Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ҫынсем патне тепӗр хут килме никӗс хыватпӑр
Ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ. Эпир интересленекен ҫынна тӗл пулатпӑр пулсан, хамӑр акса хӑварнӑ чӑнлӑх вӑррине шӑварас тесе ҫынна тепӗр чухне килӗнче мӗнле тытмалли пирки шухӑшлатпӑр (1 Кор. 3:6). Ҫавӑнпа та ҫын патӗнчен каяс умӗн тепӗр чухне вӑл килӗнче хӑҫан пуласси ҫинчен ыйтса тепӗр хут килмешкӗн лайӑх никӗс хывни питӗ кирлӗ. Унсӑр пуҫне тепрехинче мӗнле ыйтӑва сӳтсе явасси пирки калани питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫапла тусан ҫын пире кӗтӗ тата эпир хӑварнӑ публикацире ҫак ыйтӑвӑн хуравӗ пур пулсан вӑл ӑна вуласа тухма пултарать. Тепрехинчи калаҫу валли никӗс хывнӑ пулсан, тепӗр хут килме пире ҫӑмӑлрах пулӗ, мӗншӗн тесен ҫын мӗнле темӑна сӳтсе явассине тата эпир килессине пӗлет. Ҫын килӗнче пулсан, эпир иртнинче килсен ҫӗкленӗ ыйту ҫине хуравлама килни пирки каласа калаҫӑва малалла тӑсма пултаратпӑр.
Уйӑх тӑршшӗпе усӑ курмалли канаш:
Калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсене хатӗрленӗ чухне тепӗр хут килсен хӑш ыйтӑва сӳтсе явасси ҫинчен шухӑшла. Ҫакна хӑвӑнпа пӗрле ырӑ хыпар сарма каякан хыпарҫӑсене кала.