Район конгресӗ пире Иеговӑпа пирӗн хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшать
1. Иегова пире Хӑй панӑ ӗҫе — ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫе — туса тӑма мӗнле пулӑшса тӑрать?
1 Иегова пире Хӑй панӑ ӗҫе — ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫе — туса тӑма пӗлӳ парса тӑрать, вӗрентет тата ҫирӗплетет (Матф. 24:14; 2 Тим. 4:17). Ҫакӑн пек пулӑшӑва эпир, сӑмахран, кашни ҫул иртекен район конгресӗсенче илетпӗр. 2010 ҫулта район конгресӗн программи «Турӑпа хӑвӑн хушӑри хутшӑнусене упра» темӑна уҫса парать, ӑна Рим 8:5 тата Иуды 17—19-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх хатӗрленӗ. Ҫак конгрессем 2009 ҫулхи августӑн 31-мӗшӗн эрнинчен пуҫланаҫҫӗ.
2. а) Район конгресӗнче эпир мӗн ҫинчен пӗлӗпӗр? ӑ) Иртнӗ район конгресӗсем сире сӑваплӑ ӗҫе тума мӗнле майпа пулӑшнӑ?
2 Конгресра эпир мӗн ҫинчен пӗлӗпӗр. Конгресс программи пире хӑш-пӗр хӑрушлӑхсем пирки асӑрхаттарӗ, сӑмахран, хӑш-пӗр ӗҫсене пула чи кирли валли вӑхӑт та, вӑй та юлмасан та пултарать. Мӗн тӑвас килет ҫавна тӑвас кӑмӑл-шухӑша мӗнле хирӗҫ тӑмаллине тата мӗнле ҫын Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче тӑракан ҫын пулнине пӗлме пулӑшӗ. Хирӗҫ тӑнипе тӗл пулнӑ чухне тата пирӗн ӗненӗве хавшатма пултаракан йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ чухне пирӗнтен кашни тата ҫемьесем Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе мӗнле утӑмсем тума пултарнине вырсарникунхи докладсен ярӑмӗ кӑтартса парӗ. Программа пире хамӑр чӗресене, Турӑпа хамӑр хушӑри лайӑх хутшӑнусене малалла та упрама пулӑшӗ тата ҫав хутшӑнусене упракансене мӗнле пиллӗхсем кӗтессине асра тытма пулӑшӗ.
3. Сирӗн район конгресӗ хӑҫан пулать тата пирӗн мӗн тума шут тытмалла?
3 Район конгресӗ хӑҫан тата ӑҫта пулассине пӗлсессӗнех, конгресра икӗ кунӗнче те пулас тесе мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлама пултаратӑр. Программӑн пур пайне те тимлӗ итлеме хӑвӑр чӗрӗрсене хатӗрлӗр. Ан иккӗленӗр — Иегова «тимлӗ ҫынсене», урӑхла каласан, мӗн тумаллине маларах шутласа хуракан ҫынсене пиллет (Ытар. 21:5).
4. Пулас район конгресӗн программи пире мӗн парӗ?
4 Паллах ӗнтӗ, район конгресӗ — Иегова панӑ ырӑ парне. Тӗрӗс ырӑ ӑслӑ чура ушкӑнӗ хатӗрленӗ программа пире сӑваплӑ ӗҫе тума мӗн кирлӗ шӑпах ҫавна парӗ. Хамӑр шанчӑк ҫинчен ырми-канми тата пӗр иккӗленӳсӗр пур халӑха та пӗлтерсе тӑма мӗн кирлине пурне те Иегова пире юратса парса тӑнӑшӑн эпир Ӑна тав тӑватпӑр (Евр. 10:22—25; Иак. 1:17).