Библи вӗренӗвӗ тупма пулӑшакан пилӗк меслет
1. Эсир пурӑнакан вырӑнта Библи вӗренӗвӗ тупма йывӑр пулсан мӗн тумалла тата мӗншӗн?
1 Сире Библи вӗренӗвӗ тупма йывӑр пулсан, ан парӑнӑр. Алӑ усман тата хӑйӗн ирӗкне малалла та туса тӑракан ҫынсене Иегова пиллет (Гал. 6:9). Акӑ сире пулӑшма пултаракан пилӗк меслет.
2. Тӳррӗн сӗнсе Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫлама пулать?
2 Тӳррӗн сӗнни. Ҫынсенчен нумайӑшӗ эпир Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисем салатнине пӗлет, анчах та вӗсем, тен, эпир Библи вӗренӗвӗ сӗннине пӗлмеҫҫӗ. Килрен киле ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне мӗншӗн тӳррӗн сӗнсе пӑхас мар-ха? Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсем патне ҫӳренӗ май вӗсен Библи вӗренес кӑмӑл пур-и тесе ыйтма та пулать. Вӗсем вӗренесшӗн мар пулсан малалла та литература илсе килсе вӗсен интересне аталантарӑр. Пӗр арҫын тӑван нумай ҫул хушши пӗр мӑшӑра журналсем парса тӑнӑ. Пӗррехинче, ҫак ҫемьене ҫӗнӗ кӑларӑмсем панӑ хыҫҫӑн вӑл кайма хатӗрленнӗ, анчах та сасартӑк ыйтма шутланӑ: «Сирӗн Библи вӗренес килмест-и?» Вӗсем килӗшнӗ, вӑл ҫакна кӗтмен те. Халӗ вӗсем шыва кӗнӗ христиансем.
3. Пирӗн тӗлпулусене ҫӳрекенсем кампа та пулин Библи вӗренеҫҫӗ ӗнтӗ тесе мӗншӗн шутламалла мар?
3 Пирӗн тӗлпулусене килекенсем. Пирӗн тӗлпулусене ҫӳрекенсем пурте Библи вӗренеҫҫӗ ӗнтӗ тесе ан шутлӑр. Пӗр арҫын тӑван каласа парать: «Вӗренӳсенчен ҫуррине ытла эпӗ тӗлпулӑва килекенсемпе пуҫланӑ». Пӗр хӗрарӑм тӑван вӑтанчӑк хӗрарӑм патне пыма шутланӑ, ҫав хӗрарӑмӑн хӗрӗсем шыва кӗнӗ ӗнтӗ тата ҫак пухӑва ҫӳренӗ. Ҫак хӗрарӑм 15 ҫула яхӑн тӗлпулусене ҫӳренӗ, Турӑ Патшалӑх Залне яланах тӗлпулу кӗҫ-вӗҫ пуҫланас умӗн килнӗ тата юлашки кӗлӗ хыҫҫӑн тӳрех тухса кайнӑ. Хӗрарӑм вӗренме килӗшнӗ те каярахпа чӑнлӑха йышӑннӑ. Хӗрарӑм тӑван ҫырать: «Ӑна Библи вӗренме сӗнме 15 ҫул кӗтнишӗн эпӗ шеллетӗп!»
4. Ыттисем урлӑ Библи вӗренӗвӗ мӗнле тупма пулать?
4 Ыттисем урлӑ. Пӗр хӗрарӑм тӑван пухури хыпарҫӑсемпе вӗсен Библи вӗренӗвне кайма калаҫса татӑлать. Вӑл вӗренӳ вӗҫӗнче, вӗренӗве ирттерекен ирӗк пачӗ пулсан, Библи вӗренекенрен вӑл пӗлекен ҫынсем хушшинче Библи вӗренес текенсем ҫук-и тесе ыйтать. Тепӗр май: ҫын патне тепӗр хут килсен ӑна Библи вӗренмелли пособие сӗннӗ чухне ҫапла ыйтма пулать: «Тен, эсир ҫак пособи тата кама интереслӗ пулма пултарать, ҫавӑн пек ҫынсене пӗлетӗр?» Хӑш-пӗр чухне лару-тӑру хыпарҫӑна е пионера хӑйсем тупнӑ ҫынпа вӗренӳ ирттерме май памасть. Ҫавӑнпа та хӑвӑр Библи вӗренӗвӗ шыранине ыттисене пӗлтерӗр.
5. Пухури тӑвансен ӗненмен мӑшӑрӗсене Библи вӗренме сӗнни мӗншӗн кирлӗ?
5 Иеговӑна ӗненмен упӑшкасем е арӑмсем. Мӑшӑрӗ Иеговӑна ӗненмен хыпарҫӑсем сирӗн пухура пур-и? Иеговӑна ӗненмен ҫынсенчен хӑшӗ-пӗри хӑйсен ӗненекен мӑшӑрӗпе Библи ҫинчен калаҫасшӑн мар, анчах та вӗсем урӑх ҫынпа вӗренме килӗшнӗ пулӗччӗҫ. Ҫакна ӑнӑҫлӑн тӑвас тесен ытларах чухне малтан Иеговӑна ӗненекен упӑшкипе е арӑмӗпе калаҫса пӑхни лайӑх.
6. Библи вӗренӗвӗ пирки кӗлӗ туни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
6 Кӗлӗ туни. Кӗлӗ тунин хӑватне пӗчӗклетме кирлӗ мар (Иак. 5:16). Эпир ыйтнисем Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пулсан вӑл вӗсене итлеме сӑмах парать (1 Иоанн 5:14). Питӗ ӗҫлӗ пулнӑ пӗр арҫын тӑван Библи вӗренӗвӗ пирки кӗлӗ тума тытӑннӑ. Унӑн арӑмӗ упӑшкин вӗренӳ ирттерме, уйрӑмах вӗренекенӗн нумай йывӑрлӑх пулчӗ пулсан, ҫителӗклӗ вӑхӑт пулӗ-ши тесе пӑшӑрханма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та вӑл упӑшки вӗренӳ туптӑр тесе кӗлӗ тунӑ чухне Иеговӑна хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каланӑ. Икӗ эрне яхӑн вӑхӑт иртсен вӗсем хӑйсен кӗлли ҫине хурав илнӗ: пухури пӗр пионер Библи вӗренес текен арҫынна тупнӑ та ҫак вӗренӗве арҫын тӑвана панӑ. Арӑмӗ ҫырать: «Библи вӗренӗвӗ ирттерме пултараймастӑп тесе иккӗленсе тӑракансене манӑн калас килет: „Кӗлӗ тунӑ чухне тӳррӗн ыйтӑр тата ҫакӑн ҫинчен ыйтма ан пӑрахӑр. Эпир питӗ нумай савӑнӑҫ илесси пирки эпӗ шухӑшламан та!“» Ҫине тӑрса тӑрӑшсан эсир вӗренӳ пуҫлама пултарӑр, вара эсир кама та пулин пурнӑҫ патне илсе каякан ҫула тупма пулӑшма пултарнӑ пирки савӑнӑҫ илӗр (Матф. 7:13, 14).