Октябрӗн 6-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнелӗх программи
ОКТЯБРӖН 6-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
18-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 18 сып. (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Саккуна астутарни 1—3 (10 мин)
1 №: Саккуна астутарни 2:16—30 (4 мин е сахалрах)
2 №: Сатанан усал витӗмӗнчен хӑтӑлас вӑхӑт ҫывхарса пырать (rs-U 329 с., 5 абз. — 331 с., 1 абз.) (5 мин)
3 №: Ар ҫыхӑнӑвне кӗни ҫылӑх тесе вӗрентет-и Библи? (rs-U 345 с., 3 абз. — 346 с., 4 абз.) (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Октябрьте брошюрӑсене мӗнле сӗнме пулать. Сӳтсе явни. Малтан ҫак страницӑра илсе панӑ калаҫӑва пуҫламалли майсемпе усӑ курса брошюрӑсене мӗнле сӗнмеллине демонстраци кӑтарт. Ун хыҫҫӑн кашни майне пуҫламӗшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен тӗплӗн сӳтсе яв.
10 мин. Библие вӗренекенсене чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума пулӑшатпӑр. 6-мӗш пайӗ. Сӳтсе явни. 2005 ҫулхи февральти «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» (выр.), 6 с. 4 минута пыракан демонстраци кӑтарт: Ҫӳлхуҫа каҫхи апат уявӗнче мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем кӑна символсене тутанса пӑхаҫҫӗ тесе Библи вӗренекен ыйту парать. Хыпарҫӑ вӗренекене ыйту панӑшӑн мухтаса илет, ҫак ыйтӑва хут ҫине ҫырса хурать те вӗренӳ хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явма сӗнет. Тӗп материала сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн хыпарҫӑ вӗренекене «Рассуждение» кӗнекери «Кто может есть хлеб и пить вино на Вечере?» подзаголовок ҫине тимлеттерет, 86—87 с. Вӗсем ҫак подзаголовокри шухӑшсене сӳтсе яваҫҫӗ те вӗренекен хӑйӗн ыйтӑвӗ ҫине уҫӑмлӑн хуравланӑшӑн тав тӑвать.
10 мин. Хӑш канашӗпе усӑ курма май килчӗ? Сӳтсе явни. «Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ҫынсем патне тепӗр хут килме никӗс хыватпӑр» статьяри канашсем вӗсене мӗнле пулӑшни пирки хыпарҫӑсене каласа пама ыйт. Итлекенсене пулса иртнӗ лайӑх тӗслӗхсене каласа пама ыйт.
52-мӗш юрӑ тата кӗлӗ