Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 11/8 1 с.
  • Туррӑн ячӗ сӑваплӑ пултӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Туррӑн ячӗ сӑваплӑ пултӑр
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • Ҫавнашкал материал
  • Иегова хӑйӗн ятне чапа кӑларать
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Иеговӑн аслӑ ятне чыслӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Туррӑн ӗҫлекенӗсене валли пулӑшу
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2010
  • Турӑ ирӗкӗ пурнӑҫлантӑр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
Ытларах пӗлӗр
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
km 11/8 1 с.

Туррӑн ячӗ сӑваплӑ пултӑр

1. 2012 ҫулхи сӑваплӑ ӗҫӗн район конгресс теми мӗнле тата вӑл мӗн ҫинче никӗсленнӗ?

1 Ҫут тӗнчен Аслӑ Патши, Иегова, пире хӑй ячӗпе ҫӳреме парса мӗн тери пысӑк чыс тунӑ! 1931 ҫултанпа вара пире Иегова Свидетелӗсем пек пӗлеҫҫӗ (Ис. 43:10). Туррӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ, Иисус, Ашшӗн ятне кӗлӗре чи малтан асӑнса унӑн ятне ҫӳле ҫӗкленӗ, каярахпа ҫак кӗлӗ тӗслӗх пулса тӑнӑ (Матф. 6:9). Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем ҫинче 2012 ҫулхи район конгресӗн теми никӗсленнӗ: «Туррӑн ячӗ сӑваплӑ пултӑр».

2. Конгресра пире мӗн кӗтет?

2 Эпир мӗн пӗлӗпӗр. Шӑмат кун «Тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенсем пулса Туррӑн ятне пӗлтеретпӗр» докладран эпир тулли вӑхӑтпа ӗҫлени мӗншӗн чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ пулнине пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех «Иегова ятне мӗн чыссӑрлатма пултарать, ҫавӑнтан сыхланӑр» ятлӑ докладсен ярӑмне илтӗпӗр, вӗсем пире тӑватӑ хӑрушӑ танатана лекессинчен пӑрӑнма пулӑшӗҫ. «Турӑ ятне мӗншӗн сӑваплӑ тумалла» докладра ҫак ыйтусем ҫине хуравлӗҫ: ҫынсем интересленмеҫҫӗ пулсан, ырӑ хыпара хастарлӑхпа мӗнле каламалла? Тухӑҫлӑ ӗҫлеме пире мӗн пулӑшӗ? Вырсарни кун пире тӑватӑ пайран тӑракан темиҫе доклад кӗтет, вӗсем пире хамӑрӑн шухӑшсемпе, калаҫусемпе, йышӑнусемпе тата хамӑра мӗнле тытнипе эпир Турӑ ятне мӗнле сӑваплӑ тума пултарнине кӑтартса парӗҫ. Пӗрремӗш хут килнисене «Иегова хӑйӗн аслӑ ятне Армагеддонра сӑваплӑ тӑвӗ» доклада итлеме уйрӑмах интереслӗ пулӗ.

3. Эпир мӗнле чыса тивӗҫнӗ тата конгресс программи пирӗншӗн хӑш тӗлӗшрен усӑллӑ пулӗ?

3 Кӗҫех Иегова хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвӗ (Иез. 36:23). Ҫакӑ пурнӑҫланиччен вара, эпир унӑн ятне сӑваплӑ тӑвакан ӗҫе хутшӑнӑпӑр, вӗт ҫакӑ пысӑк чыс. Ҫак район конгресӗ пирӗнтен кашнине Турӑ ячӗпе ҫӳресси вӑл — мӗн тери пысӑк яваплӑх пулнине лайӑхрах ӑнланма пулӑшасса эпир ҫирӗп шанатпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр