Вилнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ пур-и?
«Йывӑҫӑн шанчӑк пур: кассассӑн та каллех чӗрӗлет вӑл... [...] Пӗр вилсессӗн этем кайран тата пурӑнать-и?»
МОИСЕЙ, АВАЛХИ ПРОРОК
1—3. Ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин вилсен нумайӑшӗ хӑйсен чӗрине мӗнпе йӑпатаҫҫӗ?
НЬЮ-ЙОРКРА, вилнисемпе сывпуллашмалли вырӑнта, вилнӗ ҫамрӑкӑн тусӗсемпе хурӑнташӗсем уҫӑ тупӑк ҫумӗпе ним чӗнмесӗр иртеҫҫӗ. Вӗсем пурте ҫав 17 ҫулхи ҫамрӑкӑн кӗлетки ҫине пӑхаҫҫӗ. Шкулти тусӗсем ӑна аран-аран палласа илеҫҫӗ. Химитерапи хыҫҫӑн унӑн ҫӳҫӗ сайраланса юлнӑ, ракпа чирленӗрен вӑл начарлансах кайнӑ. Ҫак ҫамрӑк чӑнах та вӗсен тусӗ-ши? Темиҫе уйӑх каялла кӑна унӑн вӑй-халӗ тапса тӑнӑ-ҫке, ӗмӗт-шухӑшӗ те, ыйтӑвӗ те нумай пулнӑ — унӑн пурӑнас килсе тӑнӑ! Хуйха ӳкнӗ амӑшӗн хӑйӗн ывӑлӗ ӑҫта та пулин малалла та пурӑнасса шанас килет, ҫак шухӑшпа вӑл хӑй чӗрине йӑпатма тӑрӑшать. Вӑл куҫҫуль витӗр ҫине-ҫинех: «Халӗ Томми хӑйне лайӑх туять. Турӑ Томмие пӗлӗте хӑй патне илчӗ»,— тесе калать.
2 Нью-Йоркран 11 000 ҫухрӑм аяккарах, Джамнагар хулинче (Инди), 58 ҫулхи бизнесменӑн виҫӗ ывӑлӗ вилнӗ ашшӗн ӳтне ҫунтарса яма хатӗрленеҫҫӗ. Ирхи хӗвел пайӑркисем йӑлтӑртатма пуҫласанах аслӑ ывӑлӗ ашшӗн ӳтне ҫунтарма пуҫлать: факелпа вут сыпписене чӗртсе ярать те виле ҫине ырӑ шӑршӑллӑ япаласен хутӑшне, ҫав шутра ладан та, тӑкать. Вут пуленккисем шатӑртатса ҫуннӑ май брахман темиҫе хут та санскрит чӗлхипе мантрӑсем калать, вӗсене ҫакӑн пекрех куҫарма пулать: «Нихӑҫан та вилмен чун пур япаласен пуҫламӑшӗпе пӗрлешме малалла та ӑнтӑлтӑр».
3 Вилнӗ ҫын ҫуннине сӑнанӑ май, виҫӗ ывӑлтан кашнинех пӗр ыйту канӑҫ памасть: «Вилнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ пуррине ӗненетӗп-и эпӗ?» Вӗсем ҫак ыйту ҫине пӗрешкел хуравламаҫҫӗ, мӗншӗн тесен тӗнчен тӗрлӗ вырӑнӗсенче ӳснӗ. Кӗҫӗнни хӑйсен юратнӑ ашшӗн чунӗ урӑх чӗрӗ япалана куҫса пурнӑҫӑн ҫӳллӗрех шайӗнче пурӑнма тытӑнни пирки иккӗленмест. Вӑтам ывӑлӗ вилнисен пӗр шухӑш-туйӑм та ҫуккине тата вӗсене ҫывӑракан ҫынсемпе танлаштарма пулнине ӗненет. Асли вара ҫын вилсен унпа мӗн пулнине никам та пӗлмест тесе шутлать, ҫавӑнпа вилӗмрен никам та хӑтӑлаймасть текен шухӑшпа хӑйне лӑплантарма тӑрӑшать.
Ыйту пӗрре, хуравӗ нумай
4. Мӗнле ыйту ҫынсене канӑҫ памасть?
4 Вилнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ пур-и? Ҫак ыйту пин-пин ҫул хушши ӗнтӗ этемлӗхе канӑҫ памасть. «Тӗне тӗпчекенсем хӑйсем те ҫак ыйту ҫине татӑклӑ хурав пама пултараймаҫҫӗ»,— тет Ганс Кюнг, католиксен теологӗ. Кирек хӑш обществӑра та, пур ӗмӗрте те ҫынсем ҫакӑн пирки шухӑшланӑ, вӗсен хуравӗсен шучӗ те ҫук.
5—8. Вилнӗ хыҫҫӑн ҫынпа мӗн пулни пирки тӗрлӗрен тӗнсем мӗне вӗрентеҫҫӗ?
5 Хӑйсем пирки христиансем текенсенчен чылайӑшӗ райпа тамӑк пуррине ӗненеҫҫӗ. Индуссем вара реинкарнацие ӗненеҫҫӗ. Мусульмансем мӗне ӗненнине ӑнлантарнӑ чухне ислам тӗнӗн центрӗнче ӗҫлекен Амир Муавия каланӑ: «Эпир ҫын вилсен суд кунӗ пуҫланнине ӗненетпӗр, ҫав вӑхӑтра вилнисем Турӑ, Аллах, умне тӑраҫҫӗ; ҫакӑ эсир суда килни евӗрлех». Мусульмансем шутланӑ тӑрӑх, Аллах ҫын пурӑннӑ чухне мӗнле ӗҫсем тунине пӑхса тухать те вара пӗрисене рая, теприсене вӗресе тӑракан тамӑка ярать.
6 Шри-Ланкара буддистсемпе католиксем килтисенчен кам та пулин вилсен чӳречесемпе алӑксене яр уҫӑ хӑвараҫҫӗ. Ҫупа тултарнӑ ҫутаткӑҫ чӗртеҫҫӗ, вилене вара урипе алӑк еннелле тупӑка хураҫҫӗ. Ҫак йӑлана тытса тӑракансем ҫапла тусан вилнисен чунне, е чун-чӗмне, килтен тухса кайма ҫӑмӑлтарах пуласса ӗненеҫҫӗ.
7 Хӗвеланӑҫ Австрали университетӗнче ӗҫлекен Рональд Бернт каланӑ тӑрӑх, Австралири аборигенсем «ҫын чунне пӗтерме ҫуккине» ӗненеҫҫӗ. Африкӑри хӑш-пӗр йӑхсем ахаль ҫынсем вилнӗ хыҫҫӑн мӗлкесем пулса тӑраҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Паллӑ ҫынсем пирки вара хӳтӗлекен чунсем пулса тӑраҫҫӗ теҫҫӗ, вӗсене куҫа курӑнман ҫулпуҫ вырӑнне хурса чыслаҫҫӗ тата вӗсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
8 Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче этем чунӗ пирки мӗн шухӑшласси ҫине вырӑнти йӑла-йӗрке те, христиан тӗнчин вӗрентӗвӗсем те витӗм кӳнӗ. Тӗслӗхрен, Хӗвеланӑҫ Африкӑра католиксемпе протестантсем хушшинче килтисенчен кам та пулин вилсен унӑн чунне ӑнсӑртран тӗкӗрте курас марччӗ тесе тӗкӗре хуплас йӑла анлӑ сарӑлнӑ. Ҫывӑх ҫын вилнӗ хыҫҫӑн 40 кун иртсен вара тусӗсемпе хурӑнташӗсем унӑн чунӗ пӗлӗте кайнине паллӑ тӑваҫҫӗ.
Тӗп пӗрпеклӗх
9, 10. Тӗнсенчен ытларахӑшӗн мӗнле пӗрпеклӗх пур?
9 Ҫынсем мӗне ӗненни те, вӗсен йӑли-йӗрки те, вилсен ҫынпа мӗн пулни пирки мӗн шухӑшлани те тӗрлӗрен пулнине асӑрхама пулать. Апла пулин те тӗнсенчен ытларахӑшӗн тӗп пӗрпеклӗх пур: ҫын ӑшӗнче темскер — чун, чун-чӗм е мӗлке — пур, ҫав «темскерӗ» вара нихӑҫан та вилмест, вӑл ҫын вилнӗ хыҫҫӑн та пурӑнать.
10 Христиан тӗнчин пин-пин тӗнӗпе сектисенчен кашни тенӗ пекех чун вилӗмсӗр тесе вӗрентет. Ҫак вӗрентӳ иудаизмра та анлӑ сарӑлнӑ. Индуизмра реинкарнацие ӗненни ҫак вӗрентӳ ҫинче никӗсленсе тӑрать. Мусульмансем чун ӳтпе пӗрле пурӑнма пуҫланине, ӳт вилсен вара чун пурӑнма юлнине ӗненеҫҫӗ. Ытти тӗнсен вӗрентӗвӗсенче те, сӑмахран, Африкӑри анимизмра, синтоизмра, буддизмра та, ҫавнах вӗрентеҫҫӗ.
11. Хӑш-пӗр шухӑшлавҫӑсем чун вилӗмсӗр тени пирки мӗн шутлаҫҫӗ?
11 Теприсем вара ҫын вилсен урӑх ниҫта та пурӑнмасть тесе шутлаҫҫӗ. Ҫав ҫынсене ӑс-тӑнпа туйӑмсем ӳт-пӳрен уйрӑм темӗнле чунра пурӑнни ӑссӑрла пек туйӑнать. XX ӗмӗрти Испани ҫыравҫи тата философӗ Мигель де Унамуно ҫырать: «Чун вилӗмсӗррине ӗненес тесен ҫакна питӗ ӗненес килсе тӑмалла, ҫак туртӑмӑн ӑс-тӑн сассинчен те вӑйлӑрах пулмалла». Чун вилӗмсӗр тенипе килӗшменнисем хушшинче авалхи паллӑ философсем, сӑмахран Аристотель, Эпикур, ҫавӑн пекех Гиппократ тухтӑр, Шотланди философӗ Дейвид Юм, араб философӗ Ибн Рушд тата ирӗклӗ Индин пӗрремӗш премьер-министрӗ Джавахарлал Неру пулнӑ.
12, 13. Чун вилӗмсӗр тесе вӗрентни пирки мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?
12 Эппин, вилӗмсӗр чун чӑнах та пур-ши? Чун вилӗмсӗр мар пулсан, ҫак суя вӗрентӳ мӗнле майпа хальхи вӑхӑтри нумай тӗнӗн вӗрентӗвӗ пулса тӑнӑ-ха? Вӑл мӗнле пуҫланса кайнӑ? Ӳтпе пӗрле чун та пӗтет пулсан, вилнӗ ҫынсен мӗнле те пулин шанчӑк пур-и?
13 Ҫак ыйтусен тӗрӗс те татӑклӑ хуравӗсене тупма пулать-и? Ҫапла, пулать! Малалли страницӑсенче эсир ҫак тата ытти ыйтусен хуравӗсене тупма пултаратӑр. Малтан вара чун вилӗмсӗр тесе вӗрентни мӗнле пуҫланса кайнине пӗлӗпӗр.