Туррӑн ӗҫлекенӗсене валли пулӑшу
1 Иеговӑн организацийӗнче 1938 ҫулта ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ. Пухусене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн зона конгресӗсене пыма чӗннӗ, вӗсене халӗ район конгресӗсем теҫҫӗ. Мӗнле тӗллевпе? 1939 ҫулхи январь уйӑхӗнчи «Информатор» хучӗ ҫинче (халӗ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ) ҫапла каланӑ: «Иегова Турӑ ертсе пыракан организаци ҫак конгрессене Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлесе тӑрас тесе ирттерет. Шанса панӑ ӗҫе тӗрӗс туса тӑмашкӑн ҫавӑнта вӗрентсе каланисем кашнинех кирлӗ». 1938 ҫулта хыпарҫӑсен шучӗ 58000 пулнине тата 2009 ҫулта вара — 7000000 ытла пулнине шута илсе ҫапла калама пулать: район конгресӗсен тӗллевӗ пурнӑҫланни курӑнать — вӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсене «шанса панӑ ӗҫе тӗрӗс туса тӑма» пулӑшаҫҫӗ.
2 Ҫитес ҫул валли тема. Район конгресӗсем сентябрь уйӑхӗнчен пуҫланаҫҫӗ, эпир вара хавхалану илес тесе ҫав конгрессене чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Вӗсен теми: «Эсир тӗнченӗн мар» ятлӑ, Иоанн 15:19-мӗш сӑвӑ йӗркинчен илнӗ. Туррӑн ӗҫлекенӗсене ҫирӗпленме пулӑшакан, акӑ, темиҫе доклад. Шӑматкун «Тулли вӑхӑтпа ӗҫлени пире мӗнле сыхлать?» ятлӑ доклад пулать. Ҫавӑн пекех, «Сире „тискер кайӑк“, „ытла та аскӑн арӑм“ тата „купсасем“ ан ирсӗрлетчӗр» ятлӑ виҫӗ пайран тӑракан докладсен ярӑмне итлеме пире интереслӗ пулӗ. Вырсарникун эпир «Тӗнчене мар, Иеговӑна юратӑр» ятлӑ докладсен ярӑмне итлӗпӗр. Ҫавӑн пекех «Христосӑн Патшалӑхӗ „ҫак тӗнчерен мар“», «Малалла та „ҫул ҫӳрекенсем, ютран килнӗ ҫынсем пек“ пурӑнӑр» тата «Хытӑ тӑрӑр! Эсир тӗнчене ҫӗнтерме пултаратӑр» ятлӑ докладсем пулӗҫ.
3 Нумаях пулмасть район конгресӗнче пулнӑ хӗрарӑм-тӑван, унччен ырӑ хыпар сарас ӗҫе сахал хутшӑнма пуҫланӑскер, конгресс программи хӑйӗн лару-тӑруне пӑхса тухма тата ырӑ хыпар сарма ҫирӗп шут тытма, ҫавӑн пекех, ырӑ хыпар сарма каяс мар тесе «сӑлтав шырассине пӑрахма хӑйне хавхалантарни ҫинчен ҫырса янӑ. Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫитес ҫулӗнче пулакан район конгресӗн программи пире ҫак тӗнчене мар, Иеговӑна юратма пулӑшасса шанатпӑр (1 Иоан. 2:15—17). Конгреса кайма малтанах хатӗрленме пуҫлӑр тата тимлӗн итлӗр. Вара Туррӑн ӗҫлекенӗсене юратса панӑ пулӑшу сире усӑ парӗ.
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]
1. 1938 ҫулта мӗнле ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ тата мӗнле тӗллевпе?
2. Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫитес ҫулӗнче район конгресӗсенче мӗнле темӑсене сӳтсе явӗҫ?
3. Район конгресӗнче пулни пире мӗнле усӑ парӗ?