Иегова пире хӑйӗн ӗҫне тума вӗрентет
1. Иегова ҫынсене задани панӑ чухне мӗн тӑвать?
1 Иегова ҫынна задани панӑ чухне ҫын ҫакна тума пултартӑр тесе пулӑшу та парать. Сӑмахран, Турӑ Ноя нихӑҫан туса курман ӗҫ, карап тума, хушнӑ чухне Иегова ӑна ҫакна мӗнле тумаллине ӑнлантарнӑ (Пулт. 6:14—16). Йӑваш кӗтӳҫе, Моисее, Израиль старейшинисемпе фараон патне кайса калама хушсассӑн, Иегова ӑна шантарса каланӑ: «Эпӗ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа пулӑп, сана мӗн каламаллине вӗрентсе тӑрӑп» (Тух. 4:12). Иегова пире ырӑ хыпар сарма шанса парсан пулӑшусӑр хӑварман. Вӑл пире теократи ӗҫӗн шкулӗнче тата сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче вӗрентет. Ҫак вӗрентӳ пире ӑста хыпарҫӑ пулма пулӑштӑр тесен мӗн тумалла?
2. Теократи ӗҫӗн шкулӗ пире ытларах усӑ патӑр тесен, мӗн тума пулать?
2 Теократи ӗҫӗн шкулӗ. Пухура сӳтсе явмалли материала маларах вӗрен. Вӗренекенсем сцена ҫинче унпа мӗнле усӑ курнине сӑнанӑ май, эсӗ каярахпа ыттисене лайӑхрах вӗрентме вӗренсе пырӑн (Ытар. 27:17). Пухӑва хӑвпа пӗрле «Школа служения» кӗнекене ил те унпа учебникпе усӑ курнӑ пек усӑ кур. Шкул надзирателӗ вӗренмелли кашни доклад хыҫҫӑн унпа усӑ курнӑ чухне хӑв усӑ курма шутланӑ шухӑшсене палӑрт, ҫавӑн пекех страница хӗрринче паллӑсем ту. Программӑна хӑв хутшӑнсассӑн, шкулта вӗренни сана ытларах усӑ парӗ. Эсӗ шкула ҫырӑннӑ-и? Задани илсессӗн, лайӑх хатӗрлен тата хӑвна панӑ канашпа усӑ кур. Хӑв мӗн пӗлнипе ырӑ хыпар сарнӑ чухне усӑ кур.
3. Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ пире ытларах усӑ патӑр тесен, мӗн тума пулать?
3 Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ. Палӑртнӑ материала маларах вуласа тухсассӑн тата комментарисем пама хатӗрленсессӗн, эсӗ пухура панӑ канашсене лайӑхрах астуса юлӑн. Эсӗ кӗске комментарисем паратӑн пулсан, нумайрах ҫын сӳтсе явнӑ ҫӗре хутшӑнма пултарать. Демонстрацисене тимлӗн пӑх, ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӑвна пулӑшма пултаракан канашсемпе усӑ кур. Малашне хӑвна кирлӗ пулма пултаракан «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫри» статьясене усра.
4. Теократи ӗҫӗн тӗлпулӑвӗсенче пирӗн мӗншӗн тӑрӑшса вӗренмелле?
4 Пире Ноя тата Моисее панӑ евӗрлӗ ҫӑмӑл мар задани — пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ырӑ хыпар сарма — шанса панӑ (Матф. 24:14). Эпир Иегова ҫине, хамӑрӑн Аслӑ Вӗрентекен ҫине, шанса тӑрсан тата Унран тӑрӑшса вӗренсен, ҫак ӗҫе тума пултарӑпӑр (Ис. 30:20).