Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 март 23—27 с.
  • Ӗлӗк мӗн ҫырнине эсир чӗрене хыватӑр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ӗлӗк мӗн ҫырнине эсир чӗрене хыватӑр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ҪЫНСЕН ӐСЛӐЛӐХӖ ҪИНЕ АН ШАНӐР
  • ТУРӐШӐН ӖҪЛЕМЕН ҪЫНСЕМПЕ ЯВӐҪСА КАЙНИ СИЕН КӲРЕТ
  • ЧӖРӲНЕ МӐНАҪЛАНСА КАЙМА АН ПАРӐР
  • ЙЫШӐНУСЕМ ТУНӐ ЧУХНЕ АСӐРХАНУЛЛӐ ПУЛӐР
  • ТУРӐШӐН ПӖТӖМ ЧӖРЕПЕ ӖҪЛЕСЕ САВӐНӐР
  • Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлесе пурӑнӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Лӑпкӑ вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Яшсем, шанӑҫа тивӗҫлӗ пулас тесен сирӗн мӗн тумалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Иегова пирӗнпе мӗнле ҫывӑхланать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 март 23—27 с.
Иосафат Ахав патшапа пӗрле Сирие хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ

Ӗлӗк мӗн ҫырнине эсир чӗрене хыватӑр-и?

«Вӗсемпе мӗн пулса иртни — пире малтанах асӑрхаттаракан паллӑсем; ӑна пире, юлашки саманара пурӑнакансене, ӑса кӗртме ҫырса хунӑ» (1 КОР. 10:11).

ЮРӐСЕМ: 49, 127

ҪАК ПАТШАСЕМ ТУНӐ ЙӐНӐШСЕМ МӖНРЕН АСӐРХАТТАРАҪҪӖ?

  • Аса тата Иосафат

  • Езекия

  • Иосия

1, 2. Иудӑри тӑватӑ патша тӗслӗхне мӗншӗн пӑхса тухмалла?

ҪУЛПА пынӑ чухне малта пыракан ҫын шуса ӳкнине курсан эсир ҫав вырӑнтан иртсе кайнӑ чухне питӗ асӑрхануллӑ пулатӑр пулӗ, ҫапла мар-и? Ҫавӑн пекех ыттисен йӑнӑшӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхни пире ҫав йӑнӑшсене тӑвасран пулӑшать. Тӗслӗхрен, эпир Библире каласа панӑ ҫынсен йӑнӑшӗсем ҫинче вӗренме пултаратпӑр.

2 Унчченхи статьяра эпир Иудӑри тӑватӑ патша тӗслӗхне пӑхса тухрӑмӑр, вӗсем пурте Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлесе пурӑннӑ. Ҫапах та вӗсем пысӑк йӑнӑшсем те тунӑ. Ҫав патшасен йӑнӑшӗсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ тата ҫавнашкал йӑнӑшсенчен пӑрӑнма мӗн пулӑшӗ? Библире пире ӳкӗтлесе ҫырса кӑтартнӑ тӗслӗхсенчен эпир нумай усӑ илме пултаратпӑр. (Рим 15:4 вуласа пар.)

ҪЫНСЕН ӐСЛӐЛӐХӖ ҪИНЕ АН ШАНӐР

3—5. а) Аса Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрепе ӗҫлесе пурӑннӑ пулсан та, вӑл мӗнле пысӑк йӑнӑш тунӑ? ӑ) Вааса Иуда ҫине тапӑнма тӑрсан, мӗнле сӑлтавсене пула Аса ҫынсем ҫине шанма пуҫланӑ?

3 Айтӑр малтан Аса тӗслӗхне пӑхса тухар та Турӑ Сӑмахӗ пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарасси ҫинчен шухӑшлар. Иуда ҫӗрӗ ҫине эфиопсен миллионлӑ ҫарӗ тапӑнса килсен Аса Иегова ҫине шаннӑ. Анчах та каярахпа Израиль патши Вааса Рама хулине, Иуда чиккин ҫывӑхӗнчи хулана, ҫирӗплетме пуҫласан, Аса хӑйне пачах урӑхла тытнӑ (2 Ҫулс. 16:1—3). Вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗ ҫине шанса Сири патшине Венадада ылтӑнпа кӗмӗл парса Ваасӑна хирӗҫ тухма ӳкӗте кӗртнӗ. Аса тунӑ йышӑну ӑнӑҫлӑ пулнӑ-и? Библире каланӑ: «Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн Вааса, хӑйӗн ӗҫне чарса, Рама хулине тума пӑрахнӑ» (2 Ҫулс. 16:5). Аса тӗрӗс йышӑну турӑм тесе шутланӑ пулӗ.

4 Анчах та ҫакӑн ҫинчен Иегова мӗн шутланӑ? Турӑ Аса патне Ананий пророка янӑ, вӑл патшана Иегова ҫине шанманшӑн питленӗ. (2 Ҫулсеренхи 16:7—9 вуласа пар.) Ананий ӑна Туррӑн приговорне пӗлтернӗ: «Паянтан санӑн вӑрҫӑсем пулӗҫ». Ҫавӑн чухне Вааса Иуда ҫине тапӑнман пулсан та, Аса патшара ларнӑ вӑхӑтра халӑх нумай хуйхӑ курнӑ, мӗншӗн тесен вӗсен пӗрмаях вӑрҫӑ вӑрҫма тивнӗ.

5 Унчченхи статьяран Иегова Асӑна ырланине куртӑмӑр. Аса ҫитменлӗхлӗ ҫын пулнӑ пулсан та, Турӑ ун пирки чӗререн парӑнса пурӑннӑ тенӗ (3 Патш. 15:14). Апла пулин те Аса ӑссӑрла йышӑну тусан Иегова ӑна ҫавӑн хыҫҫӑн сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсенчен хӑтарман. Унӑн патшалӑхӗ ҫине Вааса патша тапӑнма тӑрсан, мӗншӗн Аса Иегова ҫине мар, хӑй ҫине тата Венадад ҫине шаннӑ? Турӑран пулӑшу ыйтни мар, тепӗр ҫӗршывпа килӗшӳ туни тата вӑрҫӑ вӑрҫма пӗлни нумайрах усӑ парӗ тесе шутламан-ши вӑл? Е вӑл ҫак йышӑнӑва япӑх канаш итлесе тунӑ-ши?

6. Асӑран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

6 Аса ҫинчен каласа пани пире мӗне вӗрентет? Татса пама ҫук пек туйӑнакан йывӑрлӑхпа тӗл пулсан эпир тӳрех Иеговӑран пулӑшу ыйтатпӑр. Пысӑках маррипе тӗл пулсан вара эпир мӗн тӑватпӑр? Вӗсене хамӑр вӑйпа татса пама тӑрӑшатпӑр-и е яланах Библири принципсене шыраса тупса вӗсемпе усӑ куратпӑр-и? Калӑпӑр, килтисем хирӗҫ тӑнине пула сире пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тата конгрессене ҫӳреме йывӑр. Ҫак лару-тӑрӑва чи лайӑх майпа татса парас тесе Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Е, тен, эсир ӗҫ ҫухатнӑ, урӑххине тупма вара питӗ йывӑр. Ӗҫе кӗриччен начальникпа калаҫнӑ чухне эсир кашни эрнерех пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳресшӗн пулни ҫинчен калӑр-и? Кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, псалом юрлаканӑн ҫак канашне тытса тӑни питӗ кирлӗ: «Хӑвӑн ҫулна Ҫӳлхуҫа аллине пар, Ӑна шан, Вӑл туса ҫитерӗ» (Пс. 36:5).

ТУРӐШӐН ӖҪЛЕМЕН ҪЫНСЕМПЕ ЯВӐҪСА КАЙНИ СИЕН КӲРЕТ

7, 8. Иосафат мӗнле йӑнӑшсем тунӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

7 Халӗ вара айтӑр Асӑн ывӑлӗн, Иосафатӑн, тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн лайӑх енсем сахал мар пулнӑ. Турӑ ҫине шанса вӑл чылай ырӑ ӗҫ тунӑ. Ҫапах та хӑш-пӗр чухне вӑл тӗрӗс мар йышӑнусем те тунӑ. Тӗслӗхрен, вӑл ҫурҫӗр патшалӑхри йӗркесӗр патшапа, Ахавпа, хурӑнташланнӑ. Михей пророк асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах Иосафат Ахавпа пӗрле Сири ҫыннисене хирӗҫ вӑрҫӑпа кайма килӗшнӗ. Ҫапӑҫура ӑна чутах вӗлермен. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Иерусалима таврӑннӑ (2 Ҫулс. 18:1—32). Унта Ииуй пророк унран ыйтнӑ: «Йӗркесӗр ҫынна пулӑшмаллахчӗ-и санӑн, Ҫӳлхуҫана курайманнисене юратмаллахчӗ-и?» (2 Ҫулсеренхи 19:1—3 вуласа пар.)

8 Иосафат ҫакӑнтан мӗне те пулин вӗреннӗ-и? Вӑл малалла та Турӑшӑн хастаррӑн ӗҫленӗ пулин те, хӑйпе мӗн пулса тухни ҫинчен шухӑшласа кирлӗ пӗтӗмлетӳсем туман тата Ииуй сӑмахӗсене чӗрине хывман курӑнать. Иосафат каярахпа каллех ӑссӑрла хӑтланнӑ. Вӑл Туррӑн тепӗр тӑшманӗпе килӗшӳ тунӑ. Ку вӑл Ахав ывӑлӗ, йӗркесӗр патша Охозия, пулнӑ. Вӗсем пӗрле карапсем тума пуҫланӑ, анчах та ҫав карапсем арканнӑ пирки вӗсен планӗсем харама кайнӑ (2 Ҫулс. 20:35—37).

9. Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемпе хутшӑнни мӗнле сиен кӳрет?

9 Иосафат тӗслӗхӗ пире хамӑрӑн пурнӑҫ ҫинчен шухӑшласа пӑхма хавхалантармалла. Пӗтӗмӗшле илсен Иосафат лайӑх патша пулнӑ. Вӑл тӗрӗссине тунӑ тата Иегова патне «пӗтӗм чун-чӗрипе туртӑннӑ» (2 Ҫулс. 22:9). Анчах та Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемпе хутшӑннӑран пулакан йывӑрлӑхсенчен вӑл хӑтӑлайман. «Ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать; ухмахпа туслашакан пӑрахӑҫа тухать»,— тенӗ Библире (Ытар. 13:21). Пӗр енчен пӑхсан, пирӗн ҫынсене чӑнлӑха пӗлме пулӑшмалла. Тепӗр енчен вара пирӗн ҫакна та манса каймалла мар: Иосафат кирлӗ мар ҫӗртенех Ахава пулӑшма тӑрӑшса чутах хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатман. Апла пулсан, эпир Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемпе кирлӗ мар ҫӗртенех ҫывӑх хутшӑнатпӑр пулсан, хамӑра хӑрушлӑха кӗртсе ӳкеретпӗр.

10. а) Мӑшӑр шыракансем Иосафат тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? ӑ) Турра юратман ҫынсемпе хутшӑнас тӗлӗшрен пирӗн мӗн асра тытмалла?

10 Иосафат тӗслӗхӗнчен эпир тата мӗне вӗренме пултаратпӑр? Хӑш-пӗр чухне пухури пӗр-пӗр тӑван Иеговӑна ӗненмен ҫынна килӗштерсе пӑрахни те пулкалать. Ҫав тӑван христиансем хушшинче хама юрӑхлӑ мӑшӑр тупма май ҫук тесе шутлама пултарать. Ытти тӑвансене вара Свидетель мар хурӑнташӗсем мӑшӑр тупма хистесе тӑраҫҫӗ. Вӗсем пӗрмаях «кайран кая юлатӑн» теҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр христиансем пӗр хӗрарӑм тӑванӑн сӑмахӗсемпе килӗшеҫҫӗ: «Пирӗн ыттисене юратас тата хамӑра юратнине туяс килет, Иегова пире ҫак вӑйлӑ туйӑмпа тунӑ». Христианин мӑшӑр тупаймасть пулсан унӑн мӗн тумалла? Иосафат тӗслӗхне аса илер. Ялан тенӗ пекех вӑл Турӑран канаш ыйтнӑ (2 Ҫулс. 18:4—6). Анчах та Иеговӑна юратман Ахавпа ҫывӑх хутшӑнма тытӑнсан мӗн пулса тухнӑ? Иосафатӑн ҫакна асра тытмалла пулнӑ: Иегова хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене сӑнаса тӑрать. Пирӗн вӑхӑтра та Иегова «ҫӗре пӑхса-курса тӑрать» тата пире «хунтӑламашкӑн» хатӗр тӑрать (2 Ҫулс. 16:9). Вӑл пирӗн туйӑмсене ӑнланать тата пире юратать. Иегова сирӗн хӑвӑра килӗшекен мӑшӑр тупас килнине пӗлсе тӑнине тата унӑн сире пулӑшас килнине эсир ӗненетӗр-и? Ҫакӑн пирки пач та ан иккӗленӗр!

Ӗҫре пӗр арҫын хӗрарӑм тӑван валли ӗҫмелли илсе килнӗ

Иеговӑна ӗненмен ҫынпа ан ҫывӑхланӑр (10-мӗш абзаца пӑхӑр.)

ЧӖРӲНЕ МӐНАҪЛАНСА КАЙМА АН ПАРӐР

11, 12. а) Езекиян чӗринче мӗн пулни мӗнле палӑрнӑ? ӑ) Мӗншӗн Езекия ҫине Туррӑн ҫилли ӳкмен?

11 Езекия тӗслӗхӗ пире хамӑрӑн чӗрене тӗрӗслесе тӑни питӗ кирлине кӑтартса парать. Пӗррехинче Иегова Езекиян чӗринче мӗн пуррине пӗлес тенӗ. (2 Ҫулсеренхи 32:31 вуласа пар.) Езекия йывӑр чирлесе ӳксен Турӑ ӑна чӑнласах сыватассине кӑтартакан паллӑ панӑ — мӗлкене каялла чакарса тӑратнӑ. Вавилон кнеҫӗсем ҫав паллӑ ҫинчен ытларах пӗлме Езекия патне ҫынсем янӑ (4 Патш. 20:8—13; 2 Ҫулс. 32:24). Езекияна «сӑнаса пӑхас» тесе Турӑ ӑна «пӑрахса хӑварнӑ». Ун чухне Езекия Вавилонтан килнӗ ҫынсене «кермен управӑшӗсене кӑтартнӑ». Ҫак ӑссӑрла йышӑну Езекиян «чӗринче мӗн пуррине пӗтӗмпех» уҫса панӑ.

12 Библире Езекиян чӗри мӗншӗн мӑнаҫланса кайни ҫинчен ҫырса паман. Тен, ҫакӑ вӑл ассирисене ҫӗнтернӗрен е Турӑ ӑна тӗлӗнмелле майпа чиртен сыватнӑран пулса тухнӑ. Е унӑн чӗри хӑйӗн «пуянлӑхӗ те, мухтавӗ те шутсӑр пысӑк» пулнӑран мӑнкӑмӑлланса кайнӑ. Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, мӑнаҫланса кайнӑран Езекия «хӑйне панӑ ырӑлӑхшӑн ырӑпа» тавӑрман. Унччен Езекия Иеговӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑннине асна илсемччӗ тесе йӑлӑннӑ пулин те, вӑл Турра хытӑ кӳрентернӗ. Анчах та каярахпа Езекия «мӑнаҫлӑ чун-чӗрине йӑвашлатнӑ», ҫавӑнпа Иеговӑн ҫилли ҫак патша тата унӑн халӑхӗ ҫине ӳкмен (2 Ҫулс. 32:25—27; Пс. 137:6).

13, 14. а) Иегова пирӗн чӗрене тӗрӗслес тесе хӑҫан пире вӑхӑтлӑха хӑварма пултарать? ӑ) Ыттисем пире мухтанӑ чухне хамӑра мӗнле тытмалла?

13 Езекия ҫинчен ҫырса панинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Асӑрхӑр-ха, Иегова Сеннахирим ҫарне тӗп тусанах тата хӑйне йывӑр чиртен сыватнӑ хыҫҫӑнах Езекия мӑнаҫланса кайнӑ. Эпир пӗр-пӗр ӗҫре ӑнӑҫуллӑ пултӑмӑр пулсан, пирӗн чӗрене тӗрӗслесе унта мӗн пуррине ҫиеле кӑларас тесе Иегова Езекияна хӑварнӑ пекех пире те вӑхӑтлӑха хӑварма пултарать-и? Калӑпӑр, пӗр арҫын тӑван чылай вӑхӑт хушши тӑрӑшса доклад хатӗрлесе нумай ҫын умӗнче тухса каланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна нумайӑшӗ пыра-пыра мухтаҫҫӗ. Вӑл вара хӑйне мӗнле тытӗ-ши?

14 Пире мухтанӑ чухне Иисус хушнӑ пек туни ӑслӑ-тӑнлӑ пулать, вӑл каланӑ: «Эсир те ҫапла, хӑвӑра хушнине пурне те туса ҫитерсен калӑр: „Эпир ниме юрӑхсӑр чурасем ҫеҫ, эпир хамӑр тума тивӗҫлине анчах турӑмӑр“» (Лука 17:10). Каллех эпир Езекия патша ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Вӑл мӑнкӑмӑлланса кайнӑ та «хӑйне панӑ ырӑлӑхшӑн ырӑпа» тавӑрман. Апла пулсан, доклад тухса каланӑ хыҫҫӑн ыттисем мухтанӑ чухне арҫын тӑвансене хӑйсене кӗҫӗне хума мӗн пулӑшӗ? Турӑ вӗсемшӗн мӗн тери нумай туни ҫинчен шухӑшламалла, вара чӗрисенче япӑх енсем тымар ямӗҫ. Тата Иегова мӗнле пулӑшни ҫинчен ыттисене каласа пама пулать. Унсӑр пуҫне, доклад хатӗрлесе тухса калама пултармашкӑн Турӑ хӑйӗн Сӑмахне тата святой сывлӑшне панӑ.

ЙЫШӐНУСЕМ ТУНӐ ЧУХНЕ АСӐРХАНУЛЛӐ ПУЛӐР

15, 16. Мӗншӗн Иосия вилнӗ?

15 Лайӑх патша Иосияпа мӗн пулса тухнинчен вара эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Вӑл мӗншӗн вилни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. (2 Ҫулсеренхи 35:20—22 вуласа пар.) Египет патши Нехао вӑрҫӑ вӑрҫас темен пулсан та, Иосия ӑна хирӗҫ тухнӑ. Нехао «Турӑ ячӗпе каланӑ» тенӗ Библире. Мӗншӗн вара Иосия ун ҫине вӑрҫӑпа кайнӑ? Библире ҫавӑн пирки нимӗн те каламан.

16 Нехао сӑмахӗсем Иеговӑран пулнине Иосия мӗнле пӗлме пултарнӑ? Тӗслӗхрен, вӑл ҫавӑн ҫинчен Турра шанчӑклӑ Иеремия пророкран ыйтма пултарнӑ (2 Ҫулс. 35:23, 25). Анчах та Иосия ҫапла тунӑ тесе ниҫта та каламан. Унсӑр пуҫне, Нехао Кархемис хулинелле кайнӑ. Вӑл Иерусалимпа мар, урӑххисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма тухнӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Иосиян Туррӑн ятне хӳтӗлемелле те пулман, мӗншӗн тесен Египет патши Иеговӑран тата унӑн халӑхӗнчен мӑшкӑлласа кулман. Ҫавӑнпа Иосия Нехао ҫине тапӑнни ӑссӑрла ӗҫ пулнӑ. Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Йывӑрлӑха лексен пирӗн чи малтан Иегова хамӑртан мӗн кӗтнине пӗлме тӑрӑшмалла.

17. Иосия тунӑ йӑнӑшсене тӑвасран пире мӗн пулӑшма пултарать?

17 Йывӑр лару-тӑрура Библири хӑш принципсем ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑну тума пулӑшма пултарасси ҫинчен шухӑшламалла. Хӑш-пӗр чухне старейшинӑсемпе канашлас пулать. Тен, эпир хамӑрӑн лару-тӑрӑва тӗрлӗ енчен пӑхса та тухнӑ тата публикацисене те тӗпченӗ. Ҫапах та пӗр-пӗр принципа эпир шута илмесен те пултарнӑ, старейшинӑсем вара пире ҫав принцип ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулӑшма пултараҫҫӗ. Тӗслӗх пӑхса тухар. Пӗр хӗрарӑм тӑван ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлине лайӑх ӑнланать (Ап. ӗҫ. 4:20). Вӑл ырӑ хыпар сарма кайма калаҫса татӑлнӑ пулнӑ, анчах та Иеговӑна ӗненмен упӑшки ӑна килте юлма ыйтать. Вӑл пӗр-пӗрне ахаль те сахал куратпӑр тет. Хӗрарӑм тӑван, тен, Турра итлемелле тата вӗренекенсене хатӗрлемелле тесе калакан Библири сӑвӑ йӗркисене аса илет (Матф. 28:19, 20; Ап. ӗҫ. 5:29). Анчах та унӑн упӑшкине пӑхӑнмалли ҫинчен те, ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалли ҫинчен те шухӑшласа пӑхмалла (Эф. 5:22—24; Флп. 4:5). Вӑл хӑйне ҫакӑн пек ыйту пама пултарать: «Упӑшкам мана пачах ырӑ хыпар сарса ҫӳремелле мар тесшӗн-и е вӑл мана паян ҫеҫ плансене улӑштарса килте юлма ыйтать?» Эпир Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласшӑн тата совеҫе таса упраса хӑварасшӑн. Ҫавӑнпа ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑну тӑвас тесе пирӗн тӗплӗн шухӑшламалла.

ТУРӐШӐН ПӖТӖМ ЧӖРЕПЕ ӖҪЛЕСЕ САВӐНӐР

18. Тӑватӑ патша тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле усӑ парать?

18 Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран пирӗн ҫав тӑватӑ патша пекех йӑнӑшсем тӑвасси пулкалать. Эпир 1) шухӑшласа тӑмасӑрах хамӑр ҫине е ыттисем ҫине ытлашши шанма, 2) Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнма пуҫлама, 3) мӑнкӑмӑлланса кайма е 4) Турӑ пирӗнтен мӗн кӗтнине пӗлме тӑрӑшмасӑрах йышӑну тума пултаратпӑр. Иегова ҫав патшасенче лайӑххине курнӑ пекех пирӗнте те лайӑххине курса тӑрать. Ҫакӑ пире питӗ савӑнтарать! Унсӑр пуҫне, Иегова эпир ӑна мӗн тери хытӑ юратнине тата уншӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлеме тӑрӑшнине пӗлсе тӑрать. Ҫавӑнпа вӑл Библире пире йӑнӑшсенчен пӑрӑнма пулӑшакан тӗслӗхсене ҫырса панӑ. Айтӑр ҫав асӑрхаттаракан тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлар тата Иеговӑна вӗсемшӗн пархатарлӑ пулар!

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр