Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
Пӗлтерӳ
Ҫӗнӗ чӗлхесем: Betsimisaraka (Northern), Betsimisaraka (Southern), Konkomba, Matses, Mi'kmaq
  • Паян

Юнкун, октябрӗн 15-мӗшӗ

Эпӗ Альфа тата Омега (Ӳлӗм. 1:8).

Альфа — грек алфавитӗнчи пӗрремӗш саспалли, омега — юлашки. «Альфа тата Омега» тенипе Иегова хӑй пӗр-пӗр ӗҫе тума пикенсен ҫавна туса ҫитернине кӑтартса парать. Адампа Евӑна тунӑ хыҫҫӑн Турӑ вӗсене каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пулт. 1:28). Ҫавӑн чухне Иегова, сӑнарлӑ каласан, «Альфа» тенӗ. Вӑл хӑй мӗн шутласа хунине уҫҫӑн палӑртнӑ: Адампа Евӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр, Турра итлекен ачисем ҫӗре тултарӗҫ, ӑна рай тӑвӗҫ. Ҫакӑ пурнӑҫлансан Иегова, сӑнарлӑ каласан, «Омега» тейӗ. Тӳпепе ҫӗре туса пӗтерсенех Иегова хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлассине ҫирӗплетсе панӑ. Вӑл хӑй мӗн шутласа хунине ҫиччӗмӗш кун вӗҫнелле пурнӑҫа кӗртӗ тесе шантарнӑ (Пулт. 2:1—3). w23.11 5 с., 13, 14 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Кӗҫнерникун, октябрӗн 16-мӗшӗ

Пушхирте Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Туррӑмӑр валли ҫеҫенхирте сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр (Ис. 40:3).

Вавилонран Израиле ҫитмешкӗн тӑватӑ уйӑха яхӑн кирлӗ пулнӑ, ҫулӗ те ҫӑмӑл пулман. Анчах Иегова ҫул ҫинчи пур чӑрмава та сирсе яма сӑмах панӑ. Турра шанчӑклӑ еврейсем ҫакна пӗлнӗ: Израиле таврӑнсан вӗсем хӑйсем тӳснӗ ҫухатусенчен чылай ытларах пиллӗх илӗҫ. Чи пысӑк пиллӗх Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Вавилонра Иеговӑн храмӗ пулман. Моисей законӗ тӑрӑх парнесем кӳмешкӗн еврейсен парне вырӑнӗсем пулман. Священниксем те хӑйсен ӗҫне Турӑ хунӑ йӗрке тӑрӑх туса тӑрайман. Унсӑр пуҫне, Турӑ халӑхӗ суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинче — Иеговӑна та, унӑн нормисене те ним вырӑнне те хуман арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче — пурӑннӑ. Ҫавӑнпа Турӑран хӑракан пин-пин еврей тӑван ҫӗршыва таврӑнса каллех Турра тӗрӗс пуҫҫапма пуҫласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. w23.05 14—15 с., 3, 4 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Эрнекун, октябрӗн 17-мӗшӗ

Малалла та ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр (Эф. 5:8).

«Ҫутӑ ачисем» пулас тесе пире святой сывлӑш кирлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен унсӑрӑн эпир ҫак пӑсӑк тӗнчере таса тӑрса юлаймӑпӑр (1 Фес. 4:3—5, 7, 8). Святой сывлӑш пире Туррӑн шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑман ҫак тӗнчери философипе тӗрлӗ шухӑшсене сирсе яма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, святой сывлӑш ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх енне ӑнтӑлма пулӑшать (Эф. 5:9). Святой сывлӑш илес тесен мӗн тумалла? Майсенчен пӗри — ӑна кӗлӗре ыйтмалла. Иисус Иегова «хӑйӗнчен ыйтакансене святой сывлӑш паратех» тенӗ (Лука 11:13). Унсӑр пуҫне, христиансен тӗлпулӑвӗсенче пурте пӗрле Иеговӑна мухтанӑ чухне те эпир святой сывлӑш илетпӗр (Эф. 5:19, 20). Святой сывлӑш витӗм кӳнине пула эпир хамӑр пурнӑҫпа Иеговӑна савӑнтарма пултаратпӑр. w24.03 23—24 с., 13—15 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр