Эрнекун, октябрӗн 17-мӗшӗ
Малалла та ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр (Эф. 5:8).
«Ҫутӑ ачисем» пулас тесе пире святой сывлӑш кирлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен унсӑрӑн эпир ҫак пӑсӑк тӗнчере таса тӑрса юлаймӑпӑр (1 Фес. 4:3—5, 7, 8). Святой сывлӑш пире Туррӑн шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑман ҫак тӗнчери философипе тӗрлӗ шухӑшсене сирсе яма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, святой сывлӑш ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх енне ӑнтӑлма пулӑшать (Эф. 5:9). Святой сывлӑш илес тесен мӗн тумалла? Майсенчен пӗри — ӑна кӗлӗре ыйтмалла. Иисус Иегова «хӑйӗнчен ыйтакансене святой сывлӑш паратех» тенӗ (Лука 11:13). Унсӑр пуҫне, христиансен тӗлпулӑвӗсенче пурте пӗрле Иеговӑна мухтанӑ чухне те эпир святой сывлӑш илетпӗр (Эф. 5:19, 20). Святой сывлӑш витӗм кӳнине пула эпир хамӑр пурнӑҫпа Иеговӑна савӑнтарма пултаратпӑр. w24.03 23—24 с., 13—15 абз.
Шӑматкун, октябрӗн 18-мӗшӗ
Ҫавӑнпа калатӑп сире: ыйтӑр — вара сире парӗҫ, шырӑр — вара тупатӑр, шаккӑр — вара уҫӗҫ (Лука 11:9).
Сирӗн тӳсӗмлӗрех пулас килет-и? Пулас килет пулсан, ҫакӑн ҫинчен кӗлтӑвӑр. Тӳсӗмлӗх вӑл — святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх ен (Гал. 5:22, 23). Апла пулсан, эпир ӑна хамӑр тӗллӗн аталантарма пултараймастпӑр. Пӗр-пӗр лару-тӑрура тӳсӗмлӗ пулма йывӑр пулсан эпир ҫӳлти Аттерен святой сывлӑш ыйтатпӑр (Лука 11:13). Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑран пур япала ҫине те хӑвӑн куҫупа пӑхма пулӑшсам тесе ыйтатпӑр. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вара пирӗн тӳсӗмлӗ пулас тесен кашни кунах вӑй хумалла. Кӗлтуса тӑратпӑр пулсан тата ҫак ене кӑтартма тӑрӑшатпӑр пулсан, хамӑр унччен тӳсӗмлӗ ҫын пулман пулин те, Иегова пире тӳсӗмлӗрех пулма пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, Библире ҫырса панӑ тӗслӗхсем ҫинчен тарӑн шухӑшлӑр. Унта тӳсӗмлӗ пулнӑ нумай ҫын пирки каласа панӑ. Вӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлани пире нумай усӑ парӗ. w23.08 22—23 с., 10, 11 абз.
Вырсарникун, октябрӗн 19-мӗшӗ
Тетелсене ҫавӑнта пӑрахӑр (Лука 5:4).
Иисус Пётр апостола хӑйне Иегова хӑварас ҫуккине ӑнланма пулӑшнӑ. Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус Пётрпа ытти апостолсене нумай пулӑ тытмалла тунӑ (Иоанн 21:4—6). Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе пула Пётр ҫакна ӑнланса илнӗ: хӑйне пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерме Иеговӑна йывӑр мар. Тен, вӑл Иисус мӗн каланине аса илнӗ. Лешӗ «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн» тӑрӑшакансене Иегова мӗн кирлине парать тесе вӗрентнӗ (Матф. 6:33). Ҫавӑнпа Пётр хӑйӗн пурнӑҫне пулӑ тытас ӗҫе мар, ырӑ хыпар сарас ӗҫе халалланӑ. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче вӑл хастаррӑн сӑмах тухса каланине пула пин-пин ҫын чӑнлӑха йышӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:14, 37—41). Кайран вӑл самаритянсене тата еврей пулман ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 8:14—17; 10:44—48). Куратпӑр ӗнтӗ, Иегова Пётр урлӑ тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынсене пухӑва илсе пынӑ. w23.09 20 с., 1 абз.; 23 с., 11 абз.