Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • fy 11 сыпӑк, 128—141 с.
  • Хӑвӑрӑн килти мире упрӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӑвӑрӑн килти мире упрӑр
  • Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • УПӐШКУН УРӐХ ӖНЕНӲ ПУЛСАН
  • АРӐМ УРӐХ ӖНЕНӖВЕ ТЫТСА ТӐРАТЬ ПУЛСАН
  • АЧАСЕНЕ ВӖРЕНТЕССИ
  • АҪУ-АННӲН УРӐХ ТӖН ПУЛСАН
  • ТӐВАН МАР АЧАСЕНЕ ВӖРЕНТЕССИ — ЙЫВӐР ӖҪ
  • ПУРЛӐХШӐН ҪУННИ СИРӖН КИЛӖРЕ ХИРӖҪТЕРЕТ-И?
  • Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа вӑрӑм ӗмӗрлӗ тума пулӑшакан икӗ мел
    Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
  • Турра юрӑхлӑ ҫемье пурнӑҫӗ
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
fy 11 сыпӑк, 128—141 с.

ВУНПӖРМӖШ СЫПӐК

Хӑвӑрӑн килти мире упрӑр

1. Ҫемьере мӗнле сӑлтавсене пула хирӗҫӳсем пулма пултараҫҫӗ?

КАМӐН ҫемйинче юрату, пӗр-пӗрне ӑнланни тата мир хуҫаланать, ҫавсем телейлӗ. Сирӗн ҫемйӗрте те ҫавнашкал лару-тӑру пуласса шанас килет. Шел пулин те, нумай ҫемьере лару-тӑру пачах урӑхла тата вӑл е ку сӑлтава пула вӗсем хирӗҫеҫҫӗ. Ҫакӑ мӗне пула пулать-ши? Ҫак сыпӑкра эпир виҫӗ сӑлтавне пӑхса тухӑпӑр. Хӑш-пӗр ҫемьере тӗрлӗрен тӗне тытса тӑраҫҫӗ. Теприсенче ачасем тӑван мар ашшӗ-амӑшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Ҫемьене чи кирлипе тивӗҫтерессишӗн кӗрешни те е ытлӑ-ҫитлӗрех пурӑнма тӑрӑшни те ҫемьесене хирӗҫтерет. Апла пулин те, пӗр ҫемьене хирӗҫтерекен лару-тӑру тепӗр ҫемьене витӗм кӳмесен те пултарать. Мӗншӗн?

2. Ҫемье пурнӑҫӗ тӗлӗшӗпе хӑш-пӗр ҫын канаш ӑҫта шырать тата чи лайӑх канашсем ӑҫта тупма пулать?

2 Пӗрремӗшӗнчен, эсӗ мӗнле шухӑшлани пӗлтерӗшлӗ. Эсӗ тепӗр ҫын мӗнле шухӑшланине чӗререн ӑнланма тӑрӑшатӑн пулсан, килти пӗрлӗхе епле упрамаллине курма пултарӑн. Иккӗмӗшӗнчен, санӑн шухӑшусем мӗн ҫинче никӗсленни пӗлтерӗшлӗ. Нумайӑшӗ пӗрле ӗҫлекенӗсен, кӳршисен, хаҫата тишкерекенсен тата ытти ҫынсен канашӗсене тимлет. Хӑшӗ-пӗрисем вара хӑйсен лару-тӑрӑвӗ пирки Библире мӗн каланине пӗлеҫҫӗ те унтан мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ кураҫҫӗ. Ҫакӑ килти мире упрама мӗнле пулӑшать? (2 Тимофей 3:16, 17.)

УПӐШКУН УРӐХ ӖНЕНӲ ПУЛСАН

130-мӗш страницӑри ӳкерчӗк

Тепӗр ҫын мӗнле шухӑшланине пӗлме тӑрӑш

3. а) Урӑх ӗненӗве тытса тӑракан ҫынпа мӑшӑрланас енпе Библире мӗнле канаш панӑ? ӑ) Мӑшӑрсенчен пӗри ӗненекен, тепри вара ӗненмен ҫын пулсан, мӗнле принципсемпе усӑ курма пулать?

3 Библи пире урӑх ӗненӗве тытса тӑракан ҫынпа мӑшӑрланма сӗнмест (Саккуна астутарни 7:​3, 4; 1 Коринф 7:39). Анчах та эсӗ Библири чӑнлӑха, тен, качча кайнӑ хыҫҫӑн кӑна пӗлнӗ, упӑшку вара Библие вӗренес темен. Мӗн тумалла-ха? Паллах, пӗр-пӗрне шанчӑклӑ юлма сӑмах пани пӑрахӑҫа тухмасть (1 Коринф 7:10). Библи мӑшӑрсен ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗп пулмаллине палӑртать тата мӑшӑрсене хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма мар, вӗсене татса пама хавхалантарать (Эфес 5:28—31; Тит 2:4, 5). Ҫапах та упӑшку эсӗ Библире калакан тӗне тытса тӑнине питӗ хирӗҫ пулсан мӗн тумалла? Вӑл сана пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ярас мар тесе хӑтланса пӑхӗ е килтен киле тӗн ҫинчен каласа ҫӳрени ан пултӑр тейӗ. Ҫапла пулсан эсӗ мӗн тӑвӑн?

4. Упӑшки арӑмӗн ӗненӗвне йышӑнмасть пулсан, арӑм упӑшкине ӑнланма тӑрӑшас тесе мӗн тума пултарать?

4 Хӑвӑнтан ыйт: «Упӑшкам мӗншӗн ҫапла шухӑшлать-ши?» (Ытарӑшсем 16:​20, 23.) Тен, вӑл саншӑн пӑшӑрханать, мӗншӗн тесен эсӗ мӗн тунине чӑнах та ӑнланмасть. Е ӑна хурӑнташӗсем хӑйсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлакан йӑласене эсӗ тытса тӑма пӑрахнӑран сана хирӗҫ тӑма хӗтӗртеҫҫӗ. Пӗр упӑшка каланӑ: «Эпӗ килте пӗччен юлнӑ чухне хама пӑрахса хӑварнӑ пекех туяттӑм». Тӗн хӑйӗн арӑмне туртса илнӗ пекех туйӑннӑ ҫак арҫынна. Анчах мӑнкӑмӑллӑхӗ ӑна хӑйне пӗччен туйни пирки калама чӑрмантарнӑ. Тен, санӑн упӑшкуна эсӗ Иеговӑна юратни ӑна малтанхинчен сахалтарах юратнине пӗлтерменнине шантарса каламалла. Вӑхӑта упӑшкупа пӗрле ирттермелле.

5. Упӑшки урӑх ӗненӗве тытса тӑрать пулсан, арӑмӗн хӑш тӗлӗшрен виҫине пӗлмелле?

5 Епле пулсан та, ҫакӑн пек лару-тӑрура хӑвна ӑслӑ тытас тетӗн пулсан санӑн тата та кирлӗреххине шута илмелле. Турӑ Сӑмахӗ арӑмсене чӗнсе калать: «Упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр» (Колоссӑ 3:18). Ҫапла вара Библи пӑхӑнас килмен шухӑш-кӑмӑл пулмалла марри пирки асӑрхаттарать. Унсӑр пуҫне, «Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек» тени упӑшкана пӑхӑнса тӑнӑ май Ҫӳлхуҫана пӑхӑнмаллине те шута илмеллине кӑтартать. Ҫакӑнта виҫине пӗлни кирлӗ.

6. Христианка арӑмӑн мӗнле принципсене асра тытмалла?

6 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче пулни тата Библи ҫинче никӗсленнӗ ӗненӳ пирки ыттисене пӗлтерсе ҫӳрени — тӗрӗс пуҫҫапнин питӗ кирлӗ пайӗсем, вӗсенчен христианинӑн пӑрӑнма юрамасть (Рим 10:9—10, 14; Еврейсем 10:24, 25). Кам та пулин сана Турӑ хушни-ыйтнине хӑшне те пулин тӳррӗн пӑсма хушрӗ пулсан, эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? Иисус Христосӑн апостолӗсем каланӑ: «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла» (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29). Вӗсен тӗслӗхӗ пурнӑҫри чылай лару-тӑрура мӗнле тытни тӗрӗс пулнине кӑтартать. Турӑ хӑйне чӗререн парӑннине тивӗҫлӗ, Иеговӑна юратни сана ҫавӑн пек чунтан парӑннине кӑтартма хавхалантарӗ-и? Ҫав хушӑрах, упӑшкуна юратса тата хисеплесе тӑрса Турра чӗререн парӑннине кӑтартнӑ май упӑшкама тарӑхтарас марччӗ тесе тӑрӑшӑн-и эсӗ? (Матфей 4:10; 1 Иоанн 5:3.)

7. Христианка арӑмӑн хӑш тӗлӗшрен ҫирӗп пулмалла?

7 Иисус ҫакӑ пур чухне те пулманнине палӑртнӑ. Вӑл хӑш-пӗр ҫемьере Турра тӗрӗс пуҫҫапассине хирӗҫ тӑнӑ пирки ӗненекен ҫынсен хӑйсене уйӑрнӑ пек, ҫемьерисемпе хӑйсем хушшипе хӗҫ тухнӑ пек, туясси пулни пирки асӑрхаттарнӑ (Матфей 10:​34—36). Ҫакна Японири пӗр хӗрарӑм лайӑх туйса илнӗ. Упӑшки 11 ҫул хушши чӑрмавсем кӑларса тӑнӑ. Вӑл хӑйне арӑмӗпе хаяррӑн тытнӑ тата час-часах ӑна киле кӗртмен. Анчах та арӑмӗ парӑнман. Ӑна христиансен пухӑвӗнчи тусӗсем пулӑшнӑ. Вӑл пӗрмаях кӗлӗ тунӑ тата 1 Петр 2:20-мӗшӗнчи сӑмахсем ӑна питӗ хавхалантарнӑ. Ҫак христианка ҫирӗп ӗненнӗ: хӑй ҫирӗп юлчӗ пулсан, пӗр-пӗр кун упӑшки те Иеговӑшӑн ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫак кун ҫитнӗ.

8, 9. Упӑшки умне кирлӗ мар чӑрмавсем кӑларса тӑратас мар тесе арӑмӑн хӑйне мӗнле тытмалла?

8 Мӑшӑрна улшӑнма пулӑшас енпе усӑллӑ канашсем нумай. Сӑмахран, санӑн тӗнӳ упӑшкуна килӗшмест пулсан, пурнӑҫӑн ытти енӗсенче ӑна ӳпкелешме сӑлтав ан пар. Киле таса тыт. Хӑвӑн ҫи-пуҫна асӑрхаса тӑр. Юратупа пархатарлӑх кӑтартас тӗлӗшрен хытӑ ан пул. Ан критикле, упӑшкуна пулӑш. Вӑл ертсе-кӑтартса пырасса кӗтнине ӑна ӑнланма пулӑш. Хӑвна кӳрентернӗ пек туятӑн пулсан, ан тавӑр (1 Петр 2:21, 23). Ҫын ҫитменлӗхлӗ пулнине шута ил те хирӗҫӳ сиксе тухсан хӑв пӗрремӗш каҫару ыйтма хатӗр пул (Эфес 4:26).

9 Упӑшку валли ҫимелли хатӗрлесе ӗлкӗрейместӗн пулсан, сӑлтавӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗ пулса тӑрассинчен асӑрхан. Унсӑр пуҫне, эсӗ христиансен сӑваплӑ ӗҫне тума мӑшӑру килте пулман вӑхӑта суйласа илме пултаратӑн. Ӑслӑ христианка арӑм упӑшкин итлеме кӑмӑл пулман чухне ӑна чӑнлӑх ҫинчен калама тытӑнмӗ. Ун вырӑнне вӑл Петр апостол сӗннӗ пек тума тӑрӑшӗ: «Эй арӑмсем, эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир Турӑран хӑраса таса пурӑннине курччӑр та арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр» (1 Петр 3:1—2). Христианка арӑмсем Туррӑн святой сывлӑшӗн ҫимӗҫне май килнӗ таран лайӑхрах кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ (Галати 5:​22, 23).

АРӐМ УРӐХ ӖНЕНӖВЕ ТЫТСА ТӐРАТЬ ПУЛСАН

10. Арӑмӗн урӑх ӗненӳ пулсан, ӗненекен упӑшкан хӑйне арӑмӗпе мӗнле тытмалла?

10 Упӑшки — христианин, арӑмӗ вара христианка мар пулсан мӗн тумалла? Ҫакӑн йышши лару-тӑру валли те Библире канаш пур. Унта каланӑ: «Пӗр-пӗр тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, арӑмӗн унпа пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, вӑл арӑмне ан пӑрахтӑр» (1 Коринф 7:12). Библи упӑшкасене ҫакӑн пек канаш та парать: «Арӑмӑрсене юратӑр» (Колоссӑ 3:19).

11. Урӑх ӗненӗве тытса тӑракан арӑмӑн пуҫӗ пулнӑ май упӑшка вичкӗн тата сӑпайлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултарать?

11 Арӑмун урӑх ӗненӳ пулсан, арӑмна хисепленине тата унӑн туйӑмӗсене шута илнине кӑтартма тата вӑйлӑрах тӑрӑш. Вӑл ҫитӗннӗ ҫын, унӑн мӗнле тӗне тытса тӑрассине суйласа илме ирӗкӗ пур, эсӗ унпа килӗшместӗн пулин те. Эсӗ хӑвӑн ӗненӗвӳ пирки каласа парсассӑнах вӑл хӑй нумай вӑхӑт хушши мӗне ӗненнине ҫӗннипе тӳрех улӑштарасса ан кӗт. Вӑл тата унӑн ҫемйи тахҫантанпах хаклакан тӗн йӑли-йӗрки суя пулнине хыттӑн каласа хурас вырӑнне тӳсӗмлӗ пулса Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса сӳтсе явма тӑрӑш. Эсӗ пухӑвӑн ӗҫӗсем валли нумай вӑхӑт уйӑратӑн пулсан арӑму, тен, хӑйне пӑрахнӑ пекех туйӗ. «Манӑн сана хам валли ытларах вӑхӑт уйӑрттарас килет!» — шӑпах ҫакӑ сана Иеговӑна ӗҫлесе тӑма чӑрмантарнин сӑлтавӗ пулма пултарать. Тӳсӗмлӗ пул. Эсӗ юратса тимлӗ пулни вӑхӑтсем иртсен арӑмна тӗрӗс пуҫҫапасси патне пыма пулӑшӗ (1 Петр 3:​8, 9; Колоссӑ 3:12—14).

АЧАСЕНЕ ВӖРЕНТЕССИ

12. Упӑшкипе арӑмӗ тӗрлӗрен тӗне тытса тӑраҫҫӗ пулсан та, ачасене вӗрентес енпе Библи принципӗсемпе мӗнле усӑ курмалла?

12 Тӗрлӗрен тӗне тытса тӑракан ҫемьере ачасене вӗрентме хӑш-пӗр чухне йывӑр пулма пултарать. Ҫакӑн пек чухне Библи принципӗсемпе мӗнле усӑ курмалла? Ачасене ӑс парас тӗлӗшрен Библи тӗп яваплӑха ашшӗ ҫине хурать, анчах амӑшӗ те ҫак ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать (Ытарӑшсем 1:8; танлаштарӑр: Пултарни 18:19; Саккуна астутарни 11:18, 19). Ашшӗ Христос вӗрентӗвӗсене йышӑнмасть пулсан та, вӑл ҫемье пуҫӗ тӑрса юлать.

13, 14. Упӑшка ачасене христиансен тӗлпулӑвӗсене илме е вӗсемпе Библи вӗренӗвӗ ирттерме чарать пулсан, арӑм мӗн тума пултарать?

13 Хӑш-пӗр ӗненмен ашшӗ тӗн енӗпе ачисене амӑшӗ вӗрентнине хирӗҫ мар. Теприсем вара хирӗҫлеҫҫӗ. Упӑшку ачӑрсене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене илме е вӗсемпе Библи вӗренӗвӗ ирттерме чарать пулсан мӗн тумалла? Ҫакӑн пек чухне сана темиҫе тивӗҫлӗхе виҫине пӗлсе пурнӑҫлама тивет: Иегова Турӑпа, упӑшку пуҫ пулнипе тата юратнӑ ачусемпе ҫыхӑннӑ тивӗҫлӗхсене. Ҫакна пӗр вӑхӑтра мӗнле туса тӑма пулать?

14 Паллах, эсӗ ҫакӑн пирки кӗлӗ тӑвӑн (1 Иоанн 5:14; Филиппӑ 4:​6, 7). Ҫапах та, юлашкинчен, хӑвна мӗнле тытмалли пирки санӑн хӑвӑн йышӑну тумалла. Эсӗ хӑв пуҫ пулма тӑрӑшманнине упӑшкуна сӑпайлӑн кӑтартатӑн пулсан, вӑл вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӑрмавсем сахалтарах кӳме пултарать. Упӑшка ачасене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене илме е вӗсемпе куллен Библи вӗренӗвӗ ирттерме чарать пулсан та, эсӗ вӗсене ҫав-ҫавах вӗрентме пултаратӑн. Кулленхи калаҫусемпе тата хӑвна лайӑх тытнипе ачусене Иеговӑна юратма, унӑн Сӑмахне шанма, ашшӗ-амӑшне хисеплеме (ҫав шутра ашшӗне те) тата ытти ҫынсемпе чӗререн интересленме хӑнӑхтарма, ҫавӑн пекех тӑрӑшса ӗҫлессине хаклама вӗрентме тӑрӑш. Тен, вӑхӑт иртсен ашшӗ ҫакӑн пек вӗрентни усӑллӑ пулнине курӗ те эсӗ тӑрӑшнине хаклӗ (Ытарӑшсем 23:24).

15. Ачасене вӗрентес тӗлӗшрен ӗненекен ашшӗн мӗнле яваплӑх пур?

15 Эсӗ — ӗненекен ҫын, арӑму вара ӗненмен ҫын пулсан, ачасене «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерес» яваплӑх сан ҫине тиенет (Эфес 6:4). Санӑн ҫакна тунӑ чухне, паллах, хӑвна арӑмупа ыррӑн, юратса тата ӑслӑ-тӑнлӑ тытмалла.

АҪУ-АННӲН УРӐХ ТӖН ПУЛСАН

16, 17. Ашшӗ-амӑш тӗнӗнчен уйрӑлса тӑракан тӗне йышӑнакан ачасен Библири мӗнле принципсене асра тытмалла?

16 Ҫула ҫитмен ачасем ашшӗ-амӑш тӗнне мар, урӑххине йышӑнасси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Санпа та ҫакӑн пекки пулса тухрӗ-и? Апла Библире сана валли те канаш пур.

17 Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Ҫӳлхуҫашӑн пӑхӑнса тӑрӑр, ку вӑл — тивӗҫлипе пӑхӑнни. „Аҫупа аннӳне хисепле“» (Эфес 6:1—3). Ҫакӑн шутне атте-аннене чыс туни те кӗрет, ҫакӑ усӑ парать. Ҫапах та, атте-аннене итлемелле пулсан та, ҫав хушӑрах чӑн Турӑ ҫинчен манмалла мар. Ача йышӑнусем тума ҫителӗклӗ таран ҫитӗнсен, унӑн хӑй ӗҫӗсемшӗн явап тытасси те ӳсет. Ҫакӑ Патшалӑх законӗсене тытса тӑрас енпе кӑна мар, Туррӑн законӗсене пурнӑҫлас енпе те тӗрӗс. «Эпир Турӑ умӗнче пурсӑмӑр та хамӑршӑн хамӑр явап тытӑпӑр» (Рим 14:12).

18, 19. Ашшӗ-амӑшӗпе ачисен тӗрлӗрен тӗн пулсан, ачисем хӑйсем тытса тӑракан тӗне ашшӗ-амӑшӗ лайӑхрах ӑнланма пултарччӑр тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

18 Хӑв мӗне ӗненнисене пула пурнӑҫунта мӗн те пулин улӑштарма тивет пулсан, аҫу-аннӳ мӗнле шухӑшланине ӑнланма тӑрӑш. Библи вӗрентӗвӗсене пӗлсе пынӑ тата пурнӑҫласа тӑнӑ май эсӗ аҫу-аннӳ ыйтни-хушнине малтанхинчен ытларах хисеплеме, итлеме, тӑрӑшса тума пуҫларӑн пулсан, вӗсем, паллах, савӑнӗҫ. Анчах та хӑвӑн ҫӗнӗ ӗненӗвне пула вӗсем чӗререн хаклакан вӗрентӳсене тата йӑла-йӗркесене йышӑнмастӑн пулсан, вӗсем сана хӑварма тӑрӑшнӑ еткере эсӗ хисеплеместӗн тесе шухӑшлӗҫ. Эсӗ халӑх хушшинче анлӑ сарӑлманнине е, аҫу-аннӳ шухӑшӗ тӑрӑх, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнма паракан тӗллевсенчен пӑрса яраканнине тӑватӑн пулсан, аҫу-аннӳ санӑн ырӑлӑхушӑн хумханма та пултарать. Мӑнкӑмӑллӑх та чӑрмав пулса тӑма пултарать. Эсӗ хӑв тӗрӗс, вӗсем вара йӑнӑшаҫҫӗ тесе калатӑн пек шухӑшлама та пултарать аҫу-аннӳ.

19 Ҫавӑнпа та аҫу-аннӳне вырӑнти пухӑвӑн пӗр-пӗр старейшинипе е опытлӑ Иегова Свидетелӗпе май килнӗ таран хӑвӑртрах паллаштарма тӑрӑш. Вӗсене Патшалӑх Залне чӗн, вӗсем унта мӗн ҫинчен каланине хӑйсем илтме тата Иегова Свидетелӗсем камсем пулнине хӑйсен куҫӗпе курма пултарччӑр. Тен, вӑхӑт иртсен аҫу-аннӳ хӑйне урӑхларах тытма пуҫлӗ. Аҫу-аннӳ хӑйӗнни ҫинче ҫирӗп тӑнӑ, Библи ҫинче никӗсленнӗ литературӑна тӗп тунӑ, ачисене христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме чарнӑ чухне те урӑх ҫӗрте вулама, пӗрле ӗненекенсемпе калаҫма, май килнӗ чухне ырӑ хыпар сарма тата ытти ҫынсене пулӑшма ытларах чухне майсем тупӑнаҫҫӗ. Эсӗ ҫавӑн пекех Иеговӑна кӗлӗ тума пултаратӑн. Ытларах тума май пуличчен хӑш-пӗр яш ачасен хӑйсем ҫитӗнессе тата ашшӗ-амӑшӗнчен уйрӑм пурӑнма пуҫласса кӗтме тивет. Ҫемьере кирек епле лару-тӑру пулсан та, «аҫупа аннӳне хисеплеме» ан ман. Килте мир пултӑр тесе хӑв енчен мӗн пултарнине пурне те ту (Рим 12:​17, 18). Чи кирли — Турӑпа мир тупма тӑрӑш.

ТӐВАН МАР АЧАСЕНЕ ВӖРЕНТЕССИ — ЙЫВӐР ӖҪ

20. Ашшӗ е амӑшӗ тӑван мар пулнӑ чухне ачасен мӗнле туйӑмсем пулма пултараҫҫӗ?

20 Час-часах килти чи пысӑк йывӑрлӑх вӑл — тӗнпе ҫыхӑннӑ хирӗҫӳсем мар, ҫывӑх тӑвансем хушшинчи хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑх. Нумай ҫемьере ашшӗн е амӑшӗн, е иккӗшӗн те малтанхи мӑшӑрӗсенчен ҫуралнӑ ачисем пур. Ҫакӑн пек ҫемьере ачасем кӗвӗҫме, кӳренме е, тен, тӑван аттене е аннене сутрӑм тесе кулянма пултараҫҫӗ. Ҫакна пула вӗсем тӑван мар ашшӗ е амӑшӗ лайӑх ашшӗ-амӑшӗ пулма чӗререн тӑрӑшнине чӑрсӑррӑн хирӗҫ тӑма пултараҫҫӗ. Ҫемьере тӑван мар ачасемпе лайӑх хутшӑнусем аталантарма мӗн пулӑшма пултарать?

138-мӗш страницӑри ӳкерчӗк

Тӑван ачусене ӳстеретӗн-и е тӑван маррисене, пур чухне те Библири канашсене шан

21. Уйрӑм лару-тӑрӑва пӑхмасӑр, тӑван мар ашшӗ-амӑшӗн пулӑшу мӗншӗн Библи принципӗсенче шырамалла?

21 Библири хӑш принципсем ытти ҫемьесене ырӑ курса пурӑнма пулӑшаҫҫӗ, ҫавсемпех ҫакӑн пек ҫемьесенче те, вӗсенче уйрӑм лару-тӑру пулсан та, усӑ курма пулнине ӑнланса илмелле. Ҫак принципсене тимлемесен, тен, пӗр вӑхӑта йывӑрлӑхсем сахалтарах та пулӗҫ, анчах каярахпа ҫакӑ чун ыратни патне илсе ҫитерӗ (Псалом 126:1; Ытарӑшсем 29:15). Ӑслӑлӑх тата уйӑрса илме пӗлессине аталантарӑр; Библи принципӗсем нумай вӑхӑтлӑха усӑ панине асра тытса вӗсемпе усӑ курма ӑслӑлӑха аталантарӑр, кил-йышрисен сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем хыҫӗнче мӗн пулнине ӑнланма вара уйӑрса илме пӗлни кирлӗ. Ҫавӑн пекех хӗрхенме пӗлмелле (Ытарӑшсем 16:21; 24:3, ҪТ; 1 Петр 3:8).

22. Ачасене тӑван мар ашшӗне е амӑшне йышӑнма мӗншӗн йывӑр?

22 Эсӗ тӑван мар ачасене пӑхатӑн пулсан, тен, хӑв ҫемье тусӗ пулнӑ чухне вӗсем хӑйсене санпа питӗ лайӑх тытнине астӑватӑн. Анчах халӗ, эсӗ вӗсен ҫемйине кӗнӗ хыҫҫӑн, вӗсем хӑйсене, тен, урӑхла тытаҫҫӗ. Ачасем хӑйсемпе халӗ пурӑнман тӑван ашшӗне е амӑшне астӑваҫҫӗ, вӗсем патне пулнӑ ӑшӑ туйӑмсемпе хӑв ҫине пӑхтарасшӑн тесе шутласа хӑйсене ашшӗне е амӑшне сутнӑ пек туйнипе кӗрешеҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем тӳррӗнех сана эсӗ вӗсен ашшӗ е вӗсен амӑшӗ пулманнине аса илтерме пултараҫҫӗ. Ҫапла калани чуна ыраттарать. Анчах «эсӗ чунупа ҫилленме [«кӳренме», ҪТ] ан васка» (Екклесиаст 7:9). Ачасемпе пӗр чӗлхе тупас тесен вичкӗнлӗх тата хӗрхенӳ кӑтартмалла.

23. Тӑван мар ачасем пур ҫемьере наказание пӗлсе мӗнле памалла?

23 Ҫак енсем ачасене наказани панӑ чухне уйрӑмах кирлӗ. Вӗрентсе тӑни кулленех пулмалла (Ытарӑшсем 6:20; 13:1). Ачасем пӗр пек пулманран наказани кашни хутӗнчех тӗрлӗрен пулма пултарать. Хӑш-пӗр тӑван мар ашшӗ-амӑшӗ малтанхи вӑхӑтра ҫак тивӗҫлӗхсене тӑван ашшӗ е амӑшӗ хӑй ҫине илни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе шутлать. Апла пулин те тӑван ачасене, тӑван маррисемпе танлаштарсан, наказанисӗр хӑвармалла мар тата ҫак тӗлӗшрен ашшӗ-амӑшӗн пӗр шухӑшлӑ пулмалла (Ытарӑшсем 24:23). Итлени кирлӗ, анчах та ҫитменлӗхлӗ пулнине те шута илмелле. Виҫерен ан тухӑр. Ачасене юратса наказани парӑр (Колоссӑ 3:21).

24. Ҫемьере тӑван пулманнисем хушшинче нравственность енӗпе йывӑрлӑх пулассинчен мӗнле сыхланма пулать?

24 Ҫемьепе калаҫсан нумай йывӑрлӑхран пӑрӑнма пулать. Ҫакӑн пек калаҫусем чи кирлӗ ӗҫсем ҫине тимлеме пулӑшаҫҫӗ. (Филиппӑ 1:​9—11 танлаштарӑр.) Вӗсене пула ҫемьере кашниех ҫемье тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе хӑй мӗн тума пултарнине ӑнланать. Унсӑр пуҫне, ҫемьере уҫҫӑн калаҫнисем нравственность енӗпе пулакан йывӑрлӑхсенчен сыхланма пулӑшма пултараҫҫӗ. Хӗрачасене тӑван мар ашшӗпе тӑван мар пиччӗш-шӑллӗ умӗнче мӗнле тӑхӑнмаллине тата хӑйсене мӗнле тытмаллине ӑнланма пулӑшмалла, арҫын ачасене тӑван мар амӑшӗпе тата тӑван мар аппӑш-йӑмӑкӗпе мӗнле тытмаллине ӑнлантармалла (1 Фессалоника 4:​3—8).

25. Тӑван мар ачасем пур ҫемьере мире упрама ашшӗ-амӑшне мӗнле паха енсем пулӑшӗҫ?

25 Тӑван мар ачасене вӗрентесси ҫӑмӑл мар пулин те, тӳсӗмлӗ пул. Ҫӗнӗ хутшӑнусем аталантарма вӑхӑт кирлӗ. Тӑван мар ачасем хӑвна юратнине тата хисепленине тивӗҫлӗ пулма питӗ йывӑр. Анчах та ҫакӑ пулма пултарать. Ӑслӑ, вичкӗн чӗреллӗ тата Иеговӑна пӗтӗм кӑмӑлтан юрас килни — акӑ тӑван мар ачасем пур ҫемьере килӗштерсе пурӑнма пулӑшакан мел (Ытарӑшсем 16:20). Ҫакӑн пек енсем сана ытти йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерме пулӑшӗҫ.

ПУРЛӐХШӐН ҪУННИ СИРӖН КИЛӖРЕ ХИРӖҪТЕРЕТ-И?

26. Укҫа-тенкӗ ҫитменни тата ырлӑх-пурлӑх ҫине тӗрӗс мар пӑхни ҫемьесене мӗнле хирӗҫтерме пултарать?

26 Укҫа-тенкӗ ҫитменни тата ырлӑх-пурлӑх ҫине тӗрӗс мар пӑхни ҫемьене нумай майпа хирӗҫтерме пултарать. Шел пулин те, хӑш-пӗр ҫемье укҫа пирки тавлашса асапланать тата пуясшӑн ӑнтӑлнине е кӑшт тепӗртак пуянрах пулас килнине пула канӑҫне ҫухатать. Мӑшӑрсем иккӗшӗ те ӗҫлеҫҫӗ пулсан, «манӑн хамӑн укҫа, санӑн — хӑвӑн» принцип тӑрӑх шухӑшлама пуҫлаҫҫӗ пулсан, хирӗҫӳсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫапла пулмасан та, мӑшӑрсен ӗҫ графикне пула пӗр-пӗрин валли вӑхӑт юлмасан та пултарать. Укҫа ӗҫлесе илес тесе нумай вӑхӑтлӑха — темиҫе уйӑхлӑха, тепӗр чухне темиҫе ҫулталӑка та — ҫемйинчен аякка куҫса каякан ашшӗсен шучӗ пӗтӗм тӗнчипех ӳссе пырать. Ҫакӑ пысӑк йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пултарать.

27. Укҫа-тенкӗ енӗпе йывӑрлӑхсем пур ҫемьешӗн мӗнле уйрӑм принципсем усӑллӑ?

27 Ҫакӑн пек чухне мӗн тумалли пирки уҫӑмлӑ правилӑсем палӑртма ҫук, вӗт кашни ҫемьен хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем тата ҫемьене мӗн кирли те пӗр мар. Ҫапах та Библи канашӗ пулӑшма пултарать. Сӑмахран, Ытарӑшсем 13:10-мӗшӗнче «канашлакансем» хӑш-пӗр чухне усӑсӑр тавлашассинчен пӑрӑнма пултарнине кӑтартнӑ. Канашлани хӑв мӗн шухӑшланине каланине кӑна мар, канаш шыранине тата тепри ҫакӑн пирки мӗн шутланине пӗлме тӑрӑшнине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне, тупӑшсемпе тӑкаксем чӑннипех епле пулмаллине палӑртни ҫемьере пурин тӑрӑшулӑхне пӗрлештерме пулӑшать. Хӑш-пӗр чухне хушма тӑкаксене саплаштарас тесен, уйрӑмах килте ачасем е урӑх ӗҫлемен ҫынсем пур пулсан, тен, мӑшӑрсене вӑхӑтлӑха иккӗшне те ӗҫе вырнаҫма тивӗ. Ҫакӑн пек чухне упӑшкин арӑмне ун валли ҫав-ҫавах вӑхӑт тупӑннине шантарса каламалла. Арӑмне ытти чухне хӑех туса ӗлкӗрекен ӗҫсене тума вӑл ачисемпе пӗрле пӗтӗм кӑмӑлтан пулӑшма пултарать (Филиппӑ 2:1—4).

28. Ҫемьене мӗнле аса илтерӳ, ун пирки манмасан, пӗр шухӑшлӑ пулма пулӑшӗ?

28 Ҫапах та асра тытӑр: ку тӗнчере укҫа-тенкӗ кирлӗ пулин те, вӑл телей кӳмест. Паллах ӗнтӗ, вӑл пурнӑҫ та памасть (Екклесиаст 7:12). Чӑн та, ырлӑх-пурлӑх ҫине нумай тимлӗх уйӑрсан, нравственность енӗпе вараланма тата Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫухатма пулать (1 Тимофей 6:​9—12). Эпир пурӑнма кирлипе пуринпе те хамӑра тивӗҫтерме тӑрӑшнине Турӑ пиллет тесе шанса тӑрса Унӑн Патшалӑхне тата Унӑн ирӗкне, е тӳрӗлӗхне, шырани мӗн чухлӗ лайӑхрах! (Матфей 6:​25—33; Еврейсем 13:5.) Сирӗн ҫемйӗр хӑш-пӗр енчен, тен, пайланнӑ пулин те, Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене малти вырӑна хунӑ май тата пуринчен малтан Турӑпа мирлӗ хутшӑнусенче пулма тӑрӑшнӑ май эсир пурнӑҫӑн чи кирлӗ енӗсенче вӑл чӑннипех те пӗр шухӑшлӑ пулса тӑнине курӑр.

БИБЛИРИ ҪАК ПРИНЦИПСЕМ ҪЕМЬЕРИСЕНЕ КИЛТИ МИРЕ УПРАМА МӖНЛЕ ПУЛӐШАҪҪӖ?

Христиансем вичкӗн пулассине аталантараҫҫӗ (Ытарӑшсем 16:21; 24:3, ҪТ).

Мӑшӑрсем пӗр пек тӗне тытса тӑраҫҫӗ-и е тӑмаҫҫӗ, вӗсен пӗр-пӗрне хисепленине тата юратнине мӑшӑрлӑ пурнӑҫра пур чухне те кӑтартмалла (Эфес 5:23, 25—26).

Христианин нихӑҫан та пӗлсе тӑрсах Турӑ законне пӑсмӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29).

Христиансем килӗштерсе пурӑнма ӑнтӑлаҫҫӗ (Рим 12:18).

Хӑвӑрт ҫилленме кирлӗ мар (Екклесиаст 7:9).

ҪЫРӐНСА МӐШӐРЛАННИ ХӐВНА ХАКЛАМА ПУЛӐШАТЬ ТАТА ЛӐПКӐЛӐХ ПАРАТЬ

Пирӗн вӑхӑтра нумай арҫынпа хӗрарӑм хӑйсен хутшӑнӑвӗсене закон тӑрӑх ҫирӗплетмесӗр упӑшкипе арӑмӗ пек пурӑнать. Тен, анчахрах ӗненекен пулса тӑнӑ ҫыннӑн ҫакӑн пек ситуацие татса пама тивет. Ҫакӑн пек ҫыхӑнӑва халӑх е ӑру йӑлисем сивлеменни те пулма пултарать, анчах вӑл пурпӗр законлӑ мар. Библи нормисем тӑрӑх, закон ыйтнӑ пек ҫырӑнса мӑшӑрланмалла (Тит 3:1; Еврейсем 13:4). Христиансен пухӑвӗнчисем валли Библире принцип кӑтартнӑ: мӑшӑрланни вӑл — пӗр арҫынпа пӗр хӗрарӑм пӗрлешни (1 Коринф 7:2; 1 Тимофей 3:2, 12). Ҫак нормӑна пӑхӑнни — килӗрте килӗштерсе пурӑнма пулӑшакан пӗрремӗш утӑм (Псалом 118:165). Иегова тума ҫуккине е йывӑррине ыйтмасть. Вӑл вӗрентнисем пурте пире усӑ параҫҫӗ (Исаия 48:17, 18).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр