Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
Пӗлтерӳ
Ҫӗнӗ чӗлхесем: Betsimisaraka (Northern), Betsimisaraka (Southern), Konkomba, Matses, Mi'kmaq
  • Паян

Шӑматкун, октябрӗн 18-мӗшӗ

Ҫавӑнпа калатӑп сире: ыйтӑр — вара сире парӗҫ, шырӑр — вара тупатӑр, шаккӑр — вара уҫӗҫ (Лука 11:9).

Сирӗн тӳсӗмлӗрех пулас килет-и? Пулас килет пулсан, ҫакӑн ҫинчен кӗлтӑвӑр. Тӳсӗмлӗх вӑл — святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх ен (Гал. 5:22, 23). Апла пулсан, эпир ӑна хамӑр тӗллӗн аталантарма пултараймастпӑр. Пӗр-пӗр лару-тӑрура тӳсӗмлӗ пулма йывӑр пулсан эпир ҫӳлти Аттерен святой сывлӑш ыйтатпӑр (Лука 11:13). Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑран пур япала ҫине те хӑвӑн куҫупа пӑхма пулӑшсам тесе ыйтатпӑр. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вара пирӗн тӳсӗмлӗ пулас тесен кашни кунах вӑй хумалла. Кӗлтуса тӑратпӑр пулсан тата ҫак ене кӑтартма тӑрӑшатпӑр пулсан, хамӑр унччен тӳсӗмлӗ ҫын пулман пулин те, Иегова пире тӳсӗмлӗрех пулма пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, Библире ҫырса панӑ тӗслӗхсем ҫинчен тарӑн шухӑшлӑр. Унта тӳсӗмлӗ пулнӑ нумай ҫын пирки каласа панӑ. Вӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлани пире нумай усӑ парӗ. w23.08 22—23 с., 10, 11 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Вырсарникун, октябрӗн 19-мӗшӗ

Тетелсене ҫавӑнта пӑрахӑр (Лука 5:4).

Иисус Пётр апостола хӑйне Иегова хӑварас ҫуккине ӑнланма пулӑшнӑ. Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус Пётрпа ытти апостолсене нумай пулӑ тытмалла тунӑ (Иоанн 21:4—6). Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе пула Пётр ҫакна ӑнланса илнӗ: хӑйне пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерме Иеговӑна йывӑр мар. Тен, вӑл Иисус мӗн каланине аса илнӗ. Лешӗ «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн» тӑрӑшакансене Иегова мӗн кирлине парать тесе вӗрентнӗ (Матф. 6:33). Ҫавӑнпа Пётр хӑйӗн пурнӑҫне пулӑ тытас ӗҫе мар, ырӑ хыпар сарас ӗҫе халалланӑ. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче вӑл хастаррӑн сӑмах тухса каланине пула пин-пин ҫын чӑнлӑха йышӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:14, 37—41). Кайран вӑл самаритянсене тата еврей пулман ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 8:14—17; 10:44—48). Куратпӑр ӗнтӗ, Иегова Пётр урлӑ тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынсене пухӑва илсе пынӑ. w23.09 20 с., 1 абз.; 23 с., 11 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Тунтикун, октябрӗн 20-мӗшӗ

Эсир мана тӗлӗкӗме, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параймасан, сире касса ваклӗҫ (Дан. 2:5).

Вавилон ҫыннисем Израиле аркатса тӑксан пӗр икӗ ҫул иртсен Навуходоносор патша тӗлӗкре тем пысӑкӑш кӗлетке курнӑ та хӑраса ӳкнӗ. Вӑл хӑйӗн пур ӑсчахне те, ҫав шутрах Даниила та, хӑйӗн тӗлӗкне каласа пама тата ӑнлантарма хушнӑ. Ҫапла тумасан вӗсене вилӗм кӗтет тенӗ (Дан. 2:3—5). Даниилӑн тӑхтаса тӑма юраман, мӗншӗн тесен нумай ҫыннӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Ҫавӑнпа та «Даниил патша патне кӗнӗ те патшанӑн тӗлӗкне ӑнлантарма... вӑхӑт ыйтса илнӗ» (Дан. 2:16). Ҫавна тума ӑна хӑюлӑхпа ӗненӳ кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен Даниил унччен тӗлӗксене ӑнлантарса панӑ тесе ниҫта та каламан. Вӑл хӑйӗн тусӗсене «Тӳпери Турра хута кӗме, ҫав вӑрттӑнлӑха уҫса пама» тархаслама ыйтнӑ (Дан. 2:18). Иегова вӗсен кӗллисем ҫине хуравланӑ. Даниил урлӑ вӑл Навуходоносорӑн тӗлӗкне ӑнлантарса панӑ. Вара Даниилпа унӑн тусӗсем вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ. w23.08 3 с., 4 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр