Публикацисене тирпейлӗ упрӑр
Хӑвӑнтан ҫапла ыйтмалла: ырӑ хыпар сарнӑ чухне сӗнме шут тытнӑ публикацисем тирпейлӗ-и е ҫук? Вӗсем вараланнӑ е ҫурӑлнӑ, вӗсен страницисем хуҫланнӑ е сарӑхса кайнӑ пулсан, ҫакӑ пирӗн организаци ҫинчен лайӑх мар шухӑш-туйӑм хӑварма пултарать тата пӗрле калаҫакана унӑн пурнӑҫне ҫӑлма пултаракан илемлӗ хыпара итлеме чӑрмантарма пултарать.
Хамӑрӑн литературӑна тирпейлӗ упрас тесен мӗн тумалла? Хыпарҫӑсенчен пӗрисем тӗрлӗ публикацисене хӑйсен ырӑ хыпар сармалли сумкин тӗрлӗ отделенийӗсене чикеҫҫӗ, сӑмахран, вӗсен сумкинче кӗнекесем, брошюрӑсем, трактатсем тата ытти валли те вырӑн пур. Вӗсем Библие тата литературӑна сумкӑна каялла чикнӗ чухне ытти публикацисене хуҫлатас-чӗркелес мар тесе асӑрханса чикеҫҫӗ. Тепӗрисем литературӑна папкӑсем е витӗр курӑнакан пластик пакетсем ӑшне чикеҫҫӗ. Кирек мӗнле меслетпе усӑ курсан та, чи кирли вӑл — кама та пулин вараланнӑ, хуҫланса е ҫуркаланса пӗтнӗ публикацисем сӗнсе хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫре кӑлтӑксем тупма витӗмлӗ сӑлтав памалла мар (2 Кор. 6:3).