129-МӖШ СЫПӐК
Пилат: «Акӑ, Ҫын!» — тесе кӑшкӑрать
МАТФЕЙ 27:15—17, 20—30 МАРК 15:6—19 ЛУКА 23:18—25 ИОАНН 18:39—19:5
ПИЛАТ ИИСУСА ИРӖКЕ КӐЛАРМА ПИКЕНЕТ
ИУДЕЙСЕМ ВАРАВВӐНА ИРӖКЕ КӐЛАРМА ЫЙТАҪҪӖ
ИИСУСРАН МӐШКӐЛЛАҪҪӖ
Иисуса вӗлерме ыйтакан халӑха Пилат калать: «Эпӗ... Ку Ҫынра эсир айӑпланӑ тӗлӗшӗнчен нимӗнле айӑп та тупмарӑм; Ирод та ҫаплах» (Лука 23:14, 15). Халӗ вара Иисуса тепӗр майпа ҫӑлас тесе Пилат халӑха калать: «Сирӗн йӑлӑрпа манӑн пасха уявӗ тӗлне тӗрмери пӗр ҫынна кӑларса яма ирӗк пур. Эсир хирӗҫ мар пулсан, Иудея Патши текеннине кӑларса ярӑп» (Иоанн 18:39, ҪХ).
Пилат Варавва ятлӑ ҫын тӗрмере ларнине пӗлет. Вараввӑна вӑрӑ-хурах, пӑлхавҫӑ тата ҫын вӗлерекен пек пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа Пилат ыйтать: «Эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна-и е Христос теекен Иисуса-и?» Анчах та аслӑ священниксем халӑха Иисуса мар, Вараввӑна ирӗке кӑларма ыйтӑр тесе хӗтӗртеҫҫӗ. Пилат каллех ыйтать: «Эсир мана иккӗшӗнчен хӑшне кӑларма ыйтатӑр?» Халӑх: «Вараввӑна»,— тесе кӑшкӑрать (Матфей 27:17, 21).
Аптраса ӳкнипе Пилат ыйтать: «Христос теекен Иисуса мӗн тӑвас вара манӑн?» Урса кайнӑ халӑх: «Пӑталаттармалла!» — тесе кӑшкӑрать (Матфей 27:22). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, вӗсем пӗр айӑпсӑр ҫынна вӗлерме ыйтаҫҫӗ! Пилат ним тума пӗлмесӗр ыйтать: «Мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? эпӗ Унра нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупаймарӑм; эппин, хӗнеттерем те кӑларса ярам Ӑна» (Лука 23:22).
Пилат тем пек вӑй хурсан та, урса кайнӑ халӑх: «Пӑталаттар Ӑна!» — тесе кӑшкӑрать (Матфей 27:23). Тӗн пуҫлӑхӗсем минретсе янине пула халӑх юншӑн антӑхать! Ҫитменнине вӗсем преступникӑн тата ҫын вӗлерекенӗн юнӗшӗн мар, пилӗк кун маларах Иерусалимра хӑйсем Патша пек саламланӑ айӑпсӑр ҫыннӑн юнӗшӗн ҫунаҫҫӗ. Унта Иисусӑн вӗренекенӗсем пулнӑ пулсан, вӗсем шӑп тӑрса хӑйсем ҫине пӑхтармаҫҫӗ.
Пилат нимӗн тума ҫуккине кура тата халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура шыв илет те халӑх умӗнче хӑйӗн аллине ҫӑвать. Вӑл калать: «Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ айӑплӑ мар; хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр». Анчах та халӑх пурпӗр лӑпланмасть. Ҫынсем кӑшкӑраҫҫӗ: «Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр» (Матфей 27:24, 25).
Пуҫлӑх хӑй мӗн пирки тӗрӗс тесе шутлать, ҫавна тӑвассинчен ытларах вӑл халӑха юрасшӑн тӑрӑшать. Пилат халӑх ыйтнӑ пек тӑвать: Вараввӑна кӑларса ярать. Иисуса вара хывӑнтарса хӗнеме хушать.
Иисуса пушӑпа хаяррӑн хӗненӗ хыҫҫӑн пуҫлӑхӑн керменне илсе каяҫҫӗ. Пӗтӗм отряд пухӑнать, вара малалла вӗсем Иисусран мӑшкӑллаҫҫӗ. Салтаксем йӗплӗ ӳсентӑрансенчен пуҫкӑшӑль тӑваҫҫӗ те ун пуҫне тӑхӑнтартаҫҫӗ. Вӗсем Иисусӑн аллине хӑмӑш туйине тыттараҫҫӗ тата ӑна патшасем тӑхӑнакан хӗрхӗлтӗм тумтире тӑхӑнтартаҫҫӗ. Вӗсем Иисусран мӑшкӑлласа ӑна: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» — тесе саламлаҫҫӗ (Матфей 27:28, 29, ҪХ). Унсӑр пуҫне, вӗсем Иисус ҫине сураҫҫӗ тата ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ. Унран туйине илсе ӑна пуҫӗнчен ҫапаҫҫӗ, ҫапла вара мӑшкӑллама тунӑ «пуҫкӑшӑлӗн» йӗпписем ӳте тарӑнрах тӑрӑнаҫҫӗ.
Иисус ҫакӑн пек мӑшкӑла хӑюллӑн та тивӗҫлӗн тӳссе ирттерет. Ҫакӑ Пилата питӗ тӗлӗнтерет, вара вӑл тепӗр хут ӑна ҫӑлма пикенет. Пилат калать: «Акӑ эпӗ сире пӗлтермешкӗн Ӑна сирӗн патӑра илсе тухатӑп: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп» (Иоанн 19:4). Пилат, тен, хӗнесе пӗтернӗ тата юнланса пӗтнӗ Иисуса ҫынсем курсан, вӗсен чӗри ҫемҫелӗ тесе шутлать. Иисус ҫак чунсӑр халӑх умне тӑрсан, Пилат: «Акӑ, Ҫын!» — тесе кӑшкӑрать (Иоанн 19:5, ҪС).
Асаплантарса тата суранлантарса пӗтернӗ Иисус хӑйне питӗ тивӗҫлӗн те лӑпкӑн тытать. Ҫакна Пилат та асӑрхать. Вӑл каланӑ сӑмахсем Иисуса хисепленипе хӗрхеннине кӑтартса параҫҫӗ пулмалла.