Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
Пӗлтерӳ
Ҫӗнӗ чӗлхесем: Betsimisaraka (Northern), Betsimisaraka (Southern), Konkomba, Matses, Mi'kmaq
  • Паян

Тунтикун, октябрӗн 20-мӗшӗ

Эсир мана тӗлӗкӗме, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параймасан, сире касса ваклӗҫ (Дан. 2:5).

Вавилон ҫыннисем Израиле аркатса тӑксан пӗр икӗ ҫул иртсен Навуходоносор патша тӗлӗкре тем пысӑкӑш кӗлетке курнӑ та хӑраса ӳкнӗ. Вӑл хӑйӗн пур ӑсчахне те, ҫав шутрах Даниила та, хӑйӗн тӗлӗкне каласа пама тата ӑнлантарма хушнӑ. Ҫапла тумасан вӗсене вилӗм кӗтет тенӗ (Дан. 2:3—5). Даниилӑн тӑхтаса тӑма юраман, мӗншӗн тесен нумай ҫыннӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Ҫавӑнпа та «Даниил патша патне кӗнӗ те патшанӑн тӗлӗкне ӑнлантарма... вӑхӑт ыйтса илнӗ» (Дан. 2:16). Ҫавна тума ӑна хӑюлӑхпа ӗненӳ кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен Даниил унччен тӗлӗксене ӑнлантарса панӑ тесе ниҫта та каламан. Вӑл хӑйӗн тусӗсене «Тӳпери Турра хута кӗме, ҫав вӑрттӑнлӑха уҫса пама» тархаслама ыйтнӑ (Дан. 2:18). Иегова вӗсен кӗллисем ҫине хуравланӑ. Даниил урлӑ вӑл Навуходоносорӑн тӗлӗкне ӑнлантарса панӑ. Вара Даниилпа унӑн тусӗсем вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ. w23.08 3 с., 4 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Ытларикун, октябрӗн 21-мӗшӗ

Вӗҫне ҫитичченех чӑтаканӗ ҫӑлӑнӗ (Матф. 24:13).

Тӳсӗмлӗ пулни мӗнле усӑ пани ҫинчен шутлӑр. Тӳсӗмлӗ ҫын ытларах чухне лӑпкӑ та телейлӗ. Эппин, тӳсӗмлӗ пулсан эмоци тӗлӗшӗнчен те, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те сывлӑх ҫирӗпрех пулӗ. Тӳсӗмлӗ пулни ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Пухура та пӗрлӗх пулӗ. Унсӑр пуҫне, ыттисем хамӑра тарӑхтарса яма хӑтланнӑ чухне ҫилленсе каймастпӑр пулсан, лару-тӑрӑва япӑхлатса ямастпӑр (Пс. 36:8; Ытар. 14:29). Чи кирли вара — эпир хамӑр ҫӳлти Атте пек пулса пырӑпӑр, вара хамӑр унпа ҫывӑхрах пулнине туйӑпӑр. Тӳсӗмлӗ пулни кирек мӗнле ҫынна та илем кӳрет. Ҫак лайӑх ене аталантарма ҫӑмӑл мар пулин те, Иегова пулӑшнипе эпир тӳсӗмлӗрех пулса пыма пултаратпӑр. Ҫӗнӗ тӗнчене тӳсӗмлӗн кӗтнӗ май ҫакна ҫирӗп шанса тӑрар: «Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Унӑн ырӑлӑхне шанакансем ҫинче» (Пс. 32:18). Айтӑр малалла та тӳсӗмлӗ пулма ҫирӗп шут тытар! w23.08 22 с., 7 абз.; 25 с., 16, 17 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Юнкун, октябрӗн 22-мӗшӗ

Ӗҫсемсӗр... [ӗненӳ] вилӗпе пӗрех (Иак. 2:17).

Иаков ҫырнӑ тӑрӑх, ҫын ӗненетӗп теме пултарать, анчах та ӗҫӗсем пачах урӑххине кӑтартса пама пултараҫҫӗ (Иак. 2:1—5, 9). Иаков тепӗр ҫын пирки те калать. Ҫав ҫын «тӑвансенчен камӑн та пулин тӑхӑнмалли, кун каҫмалӑх ҫимелли» ҫуккине курать пулин те, вӗсене нимӗнпе те пулӑшмасть. Вӑл ӗненетӗп тет, ӗҫсемпе вара ҫавна кӑтартса памасть. Ҫавӑнпа та унӑн ӗненӗвӗнчен усси ҫук (Иак. 2:14—16). Ӗненӗве ӗҫсемпе ҫирӗплетсе памаллине кӑтартас тесе Иаков Раав ҫинчен каласа панӑ (Иак. 2:25, 26). Ҫав хӗрарӑм Иегова ҫинчен илтнӗ те вӑл израильтянсене пулӑшса тӑнине ӑнланса илнӗ (Иис. Н. 2:9—11). Раав ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартнӑ: вӑл Израильтен килнӗ икӗ разведчика ҫӑлӑнса юлма пулӑшнӑ. Ҫав израильтянка пулман ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пирки те, Авраам пекех, тӳрӗ тенӗ. Раав тӗслӗхӗнчен эпир ҫакна вӗренетпӗр: ӗненнине ӗҫсемпе ҫирӗплетсе памалла. w23.12 5 с., 12, 13 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр