Мӗн илнине эсир хаклатӑр-и?
«Турӑ хамӑра панӑ ырӑлӑха пӗлмешкӗн эпир... Турӑ Сывлӑшне илнӗ» (1 КОР. 2:12).
1. Ҫынсем хӑйсен мӗн пурри ҫине час-часах мӗнле пӑхаҫҫӗ?
ҪАКӐН пек каланине нумай ҫын илтнӗ пулӗ: «Пуррине упрамастпӑр, ҫухатсан макӑратпӑр». Сирӗнпе ун пекки пулкаланӑ-и? Ҫыннӑн мӗн те пулин ачаранах пур пулсан, вӑл час-часах ҫавӑншӑн чӑннипех пархатарлӑ пулмасан та пултарать. Сӑмахран, пуян ҫемьере ӳссе ҫитӗнекен хӑйӗн мӗн пуррине тивӗҫлипе хакламӗ те, тен. Ҫавӑн пекки ҫамрӑксемпе те пулма пултарать, мӗншӗн тесен вӗсем пурнӑҫ тутине пӗлсех кайманран пурнӑҫра чӑннипех мӗн хаклӑ пулнине пӗтӗмпех ӑнланса пӗтермеҫҫӗ.
2, 3. а) Ҫамрӑк христиансен мӗнле хӑрушлӑхран сыхланмалла? ӑ) Хамӑрӑн мӗн пуррине хаклама пире мӗн пулӑшӗ?
2 Тен, эсӗ ҫамрӑк, 25 ҫула та ҫитмен. Мӗне эсӗ чи кирли тесе шутлатӑн? Ҫак тӗнчере нумайӑшӗ укҫа-тенкӗпе пурлӑха хаклать. Вӗсем, тен, лайӑх укҫа ӗҫлесе илесшӗн, капӑр ҫуртра пурӑнасшӑн е техникӑн юлашки ҫӗнӗлӗхӗсене туянасшӑн. Анчах та эпир ҫавсемшӗн кӑна ҫунса пурӑнатпӑр пулсан, чи кирлисӗр тӑрса юлӑпӑр — Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пӗтерӗпӗр. Шел пулин те, хальхи вӑхӑтра миллион-миллион ҫын ҫакӑн ҫинчен шухӑшламасть те. Сире пӑхса ӳстернӗ аҫупа аннӳ христиансем пулсан, эсир еткер илнӗ, ҫавӑнпа та ҫав еткере хаклама пӑрахас мар тесе асӑрханса тӑрӑр (Матф. 5:3, ҪТ). Хӑвӑн еткере хакласах кайманни сирӗн ҫине япӑх витӗм кӳме пултарать, ҫавӑншӑн вара сирӗн, тен, пурнӑҫ тӑршшӗпех хӗн курма тивӗ.
3 Анчах та эсир хӑвӑрпа ҫавӑн пеккине пулма памасан та пултаратӑр. Хӑвӑрӑн еткере хаклама сире мӗн пулӑшӗ? Айтӑр Библири хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар. Вӗсем пире мӗншӗн хамӑр еткере хаклама кирлине курма май парӗҫ. Ҫак тӗслӗхсем ҫамрӑккисене кӑна мар, пире пурне те хамӑра Иегова мӗн панине чӑннипех хаклама пулӑшӗҫ.
ВӖСЕНЕ ПАРХАТАРЛӐХ ҪИТСЕХ КАЙМАН
4. 1 Патшасен 8:1—5-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Самуил ывӑлӗсем ҫинчен мӗн каланӑ?
4 Библире пуян еткер илнӗ, анчах та ҫавна хакламан хӑш-пӗр ҫынсем ҫинчен каласа панӑ. Самуил пророк Иеговӑшӑн мӗн ачаран ӗҫлеме пуҫланӑ та Ӑна яланах чунтан парӑнса пурӑннӑ (1 Патш. 12:1—5). Самуил хӑйӗн ывӑлӗсене, Иоильпе Авияна, лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ, ашшӗнчен тӗслӗх илни вӗсемшӗн лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та вӗсем ҫавна хакламан, ҫавӑнпа та япӑх ҫынсем пулса тӑнӑ. Вӗсем пӗртте ашшӗ пек пулман, вӗсем «тӗрӗс мар сут тунӑ» тесе каланӑ Библире. (1 Патшасен 8:1—5 вуласа пар.)
5, 6. Иосия патшан ывӑлӗсемпе тата мӑнукӗпе мӗн пулса тухнӑ?
5 Иосия патшан ывӑлӗсем пирки те ҫавнах калама пулать. Иосия шанчӑклӑ патша пулнӑ, вӑл Иеговӑна юратса, пуҫҫапса пурӑннӑ. Турӑ ҫуртӗнче Саккун кӗнекине тупнӑ хыҫҫӑн ӑна Иосияна вуласа парсан, вӑл Иегова мӗн тума хушнине пӗтӗм вӑйран тытса тӑма пуҫланӑ. Вӑл пӗтӗм ҫӗршывӗпе йӗрӗхсене пуҫҫапассине тата юмӑҫласси-тухатлассине тӗп тунӑ, ҫавӑн пекех халӑха Иеговӑна итлесе пурӑнма хавхалантарнӑ (4 Патш. 22:8; 23:2, 3, 12—15, 24, 25). Чӑнах та, унӑн ывӑлӗсем пуян еткер илнӗ пулнӑ! Анчах та унӑн виҫӗ ывӑлӗпе пӗр мӑнукӗ хӑй вӑхӑтӗнче патшана ларсан, вӗсенчен пӗри те хӑйсем мӗн илнине хакламан.
6 Иосия хыҫҫӑн патшана унӑн ывӑлӗ Иохаз ларнӑ, вӑл вара «пур ӗҫне те Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр туса пурӑннӑ». Вӑл хӑйне Египет фараонӗ тӗрмене тытса хупиччен виҫӗ уйӑх кӑна патшара ларнӑ. Ҫапла вара Иохаз мӗн виличченех тыткӑнра пулнӑ (4 Патш. 23:31—34). Ун хыҫҫӑн унӑн тӑванӗ Иоаким 11 ҫул патшара ларнӑ. Вӑл та хӑйӗн ашшӗнчен мӗн илнине хакламан. Иоаким питӗ йӗркесӗр пулнӑран, Иеремия ун пирки «ӑна ашака пытарнӑ пек пытарӗҫ» тесе пророкла каласа хунӑ (Иер. 22:17—19). Иосия хыҫҫӑн патшана ларнӑ унӑн ывӑлӗ Седекия та, мӑнукӗ Иехония та ҫавӑн пекех йӗркесӗр пулнӑ. Вӗсенчен пӗри те Иосиян тӳрӗ ҫулӗсемпе кайман (4 Патш. 24:8, 9, 18, 19).
7, 8. а) Мӗнле майпа Соломон хӑйӗн еткерне ҫухатнӑ? ӑ) Библире хӑйсен еткерне ҫухатнӑ ҫынсем ҫинчен калакан тӗслӗхсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
7 Соломон патша Иеговӑшӑн мӗнле ӗҫлесе пурӑнмаллине хӑйӗн ашшӗнчен, Давидран, вӗреннӗ. Анчах та каярахпа вӑл хӑй илнӗ ҫак еткере хаклама пӑрахнӑ. Библире каланӑ: «Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче арӑмӗсем ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ; ӗнтӗ унӑн чӗрийӗ хӑй ашшӗн Давидӑн чӗри пек пулман: Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман» (3 Патш. 11:4). Ҫавна пула Иегова ӑна ырлама пӑрахнӑ.
8 Ҫак ҫынсен пурин те Турра пӗлме тата тӗрӗссине туса пурӑнма май пулнӑ. Шел пулин те, вӗсем ҫав майсемпе усӑ курман. Анчах та Библире каланӑ пур ҫамрӑк пирки те, хальхи пур ҫамрӑк пирки те ҫавнах калама май ҫук. Айтӑр халӗ темиҫе лайӑх тӗслӗх пӑхса тухар та вӗсенчен ҫамрӑк христиансем мӗнле тӗслӗх илме пултарнине курма тӑрӑшар.
ВӖСЕМ МӖН ИЛНИНЕ ХАКЛАНӐ
9. Ной ывӑлӗсем мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ?
9 Ной ывӑлӗсем чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӗсен ашшӗне ковчег тума тата хӑйӗн ҫемйине ун ӑшне илсе кӗме хушнӑ. Ной ывӑлӗсем Иеговӑн ирӗкне тума кирлине ӑнланнӑ курӑнать. Вӗсем ашшӗпе пӗрле тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫленӗ пулмалла. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем ӑна ковчега туса пӗтерме пулӑшнӑ, унтан вара вӗсем ун ӑшне кӗнӗ (Пулт. 7:1, 7). Ҫакна вӗсем мӗнле тӗллевпе тунӑ? Пултарни 7:3-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, «пӗтӗм ҫӗр валли йӑх упраса хӑвармашкӑн» вӗсем чӗрчунсене ковчега илсе кӗнӗ. Ҫынсем те ҫӑлӑнса юлнӑ. Ной ывӑлӗсем хӑйсен ашшӗнчен мӗн илнине хакланӑ, ҫавӑнпа та вӗсем пысӑк чыса тивӗҫнӗ: этем йӑхне ҫӑлса хӑварас тата тасалнӑ ҫӗр ҫинче тӗрӗс пуҫҫапассине ҫӗнӗрен йӗркелесе ярас ӗҫе хутшӑннӑ (Пулт. 8:20; 9:18, 19).
10. Тӑватӑ еврей ҫамрӑкӗ хӑйсене вӗрентнӗ чӑнлӑхсене хакланине Вавилонра мӗнле кӑтартнӑ?
10 Ҫавӑнтанпа темиҫе ӗмӗр иртсен тӑватӑ еврей ҫамрӑкӗ пурнӑҫра чӑннипе мӗн кирлӗ пулнине ӑнланнине кӑтартнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 617 ҫулта Ананияна, Мисаила, Азарияна тата Даниила тыткӑна илнӗ те Вавилона илсе кайнӑ. Ҫак яштака ӳт-пӳллӗ, хитре сӑн-питлӗ тата ӑслӑ-тӑнлӑ ҫамрӑксем Вавилонра питӗ ӑнӑҫлӑ пулма пултарнӑ. Анчах та вӗсем хӑйсем камсем пулнине тата хӑйсене мӗне вӗрентнине нихӑҫан та манман, ҫавӑншӑн Иегова вӗсене туллин пилленӗ. (Даниил 1:8, 11—15, 20 вуласа пар.)
11. Иисус илнӗ еткер ыттисене мӗнле усӑ панӑ?
11 Лайӑх тӗслӗхсем ҫинчен каланӑ май Иисуса, Турӑ Ывӑлне, аса илмесӗр иртме ҫук. Вӑл хӑйӗн Ашшӗнчен нумайӑшне илнӗ, ҫавна вара вӑл чӑннипех хакланӑ. Иисус хӑйне мӗне вӗрентнишӗн пархатарлӑ пулни вӑл каланӑ ҫак сӑмахсенче палӑрса тӑрать: «Эпӗ Аттем Хама мӗнле вӗрентнӗ, ҫавӑн пек кала[тӑп]» (Иоанн 8:28). Вӑл хӑй мӗн пӗлнинчен ыттисем те усӑ илме пултарччӑр тесе ҫав пӗлӳсене хаваспах каласа панӑ. Вӑл каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Лука 4:18, 43). Ҫак тӗнче Туррӑн чӑнлӑхне хакламасть, ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «тӗнченӗн» ан пулӑр тесе асӑрхаттарнӑ (Иоанн 15:19).
МӖН ИЛНИНЕ ХАКЛӐР
12. а) 2 Тимофей 3:14—17 хальхи ҫамрӑксемпе мӗнле ҫыхӑннӑ? ӑ) Ҫамрӑк христиансен хӑйсене мӗнле ыйтусем памалла?
12 Маларах асӑннӑ ҫамрӑксем пекех, сана та, тен, Иегова Турра чунтан парӑнса пурӑнакан аҫупа аннӳ пӑхса ӳстернӗ. Ку ҫапла пулсан, Сӑваплӑ Ҫырура Тимофей ҫинчен мӗн калани сана та ҫывӑх пулӗ. (2 Тимофей 3:14—17 вуласа пар.) Аҫу-аннӳрен эсӗ чӑн Турӑ ҫинчен тата ӑна мӗнле юраса пурӑнмалли ҫинчен пӗлтӗн. Тен, ҫакӑн ҫинчен сана вӗсем мӗн ачаранах вӗрентнӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ сана «Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнмашкӑн... ӑслӑлантарса» ҫитерчӗ тата Турӑшӑн ӗҫлеме пӗтӗмпех «хатӗрленсе ҫитме» пулӑшрӗ. Анчах та тӗп ыйту пурпӗр тӑрса юлать: хӑв мӗн илнине эсӗ хаклӑн-ши? Ҫак ыйту ҫине хурав парас тесен санӑн хӑвна тӗрӗслесе пӑхмалла. Хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пар: «Унччен пурӑннӑ шанчӑклӑ свидетельсем пирки эпӗ мӗн шутлатӑп? Иегова Свидетелӗсенчен пӗри пулнипе эпӗ мухтанатӑп-и? Турӑ хӑйӗн тусӗсем вырӑнне хуракан йышлах мар ҫынсем хушшинче пулма мана килӗшет-и? Чӑнлӑха пӗлме май пани нимӗнпе танлаштарайми пысӑк чыс пулнине эпӗ ӑнланатӑп-и тата ҫав чыса хаклатӑп-и?»
13, 14. Хӑш-пӗр ҫамрӑк христиансене мӗн илӗртме пултарать, анчах та мӗншӗн ҫав илӗртмӗш хыҫҫӑн кайни ӑссӑрла пулнӑ пулӗччӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.
13 Хӑш-пӗр ҫамрӑксене пӑхса ӳстернӗ ашшӗ-амӑшӗ — христиансем. Ҫавӑнпа та ҫав ҫамрӑксем чӑнлӑх мӗн тери илемлӗ пулнине тата Сатанан тӗнчи мӗн тери ирсӗр пулнине ӑнланмасан та пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗрисене ҫак тӗнчери пурнӑҫа тутанса пӑхас шухӑш та илӗртме пултарать. Анчах та машина пырса ҫапни амантма е, тен, вӗлерме пултарнипе пултарайманнине пӗлес тесе эсӗ машина умне чупса тухнӑ пулӑттӑн-и? Ҫук паллах! Ҫавӑн пекех ҫак тӗнчери япӑх ӗҫсем мӗн таран сиен кӳме пултарнине ӑнланас тесе ҫав ӗҫсен авӑрне чӑммалла мар (1 Петр 4:4).
14 Азире пурӑнакан Дженер чӑнлӑхра ҫитӗнсе ӳснӗ. 12 ҫулта вӑл шыва кӗнӗ. Анчах та вӑл ҫул ҫитмен ҫамрӑк пулнӑ чухне ӑна ҫак тӗнчен ҫулӗсем илӗртме пуҫланӑ. Вӑл каласа парать: «Эпӗ ҫак тӗнче сӗнекен „ирӗклӗхе“ тутанса пӑхасшӑн пултӑм». Дженер хӑйӗн ҫемйине суйма пуҫланӑ, ҫавӑн пекех ҫемйи пӗлмен вӑрттӑнлӑхсем те пулнӑ унӑн. Вӑл 15 ҫул тӗлнелле хӑйӗн тусӗсем пекех япӑх ӗҫсем тума пуҫланӑ, сӑмахран, вӑл ӗҫнӗ тата усал сӑмахсем каланӑ. Дженер тусӗсемпе бильярд тата хаяр компьютер вӑййисене вылянӑ хыҫҫӑн час-часах киле каҫа юлса таврӑннӑ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл ҫак тӗнчен илӗртмӗшӗсем телей паманнине ӑнланса илнӗ, ҫавӑн пекех ӑна хӑйӗн пурнӑҫӗ ним усӑсӑр иртнӗ пек туйӑннӑ. Халӗ вӑл каялла чӑнлӑха таврӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑна халӗ те ҫак тӗнче хутран-ситрен илӗртет, анчах та уншӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи туслӑх чылай кирлӗрех.
15. Христиансен ҫемйинче ӳссе ҫитӗнмен ҫамрӑксем те мӗн ҫинчен шухӑшлама пултараҫҫӗ?
15 Пухура христиансен ҫемйинче ӳссе ҫитӗнмен ҫамрӑксем те пур. Эсӗ вӗсенчен пӗри пулсан, ху мӗнле пысӑк чыса тивӗҫни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха — эсӗ Пултаракана пӗлетӗн, уншӑн ӗҫлесе пурӑнатӑн! Ҫӗр ҫинче миллиард-миллиард ҫын пурӑнать, ҫавӑнпа та Иегова хӑйӗнпе ҫывӑхлатнӑ тата Библири чӑнлӑха уҫса панӑ ҫынсем хушшинче пуласси — чӑн-чӑн пиллӗх (Иоанн 6:44, 45). Хальхи вӑхӑтра ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен кашни пинӗмӗшӗ кӑна чӑнлӑх ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ илнӗ. Эсӗ вара вӗсен хушшинче! Чӑнлӑха эпир кирек мӗнле пӗлнӗ пулсан та, ҫакӑ савӑнма сӑлтав памасть мар-и вара? (1 Коринф 2:12 вуласа пар.) Дженер калать: «Ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне манӑн кӗлетке ҫӳҫенсе-сӑрлатса илет. Иегова, Ҫут тӗнче Хуҫи, мана пӗлмешкӗн камах вара эпӗ?» (Пс. 8:5.) Ҫав вырӑнтах пурӑнакан пӗр христианка каланӑ: «Вӗренекенсем хӑйсене учитель ятран асӑнса палӑртсан питӗ мухтанаҫҫӗ. Анчах та сана Иегова, Аслӑ Вӗрентекен, хӑй пӗлет, ҫакӑ вара чылай пысӑкрах чыс!»
ЭСИР ХӐВӐРА МӖНЛЕ ТЫТӐР-ШИ?
16. Хальхи ҫамрӑк христиансемшӗн мӗн суйласа илни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ?
16 Ху илнӗ тӗлӗнмелле еткер ҫинчен шухӑшла та хӑвӑн умна Иеговӑшӑн ӗҫлесе пурӑнма тӗллев ларт. Туррӑн унччен пурӑннӑ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен лайӑх тӗслӗхне тытса пурӑн. Пурнӑҫне ним усӑсӑр пурӑнса ирттерекен ҫак тӗнчери нумай ҫамрӑк пек ан пул, вӗт вӗсен нимле шанчӑк та ҫук (2 Кор. 4:3, 4).
17—19. Ҫак тӗнчери ҫынсенчен уйрӑлса тӑрасси ҫине тӗрӗс пӑхма сире мӗн пулӑшӗ?
17 Паллах ӗнтӗ, пуринчен те уйрӑлса тӑма яланах ҫӑмӑл мар. Анчах ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхсан, ӑслӑлӑх пире уйрӑлса тӑмаллах тет. Сӑмахран, Олимп вӑййисене хутшӑнакан спортсмен ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Ҫавӑн пек шая ҫитес тесен унӑн ыттисем пек пулмалла мар. Вӑл хӑйне тренировка тума чӑрмантарма пултаракан япаласене нумайӑшне сирсе ярать пулӗ. Унсӑр пуҫне, ыттисенчен уйрӑлса тӑрас килни ӑна ытларах тренировка тума тата хӑйӗн умне лартнӑ тӗллевне пурнӑҫа кӗртме хавхалантарӗ.
18 Иеговӑн ӗҫлекенӗсемпе танлаштарсан, ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсен ӗҫӗсем япӑххи патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ. Эпир ҫак тӗнчери ҫынсенчен уйрӑлса тӑратпӑр пулсан тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пӑсма пултаракан ӗҫсенчен, калӑпӑр, аскӑн ӗҫрен, пӑрӑнатпӑр пулсан, эпир «чӑн-чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытма» пултарӑпӑр (1 Тим. 6:19, ҪТ). Маларах асӑннӑ хӗрарӑм тӑван каланӑ: «Хӑв мӗне ӗненнишӗн ҫирӗп тӑратӑн пулсан, кун вӗҫӗнче хӑвна питӗ лайӑх туятӑн. Ҫакӑ Сатана тӗнчин юхӑмне хирӗҫ кайма санӑн ҫителӗклӗ вӑй пуррине кӑтартса парать. Пуринчен ытла эсӗ Иегова Турӑ хӑвӑнпа мухтаннине, хӑвна йӑл кулса илнине курса тӑратӑн тейӗн! Шӑп ҫавӑн чухне эсӗ ыттисем пек пулманнишӗн савӑнатӑн!»
19 Ҫын халь мӗн илме пултарни ҫинчен кӑна шухӑшлать пулсан, унӑн пурнӑҫӗ усӑсӑр иртет теме пулать (Еккл. 9:2, 10). Эсир мӗншӗн хӑвӑр кунта пулнине тата сирӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма май пуррине ӑнланатӑр. Ҫакӑ сире тӗрӗс йышӑнусем тума тата «ытти халӑхсем... пурӑннӑ пек» пурӑнассинчен сыхланма пулӑшӗ. Вара сирӗн пурнӑҫ чӑннипех ӑнӑҫлӑ пулӗ (Эф. 4:17; Мал. 3:18).
20, 21. Эпир тӗрӗс йышӑнусем тусан пирӗн мӗнле пуласлӑх пулӗ? Анчах Иегова пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
20 Эпир тӗрӗс йышӑнусем тӑватпӑр пулсан, халех телейлӗ пурӑнӑпӑр тата Туррӑн ҫӗнӗ тӗнчинче те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӑпӑр. Иегова пире эпир ӗмӗтленме пултарнинчен те ытларах пиллӗ (Матф. 5:5; 19:29; 25:34). Анчах та вӑл ҫак пиллӗхсене пули-пулми ҫынна памӗ. Вӑл пире хӑйне итлесе пурӑнма ыйтать. (1 Иоанн 5:3, 4 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та халӗ Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлес тесе вӑй хуни кӑлӑхах пулмӗ!
21 Иегова пире питӗ нумай панӑ. Эпир унӑн Сӑмахӗ ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ илнӗ, ун ҫинчен тата унӑн тӗллевӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха лайӑх ӑнланатпӑр. Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май пире унӑн ятне парса чысланӑ. Турӑ пирӗн майлӑ тӑма сӑмах парать пире (Пс. 117:7). Апла пулсан, айтӑр пурте: ҫамрӑккисем те, ваттисем те — хамӑр илнӗ еткершӗн пархатарлӑ пулар та Иеговӑна ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мухтав кӳрсе тӑрас килнине кӑтартса тӑрар (Рим 11:33—36; Пс. 32:12).