Ӑсна упра
1. Сӑваплӑ ӗҫӗн 2013-мӗш ҫулхи район конгресӗ мӗн ятлӑ пулать тата унӑн тӗллевӗ мӗнле?
1 Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус Иеговӑна «пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм ӑспа» юратма вӗрентнӗ (Матф. 22:37, 38). Кӑҫалхи конгрессене пире хамӑрӑн шалти ҫынна ҫирӗплетме пулӑшас тесе хатӗрленӗ. Область конгресӗ «Чӗрӳне упра!» ятлӑ пулчӗ. Сӑваплӑ ӗҫӗн 2013-мӗш ҫулхи ятарлӑ пӗр кунлӑх конгрессен теми «Совесть таса пултӑр» ятлӑ. Тепӗр уйӑхран пуҫланакан район конгресӗсем «Ӑсна упра» ятлӑ пулӗҫ; ячӗ Матфей 22:37-мӗш сӑвӑ йӗрки ҫинче никӗсленнӗ. Район конгресӗн программи пире хамӑрӑн шухӑшсене тӗрӗслесе пӑхма, унтан вӗсемпе Иеговӑна тата ытларах савӑнтарма тӑрӑшма хавхалантарӗ.
2. Конгресс вӑхӑтӗнче мӗнле ыйтусем ҫине хурав-сем парӗҫ?
2 Район конгресӗн программинче эпир ҫакӑ питӗ кирлӗ ыйтусен хуравӗсене илтӗпӗр:
• Этеме юрӑхли ҫинчен шухӑшлассинчен эпир мӗнле пӑрӑнма пултаратпӑр?
• Ӗненмен ҫынсен ӑс-тӑнӗнче выртакан пӗркенчӗке илме пулӑшма эпир мӗнле пултаратпӑр?
• Пирӗн кам пек шухӑшлама вӗренес килет?
• Тӗрӗсси ҫинчен шухӑшлани хӑш тӗлӗшрен усӑллӑ?
• Эпир мӗнле майпа Иеговӑна хамӑр шухӑшсем ҫине витӗм кӳме паратпӑр?
• Упӑшкасем, арӑмсем, ашшӗ-амӑшӗ тата ачасем ҫемьене телейлӗ тума мӗнле пултараҫҫӗ?
• Иегова кунӗ тӗлне хатӗр пулма эпир мӗнле пултаратпӑр?
• Хамӑрӑн ӑса ӗҫлеме хатӗрлени мӗне пӗлтерет?
• Пӗлӳсемпе пурнӑҫра усӑ куракансем мӗнле усӑ илеҫҫӗ?
3. Конгресӑн икӗ кунӗнче те пулни, тимлӗ итлени тата мӗн илтнипе усӑ курни мӗншӗн кирлӗ?
3 Сатана пирӗн ӑса хӑй аллине ярса илесшӗн, вӑл ӑна пӑсма тӑрӑшать (2 Кор. 11:3). Ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн ӑса хӳтӗлемелле тата хамӑрӑн шухӑшсене тӗрӗслесе тӑмалла. Пирӗн малалла та Христос шухӑшланӑ пек шухӑшламалла тата ҫак усал тӗнчен витӗмне хирӗҫ тӑмалла (1 Кор. 2:16). Конгресӑн икӗ кунӗнче те пулма тӑрӑшӑр. Тимлӗ пулӑр. Конгресра илтнӗ усӑллӑ шухӑшсемпе усӑ курни пирӗн ӑса Турӑ Патшалӑхӗшӗн хастарлӑ ӗҫлеме хатӗрлӗ (1 Петр 1:13).