Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 127 сыпӑк, 290 с.—291 с., 6 абз.
  • Иисус Синедрион умне, унтан Пилат умне тӑрать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус Синедрион умне, унтан Пилат умне тӑрать
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисуса вӗлерме тытса панӑ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Пилат та, Ирод та нимӗнле айӑп та тупаймаҫҫӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Пилат: «Акӑ, Ҫын!» — тесе кӑшкӑрать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисус Голгофӑра вилет
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 127 сыпӑк, 290 с.—291 с., 6 абз.
Иисус Понтий Пилат умӗнче тӑрать

127-МӖШ СЫПӐК

Иисус Синедрион умне, унтан Пилат умне тӑрать

МАТФЕЙ 27:1—11 МАРК 15:1 ЛУКА 22:66—23:3 ИОАНН 18:28—35

  • ИРХИНЕ ИИСУС СИНЕДРИОН УМНЕ ТӐРАТЬ

  • ИУДА ИСКАРИОТ ҪАКӐНСА ВИЛМЕ ХӐТЛАНАТЬ

  • ИИСУС ПИРКИ АЙӐПЛАКАН ПРИГОВОР ЙЫШӐНТӐР ТЕСЕ ӐНА ПИЛАТ ПАТНЕ ИЛСЕ КАЯҪҪӖ

Каҫ вӗҫленсе пырать. Петр Иисусран виҫӗ хутчен тунать. Синедрион членӗсем суда ячӗшӗн кӑна тунӑ хыҫҫӑн саланаҫҫӗ. Эрнекун ирхине вӗсем каллех пуҫтарӑнаҫҫӗ, ҫакна вӗсем каҫхи суда саккунлӑ йӗркепе тунине кӑтартас тесе тӑваҫҫӗ пулмалла. Иисуса Синедриона илсе пыраҫҫӗ.

Судьясем каллех ыйтаҫҫӗ: «Христос Эсӗ-и? кала пире». Иисус вӗсене хуравлать: «Каласан та эсир ӗненес ҫук, хӑвӑртан ыйтсан та — эсир Мана хуравласа калас ҫук». Анчах та Иисус вӗсене Даниил 7:13-мӗшӗнче кам пирки малтанах каласа хунӑ, хӑй ҫавӑ пулнине хӑюллӑн палӑртать. Вӑл калать: «Кунтан малашне Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ» (Лука 22:67—69; Матфей 26:63).

Вӗсем ҫине тӑрса ыйтаҫҫӗ: «Апла Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ-им?» Иисус вӗсене хуравлать: «Вӑл Эпӗ тесе эсир калатӑр». Вӗсем Иисуса Турра хурлать тесе айӑпласа вӗлерме ҫителӗклӗ сӑлтав пур тесе шутлаҫҫӗ. «Кӳнтеленсем [е свидетельсем] кӑтартни мӗне кирлӗ тата пире?» — тесе ыйтаҫҫӗ вӗсем (Лука 22:70, 71; Марк 14:64). Ҫавӑнпа вӗсем Иисуса ҫыхаҫҫӗ те Рим пуҫлӑхӗ, Понтий Пилат, патне илсе каяҫҫӗ.

Тен, ҫакна Иуда Искариот курать. Иисуса суд туса айӑпланине ӑнланса илсен, Иудӑна совеҫӗ кӑшлама пуҫлать те вӑл аптраса ӳкет. Анчах та чунтан-вартан ӳкӗнсе Турӑ патне таврӑнас вырӑнне вӑл 30 кӗмӗл укҫана тавӑрса парас тесе аслӑ священниксем патне каять. Иуда вӗсене калать: «Айӑпсӑр юна сутса ҫылӑха кӗтӗм эпӗ». Анчах вӑл пӗр хӗрхенӳсӗр каланӑ сӑмахсене илтет: «Пире мӗн? хӑвӑнне ху пӗл» (Матфей 27:4).

Иуда 30 кӗмӗл укҫана храмра пӑрахса хӑварать те унтан тепӗр ҫылӑх тӑвать — хӑйӗн ҫине ал хума хӑтланать. Иуда ҫакӑнас тесе вӗрен ҫыхса хунӑ турат хуҫӑлать. Вӑл ҫӗр ҫине персе анать те чул ҫине ҫапӑнать, вара унӑн хырӑмӗ ҫурӑлса каять те унӑн ӑш-чикки тухса ӳкет (Апостолсен ӗҫӗсем 1:17, 18).

Иудейсем ир-ирех Иисуса Понтий Пилатӑн керменне илсе каяҫҫӗ. Анчах вӗсем шала кӗресшӗн мар. Вӗсем еврей халӑхӗ шутне кӗмен ҫынсемпе хутшӑнни ирсӗрлетме пултарать тесе шутлаҫҫӗ. Вара вӗсем нисанӑн 15-мӗшӗнче, Тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявӗн пӗрремӗш кунӗнче — ҫак куна Пасха шутнех кӗрет тесе шутлаҫҫӗ — апат ҫиме пултараймаҫҫӗ.

Пилат вӗсем патне тухать те вӗсенчен ыйтать: «Эсир Ку Ҫынна мӗн тӗлӗшпе айӑплатӑр?» Иудейсем хуравлаҫҫӗ: «Вӑл усал ҫын пулмасан, эпир Ӑна сана тытса памӑттӑмӑр». Пилат вӗсем хӑйне вӑйпа хистеме хӑтланнине туять пулмалла, ҫавӑнпа вӑл калать: «Эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа сут тӑвӑр». Иисуса вӗлерес шухӑшпа илсе пынине кӑтартса иудейсем ҫапла хуравлаҫҫӗ: «Пире никама та вӗлерме ирӗк паман» (Иоанн 18:29—31).

Мӗншӗн иудейсем ҫавӑн пек калаҫҫӗ? Вӗсем Иисуса Пасха уявӗ вӑхӑтӗнче вӗлерчӗҫ пулсан, ҫакӑ халӑха пӑлхатса яма пултарать. Енчен те вӗсен Иисуса Рим правительствине хирӗҫ преступлени тунӑ тесе айӑплама май килсен, ҫапла вара римлянсене ӑна вӗлерттерме май килсен, иудейсем ҫакӑншӑн эпир нихӑш енчен те айӑплӑ мар теме пултарӗҫ.

Тӗн пуҫлӑхӗсем Пилата Иисуса Турра хурланӑшӑн айӑпларӑмӑр тесе каламаҫҫӗ. Халӗ вӗсем ҫӗнӗ айӑпламалли сӑлтав шутласа кӑлараҫҫӗ: «Эпир пӗлетпӗр: [1] Вӑл пирӗн халӑха пӑсса ҫӳрет, [2] Хӑйне Христос Патша тесе, [3] кесаре куланай пама хушмасть» (Лука 23:2).

Иисус пирки патша тени Пилата, Рим влаҫӗн представительне, пӑшӑрхантарса ӳкерет. Ҫавӑнпа Пилат кермене таврӑнать те хӑйӗн патне Иисуса илсе килме хушать. Вӑл ыйтать: «Эсӗ Иудея Патши-и?» Урӑхла каласан, вӑл Иисус хӑйӗн пирки патша тенипе импери саккунне пӑснипе пӑсманнине, ҫапла вара кесаре хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленипе ҫӗклеменнине пӗлесшӗн. Иисус хӑйӗн ҫинчен Пилат мӗн чухлӗ илтнине пӗлес тесе пулас: «Эсӗ ҫапла хӑвӑн сӑмахна калатӑн-и е сана Ман ҫинчен ыттисем каласа пачӗҫ-и?» — тесе ыйтать (Иоанн 18:33, 34).

Пилат Иисус ҫинчен пачах та пӗлменнине, ҫав вӑхӑтрах ун ҫинчен пӗлесшӗн пулнине палӑртса ҫапла калать: «Эпӗ иудей-им?» Ҫакӑн ҫумне ҫапла хушса калать: «Сана Хӑвӑн халӑхупа аслӑ священниксем ман алла тытса пачӗҫ; Эсӗ мӗн тунӑ?» (Иоанн 18:35.)

Пилатӑн ыйтӑвӗ ҫине хурав панӑ чухне Иисус ҫӳлти Патшалӑх ҫине тимлеттерет. Иисус мӗн калани, паллах ӗнтӗ, Пилата питӗ тӗлӗнтерет.

ЮН ҪӖРӖ

Иуда храмра 30 кӗмӗл укҫа пӑрахса хӑварать

Аслӑ священниксем Иуда храмра пӑрахса хӑварнӑ кӗмӗл укҫасемпе мӗн тумаллине пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Ку — юн укҫи, ӑна Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне хума юрамасть». Ҫавӑнпа вӗсем ют халӑх ҫыннисене пытарма ҫав укҫапа чӳлмекҫӗ хирне туянаҫҫӗ. Ҫав хире вара «Юн ҫӗрӗ» тесе ят параҫҫӗ (Матфей 27:6—8).

  • Мӗншӗн Синедрион ирхине каллех пухӑнать?

  • Иуда мӗнле вилет тата 30 кӗмӗл укҫапа мӗн тӑваҫҫӗ?

  • Иисуса Пилатпа усӑ курса вӗлерес тесе иудейсем мӗн каласа айӑплаҫҫӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр