Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • dg 6 пайӗ, 12—14 с.
  • Турӑ мӗншӗн хӗн-асапа пулма панӑ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ мӗншӗн хӗн-асапа пулма панӑ
  • Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Аслӑ влаҫпа ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйту
  • Ангелсен пӑлхавӗ
  • Икӗ тавлашуллӑ ыйту
  • Мӗншӗн Турӑ асап пулма ирӗк парать?
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Мӗншӗн хӗн-асап ҫав тери нумай?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Турӑ мӗншӗн усаллӑха тата хӗн-асапа пулма ирӗк парать?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Пӑлхав мӗн патне илсе ҫитернӗ?
    Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
Ытларах пӗлӗр
Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
dg 6 пайӗ, 12—14 с.

6-мӗш пайӗ

Турӑ мӗншӗн хӗн-асапа пулма панӑ

1, 2. Турӑ панӑ чаплӑ пурнӑҫа пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ мӗнле пӑснӑ?

МӖН пулса тухнӑ-ха вара? Турӑ пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшне Эдем садӗнче панӑ чаплӑ пурнӑҫа мӗн пӑснӑ-ши? Райри пек мирпе килӗшӳлӗх пулас вырӑнне мӗншӗн-ха пиншер ҫул хушши усалпа хӗн-асап хуҫаланаҫҫӗ?

2 Сӑлтавӗ вара акӑ ҫакӑнта: Адампа Ева суйласа илме ирӗк пуррипе тӗрӗс мар усӑ курнӑ. Вӗсем хӑйсене Турӑсӑр тата унӑн саккунӗсемсӗр ӑнӑҫлӑ пулмалла туманнине асра тытман. Вӗсем Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнма шут тытнӑ, ҫапла хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлататпӑр тесе шухӑшланӑ. Суйласа илме ирӗк пурри тӗлӗшӗнчен вӗсем Турӑ палӑртса хунӑ чикӗрен тухнӑ (Пултарни, 3-мӗш сыпӑк).

Аслӑ влаҫпа ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйту

3—5. Мӗншӗн Турӑ Адампа Евӑна тӳрех пӗтерсе пурне те ҫӗнӗрен пуҫламан?

3 Мӗншӗн-ха Турӑ Адампа Евӑна тӳрех пӗтерсе тепӗр мӑшӑртан пурне те ҫӗнӗрен пуҫламан? Мӗншӗн тесен унӑн аслӑ влаҫӗ, урӑхла каласан, влаҫа тытса тӑма унӑн кӑна ирӗк пурри пирки иккӗлентернӗ.

4 Ыйтӑвӗ вара ҫакнашкал пулнӑ: влаҫа тытса тӑма камӑн право пур тата камӑн влаҫӗ — тӗрӗс власть? Турӑ пурне те тума пултарни тата вӑл пурне те Пултаракан пулни ӑна пуринпе те пуҫ пулса тӑма ирӗк парать. Унӑн ӑслӑлӑхӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр пулнӑран вӑл ертсе пыни пуриншӗн те чи лайӑххи. Анчах та ҫав вӑхӑтра Туррӑн влаҫӗ пирки иккӗлентернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пултарнипе — ҫынпа — темскер тӗрӗс мар пулнӑ-и? Ҫакӑ ҫын айӑпсӑрлӑхӗпе мӗнле ҫыхӑннине эпир каярахпа пӑхса тухӑпӑр.

5 Ҫынсем Турра пӑхӑнма пӑрахнӑран тата тепӗр ыйту сиксе тухнӑ: Турӑ ертсе пымасӑрах ҫынсем ӑнӑҫлӑрах пулӗҫ-ши? Ҫав ыйтӑвӑн хуравне Пултаракан, паллах, пӗлнӗ ӗнтӗ, анчах та ҫавна ҫынсене ӑнланма пулӑшмалли тӗрӗс май вӗсене хӑйсем мӗн тӑвас килнине пурне те тума ирӗк пани пулнӑ. Ҫав ҫула вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе суйласа илнӗ, ҫавӑнпа Турӑ вӗсене чарса тӑман.

6, 7. Мӗншӗн Турӑ ҫынсене хӑйсем мӗн тӑвас килнине тума чылай вӑхӑт панӑ?

6 Ҫынсене мӗн тӑвас килнине тума ҫителӗклӗ вӑхӑт панипе Турӑ ҫынсемшӗн Турӑ влаҫа тытса тӑни-и е ҫынсен влаҫӗ лайӑхрах пулнине яланлӑхах палӑртса хурать. Уйӑрса панӑ вӑхӑт ҫынсене политикӑра, промышленноҫра, наукӑра тата медицинӑра мӗне вӗсем чи пысӑк ҫитӗнӳсем тесе шутлаҫҫӗ, ҫавсене тума ҫителӗклӗ пулмалла пулнӑ.

7 Ҫынсем хӑйсем тӗллӗн, Турӑсӑр, ӑнӑҫлӑ ертсе пыма пултарнипе пултрайманни уҫҫӑн курӑнтӑр тесе Турӑ ҫынсене паянхи кунчченех влаҫа тытса тӑма ирӗк панӑ. Ҫапла вара, ҫын ыррине е усаллине, юратӑва е курайманлӑха, тӗрӗслӗхе е тӗрӗсмарлӑха суйласа илме пултарнӑ. Анчах унӑн хӑй мӗн суйласа илни ырӑпа мир е усалпа хӗн-асап патне илсе ҫитернине те курмалла пулнӑ.

Ангелсен пӑлхавӗ

8, 9. а) Пӗлӗтре пӑлхав мӗнле пуҫланнӑ? ӑ) Адампа Евӑсӑр пуҫне Сатана тата кама пӑлхав ҫӗклеме ӳкӗте кӗртнӗ?

8 Тата тепӗр япалана шута илмелле. Туррӑн влаҫне хирӗҫ пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ кӑна мар пӑлхав ҫӗкленӗ. Вӑл вӑхӑтра урӑх кам та пулин пурӑннӑ-и? Ангелсем. Ҫынсене тӑвичченех Турӑ этемрен ҫӳллӗрех шайра тӑракан нумай ангела пӗлӗтре пурӑнма тунӑ. Вӗсене тӑвасса та суйласа илмелли ирӗклӗхпе тата Туррӑн влаҫне пӑхӑнса тӑмалла тунӑ (Иов 38:6, 7; Псалом 103:4; Ӳлӗмхине 5:11).

9 Библи кӑтартса панӑ тӑрӑх, пӑлхав чи малтан пӗлӗтре пуҫланнӑ. Пӗр ангел никама та пӑхӑнасшӑн пулман. Ҫитменнине тата вӑл ҫынсене хӑйне пуҫҫаптарасшӑн пулнӑ (Матфей 4:8, 9). Ҫав пӑлхавҫӑ ангел Адампа Евӑна Турӑ вӗсенчен темскер лайӑххине пытарса усрать тесе суйнипе пӑлхав ҫӗклеме хистекен пулса тӑнӑ (Пултарни 3:1—5). Ҫавӑнпа ӑна Шуйттан (элекҫӗ) тата Сатана (хирӗҫ тӑракан) теҫҫӗ. Каярахпа вӑл ытти ангелсене пӑлхав ҫӗклеме ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗсене шуйттансем, е демонсем, теҫҫӗ (Саккуна астутарни 32:17; Ӳлӗмхине 12:9; 16:14).

10. Ҫынсемпе ангелсем пӑлхав ҫӗклени мӗн патне илсе ҫитернӗ?

10 Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесе ҫынсем Сатанапа унӑн демонӗсен аллине кӗрсе ӳкнӗ. Акӑ мӗншӗн Библи Сатана пирки «ҫак тӗнченӗн турри» тата вӑл «[ӗненменнисенӗн] ӑсне... туйми тунӑ» тесе калать. Ҫавӑнпа Турӑ Сӑмахӗнче «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [е аллинче]» тенӗ. Иисус Сатана пирки «ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ» тесе каланӑ (2 Коринф 4:4; 1 Иоанн 5:19; Иоанн 12:31).

Икӗ тавлашуллӑ ыйту

11. Сатана Турра хирӗҫ тата мӗнле тавлашуллӑ ыйту ҫӗкленӗ?

11 Сатана Турра хирӗҫ тата тепӗр тавлашуллӑ ыйту ҫӗкленӗ. Тӗрӗссипе вӑл Турӑ ҫынна тунӑ чухне йӑнӑшнӑ тата никам та хӗн курнӑ чухне хӑйне тӗрӗс тытасшӑн пулмӗ тесе айӑпланӑ. Хӑйсене йывӑр килсен вӗсем Турра ылханӗҫ тесе те каланӑ вӑл (Иов 2:1—5). Ҫапла вара Сатана ҫынсем айӑпсӑр тӑрса юлма пултарни пирки иккӗлентернӗ.

12—14. Сатана ҫӗкленӗ икӗ тавлашуллӑ ыйту тӗлӗшӗнчен вӑхӑтӑн мӗнле чӑнлӑха кӑтартса памалла пулнӑ?

12 Ҫавӑнпа та ҫав тавлашуллӑ ыйтӑва, ҫавӑн пекех Туррӑн аслӑ влаҫӗпе ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйтӑва та мӗнле татса панине ҫынсем те, ангелсем те курччӑр тесе Турӑ ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрса панӑ. (Тухни 9:16 танлаштарса пӑх.) Этемлӗх историйӗнче пухнӑ опыт ҫав икӗ тавлашуллӑ ыйту тӗлӗшӗнчен тӗрӗссине кӑтартса памалла пулнӑ.

13 Пуринчен малтан, аслӑ влаҫпа ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйту — Туррӑн власть тытса тӑма право пурри — пирки вӑхӑт мӗн кӑтартса парӗ? Ҫынсем хӑйсем тӗллӗн Турӑран лайӑхрах ертсе пыма пултарӗҫ-ши? Ҫынсен мӗнле те пулин власть тытӑмӗ вӑрҫӑсемсӗр, йӗркесӗр ӗҫсемсӗр, тӗрӗсмарлӑхсӑр телейлӗ тӗнче туса парӗ-ши? Вӗсенчен пӗри те пулин чухӑнлӑха пӗтерӗ-ши тата пурне те мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтерӗ-ши? Мӗнле те пулин власть тытӑмӗ чир-чӗре, ватлӑха тата вилӗме ҫӗнтерӗ-ши? Туррӑн влаҫӗ ҫавсене пурне те пурнӑҫа кӗртме палӑртса хунӑ (Пултарни 1:26—31).

14 Иккӗмӗш тавлашуллӑ ыйтӑва илес пулсан, ҫыннӑн лайӑх енӗсем пирки вӑхӑт мӗн кӑтартӗ-ши? Ҫынсене ҫавнашкал тунипе Турӑ йӑнӑшнӑ-ши? Вӗсенчен хӑшӗ те пулин хӑйне йывӑр чухне тӗрӗс тытӗ-ши? Кам та пулин Турра пӑхӑнмасӑр тытса тӑракан ҫынсен влаҫӗ вырӑнне Туррӑн влаҫӗшӗн пулнине кӑтартӗ-ши?

[13-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Ҫынсене хӑйсен чи пысӑк ҫитӗнӗвӗсене туса ҫитерччӗр тесе Турӑ вӑхӑт уйӑрса панӑ

[Ӑҫтан илнине кӑтартни]

Shuttle: Based on NASA photo

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр