Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • hf 5 пайӗ, 15—17 с.
  • Тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнма мӗн пулӑшать?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнма мӗн пулӑшать?
  • Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • 1. ХУРӐНТАШСЕМ МӖНЛЕ ВЫРӐН ЙЫШӐНАҪҪӖ?
  • 2. ХӐВӐР ЙЫШӐННӐ ЙӖРКЕНЕ ТЫТСА ТӐРӐР
  • Пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулӑр
    Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
  • Мӑшӑрсене телейлӗ пулма мӗн пулӑшать?
    Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
  • Йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтермелле?
    Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
  • Турра хисеплекен ҫемьене мӗнле тумалла
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
Ытларах пӗлӗр
Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
hf 5 пайӗ, 15—17 с.
Хунямӑшӗ кинне апат хатӗрленӗ чухне канаш парать

5-МӖШ ПАЙӖ

Тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнма мӗн пулӑшать?

«Ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр» (Колоссӑ 3:12).

Икӗ ҫын мӑшӑрлансан ҫӗнӗ ҫемье ҫуралать. Эсир нихӑҫан та аҫупа аннӳне юратма тата хисеплеме пӑрахмастӑр пулин те, халӗ сирӗн пурнӑҫра мӑшӑр чи хаклӑ ҫын пулса тӑрать. Тӑвансенчен хӑшне-пӗрне ҫакӑнпа килӗшме йывӑр та пулӗ, тен. Библири принципсем сире мӑшӑрупа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетсе пынӑ май хурӑнташӑрсемпе те килӗштерсе пурӑнма пулӑшӗҫ.

1. ХУРӐНТАШСЕМ МӖНЛЕ ВЫРӐН ЙЫШӐНАҪҪӖ?

Упӑшкипе арӑмӗ ашшӗ-амӑшӗсемпе вӑхӑта пӗрле ирттереҫҫӗ

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Аҫупа аннӳне хисепле» (Эфес 6:2, 3). Кирек миҫе ҫулта пулсан та, сирӗн аҫупа аннӳне хисеплемелле тата чыс тумалла. Ҫавӑн пекех мӑшӑр та камӑн та пулин ывӑлӗ е хӗрӗ пулнине тата унӑн хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ валли вӑхӑт уйӑрмаллине асра тытмалла. «Юрату ӑмсанмасть», ҫавӑнпа мӑшӑра ашшӗпе амӑшӗ патне кӗвӗҫни ӑслӑ мар (1 Коринф 13:4; Галати 5:26).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ҫакӑн пек пӗтӗмлетсе калассинчен пӑрӑнӑр: «Санӑн аҫупа аннӳ мана ӗмӗрех тиркеҫҫӗ» е «Санӑн аннӳне нихӑҫан та юрама ҫук»

  • Мӑшӑр мӗн шухӑшланине пӗлме тӑрӑшӑр

2. ХӐВӐР ЙЫШӐННӐ ЙӖРКЕНЕ ТЫТСА ТӐРӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ» (Пултарни 2:24). Эсир мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн та аҫупа аннӳ унчченхи пекех сирӗншӗн яваплӑ тесе шутлама пултараҫҫӗ. Вӗсем, тен, сирӗн ҫемье пурнӑҫне кирлинчен ытла хутшӑнаҫҫӗ.

Мӑшӑрупа иксӗрӗн вӗсене хӑвӑрӑн ҫемье ӗҫӗсене мӗн таран хутшӑнма парасси пирки калаҫса татӑлмалла, ун хыҫҫӑн ыррӑн вӗсене ҫакна ӑнланма пулӑшмалла. Уҫҫӑн та тӳррӗн калани тӳрккес пулмаллине пӗлтермест (Ытарӑшсем 15:1). Хамӑра кӗҫӗне хуни, йӑваш кӑмӑллӑ тата вӑрах тӳсӗмлӗ пулни сире тӑванӑрсемпе ӑшӑ хутшӑнусем аталантарма, «пӗр-пӗрне юратса... пӗрлӗхе упраса пурӑнма» пулӑшӗ (Эфес 4:2, 3).

Упӑшкипе арӑмӗ канашлаҫҫӗ; упӑшкипе арӑмӗ ашшӗпе амӑшне парне параҫҫӗ

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Хурӑнташӑрсем сирӗн ҫемье пурнӑҫне ытлашшипех хутшӑнаҫҫӗ пек туйӑнать пулсан, мӑшӑрупа пӗрле ҫавна лӑпкӑн сӳтсе явӑр

  • Хӑвӑр мӗн тӑвасси пирки калаҫса татӑлӑр

ВӖСЕНЕ ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР

Аҫу-аннӳн туйӑмӗсене, вӗсем мӗншӗн ун пек е кун пек тунине ӑнланни питӗ кирлӗ. Вӗсем сире ыррине ҫеҫ сунаҫҫӗ тата сирӗншӗн пӗтӗм чӗререн тӑрӑшаҫҫӗ. Аҫупа аннӳне халӗ эсир уйрӑм ҫемье пулнине йышӑнма йывӑр пулма пултарать. Вӗсем хӑйсем пирки сире урӑх кирлӗ мар тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та Библири принципсемпе усӑ курни, ҫавӑн пекех уҫҫӑн калаҫни сире малалла та аҫупа аннӳне хисеплеме, мӑшӑрупа иксӗре килӗштерсе пурӑнма пулӑшӗ.

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР...

  • Мӑшӑрӑн ашшӗ-амӑшӗ пирӗн ҫемьепе интересленнинчен мӗншӗн тӗлӗнмелле мар?

  • Мӑшӑр маншӑн чи хаклӑ ҫын пулнине, ҫав хушӑрах атте-аннене хисепленине эпӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑп?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр