Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 7 сыпӑк, 22 с.—23 с., 6 абз.
  • Иисус патне астрологсем килеҫҫӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус патне астрологсем килеҫҫӗ
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Ҫынсене ҫӑлтӑр ертсе пырать
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Турӑ Иисуса мӗнле хӳтӗленӗ?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Иегова Иисуса хӳтӗленӗ
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Вӗсем усал пуҫлӑхран тараҫҫӗ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 7 сыпӑк, 22 с.—23 с., 6 абз.
Астрологсем ҫӑлтӑр хыҫҫӑн Иосиф, Мария тата Иисус пурӑнакан ҫурт патне пыраҫҫӗ

7-МӖШ СЫПӐК

Иисус патне астрологсем килеҫҫӗ

МАТФЕЙ 2:1—12

  • АСТРОЛОГСЕМ «ҪӐЛТӐР» ХЫҪҪӐН КАЙСА ИЕРУСАЛИМА, УНТАН ИИСУС ПАТНЕ ҪИТЕҪҪӖ

Хӗвелтухӑҫ енчен ҫӑлтӑрҫӑсем, е астрологсем, килеҫҫӗ. Вӗсем ҫӑлтӑрсем тӳпере ӑҫта тӑнине тӗпчеҫҫӗ тата ҫавӑн тӑрӑх этем пурнӑҫӗнчи событисен пӗлтерӗшне ӑнлантарса пама пулать теҫҫӗ (Исаия 47:13). Хӑйсем патӗнче хӗвелтухӑҫра вӗсем «ҫӑлтӑр» курнӑ та ун хыҫҫӑн ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм утнӑ. Ҫав «ҫӑлтӑр» вӗсене Вифлеема мар, Иерусалима илсе ҫитернӗ.

Иерусалима ҫитсен астрологсем ыйтаҫҫӗ: «Иудейсен халӗ ҫуралнӑ Патши ӑҫта? эпир тухӑҫ енче Унӑн ҫӑлтӑрӗ тухнине куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр» (Матфей 2:1, 2).

Астрологсем Ирод патшана пуҫ таяҫҫӗ

Ҫакӑн ҫинчен Иерусалимра патшара ларакан Ирод илтет, ҫакӑ ӑна аптратса ӳкерет. Вӑл аслӑ священниксемпе иудейсен ытти тӗн пуҫлӑхӗсене чӗнет те Христос ӑҫта ҫураласси пирки ыйтать. Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх вӗсем Вифлеемре тесе хуравлаҫҫӗ (Матфей 2:5; Михей 5:2). Вара Ирод хӑйӗн патне астрологсене вӑрттӑн илсе килме хушать те вӗсене калать: «Кайӑр та Ача ҫинчен тӗплӗн тӗпчесе пӗлӗр; Ӑна тупсан мана хыпар тӑвӑр, эпӗ те кайса пуҫҫапам Ӑна» (Матфей 2:8). Анчах та, тӗрӗссипе каласан, Ирод ачана шыраса тупса вӗлересшӗн!

Астрологсем ҫула тухсан тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет: хӗвелтухӑҫра курнӑ «ҫӑлтӑр» вӗсен умӗнче пырать. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ ахаль ҫӑлтӑр мар, мӗншӗн тесен ӑна вӗсене ҫул кӑтартма янӑ. Астрологсем ҫав ҫӑлтӑр Иосиф, Мария тата вӗсен ывӑлӗ пурӑнакан ҫурт тӗлӗнче чарӑнса тӑриччен ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ.

Ҫӑлтӑр хыҫҫӑн кайса Вифлеема ҫитнӗ астрологсем Марийӑпа Иисуса парнесем параҫҫӗ

Астрологсем пӳрте кӗрсен Марийӑна пӗчӗк Иисуспа кураҫҫӗ. Вӗсем Иисуса пуҫҫапаҫҫӗ те ӑна ылтӑн, латӑн тата смирна парнелеҫҫӗ. Каярахпа, Ирод патне таврӑнма шутланӑ чухне, вӗсене тӗлӗкре Турӑ ҫавна ан тӑвӑр тесе асӑрхаттарать. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен ҫӗршывне урӑх ҫулпа каяҫҫӗ.

Сирӗн шутпа, астрологсене ҫул кӑтартма ҫав «ҫӑлтӑра» кам янӑ? Вӑл вӗсене тӳрех Иисус патне Вифлеема илсе килменнине аса илӗр-ха. Ун вырӑнне вӑл вӗсене Иерусалима, Иисуса вӗлересшӗн пулнӑ Ирод патне, илсе пынӑ. Астрологсене Иисус ӑҫта пулнине Ирода калама хушман Турӑ хута кӗмен пулсан, вӑл ҫавна тунӑ пулӗччӗ. Апла пулсан, ҫакӑ Туррӑн тӑшманӗ, Иисуса вӗлерме шут тытнӑ Сатана пулнӑ, вӑл вара хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе ҫав «ҫӑлтӑрпа» усӑ курнӑ.

  • Астрологсем курнӑ «ҫӑлтӑр» ахаль ҫӑлтӑр пулманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

  • Пӗчӗк Иисус астрологсем килнӗ чухне ӑҫта пурӑннӑ?

  • Мӗншӗн эпир Сатана астрологсене ҫул кӑтартса пынӑ теме пултаратпӑр?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр