Февралӗн 28-мӗшӗн эрнелӗх программи
ФЕВРАЛӖН 28-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
5-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
bt-U 1 сып., 10—15 абз., 12 с. таблица (25 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Эсфирь 1—5 (10 мин.)
Вӗреннине аса илни (20 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
5 мин. Пӗлтерӳсем.
10 мин. Лайӑххи ҫинчен кала. Сӳтсе явни. «Школа служения» кӗнеке, 202 с. Юлашки абзацра панӑ сӗнӳсемпе усӑ курса ҫитес уйӑхра сӗнмелли брошюрӑсене мӗнле сӗнмеллине демонстрацисем кӑтарт.
10 мин. Усӑ паракан брошюра: «Исследовать Писания каждый день». Сӳтсе явни. 2011 ҫулхи «Исследовать Писания каждый день» брошюрӑри ум сӑмах. Кулленхи текста пӑхса тухма пурне те хавхалантар. Ҫакна тума вӑхӑт хӑҫан уйӑрни ҫинчен тата ҫакӑ вӗсене мӗнле усӑ пани ҫинчен итлекенсене каласа пама ыйт. 2011 ҫулӑн текстне кӗскен пӑхса тух. «Ырӑ хыпара сарма вӗренмелли тӗлпулусенче кулленхи текста урӑх сӳтсе явмаҫҫӗ» рамкӑна сӳтсе яв.
10 мин. Март уйӑхӗнче брошюрӑсем сӗнме хатӗрленӗр. Сӳтсе явни. Пӗр-икӗ минут хушшинче брошюрӑсен содержанине пӑхса тух. Ун хыҫҫӑн икӗ е виҫӗ статья суйласа ил те калаҫӑва пуҫламашкӑн мӗнле ыйтупа тата Библири хӑш сӑвӑ йӗркипе усӑ курма шутлани ҫинчен итлекенсене каласа пама ыйт. Кашни брошюрӑна мӗнле сӗнме пулнине демонстраци кӑтарт.
33-мӗш юрӑ тата кӗлӗ