Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
Пӗлтерӳ
Ҫӗнӗ чӗлхесем: Betsimisaraka (Northern), Betsimisaraka (Southern), Konkomba, Matses, Mi'kmaq
  • Паян

Ытларикун, октябрӗн 14-мӗшӗ

Вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫуртӗнчен ютшӑннӑ (2 Ҫул. 24:18).

Иоас патша пек пулса каяс мар тесен мӗн тумалла? Иеговӑна юратакан тата ӑна савӑнтарма тӑрӑшакан ҫынсемпе туслашӑр. Вӗсем сире тӗрӗссине тума пулӑшӗҫ. Хӑвӑрпа пӗр ҫулхисемпе кӑна ан туслашӑр. Сӑмахран, Иоас хӑйӗн тусӗнчен, Иодайран, чылай ҫамрӑкрах пулнӑ. Хӑвӑрӑн туссем мӗнлерех пулнине ӑнланса илес тесе хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Туссем мана Иеговӑна хытӑрах ӗненме пулӑшаҫҫӗ-и? Вӗсем Иеговӑна итлеме тӑрӑшаҫҫӗ-и тата мана та ҫавна тума хавхалантараҫҫӗ-и? Вӗсене Иегова ҫинчен тата Библири чӑнлӑхсем ҫинчен калаҫма килӗшет-и? Вӗсем Турӑ законӗсене хисеплени курӑнать-и? Вӗсем хамӑн илтес килнине ҫеҫ калаҫҫӗ-и е, кирлӗ пулсан, мана тӳрлетме те хӑюлӑх ҫитереҫҫӗ-и?» (Ытар. 27:5, 6, 17). Тӗрӗссипе каласан, туссем Иеговӑна юратмаҫҫӗ пулсан, вӗсем сире кирлӗ мар. Сирӗн туссем Иеговӑна юратаҫҫӗ пулсан вара, вӗсем ҫумне ҫыпҫӑнӑр. Хӑвӑрах лайӑх пулӗ! (Ытар. 13:21). w23.09 9—10 с., 6, 7 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Юнкун, октябрӗн 15-мӗшӗ

Эпӗ Альфа тата Омега (Ӳлӗм. 1:8).

Альфа — грек алфавитӗнчи пӗрремӗш саспалли, омега — юлашки. «Альфа тата Омега» тенипе Иегова хӑй пӗр-пӗр ӗҫе тума пикенсен ҫавна туса ҫитернине кӑтартса парать. Адампа Евӑна тунӑ хыҫҫӑн Турӑ вӗсене каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пулт. 1:28). Ҫавӑн чухне Иегова, сӑнарлӑ каласан, «Альфа» тенӗ. Вӑл хӑй мӗн шутласа хунине уҫҫӑн палӑртнӑ: Адампа Евӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр, Турра итлекен ачисем ҫӗре тултарӗҫ, ӑна рай тӑвӗҫ. Ҫакӑ пурнӑҫлансан Иегова, сӑнарлӑ каласан, «Омега» тейӗ. Тӳпепе ҫӗре туса пӗтерсенех Иегова хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлассине ҫирӗплетсе панӑ. Вӑл хӑй мӗн шутласа хунине ҫиччӗмӗш кун вӗҫнелле пурнӑҫа кӗртӗ тесе шантарнӑ (Пулт. 2:1—3). w23.11 5 с., 13, 14 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Кӗҫнерникун, октябрӗн 16-мӗшӗ

Пушхирте Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Туррӑмӑр валли ҫеҫенхирте сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр (Ис. 40:3).

Вавилонран Израиле ҫитмешкӗн тӑватӑ уйӑха яхӑн кирлӗ пулнӑ, ҫулӗ те ҫӑмӑл пулман. Анчах Иегова ҫул ҫинчи пур чӑрмава та сирсе яма сӑмах панӑ. Турра шанчӑклӑ еврейсем ҫакна пӗлнӗ: Израиле таврӑнсан вӗсем хӑйсем тӳснӗ ҫухатусенчен чылай ытларах пиллӗх илӗҫ. Чи пысӑк пиллӗх Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Вавилонра Иеговӑн храмӗ пулман. Моисей законӗ тӑрӑх парнесем кӳмешкӗн еврейсен парне вырӑнӗсем пулман. Священниксем те хӑйсен ӗҫне Турӑ хунӑ йӗрке тӑрӑх туса тӑрайман. Унсӑр пуҫне, Турӑ халӑхӗ суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинче — Иеговӑна та, унӑн нормисене те ним вырӑнне те хуман арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче — пурӑннӑ. Ҫавӑнпа Турӑран хӑракан пин-пин еврей тӑван ҫӗршыва таврӑнса каллех Турра тӗрӗс пуҫҫапма пуҫласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. w23.05 14—15 с., 3, 4 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр