«Первое знакомство со Словом Бога» брошюрӑпа усӑ курса калаҫу пуҫлӑр
1. Сӑваплӑ ӗҫре усӑ курмалли мӗнле ҫӗнӗ хатӗр эпир илнӗ?
1 «Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр!» ятлӑ регион конгресӗнче «Первое знакомство со Словом Бога» брошюрӑна кӑларни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫак ҫӗнӗ хатӗрпе мӗнле усӑ курма пулать? Ҫак брошюрӑра Библири сӑвӑ йӗркисене, «Рассуждение» кӗнекери пекех, темӑсем тӑрӑх йӗркеленӗрен унпа калаҫӑва пуҫланӑ чухне усӑ курма пулать.
2. «Первое знакомство со Словом Бога» брошюрӑпа сӑваплӑ ӗҫре мӗнле усӑ курма пулать?
2 Сӑмахран, 8-мӗш ыйтупа усӑ курса ҫакӑн пек калама пулать: «Эпир паян ҫынсемпе кӗскен калаҫатпӑр. Нумайӑшне ҫакӑн пек ыйту хумхантарать: „Ҫынсем асапланнӑшӑн Турӑ айӑплӑ-и?“ [Хӑш-пӗр чухне ыйтӑва ҫынна кӑтартни лайӑхрах.] Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? [Хурава итле.] Библире ҫак ыйту ҫине хурав пур». Брошюрӑра илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин Библирен вуласа пар та сӳтсе яв. Ҫын интересленет пулсан, 1-мӗш страницӑра илсе панӑ 20 ыйтӑва кӑтарт та вӗсенчен хӑшне вӑл тепӗр чухне сӳтсе явасшӑн пулнине ыйт. Е эсӗ ӑна тин кӑна сӳтсе явнӑ ыйту ҫинчен тӗплӗнрех каласа паракан вӗренмелли пособи сӗнме пултаратӑн.
3. Христиан тӗнне тытса тӑман территорири ҫынсемпе калаҫӑва пуҫлама «Первое знакомство со Словом Бога» брошюрӑпа мӗнле усӑ курма пулать?
3 Христиан тӗнне тытса тӑман территорире ырӑ хыпар сарнӑ чухне 4-мӗш тата 13—17-мӗш ыйтусем уйрӑмах усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, 17-мӗш ыйтури шухӑшпа усӑ курса ҫапла калама пулать: «Паян эпир ҫемьери йывӑрлӑхсем ҫинчен кӗскен калаҫатпӑр. Хальхи вӑхӑтра ҫемьесене ҫӑмӑлах маррипе эсир килӗшетӗр-и? [Хурава итле.] Нумай мӑшӑра акӑ мӗнле канаш пулӑшать: „Арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр“. [Ҫак сӑмахсене Эфес 5:33-мӗшӗнчен илнине каламасан та юрать. Эсӗ хӗрарӑмпа калаҫатӑн пулсан Эфес 5:28-мӗшӗнчи сӑмахсене калама пулать.] Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫак канашпа усӑ курни ҫемьене ҫирӗплетме пултарать-и?»
4. Христиан тӗнне тытса тӑман ҫынпа калаҫӑва вӗҫленӗ чухне мӗн тума пулать?
4 Калаҫу вӗҫӗнче ҫынпа тепре тӗл пулма калаҫса татӑл. Сӑмахран, хӑвӑр сӳтсе явнӑ ыйту айӗнчи тепӗр сӑвӑ йӗркине пӑхса тухма пулать. Хӑвӑр сӳтсе явнӑ ӑслӑ канашсене Библирен илнине майлӑ самантра кала. Иртнинче мӗн ҫинчен калаҫнине тата ҫын Библи ҫине мӗнле пӑхнине шута илсе, уншӑн интереслӗ пулма пултаракан публикаци сӗн. (2013 ҫулхи декабрьти «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫри» вкладыша пӑхӑр.)