8-мӗш пайӗ
Турӑ мӗн тума шутласа хуни пурнӑҫланса пырать
1, 2. Хӗн-асапа пӗтерес тесе Турӑ мӗнле ӗҫ туса тӑнӑ?
ПӐЛХАВ ҫӗкленӗ ҫынсемпе демонсем ертсе пыни этемлӗхе нумай ӗмӗр хушши пӑссах-пӑссах тӑнӑ. Анчах Турӑ пирӗн хӗн-асап ҫине куҫ хупман. Ун вырӑнне вӑл ҫынсене усалпа хӗн-асап пусмӑрӗнчен хӑтармалли ӗҫе ӗмӗрсем хушши туса тӑнӑ.
2 Эдемра пӑлхав ҫӗкленӗ вӑхӑтранпа Турӑ хӑйӗн тӗллевне — ҫӗре ҫынсем валли рай тӑвакан патшалӑх туса хурас тӗллевне — уҫса пыма пуҫланӑ (Пултарни 3:15). Каярахпа Иисус, Туррӑн представителӗ, ҫав пулас Туррӑн патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентессине хӑйӗн вӗрентӗвӗн тӗп теми туса хунӑ. Ҫав патшалӑх этемлӗхӗн пӗртен-пӗр шанчӑкӗ пулать тенӗ вӑл (Даниил 2:44; Матфей 6:9, 10; 12:21).
3. Ҫӗрӗн пулас патшалӑхӗ пирки Иисус мӗн тенӗ тата мӗншӗн?
3 Ҫав пулас патшалӑх пирки Иисус «Ҫӳлти Патшалӑх» тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл пӗлӗтрен ертсе пырӗ (Матфей 4:17). Вӑл ун пирки «Турӑ Патшалӑхӗ» тесе те каланӑ, мӗншӗн тесен ӑна йӗркелекенӗ — Турӑ (Лука 17:20). Ӗмӗрсем хушши Турӑ хӑйӗн ҫыравҫисене ҫав патшалӑх шутне кӗрекенсем пирки, ҫавӑн пекех вӑл мӗн-мӗн туса парасси пирки малтанах ҫырса хума хавхалантарнӑ.
Ҫӗрӗн ҫӗнӗ патши
4, 5. Турӑ хӑй ырлакан Патша Иисус пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
4 Турӑ Патшалӑхӗн пулас Патши ҫинчен калакан пророкла сӑмахсенчен нумайӑшӗ икӗ пин ҫула яхӑн каялла Иисус ҫинче пурнӑҫланнӑ та. Этемлӗхе ертсе пыракан ҫав пӗлӗтри правительствӑн Турӑ суйласа лартнӑ Пуҫлӑхӗ Иисус пулнӑ. Вилсен ӑна Турӑ вилӗмрен чӗртнӗ те пӗлӗтре вилӗмсӗр, хӑватлӑ ангел пулса пурӑнмалла тунӑ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан ӑна нумай ҫын курнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 4:10; 9:1—9; Рим 1:1—4; 1 Коринф 15:3—8).
5 Иисус унтан «Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ» (Еврейсем 10:12). Унта вӑл хӑйне Туррӑн пӗлӗтри Патшалӑхӗн Патши пулса ӗҫлеме Турӑ ирӗк парасса кӗтнӗ. Ҫапла вара Псалом 109:1-мӗшӗнчи пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланнӑ, унта Турӑ ӑна калать: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар».
6. Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулма тивӗҫлӗ пулнине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?
6 Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулма тивӗҫлӗ пулнине кӑтартнӑ. Хӗсӗрленине пӑхмасӑрах вӑл Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма шут тынӑ. Иисус хӑйне ҫавнашкал тытнипе Сатана ҫынсенчен нихӑшӗ те йывӑр килсен Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмӗ тени суя пулнине кӑтартнӑ. Иисус — пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын, «иккӗмӗш Адам» — Турӑ ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр тунипе йӑнӑшманнине кӑтартса панӑ (1 Коринф 15:22, 45; Матфей 4:1—11).
7, 8. Иисус ҫӗр ҫинче мӗнле ырӑ ӗҫсем тунӑ тата ҫав ӗҫсемпе вӑл мӗн кӑтартса панӑ?
7 Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗнче Иисус темиҫе ҫул хушшинче нумай ырӑ ӗҫ тунӑ. Мӗнле те пулин пуҫлӑх хӑҫан та пулин ҫавӑн чухлӗ ырӑ ӗҫ тунӑ-и? Туррӑн святой сывлӑшӗпе суйласа лартнӑскер, Иисус чирлисене, уксах-чӑлаххисене, суккӑррисене, илтменнисене тата чӗлхесӗррисене сыватнӑ. Вӑл вилнисене те чӗртнӗ! Ҫӗр ҫинче тунӑ ӗҫсем урлӑ вӑл патшана ларсан этемлӗхшӗн пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе мӗн тӑвассине кӑтартнӑ (Матфей 15:30, 31; Лука 7:11—16).
8 Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус питӗ нумай ырӑ ӗҫ тунӑ, ҫавӑнпа та унӑн вӗренекенӗ Иоанн каланӑ: «Иисус тата урӑх ӗҫсем те нумай тунӑ; Вӑл мӗн тунине тӗплӗн ҫырса кӑтартас пулсан, ҫырнӑ кӗнекесем тӗнчене те шӑнӑҫаяс ҫук тесе шухӑшлатӑп» (Иоанн 21:25)a.
9. Таса чӗреллӗ ҫынсем мӗншӗн Иисус патне пуҫтарӑннӑ?
9 Ҫынсене питӗ хытӑ юратнӑран Иисус ырӑ та хӗрхенӳллӗ пулнӑ. Вӑл чухӑнсемпе хӗн куракансене пулӑшнӑ, анчах пуяннисемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене хирӗҫ унӑн усал шухӑш пулман. Иисус таса чӗреллӗ ҫынсене юратса «эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп; Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр; Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл» тесе чӗнсен, вӗсем ҫавна хапӑл тусах йышӑннӑ (Матфей 11:28—30). Турӑран хӑракан ҫынсем ун патне пуҫтарӑннӑ та вӑл ертсе пырасса савӑнса кӗтнӗ (Иоанн 12:19).
Унпа пӗрле ертсе пыракансем
10, 11. Иисуспа пӗрле ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑракансем камсем пулӗҫ?
10 Ҫынсем йӗркеленӗ правительствӑсенче тӗрлӗ ертӳҫӗ пӗрле ӗҫленӗ пекех, Туррӑн пӗлӗтри Патшалӑхӗнче те ҫавнашкалах пулӗ. Иисуссӑр пуҫне тата ыттисен те ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑракансем пулмалла, мӗншӗн тесен Иисус хӑйӗнпе ҫывӑх пулнӑ ҫынсене, вӗсем патшана ларса этемлӗхе ертсе пырӗҫ тесе сӑмах панӑ (Иоанн 14:2, 3; Ӳлӗмхине 5:10; 20:6).
11 Апла пулсан, Иисуспа пӗрле пӗлӗтре пурӑнмашкӑн ҫынсене вилӗмрен чӗртеҫҫӗ, вӗсен шучӗ мӗн чухлӗ пулассине палӑртса хунӑ. Вӗсем вара этемлӗх валли ӗмӗрлӗх ырӑлӑх илсе килекен Турӑ Патшалӑхӗ шутне кӗреҫҫӗ (2 Коринф 4:14; Ӳлӗмхине 14:1—3). Ҫапла вара, Иегова этемлӗх валли ӗмӗрлӗх пиллӗх илсе килекен правительствӑн никӗсне ӗмӗрсем хушши хывса пынӑ.
Турра пӑхӑнман власть пӗтни
12, 13. Турӑ Патшалӑхӗ халӗ мӗнле ӗҫсем тума хатӗр?
12 Иртнӗ ӗмӗрте Турӑ ҫӗр ҫинчи ӗҫсене тӳррӗн хутшӑннӑ. Христос ертсе пыракан Туррӑн Патшалӑхне 1914-мӗш ҫулта йӗркелесе янине тата халӗ ҫав Патшалӑх Сатанан тӗнчине пӗтӗмпех тӗп тумашкӑн хатӗр тӑнине Библире каланӑ пророкла сӑмахсем кӑтартса параҫҫӗ. Ҫавна эпир ҫак брошюрӑн 9-мӗш пайӗнче пӑхса тухӑпӑр. Ҫав Патшалӑх «тӑшманусен [е Христосӑн тӑшманӗсем] хушшинче хуҫа пулма» хатӗр (Псалом 109:2).
13 Ҫавӑн ҫинчен Даниил 2:44-мӗшӗнче пророкла каланӑ: «Ҫав [хальхи вӑхӑтри] патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх [пӗлӗтре] туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ [ҫынсем влаҫа тытса тӑрасси урӑх нихӑҫан та пулмӗ]; вӑл [Турӑ Патшалӑхӗ] пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ».
14. Ҫынсен влаҫне пӗтернӗ хыҫҫӑн мӗнле пиллӗхсем пулӗҫ?
14 Турра пӑхӑнман кирек мӗнле влаҫа пӗтерсен, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗртен-пӗр власть кӑна пулӗ — Турӑ Патшалӑхӗ. Ҫав Патшалӑх пӗлӗтрен ертсе пынӑран ҫынсем ӑна нихӑҫан та пӑсаймӗҫ. Влаҫа тытса тӑрас право малтан ӑҫта пулнӑ, ҫавӑнта пулӗ — пӗлӗтре, Турӑра. Туррӑн влаҫӗ пӗтӗм ҫӗре хӑй аллинче тытса тӑнӑран урӑх никама та суя тӗнсем, ҫыннӑн кӑмӑлне ҫырлахтарма пултарайман философисем тата политика теорийӗсем урлӑ улталаймӗҫ. Мӗншӗн тесен ун пек япаласене пулма памӗҫ (Матфей 7:15—23; Ӳлӗмхине, 17—19-мӗш сыпӑксем).
[Сноска]
a Иисусӑн пурнӑҫӗ ҫинчен мӗн каланине пӗтӗмпех пӗлес тесе Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ «Самый великий человек, который когда-либо жил» кӗнекене пӑхӑр.
[18-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне чирлисене сыватнӑ, вилнисене чӗртнӗ, ҫапла вӑл ҫӗнӗ тӗнчере мӗн тӑвассине кӑтартнӑ
[19-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Турра пӑхӑнман кирек мӗнле влаҫа та Туррӑн пӗлӗтри Патшалӑхӗ пӗтерӗ