7-мӗш пайӗ
Пӑлхав мӗн патне илсе ҫитернӗ?
1—3. Турӑ тӗрӗс пулнине вӑхӑт мӗнле кӑтартса панӑ?
ТУРРӐН влаҫа тытса тӑма ирӗк пуррипе ҫыхӑннӑ тавлашуллӑ ыйту пирки калас пулсан, ҫынсем ӗмӗрсем хушши Турра пӑхӑнмасӑр ертсе пыни мӗн патне илсе ҫитерчӗ? Ҫынсем Турӑран лайӑхрах ертсе пыма пултарнине кӑтартса пачӗҫ-и? Ҫынсем хӑйсене пӗр-пӗринпе хаяррӑн тытни ҫинчен калакан фактсене пӑхсан, тӳррӗнех ҫук теме пулать.
2 Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ Туррӑн влаҫне сирсе ярсан инкек хыҫҫӑн инкек пула пуҫланнӑ. Вӗсем хӑйсене те, хӑйсенчен пулса кайнӑ этемлӗхе те хӗн-асап курмалла тунӑ. Ҫавӑншӑн вӗсем хӑйсем кӑна айӑплӑ пулнӑ. Турӑ Сӑмахӗ калать: «Вӗсем вара Ун умӗнче ирсӗрленчӗҫ... Унӑн ачисем мар вӗсем» (Саккуна астутарни 32:5).
3 Адампа Ева Туррӑн хӳттинчен тухсан ирсӗрленсе кайӗҫ те юлашкинчен вара вилӗҫ тесе Турӑ асӑрхаттарни тӗрӗс пулнине истори кӑтартса панӑ (Пултарни 2:17; 3:19). Вӗсем Туррӑн влаҫне пӑхӑнма пӑрахнӑ, ҫавӑнпа та вӑхӑт иртнӗҫемӗн ирсӗрленсе кайнӑ та юлашкинчен вилнӗ.
4. Мӗншӗн эпир ҫитменлӗхсемпе ҫуралатпӑр, чирлетпӗр тата вилетпӗр?
4 Вӗсен ӑрӑвӗпе кайран мӗн пулни ҫинчен Рим 5:12-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ». Ҫавӑнпа та пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ Турӑ пӑхса тӑни кирлӗ мар тесе Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесен, вӗсем ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. Генетика саккунӗсем тӑрӑх, вӗсем хӑйсен ачисене хӑйсем илнине кӑна — ҫитменлӗх кӑна — пама пултарнӑ. Ҫавна пула эпир пурте ҫитменлӗхсемпе ҫуралатпӑр, ҫавӑнпа та чирлетпӗр тата вилетпӗр.
5, 6. Ҫынсем мирлӗ тата тулӑхлӑ пурнӑҫ тӑвас тесе вӑй хуни пирки истори мӗн кӑтартса парать?
5 Нумай ӗмӗр иртнӗ. Империсем пӗрин хыҫҫӑн тепри улшӑнса тӑнӑ. Тӗрлӗ йышши патшалӑхсем йӗркелесе пӑхнӑ. Анчах та этемлӗх инкек курма пӑрахман. Ултӑ пин ҫул хыҫҫӑн ҫынсем пӗтӗм тӗнчипе мир, тӗрӗслӗх тата тулӑх пурнӑҫ тӑвас енчен ҫитӗнӳсем тумаллаччӗ пек, ҫавӑн пекех ҫав вӑхӑт тӗлнелле вӗсем пӗр-пӗринпе ырӑ, хӗрхенӳллӗ тата килӗштерсе пурӑнмаллаччӗ пек.
6 Анчах та пачах урӑхла пулса тухнӑ. Ҫынсем шутласа кӑларнӑ патшалӑхсенчен пӗри те пурин валли мирлӗ те тулӑхлӑ пурнӑҫ туса парайман. ХХ ӗмӗрте кӑна миллионшар ҫынна холокауст [нацистсен геноцичӗ] вӑхӑтӗнче пӗтернине тата вӑрҫӑсенче 100 миллион ытла ҫынна вӗлернине эпир пӗлетпӗр. Хальхи вӑхӑтра ҫынсем пӗр-пӗрне чӑтма пултарайманран тата политика тӗлӗшӗнчен тӗрлӗрен шухӑшланӑран шутсӑр нумай ҫынна асаплантарса тискеррӗн вӗлернӗ, тӗрмене хупнӑ.
Хальхи вӑхӑтри лару-тӑру
7. Этемлӗхӗн хальхи лару-тӑрӑвӗ пирки мӗн калама пулать?
7 Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра этемлӗх пур ҫӗрте те мӗнле пурӑннине пӑх-ха. Йӗркесӗр ӗҫсемпе хаярлӑх алхасаҫҫӗ. Наркотиксемпе иртӗхесси анлӑ сарӑлнӑ. Ар хутшӑнӑвӗсем урлӑ ерекен чирсемпе пур ҫӗрте те чирлеҫҫӗ. Миллионшар ҫынна вӗлерекен СПИД чирӗ ернӗ. Кашни ҫул миллионшар ҫын выҫса е чиртен вилет, ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗрисем ҫеҫ — ҫӗрме пуянсем. Ҫынсем ҫӗре варалаҫҫӗ тата пӗтереҫҫӗ. Пур ҫӗрте те ҫемьесем арканаҫҫӗ тата нравственность принципӗсене ним вырӑнне те хумаҫҫӗ. Чӑнах та хальхи пурнӑҫра «ҫак тӗнченӗн турри» — Сатана — ирсӗррӗн ертсе пыни курӑнса тӑрать. Вӑл ертсе пыракан тӗнче сивлек, хаяр тата пӗтӗмпех пӑсӑлнӑ (2 Коринф 4:4).
8. Ҫынсем тунӑ ҫитӗнӳсем пирки эпир мӗншӗн чӑн-чӑн ҫитӗнӳсем тесе калама пултараймастпӑр?
8 Ҫынсем наука тӗлӗшӗнчен тата пурлӑх-ырлӑх тӑвас енчен питӗ пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарччӑр тесе Турӑ ҫителӗклӗ вӑхӑт панӑ. Анчах та ухӑпа унӑн йӗппине пулеметсемпе, танксемпе, реактивлӑ бомбардировщиксемпе тата ракетӑллӑ-ядерлӑ хӗҫпӑшалпа улӑштарни вӑл чӑн-чӑн ҫитӗнӳ-ши? Ҫынсем космоса вӗҫме пултараҫҫӗ, анчах ҫӗр ҫинче пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаймаҫҫӗ — ҫакна ҫитӗнӳ темелле-и? Ҫынсем каҫхине, хӑш-пӗр вырӑнсенче вара кӑнтӑрла та, урам тӑрӑх ҫӳреме хӑраҫҫӗ пулсан — ҫакӑ-и вӑл ҫитӗнӳ?
Вӑхӑт мӗн кӑтартса пачӗ
9, 10. а) Иртнӗ ӗмӗрсем мӗн уҫҫӑн кӑтартса пачӗҫ? ӑ) Суйласа илме ирӗк пуррине Турӑ мӗншӗн каялла туртса илмен?
9 Турӑ ертсе пымасӑр ҫынсем хӑйсен урисене тӗрӗс ярса пусма пултарайманнине вӑхӑт кӑтартса пачӗ. Апатсӑр, шывсӑр тата сывлӑшсӑр пурӑнма пултарайман пекех, ҫынсем Турӑсӑр хӑйсен урисене тӗрӗс ярса пусма пултараймаҫҫӗ. Ҫирӗплетӳсем уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ: пурӑнмашкӑн апат, шыв тата сывлӑш кирлӗ пекех, пире Турӑ ертсе пыни те кирлӗ, мӗншӗн тесен пире ҫавнашкал тунӑ.
10 Суйласа илме ирӗк пуррипе тӗрӗс мар усӑ курни питӗ начар вӗҫленнине Турӑ, усала пулма панипе, яланлӑхах кӑтартса панӑ. Суйласа илме ирӗк пурри вӑл — хаклӑ парне, ӑна ҫынсенчен каялла туртса илес вырӑнне Турӑ ҫынсене унпа тӗрӗс мар усӑ курни мӗн патне илсе ҫитернине курма панӑ. «Урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине пӗлетӗп»,— тенӗ чухне Библи чӑннине калать. Вӑл ҫапла калани те тӗрӗс: «Ҫын тепӗр ҫынна сиен кӳрсе хӑй аллинче тытса тӑрать» (Иеремия 10:23; Екклесиаст 8:9).
11. Ҫынсен мӗнле те пулин влаҫӗ хӗн-асапа пӗтерме пултарчӗ-и?
11 Турӑ ҫынсене ултӑ пин ҫул хушши влаҫа тытса тӑма ирӗк пани этем хӗн-асапа пӗтерме пултарайманнине уҫҫӑн кӑтартса парать. Вӑл ҫавна нихӑҫан та тума пултарайман. Сӑмахран, хӑй вӑхӑтӗнче Израиль патши Соломон, унӑн ӑслӑлӑх, пуянлӑх тата власть пулнӑ пулсан та, ҫынсем ертсе пынипе пулакан хӗн-хура пӗтерме пултарайман (Екклесиаст 4:1—3). Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра техника тӗлӗшӗнчен тунӑ юлашки ҫитӗнӳсемпе усӑ курсан та тӗнчери пуҫлӑхсем хӗн-асапа пӗтерме пултараймаҫҫӗ. Ҫитменнине тата истори ҫынсем Турра пӑхӑнмасӑр ертсе пыни хӗн-асапа пӗтерес вырӑнне нумайлатнине кӑтартса парать.
Малашнехине пӗлсе-курса тӑракан Турӑ
12—14. Турӑ хӗн-асапа пулма пани юлашкинчен ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мӗнле усӑ парса тӑрӗ?
12 Турӑ хӗн-асапа пулма панӑран эпир хурлӑх куртӑмӑр. Анчах Турӑ малашнехине курса тӑнӑ, чылай вӑхӑт иртсен вӗҫӗ лайӑх пуласса пӗлнӗ вӗт вӑл. Турӑ ҫавӑн пек пӑхни пурне те темиҫе ҫуллӑха е темиҫе пин ҫуллӑха кӑна мар, миллионшар ҫуллӑха усӑ парса тӑрӗ, ҫапла, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе.
13 Кам та пулин пуласлӑхра суйласа илме ирӗк пуррипе тӗрӗс мар усӑ курчӗ пулсан тата Турӑ хӑйӗн ӗҫӗсене мӗнле туса тӑни пирки иккӗлентерчӗ пулсан, ӑна хӑйӗн шухӑшӗ тӗрӗс пулнине ҫирӗплетмешкӗн хӑтланса пӑхтӑр тесе вӑхӑт пама кирлӗ пулмӗ. Пӑлхавҫӑсене пин-пин ҫул панипе Турӑ саккунлӑ прецедент ҫирӗплетнӗ, унпа вара ҫут тӗнчере кирек хӑш вырӑнта та ӗмӗр-ӗмӗрӗпе усӑ курма пулать.
14 Турӑ усалпа хӗн-асапа халичченех пулма пани Турӑпа килӗшӳллӗ пулмасан нимӗн те ӑнӑҫлӑ пулма пултарайманнине пӗтӗмпех кӑтартса парӗ ӗнтӗ. Ҫынсем е ангелсем Турра шута илмесӗр тунӑ планӑн усси нумая пыма пултарайманни уҫҫӑн курӑнса тӑрӗ. Ҫапла вара Туррӑн кирек мӗнле пӑлхавҫӑна та тӳрех тӗп тума пӗтӗм ирӗк пулӗ. «Йӗркесӗр ҫынсене вара пурне те пӗтерӗ» (Псалом 144:20; Рим 3:4).
[15-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнассине суйласа илсен юлашкинчен ватӑлса вилнӗ
[16-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫынсем Турра пӑхӑнмасӑр ертсе пыни сиен кӳнӗ
[Ӑҫтан илнине кӑтартни]
U.S. Coast Guard photo