Вырсарникун, октябрӗн 19-мӗшӗ
Тетелсене ҫавӑнта пӑрахӑр (Лука 5:4).
Иисус Пётр апостола хӑйне Иегова хӑварас ҫуккине ӑнланма пулӑшнӑ. Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус Пётрпа ытти апостолсене нумай пулӑ тытмалла тунӑ (Иоанн 21:4—6). Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе пула Пётр ҫакна ӑнланса илнӗ: хӑйне пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерме Иеговӑна йывӑр мар. Тен, вӑл Иисус мӗн каланине аса илнӗ. Лешӗ «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн» тӑрӑшакансене Иегова мӗн кирлине парать тесе вӗрентнӗ (Матф. 6:33). Ҫавӑнпа Пётр хӑйӗн пурнӑҫне пулӑ тытас ӗҫе мар, ырӑ хыпар сарас ӗҫе халалланӑ. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче вӑл хастаррӑн сӑмах тухса каланине пула пин-пин ҫын чӑнлӑха йышӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:14, 37—41). Кайран вӑл самаритянсене тата еврей пулман ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 8:14—17; 10:44—48). Куратпӑр ӗнтӗ, Иегова Пётр урлӑ тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынсене пухӑва илсе пынӑ. w23.09 20 с., 1 абз.; 23 с., 11 абз.
Тунтикун, октябрӗн 20-мӗшӗ
Эсир мана тӗлӗкӗме, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параймасан, сире касса ваклӗҫ (Дан. 2:5).
Вавилон ҫыннисем Израиле аркатса тӑксан пӗр икӗ ҫул иртсен Навуходоносор патша тӗлӗкре тем пысӑкӑш кӗлетке курнӑ та хӑраса ӳкнӗ. Вӑл хӑйӗн пур ӑсчахне те, ҫав шутрах Даниила та, хӑйӗн тӗлӗкне каласа пама тата ӑнлантарма хушнӑ. Ҫапла тумасан вӗсене вилӗм кӗтет тенӗ (Дан. 2:3—5). Даниилӑн тӑхтаса тӑма юраман, мӗншӗн тесен нумай ҫыннӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Ҫавӑнпа та «Даниил патша патне кӗнӗ те патшанӑн тӗлӗкне ӑнлантарма... вӑхӑт ыйтса илнӗ» (Дан. 2:16). Ҫавна тума ӑна хӑюлӑхпа ӗненӳ кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен Даниил унччен тӗлӗксене ӑнлантарса панӑ тесе ниҫта та каламан. Вӑл хӑйӗн тусӗсене «Тӳпери Турра хута кӗме, ҫав вӑрттӑнлӑха уҫса пама» тархаслама ыйтнӑ (Дан. 2:18). Иегова вӗсен кӗллисем ҫине хуравланӑ. Даниил урлӑ вӑл Навуходоносорӑн тӗлӗкне ӑнлантарса панӑ. Вара Даниилпа унӑн тусӗсем вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ. w23.08 3 с., 4 абз.
Ытларикун, октябрӗн 21-мӗшӗ
Вӗҫне ҫитичченех чӑтаканӗ ҫӑлӑнӗ (Матф. 24:13).
Тӳсӗмлӗ пулни мӗнле усӑ пани ҫинчен шутлӑр. Тӳсӗмлӗ ҫын ытларах чухне лӑпкӑ та телейлӗ. Эппин, тӳсӗмлӗ пулсан эмоци тӗлӗшӗнчен те, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те сывлӑх ҫирӗпрех пулӗ. Тӳсӗмлӗ пулни ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Пухура та пӗрлӗх пулӗ. Унсӑр пуҫне, ыттисем хамӑра тарӑхтарса яма хӑтланнӑ чухне ҫилленсе каймастпӑр пулсан, лару-тӑрӑва япӑхлатса ямастпӑр (Пс. 36:8; Ытар. 14:29). Чи кирли вара — эпир хамӑр ҫӳлти Атте пек пулса пырӑпӑр, вара хамӑр унпа ҫывӑхрах пулнине туйӑпӑр. Тӳсӗмлӗ пулни кирек мӗнле ҫынна та илем кӳрет. Ҫак лайӑх ене аталантарма ҫӑмӑл мар пулин те, Иегова пулӑшнипе эпир тӳсӗмлӗрех пулса пыма пултаратпӑр. Ҫӗнӗ тӗнчене тӳсӗмлӗн кӗтнӗ май ҫакна ҫирӗп шанса тӑрар: «Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Унӑн ырӑлӑхне шанакансем ҫинче» (Пс. 32:18). Айтӑр малалла та тӳсӗмлӗ пулма ҫирӗп шут тытар! w23.08 22 с., 7 абз.; 25 с., 16, 17 абз.