Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • hf 2 пайӗ, 6—8 с.
  • Пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулӑр
  • Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • 1. МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪ ҪИНЕ ҪӐМӐЛТТАЙЛӐН АН ПӐХӐР
  • 2. ХӐВӐРӐН ЧӖРЕНЕ УПРӐР
  • Мӑшӑрсене телейлӗ пулма мӗн пулӑшать?
    Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
  • Тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнма мӗн пулӑшать?
    Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
  • Йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтермелле?
    Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
  • Мӑшӑр мӗнле тупмалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
hf 2 пайӗ, 6—8 с.
Арӑмӗ йӗпенесрен упӑшки сунчӑк тытса тӑрать тата ӑна машина ӑшне ларма пулӑшать

2-МӖШ ПАЙӖ

Пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулӑр

«Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Марк 10:9).

Иегова пире «ултавлӑ ӗҫ ан тӑвӑр» тет (Малахия 2:16). Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра шанчӑклӑ пулни уйрӑмах кирлӗ, мӗншӗн тесен мӑшӑра улталакан шанчӑкран тухать. Пӗр-пӗрне шанмасан вара юрату та сӳнет.

Паян нумайӑшӗ мӑшӑра шанчӑклӑ пулмасан та юрать теҫҫӗ. Ҫемьене упраса хӑварма икӗ усӑллӑ канаш пулӑшать.

1. МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪ ҪИНЕ ҪӐМӐЛТТАЙЛӐН АН ПӐХӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? Библи пире «ӑслисем пек пулӑр» тет (Эфес 5:15). Эпир мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хаклатпӑр пулсан, ӑслӑ ҫынсем пек пулатпӑр. Пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар.

Иегова мӑшӑрсем килӗштерсе, савӑнса пурӑнччӑр тет (Екклесиаст 9:9). Вӑл упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрин валли ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрмаллине тата иккӗшӗн те пӗр-пӗрне савӑнтарма майсем шырамаллине уҫҫӑн кӑтартать (1 Коринф 10:24). Мӑшӑр хӑй кирлӗ ҫын пулнине тата хӑйне хакланине туйма пултартӑр тесе пурне те тӑвӑр.

Упӑшки арӑмне вӗри ӗҫмелли илсе пырса парать; упӑшки Киле килсен упӑшки арӑмӗ апат пӗҫернине курать

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Кулленех вӑхӑта пӗрле ирттерӗр, мӑшӑрӑн шухӑш-туйӑмӗпе интересленӗр

  • «Эпӗ» вырӑнне «эпир» теме хӑнӑхӑр

Упӑшкипе арӑмӗ уҫӑ сывлӑшра пӗрле апатланаҫҫӗ

2. ХӐВӐРӐН ЧӖРЕНЕ УПРӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матфей 5:28). Аскӑн ӗҫсем ҫинчен шухӑшланипе ҫын хӑйӗн мӑшӑрне шанчӑклӑ пулманнине кӑтартать.

Иегова пирӗн хамӑрӑн чӗрене упрамалла тет (Ытарӑшсем 4:23; Иеремия 17:9). Ҫавӑнпа та сирӗн хӑвӑрӑн куҫ ӑҫталла пӑхнине асӑрхаса тӑмалла (Матфей 5:29, 30). Ҫак тӗлӗшрен Иов патриарх лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ, вӑл хӗрарӑм ҫине аскӑн шухӑшпа нихӑҫан та пӑхмастӑп тесе хӑйӗн куҫӗпе сӑмах татнӑ (Иов 31:1). Порнографирен сыхланма ҫирӗп шут тытӑр. Мӑшӑра улталас шухӑш та ан пултӑр.

Упӑшкин ӗҫри сӗтелӗ ҫинче арӑмӗн сӑнӳкерчӗкӗ тӑрать

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ытти ҫынсем эсир хӑвӑрӑн мӑшӑра пур енчен те шанчӑклӑ пулнине курса тӑччӑр

  • Мӑшӑрӑн туйӑмӗсене шута илӗр. Вӑл эсир урӑх хӗрарӑмпа е урӑх арҫынпа мӗнле хутшӑнни ӑна хумхантарать терӗ пулсан, ҫав ҫынпа тӳрех ҫывӑх хутшӑнма пӑрахӑр

МӖН ТУМА ПУЛАТЬ?

Хӑвӑра хӑвӑр улталамасӑр хӑвӑрӑн халсӑр енсене пӗлме тӑрӑшӑр (Псалом 14:2). Пулӑшу ыйтма ан вӑтанӑр (Ытарӑшсем 1:5). Аскӑн шухӑшсем пуҫа килеҫҫӗ пулсан, вӗсене тӳрех пӗтерсе хума тӑрӑшӑр. Ан парӑнӑр (Ытарӑшсем 24:16). Эсир мӑшӑра пӗтӗм чун-чӗререн шанчӑклӑ пулсан, Иегова сире пиллетех.

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР...

  • Мӑшӑр валли ытларах вӑхӑт уйӑрас тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?

  • Эпӗ мӑшӑрӑм манӑн чи лайӑх тус теме пултаратӑп-и?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр