ (Ис. 52:9, 10). Ҫамрӑк-и эсир е ватӑ-и, ҫӑлӑнас тесен сирӗн Турӑ халӑхӗпе пӗрле пулмалла. Унсӑр пуҫне пирӗн мӗн илнине те хакламалла. Ҫакна эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр