32-МӖШ СЫПӐК
Турӑ Иисуса мӗнле хӳтӗленӗ?
ХӐШ-ПӖР чухне Иегова пӗчӗккисемпе вӑйсӑррисене тӗлӗнмелле майпа хӳтӗлет. Иегова ҫакна мӗнле тунине, пӗр меслетне, уйра е вӑрманта курма пулать. Анчах та мӗн пулса иртнине тӳрех ӑнласа илме йывӑр.
Эсӗ сукмакпа пыратӑн, кӗтмен ҫӗртен кайӑк вӗҫсе килет те сан умна ҫӗр ҫине ларать. Вӑл аманнӑ пек туйӑнать, мӗншӗн тесен вӑл пӗр ҫунаттине сӗтӗрсе пырать. Эсӗ ун патне ҫывхарас тетӗн, вӑл вара санран тарать. Сасартӑк кайӑк вӗҫсе каять. Унӑн ҫунатти чиперех пулнӑ иккен! Кайӑк мӗншӗн ҫапла тунине пӗлетӗн-и? ~
Вӗҫсе пырса ларнӑ вырӑнтан инҫех мар, тӗмӗсем ӑшӗнче, кайӑк хӑйӗн чӗпписене пытарнӑ иккен. Вӑл эсӗ вӗсене тупса сӑтӑр тӑвасран хӑранӑ. Ҫавӑнпа вӑл аманнӑ пек туса кӑтартса сана хӑйӗн чӗпписенчен аяккарах илсе кайнӑ. Пӗлетӗн-и, ҫак кайӑк хӑйӗн чӗпписене хӳтӗленӗ пекех, пире кам хӳтӗлеме пултарать? ~ Библире Иеговӑна ӑмӑрткайӑкпа, хӑйӗн чӗпписене пӑхакан пысӑк вӑйлӑ кайӑкпа, танлаштарнӑ (Саккуна астутарни 32:11, 12).
Иеговӑн чи хаклӑ ачи вӑл — юратнӑ Ывӑлӗ, Иисус. Ашшӗ пекех, вӑл пӗлӗтре пурӑннӑ тата вӑй-хӑватлӑ пулнӑ. Вӑл хӑйшӗн хӑй тӑрӑшма пултарнӑ. Анчах та ҫӗр ҫинче ҫуралсан Иисус вӑй-халсӑр пулса тӑнӑ. Ӑна хӳтӗлемелле пулнӑ.
Туррӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн Иисусӑн ӳссе ҫитӗннӗ пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулмалла пулнӑ. Сатана ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл Иисуса пӗчӗклех вӗлерме пикеннӗ. Библире Иегова хӑйӗн Ывӑлне мӗнле хӳтӗлени ҫинчен чуна пырса тивмелле ҫырса панӑ. Каласа парас-и? ~
Иисус ҫуралсан кӑшт вӑхӑт иртсен Сатана хӗвелтухӑҫӗнче ҫӑлтӑр ҫутӑлмалла тунӑ. Ҫӑлтӑрҫӑсем ҫӑлтӑр хыҫҫӑн темиҫе ҫухрӑмах утнӑ, вара Иерусалима ҫитнӗ. Хулана кӗрсен вӗсем иудейсен пулас патшин ӑҫта ҫуралмалла тесе ыйтма пуҫланӑ. Ҫакӑн ҫинчен Библире каланине пӗлнӗ ҫынсем «Вифлеемра» тесе хуравланӑ (Матфей 2:1—6).
Иерусалимри хаяр Ирод патша Вифлеемра ҫӗнӗ патша ҫурални ҫинчен илтсен ҫӑлтӑрҫӑсене каланӑ: «Кайӑр та ачана шыраса тупӑр, тупсан вара мана хыпар тӑвӑр». Эсӗ пӗлетӗн-и, Ирод Иисуса мӗншӗн питӗ шыраса тупасшӑн пулнӑ? ~ Вӑл ӑна кӗвӗҫнӗ, вӑл ҫӗнӗ патшана вӗлересшӗн пулнӑ!
Турӑ вара хӑйӗн Ывӑлне мӗнле хӳтӗленӗ-ши? ~ Иисуса шыраса тупсан ҫӑлтӑрҫӑсем ӑна нумай парне панӑ. Ун хыҫҫӑн Турӑ тӗлӗкре вӗсене Ирод патне ан таврӑнӑр тенӗ. Ҫавӑнпа ҫӑлтӑрҫӑсем Иерусалима кӗмесӗр хӑйсен ҫӗршывне урӑх ҫулпа кайнӑ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен Ирод питӗ тарӑхнӑ. Иисуса вӗлерес тесе вӑл Вифлеемри икӗ ҫултан кӗҫӗнрех ачасене пурне те вӗлерме хушнӑ! Анчах та Иисус ҫав вӑхӑтра хулара пулман.
Пӗлетӗн-и, Иисус мӗнле хӑтӑлса юлнӑ? ~ Ҫӑлтӑрҫӑсем кайсанах Иегова Марийӑн упӑшкине Иосифа: «Тӑр та ачана илсе Египета тар»,— тенӗ. Унта Ирод Иисуса нимӗнле сиен те кӳме пултарайман. Темиҫе ҫул иртсен вара Иосифпа Мария Египетран таврӑннӑ. Турӑ Иосифа каллех асӑрхаттарнӑ. Вӑл ӑна тӗлӗкре курӑннӑ та ҫемйипех Назарет хулине кайма хушнӑ, унта Иисус хӑрушсӑрлӑхра пулнӑ пулӗччӗ (Матфей 2:7—23).
Куратӑн-и, Иегова хӑйӗн Ывӑлне мӗнле хӳтӗленӗ? ~ Кала-ха, кама пӗчӗк Иисуспа е амӑшӗ тӗмӗсем ӑшне пытарнӑ чӗпсемпе танлаштарма пулать? Сана мар-и? ~ Сана та усал тӑвас текенсем пур вӗт. Камне пӗлетӗн-и? ~
Библире Сатана, ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, пире ҫисе ярасшӑн ҫӳрет тенӗ. Арӑслансем ытларах чухне пӗчӗк чӗрчунсене тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Сатанапа унӑн демонӗсем те час-часах пӗчӗк ачасене хӑйсен тупӑшӗ тӑвасшӑн (1 Петр 5:8). Анчах та Иегова Сатанаран вӑйлӑрах. Иегова хӑйӗн ачисене хӳтӗлеме тата Сатана кӳрекен кирек мӗнле сиене те пӗтерме пултарать.
Эсӗ астӑватӑн-и, ҫак кӗнекен 10-мӗш сыпӑкӗнче ҫырса панӑ тӑрӑх, Шуйттанпа унӑн демонӗсем ҫынсене мӗн тума хӗтӗртеҫҫӗ? ~ Ҫапла, вӗсем пире Турӑ сивлекен ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗме явӑҫтарасшӑн. Анчах та камсем кӑна ар ҫыхӑнӑвне кӗме пултараҫҫӗ? ~ Ҫапла, ҫитӗнсе ҫитнӗ мӑшӑрланнӑ арҫынпа хӗрарӑм кӑна.
Шел пулин те, хӑш-пӗр ҫитӗннӗ ҫынсене ачасемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗме килӗшет. Ҫакна тума май килсен, арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫав ҫитӗннӗ ҫынсем вӗрентнӗ ирсӗр ӗҫсене тума пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем те хӑйсен арлӑх органӗсемпе йӗркесӗр майпа усӑ курма тытӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑ ӗлӗк-авал Содом хулинче пулса иртнӗ те. Библире ҫав хулара пурӑнакан ҫынсем, «ҫамрӑккинчен пуҫласа ватти таранах», Лотӑн хӑнисемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗресшӗн пулнӑ тенӗ (Пултарни 19:4, 5).
Иисуса хӳтӗлемелле пулнӑ пекех, сана та хӑвпа ар ҫыхӑнӑвне кӗме хӑтланакан ҫынсенчен — ҫавнашкал ачасенчен те — хӳтӗлемелле. Ытларах чухне ҫавӑн пек ҫынсем хӑйсене туссем пек тытаҫҫӗ. Вӗсем санпа мӗн тӑвасшӑн пулни ҫинчен эсӗ ыттисене каласа памасан мӗн те пулин парнелеме сӑмах пама пултараҫҫӗ. Анчах та ҫак ҫынсем, Сатанапа унӑн демонӗсем пекех, хӑйсем ҫинчен кӑна шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем киленӳ ҫеҫ шыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем ачасемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗрсе ҫавӑн пек киленесшӗн ҫунаҫҫӗ. Ку вара питӗ усал ӗҫ!
Пӗлетӗн-и, киленес тесе вӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ? ~ Вӗсем санӑн арлӑх органӗсене тӗкӗнме е ачашлама пултараҫҫӗ. Е хӑйсен арлӑх органӗсемпе санӑннине сӗртӗнме пултараҫҫӗ. Анчах та санӑн хӑвӑн арлӑх органӗсемпе выляма пӗр ҫынна та ирӗк памалла мар. Никама та, пиччу-шӑллуна та, аппу-йӑмӑкуна та, аҫу-аннӳне те!
Анчах та аскӑн ҫынсенчен эсӗ мӗнле хӳтӗленме пултаратӑн? ~ Никама та хӑвӑн ар органӗсемпе выляма ирӗк ан пар. Кам та пулин ҫакна тума пӑхать пулсан, хыттӑн та ҫирӗппӗн кала: «Чарӑн! Эпӗ сан ҫинчен веҫех каласа паратӑп!» Ҫав ҫын мӗн пулса иртнишӗн эсӗ хӑв айӑплӑ тесен те, ӑна ан ӗнен. Ку суя! Вӑл кирек кам пулсан та, кай та ун ҫинчен йӑлтах каласа пар! Вӑл сана никама та ан кала тесе ӳкӗтлет пулсан та, санӑн каласа памаллах! Ҫакӑн пек ҫын хӑратма та е хаклӑ парнесем парӑп тесе шантарса калама та пултарать. Анчах та санӑн пӗр тӑхтаса тӑмасӑр каймалла та ун ҫинчен пӗтӗмпех каласа памалла.
Хӑрама кирлӗ мар, анчах та асӑрхануллӑ пулмалла. Аҫу-аннӳ сана усал шухӑшлӑ ҫынсенчен, ҫавӑн пекех хӑрушӑ вырӑнсенчен пӑрӑнма асӑрхаттарнӑ чухне санӑн вӗсене уйрӑмах итлемелле. Итлетӗн пулсан, япӑх ҫынсене сана усал тума йывӑртарах пулӗ.
Турӑ сивлекен ар ҫыхӑнӑвӗсене кӗме явӑҫтарасран мӗнле хӳтӗленмелли ҫинчен ҫак сӑвӑ йӗркисене вула: Пултарни 39:7—12; Ытарӑшсем 4:14—16; 14:15, 16; 1 Коринф 6:18 тата 2 Петр 2:14.
[167-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫак кайӑк хӑйӗн чӗпписене мӗнле хӳтӗлет?
[168-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Ҫӑлтӑрҫӑсем Иисуса шыраса тупнӑ хыҫҫӑн Турӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе вӗсене мӗн тума хушнӑ?
[169-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Турӑ пӗчӗк Иисуса тепӗр хут мӗнле хӳтӗленӗ?
[171-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Кам та пулин усал шухӑшпа сана тӗкӗнме хӑтланать пулсан, санӑн мӗн тумалла?