Мӗншӗн тытӑнса тӑмалла мар?
Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене эпир пухури тӑвансемпе пӗрле пуҫтарӑнатпӑр, ҫавӑнпа та вӗсемпе калаҫасшӑн-хутшӑнасшӑн пулнинче ним япӑххи те ҫук. Анчах та тӗлпулу пӗтнӗ хыҫҫӑн нумай вӑхӑта тытӑнса тӑмалла мар, тӳрех ырӑ хыпар сарма каймалла. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑраха ямалла мар (2 Тим. 4:2). Мӗн чухлӗ ытларах эпир тытӑнса тӑратпӑр, ҫавӑн чухлӗ сахалрах вӑхӑт юлать ырӑ хыпар пӗлтерме. Эпир пухури тӑвансемпе ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр-пӗрне ҫирӗплетме, хавхалантарма пултаратпӑр. Ырӑ хыпар сарма тӑхтаса тӑмасӑр каятпӑр пулсан, эпир Иеговӑшӑн тата унӑн Ывӑлӗшӗн вӗсен чурисем пек ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр (Рим 12:11, ҪТ).