1-МӖШ ПАЙӖ
Мӑшӑрсене телейлӗ пулма мӗн пулӑшать?
«Пултаракан чи малтанах вӗсене арлӑ-арӑмлӑ пултарнӑ» (Матфей 19:4).
Пӗрремӗш ҫынсене Иеговаa Турӑ мӑшӑрлантарнӑ. Вӑл пӗрремӗш хӗрарӑма тунӑ та «ӑна этем патне ертсе пынӑ» тенӗ Библире. Адам калама ҫук савӑннӑ. Вӑл: «Акӑ ку — манӑн шӑммӑмран илнӗ шӑмӑ, манӑн ӳтӗмрен илнӗ ӳт»,— тенӗ (Пултарни 2:22, 23). Иегова паян та мӑшӑрсене телейлӗ тӑвасшӑн.
Ҫемье ҫавӑрсан, ҫынсем хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗнче пурте йӗркеллӗ пуласса шанаҫҫӗ. Анчах та упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне чӗререн юратаҫҫӗ пулсан та, йывӑрлӑхсем пулаҫҫех (1 Коринф 7:28). Ҫак брошюрӑра илсе панӑ Библири принципсемпе усӑ курсан мӑшӑрлӑ пурнӑҫ та, ҫемье те телейлӗ пулӗ (Псалом 18:9—12).
1. ИЕГОВА ШАНСА ПАНӐ ТИВӖҪЕ ТУСА ТӐРӐР
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? Упӑшка — ҫемье пуҫӗ (Эфес 5:23).
Упӑшкан хӑйӗн арӑмӗшӗн тӑрӑшмалла, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулмалла тет Иегова (1 Петр 3:7). Турӑ хӗрарӑма упӑшкине пулӑшса тӑма тунӑ, ҫавӑнпа упӑшкан хӑйӗн арӑмне юратмалла тата хисеплемелле (Пултарни 2:18). Хӑйӗн арӑмне чунтан юратакан упӑшка унӑн шухӑш-кӑмӑлне хӑйӗннинчен мала хурать (Эфес 5:25—29).
Арӑмӑн хӑйӗн упӑшкине чӗререн хисеплемелле тата ӑна ҫемьери тивӗҫне туса тӑма пулӑшмалла тет Иегова (1 Коринф 11:3; Эфес 5:33). Упӑшкин йышӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшас тесе арӑмӗн пӗтӗм кӑмӑлтан унпа пӗрле вӑй хумалла (Колоссӑ 3:18). Ҫапла тусан, арӑм упӑшки куҫӗ умӗнче те, Иегова куҫӗ умӗнче те илемлӗ пулӗ (1 Петр 3:1—6).
УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Мӑшӑртан хӑвӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмалли пирки ыйтма пулать. Ӑна тимлӗ итлӗр, кайран вара вӑл каланине шута илме тӑрӑшӑр
Чӑтӑмлӑ пулӑр. Пӗр-пӗрне телейлӗ тума вӗренмешкӗн вӑхӑт кирлӗ
2. МӐШӐРӐН ТУЙӐМӖСЕНЕ ШУТА ИЛӖР
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшмалла (Филиппӑ 2:3, 4). Мӑшӑр эсир ӑна хакланине курса тӑтӑр. Иеговӑшӑн ӗҫлекенӗн «пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла» (2 Тимофей 2:24). «Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать, ӑслӑ ҫыннӑн чӗлхи — сиплет» (Ытарӑшсем 12:18). Ҫавӑнпа сӑмахсене тӗплӗн шухӑшласа каламалла. Иеговӑн сывлӑшӗ сире ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем калама пулӑшӗ (Галати 5:22, 23; Колоссӑ 4:6).
УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Пысӑк ыйтусене лӑпкӑн сӳтсе явас тата мӑшӑрӑн шухӑшӗсене шута илес тесе малтан кӗлтӑвӑр
Мӗн тата мӗнле каламалли пирки тӗплӗн шухӑшлӑр
3. ПӖР ШУХӐШЛӐ ПУЛӐР
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? Мӑшӑрлансан эсир хӑвӑр мӑшӑрпа «пӗр ӳт» пулса тӑратӑр (Матфей 19:5). Апла пулин те эсир пурпӗр малтанхи пекех пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑратӑр, сирӗн пӗрешкел шухӑшламанни те пулкалӗ. Ҫавӑнпа сирӗн пӗр шухӑшлӑ пулма вӗренмелле (Филиппӑ 2:2). Пӗр шухӑшлӑ пулни йышӑнусем тунӑ чухне кирлӗ. Библире каланӑ: «Пуҫӑннӑ ӗҫ сӳтсе явсассӑн вӑй илет» (Ытарӑшсем 20:18). Пӗрле пысӑк йышӑнусем тунӑ чухне Библири принципсемпе усӑ курӑр (Ытарӑшсем 8:32, 33).
УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Мӑшӑра хӑвӑр мӗн пӗлни е мӗнле шухӑшлани ҫинчен кӑна мар, туйӑмсем ҫинчен те каласа парӑр
Хӑвӑр ҫине пӗр-пӗр тивӗҫлӗх иличчен малтан мӑшӑрпа канашлӑр
a Библи тӑрӑх, Иегова — Турӑ ячӗ.