Январӗн 12-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
ЯНВАРӖН 12-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
37-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 32 сып. (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Иисус Навин 21—24 (8 мин)
1 №: Иисус Навин 24:14—21 (3 мин е сах.)
2 №: Йӗрӗхсене пуҫҫапни Турра юрӑхсӑр (it-U «Ахаз»,1 №) (5 мин)
3 №: Иегова — Пурне те Тума Пултаракан (igw-U 2 с., 4 абз.— 3 с., 1 абз.) (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
Ҫак уйӑхри тема: «Ҫӳлхуҫашӑн чура пек пур тӗлӗшрен те хӑвӑра кӗҫӗне хурса ӗҫлесе тӑрӑр» (Ап. ӗҫ. 20:19, ҪТ).
10 мин. Ҫӳлхуҫашӑн чура пек пур тӗлӗшрен те хӑвӑра кӗҫӗне хурса ӗҫлесе тӑрӑр. Сӳтсе явни. Апостолсен ӗҫӗсем 20:19 (ҪТ) вуласа пар тата итлекенсене ҫак ыйтусем ҫине хуравлама ыйт: 1) Чура пек ӗҫлесе тӑрасси мӗне пӗлтерет? 2) Ҫӳлхуҫашӑн эпир мӗнле майпа ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр? 3) Хамӑра кӗҫӗне хуни мӗн вӑл? 4) Хамӑра кӗҫӗне хуни мӗнле майпа пире Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшать?
20 мин. «Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Пирӗнпе калаҫакан ҫын тарӑхма пуҫларӗ пулсан хамӑра мӗнле тытмалла». Сӳтсе явни. Статьяна сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн икӗ пайран тӑракан кӗске демонстраци, чӑннипех пулса иртме пултараканнине, кӑтарт. Малтан хыпарҫӑ тарӑхма пуҫланӑ ҫынпа хӑйне тӗрӗс мар тытать. Иккӗмӗшӗнче вара, хӑйне тӗрӗс тытать. Пурне те уйӑх тӑршшӗпе усӑ курмалли канаша тытса тӑма сӗн.
39-мӗш юрӑ тата кӗлӗ