Апрелӗн 7-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
АПРЕЛӖН 7-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
15-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
jl 5—7-мӗш уроксем (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Тухни 7—10 (10 мин)
1 №: Тухни 9:20—35 (4 мин е сахалрах)
2 №: Иисус мӗнле майпа таврӑнӗ тата ӑна пур куҫ та курӗ тени мӗне пӗлтерет? (rs-U 90 с., 5 абз.— 92 с., 3 абз.) (5 мин)
3 №: Пухури тӑвансене чунтан парӑннине тата пулӑшма хатӗр пулнине кӑтартӑр (it-U «Авесса») (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Апрельте брошюрӑсене мӗнле сӗнме пулать. Сӳтсе явни. Малтан ҫак страницӑра илсе панӑ калаҫӑва пуҫламалли майсемпе усӑ курса брошюрӑсене мӗнле сӗнмеллине кӑтарт. Ун хыҫҫӑн кашни майне пуҫламӗшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен тӗплӗн сӳтсе яв. Вӗҫӗнче пурне те брошюрӑсене тӗплӗн вуласа тухма тата вӗсене хастарлӑн сӗнме хавхалантар.
10 мин. Хапӑл туса кӗтсе илме ан манӑр (Евр. 13:1, 2). Доклад. Старейшина тӑвать. Хӑвӑрӑн пухура Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ валли мӗн-мӗн тума йышӑннине кала. Ҫавӑн пекех Каҫхи апат уявӗнче кашнийӗ пӗрремӗш хут килнисене тата ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ хыпарҫӑсене мӗнле майпа хапӑл туса кӗтсе илме пултарнине каласа пар. Икӗ пайран тӑракан демонстраци кӑтарт. Малтан хыпарҫӑ чӗнӳ хучӗ илнӗ ҫынна ӑшшӑн кӗтсе илет, унтан вара унпа тепӗр хут тӗл пулма калаҫса татӑлать.
10 мин. Хӑш канашӗпе усӑ курма май килчӗ? Сӳтсе явни. «Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ҫынсем эпир мӗн каланипе килӗшмен чухне калаҫӑва малалла мӗнле тӑсма пулать» статьяри канашсем вӗсене мӗнле пулӑшни пирки хыпарҫӑсене каласа пама ыйт. Итлекенсене пулса иртнӗ тӗслӗхсене каласа пама ыйт.
20-мӗш юрӑ тата кӗлӗ