Вулакансен ыйтӑвӗсем
1 Тимофей 5:21-мӗшӗнче асӑннӑ «суйласа илнӗ ангелсем» камсем вӗсем?
Хӑйӗн пекех старейшина пулса ӗҫленӗ Тимофей патне Павел апостол ҫапла ҫырса янӑ: «Сана Турӑ, Христос Иисус тата суйласа илнӗ ангелсем умӗнче чӗнсе калатӑп: никам пирки те малтанах япӑх шутласа хумасӑр, ҫынна камне кура уйӑрмасӑр ҫак хушусене тытса тӑр» (1 Тим. 5:21).
Айтӑр малтан ҫак ангелсем шутне кам кӗме пултарайманнине пӗлер. Паллах, вӗсен шутне 144 000-ӗшӗ кӗмест. Мӗншӗн тесен Павел Тимофей патне ҫырнӑ чухне святой сывлӑшпа суйласа илнисем пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑма пуҫламан пулнӑ-ха. Ун чухне апостолсемпе святой сывлӑшпа суйласа илнӗ ытти христиансем ангелсем евӗрлӗ пулса тӑман-ха. Апла пулсан, «суйласа илнӗ ангелсем» — вӗсем мар (1 Кор. 15:50—54; 1 Фес. 4:13—17; 1 Иоанн 3:2).
«Суйласа илнӗ ангелсем» шутне пӗтӗм ҫӗре шыв илес умӗн Турра итлеме пӑрахнӑ ангелсем те кӗме пултараймаҫҫӗ. Шуйттан майлӑ тӑрса вӗсем демонсем — Иисусӑн тӑшманӗсем — пулса тӑнӑ (Пулт. 6:2; Лука 8:30, 31; 2 Пётр 2:4). Пуласлӑхра вӗсене 1 000 ҫуллӑха тӗпсӗр вырӑна хупса хурӗҫ. Ун хыҫҫӑн вара Шуйттанпа пӗрле пӗтерӗҫ (Иуда 6; Ӳлӗм. 20:1—3, 10).
«Суйласа илнӗ ангелсем» вӗсем — ҫав сӑвӑ йӗркинче асӑннӑ Турӑпа Христос Иисуса пулӑшса тӑракан тӳпери шанчӑклӑ ангелсем пулас.
Турра шанчӑклӑ ангелсем питӗ нумаййӑн — вун-вун пин (Евр. 12:22, 23). Иегова тӗрлӗ ангелсене тӗрлӗ ӗҫсем хушса панӑ пулас (Ӳлӗм. 14:17, 18). Тӗслӗхрен, вӑл пӗр ангела 185 000 Ассири ҫар ҫыннине вӗлерме хушнине аса илӗр (4 Пат. 19:35). Темиҫе ангела вара Иегова «[Иисусӑн] Патшалӑхӗнчен ыттисене ҫылӑх тума хӗтӗртекенсене тата усал ӗҫ тӑвакансене пурне те» пуҫтарма хушнӑ пулас (Матф. 13:39—41). Тен, хӑш-пӗр ангелсем святой сывлӑшпа суйласа илнисене пуҫтараҫҫӗ (Матф. 24:31). Теприсем вара, Турӑ хушнипе, пире пур ҫул ҫинче те сыхлаҫҫӗ (Пс. 90:11; Матф. 18:10; Матфей 4:11; Лука 22:43 танлаштарӑр).
1 Тимофей 5:21-мӗшӗнче асӑннӑ «суйласа илнӗ ангелсем» — христиансен пухӑвӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса тӑракан ангелсем пулас. Ҫак сыпӑкра Павел старейшинӑсен хисепе тивӗҫлӗ пулас тесен хӑйсен тивӗҫӗсене мӗнле туса тӑмалли ҫинчен ҫырса панӑ. Вӗсен никам пирки те япӑх шутламалла мар, ҫынна камне кура уйӑрмалла мар тата васкаса йышӑнусем тумалла мар. Старейшинӑсен Павел мӗн каланине итлеме витӗмлӗ сӑлтав пур — вӗсем «Турӑ, Христос Иисус тата суйласа илнӗ ангелсем умӗнче» ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Эппин, хӑш-пӗр ангелсене Турӑ пухусене пулӑшма хушнӑ. Вӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӳтӗлеҫҫӗ, вӗсене ырӑ хыпар сарас ӗҫре пулӑшса тӑраҫҫӗ тата хӑйсем мӗн курнине Иеговӑна каласа параҫҫӗ (Матф. 18:10; Ӳлӗм. 14:6).