БИОГРАФИ
Иеговӑпа пӗрле эпӗ нимӗнрен те хӑрамӑп!
ХАМ ҫинчен каласа пама ыйтсан, эпӗ час-часах ҫапла хуравлатӑп: «Эпӗ Иеговӑн аллинчи чемодан!» Эпӗ мӗн каласшӑн-ха? Ӑҫта каймаллине чемодан мар, хуҫи калать. Эпӗ те Иеговӑпа унӑн организацийӗ ӑҫта мана ярас теҫҫӗ, ҫавӑнта кайма хатӗр. Пурнӑҫ тӑршшӗпе мана нумай тӗрлӗ ӗҫ хушнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем йывӑр та хӑрушӑ пулнӑ. Анчах та эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: Иегова ҫине шанатӑп пулсан, манӑн нимӗнрен те хӑрамалла мар.
ИЕГОВА ҪИНЕ ШАНМА ВӖРЕНЕТӖП
Эпӗ 1948 ҫулта Нигерири кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи пӗчӗк ялта ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑталла Мустафа́ тете, манӑн аттен шӑллӗ, тата ман пиччесенчен пӗри, Ваха́би, Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Хам 9-та пулнӑ чухне атте вилсе кайрӗ. Ун чухне пурнӑҫ пӗтрӗ пек туйӑнчӗ. Анчах та Вахаби мана атте чӗрӗлсе тӑрсан эпир ӑна каллех курӑпӑр терӗ. Ҫавӑн ҫинчен пӗлсен манӑн Библи вӗренес килсе кайрӗ. Эпӗ 1963 ҫулта шыва кӗтӗм. Каярахпа манӑн икӗ пиччепе шӑллӑм та шыва кӗчӗҫ.
1965 ҫулта эпӗ Лагосра пурӑнакан Уи́лсон пичче патне куҫса кайрӑм. Унта «Игбо́би» пухура тулли пионерсемпе туслашса кайрӑм. Вӗсем питӗ савӑнӑҫлӑччӗ те ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарччӗ. Вӗсен тӗслӗхӗ мана питӗ хавхалантарчӗ. Ҫавӑнпа та 1968 ҫулхи январь уйӑхӗнче эпӗ пионер пулса тӑтӑм.
Вефильте ӗҫленӗ А́льберт Олубе́йби ҫамрӑксем валли ятарлӑ тӗлпулу ирттерчӗ. Вӑл Нигерире ҫурҫӗр енче ятарлӑ пионерсем питӗ кирлӗ пулнине каласа пачӗ. Ҫав тӑван хавхалануллӑн ҫапла каланине халӗ те астӑватӑп: «Эсир ҫамрӑк. Хӑвӑр вӑхӑтпа та, вӑйпа та Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе усӑ курӑр. Сире валли унта питӗ нумай ӗҫ!» Эпӗ, Исаия пекех, Иегова ӑҫта ярать, ҫавӑнта кайма хатӗрччӗ (Ис. 6:8). Ҫавӑнпа та ятарлӑ пионер пулма заявлени ҫырса тултартӑм.
1968 ҫулхи май уйӑхӗнче мана Нигерири ҫурҫӗр енчи Ка́но хулине ятарлӑ пионер пек ячӗҫ. Ун чухне Биа́фра вӑрҫи пыратчӗ (1967—1970). Ҫарсем ҫӗршывӑн хӗвелтухӑҫ еннелле кайиччен ҫурҫӗр енче питӗ лӑпкӑ марччӗ. Астӑватӑп, пухури пӗр арҫын тӑван мана унта ярасшӑн марччӗ. Эпӗ ӑна: «Маншӑн пӑшӑрханнӑшӑн тавтапуҫ сана,— терӗм.— Анчах та Иегова мана унта ярасшӑн пулсан, апла вӑл маншӑн тӑрӑшатех».
ВӐРҪӐ ВӐХӐТӖНЧЕ ИЕГОВА ҪИНЕ ШАНАТӐП
Канора лару-тӑру ытла та япӑхчӗ. Граждан вӑрҫине пула ҫак пысӑк хула пушансах юлнӑччӗ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир урамра вилӗсем выртнине куркалаттӑмӑр. Канора темиҫе пуху пулнӑ пулин те, тӑвансен нумайӑшӗн тарма тивнӗ. Хулара 15 хыпарҫӑ та юлман. Тата вӗсем питӗ хӑратчӗҫ, хуйха та ӳкнӗччӗ. Эпир, ултӑ ятарлӑ пионер, Кано хулине ҫитсен, вӗсем питӗ савӑнчӗҫ. Эпир тӑвансене каллех тӗлпулусем ирттерме тата ырӑ хыпар сарма пуҫлама пулӑшрӑмӑр. Вара вӗсем ырӑ хыпар сарни пирки филиала отчетсем яма тата публикацисем заказ пама тытӑнчӗҫ.
Эпир ҫав вырӑнти чӗлхене — ха́уса чӗлхине — вӗренме пуҫларӑмӑр. Ҫынсем, эпир хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫнине илтсен, ырӑ хыпара лайӑхрах итлетчӗҫ. Анчах та ҫав хулари тӗп тӗне тытса тӑракансене эпир ырӑ хыпар сарни килӗшместчӗ. Ҫавӑнпа та эпир хамӑра асӑрхануллӑн тытаттӑмӑр. Пӗррехинче, пӗр тӑванпа ырӑ хыпар сарнӑ чухне, пире пӗр арҫын ҫӗҫӗпе хӑваларӗ. Телее, эпир хӑвӑртрах чупнине пула, вӑл пире хӑваласа ҫитереймерӗ. Ҫакӑн пек хӑрушӑ лару-тӑрусем сиксе тухатчӗҫ пулин те, Иеговӑпа пӗрле эпир хамӑра хӳтлӗхри пек туяттӑмӑр (Пс. 4:9). Иегова Свидетелӗсен шучӗ майӗпен ӳссе пычӗ. Хальхи вӑхӑтра Канора 11 пуху, вӗсенче 500 ытла хыпарҫӑ.
НИГЕРТА ХӖСӖРЛЕНИПЕ ТӖЛ ПУЛТӐМӐР
Ниамейра (Нигер) ятарлӑ пионер пулса ӗҫлетӗп
Канора эпӗ темиҫе уйӑх ҫеҫ ырӑ хыпар сартӑм. 1968 ҫулхи август уйӑхӗнче мана тата тепӗр икӗ ятарлӑ пионера Ни́гер Республикин тӗп хулине, Ниамейа, ячӗҫ. Унта ытла та шӑрӑхчӗ, анчах ку кӑна мар-ха. Пирӗн ҫӗршывӑн тӗп чӗлхине, француз чӗлхине, вӗренме тиврӗ. Ҫӑмӑлах мар пулнӑ пулин те эпир Иегова ҫине шанса вырӑнти темиҫе хыпарҫӑпа пӗрле ҫав хулара ырӑ хыпар сарма пуҫларӑмӑр. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Ниаме́й хулинчи вулама пӗлекен кашни ҫыннӑн тенӗ пекех «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑх» (выр.) кӗнеке пурччӗ. Ӑна ыйтса илес тесе ҫынсем пире шырани те пулкаланӑ.
Влаҫра ларакансем Иегова Свидетелӗсене юратсах кайманни тӳрех паллӑ пулчӗ. 1969 ҫулхи июль уйӑхӗнче эпир ҫав ҫӗршыври чи пӗрремӗш район конгресне пухӑнтӑмӑр. 20-ме яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ. Эпир икӗ арҫын тӑван шыва кӗрессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеттӗмӗр, анчах та пӗрремӗш куннех полици килсе программӑна чарчӗ. Ятарлӑ пионерсемпе район старейшинине участока илсе кайрӗҫ. Пире пурне те допрос турӗҫ те тепӗр кунне каллех пыма хушрӗҫ. Хамӑра йывӑрлӑхсем кӗтессе туйса эпир пӗр пӳртре пухӑнтӑмӑр та, арҫын тӑван шыва кӗрекенсем валли доклад туса пачӗ. Кайран эпир ҫӗнӗ хыпарҫӑсене юханшывра вӑрттӑн шыва кӗртрӗмӗр.
Темиҫе эрнерен влаҫра ларакансем мана тата тепӗр пилӗк ятарлӑ пионера ҫӗршывран тухса кайма хушрӗҫ. Пире пуҫтарӑнма 48 сехет пачӗҫ, тӑкаксене те хамӑрӑн саплаштармалла пулнӑ. Эпир хамӑра мӗн каланине турӑмӑр та Нигерири филиала кайрӑмӑр. Унта пире ҫӗнӗ вырӑна ячӗҫ.
Мана Нигерири Орисунба́ре ялне ячӗҫ. Пире ҫав вырӑнти пысӑках мар ушкӑнпа ырӑ хыпар сарма ҫав тери килӗшетчӗ. Анчах та ултӑ уйӑхран филиалти тӑвансем мана Нигера таврӑнма ыйтрӗҫ. Эпӗ питӗ тӗлӗнтӗм, пӑшӑрханса та ӳкрӗм. Ҫав вӑхӑтрах манӑн Нигерти тӑвансемпе питӗ тӗл пулас килетчӗ.
Эпӗ Ниамейа таврӑнтӑм. Тепӗр куннех Нигерири пӗр бизнесмен, эпӗ Свидетель пулнине пӗлсен, Библи пирки ыйтусем пама пуҫларӗ. Эпир унпа Библи вӗренме пуҫларӑмӑр. Вӑхӑт иртсен вӑл туртма тата эрехпе иртӗхме пӑрахрӗ, кайран вара шыва кӗчӗ. Темиҫе ҫул хушши Нигерта пурӑннӑ май эпӗ тӗрлӗ вырӑнта ырӑ хыпар сарса куртӑм. Майӗпен пулин те, ҫӗнӗ ҫынсем пухӑва килетчӗҫ. Ҫакӑ мана питӗ савӑнтаратчӗ. Ҫав ҫӗршыва пӗрремӗш хут килсен, унта 31 хыпарҫӑ пулнӑ, унтан кайнӑ чухне вара — 69.
«ЭПИР ГВИНЕЙӐРА ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖН ӖҪӖ МӖНЛЕ ПЫНИНЕ ПӖЛМЕСТПӖР»
1977 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче эпӗ Нигерие таврӑнтӑм та виҫӗ эрне хушши ятарлӑ курсра вӗрентӗм. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн филиал комитечӗн координаторӗ, Ма́лком Ва́йго, мана Сье́рра-Леонери филиал ярса панӑ ҫырӑва вулаттарчӗ. Арҫын тӑвансем Гвинейӑра район старейшини пулса ӗҫлеме пултаракан тӑвана шыранӑ. Вӗсене авланман, ҫирӗп сывлӑхлӑ, акӑлчанла тата французла калаҫма пӗлекен пионер кирлӗ пулнӑ. Вайго тӑван: «Сана шӑпах ҫав ӗҫ валли вӗрентнӗ»,— тесе каларӗ. Ҫак ӗҫ ҫӑмӑл мар тесе вӑл тӳррӗнех каларӗ, ҫавӑнпа та: «Лайӑх шухӑшласа пӑх»,— терӗ. Анчах та эпӗ: «Мана Иегова ярать пулсассӑн, эпӗ хатӗр»,— тесе каларӑм.
Сьерра-Леонена ҫитсен эпӗ филиал комитетӗнчи тӑвансемпе тӗл пултӑм. Вӗсенчен пӗри мана: «Эпир Гвинейӑра Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗ мӗнле пынине пӗлместпӗр»,— терӗ. Сьерра-Леонери филиал Гвинейӑри ырӑ хыпар сарас ӗҫшӗн яваплӑ пулнӑ пулин те, ҫӗршывра политика тӗлӗшӗнчен лару-тӑру йывӑр пулнӑран, вӑл вырӑнти хыпарҫӑсемпе ҫыхӑну тытайман. Тӑвансем темиҫе хут та унта арҫын тӑвансене янӑ пулин те, ӗҫ ӑнман. Ҫавӑнпа та эпӗ Гвинейӑн тӗп хулине, Конакри́ хулине, кайса влаҫсенчен унта пурӑнмашкӑн ирӗк пама ыйтас терӗм.
«Мана Иегова ярать пулсассӑн, эпӗ хатӗр»
Конакри хулине ҫитсен эпӗ Нигери посольствине кайса посолпа тӗл пултӑм. Ӑна хам Гвинейӑра ырӑ хыпар сарасшӑн тесе пӗлтертӗм. Вӑл мана: «Сана ҫавӑншӑн арестлеме пултараҫҫӗ, унтан хӑрушӑраххи те пулма пултарать,— терӗ.— Нигерие таврӑн та унта ырӑ хыпар сар». Эпӗ вара: «Кунтах юласшӑн»,— терӗм. Вара вӑл Гвинейӑри шалти ӗҫсен министрӗ патне ҫыру ҫырса мана пулӑшма ыйтрӗ. Министр мана пулӑшрӗ.
Кӑшт вӑхӑт иртсен эпӗ Сьерра-Леонери филиала таврӑнса Иегова хама мӗнле пулӑшнине каласа патӑм. Мана Гвинейӑра пурӑнма ирӗк панине пӗлсен тӑвансем савӑнмаллипех савӑнчӗҫ.
Сьерра-Леонера район старейшини пулса ӗҫлетӗп
1978—1989 ҫулсенче эпӗ Гвинейӑпа Сьерра-Леонера район старейшини пулса тата Либерири район старейшинин пулӑшаканӗ пулса ӗҫлерӗм. Малтанах эпӗ час-часах чирлеттӗм. Ҫавӑн пек чухне мана арҫын тӑвансем питӗ аякри вырӑнтан та больницӑна илсе ҫитерме тӑрӑшатчӗҫ.
Пӗррехинче эпӗ малярипе йывӑр чирлерӗм, тата мана шӗвӗрӗлчен те ернӗччӗ. Сывалсан эпӗ ҫакна пӗлтӗм: тӑвансем мана ӑҫта пытарасси пирки те шутланӑ иккен. Нумай хутчен хӑрушлӑхра пулнӑ пулин те, хамӑн тивӗҫсене хӑварма шухӑш та пулман. Эпӗ пӗлеттӗм: Иеговӑпа ним хӑрамалли те ҫук. Вӑл вилнисене те чӗртме пултарать вӗт.
МӐШӐРПА ПӖРЛЕ ИЕГОВА ҪИНЕ ШАНАТПӐР
Хамӑр мӑшӑрланнӑ кун. 1988 ҫул
1988 ҫулта эпӗ Доркаса, Иеговӑна питӗ хытӑ юратакан тата хӑйне кӗҫӗне хуракан пионеркӑна, тӗл пултӑм. Эпир мӑшӑрлантӑмӑр та малалла та район старейшинин ӗҫне туса тӑтӑмӑр. До́ркас Иеговӑшӑн хӑйне шеллемесӗр ӗҫлет. Пухӑва хавхалантарас тесе эпир хӑш чухне япаласене йӑтса 25 ҫухрӑм ҫуран утаттӑмӑр. Аяккарах вырнаҫнӑ пухусене вара эпир пылчӑклӑ та лакӑмлӑ ҫулсемпе ҫӳреме пултаракан кирек мӗнле транспортпа та каяттӑмӑр.
Доркас мӗн тери хӑюллӑ пулни мана яланах тӗлӗнтеретчӗ. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр чухне пирӗн крокодилсемпе тулнӑ юханшывсем урлӑ каҫма тиветчӗ. Пӗррехинче, пилӗк кунлӑха ҫула тухсан, пирӗн юханшыв урлӑ каҫмаллаччӗ, йывӑҫ кӗпер вара ҫӗмӗрӗлнӗччӗ. Ҫавӑнпа та каноэ ҫине ларма тиврӗ. Доркас, каноэ ҫинчен тухас тесе тӑрсан, шыва ӳкрӗ. Вӑл та, хам та ишме пӗлместӗмӗрччӗ. Шывра вара крокодилсем мӑй таранччӗ. Телее, темиҫе ҫамрӑк каччӑ шыва чӑмрӗҫ те ӑна туртса кӑларчӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт хушши эпир хӑрушӑ тӗлӗксем куртӑмӑр, ҫав-ҫавах хамӑра шанса панӑ ӗҫе тума пӑрахмарӑмӑр.
Иегова панӑ парнесем: Джагифтпа Эрик
1992 ҫул пуҫламӑшӗнче эпир кӗтмен парне илтӗмӗр — хамӑрӑн кӗҫех ача пулассине пӗлтӗмӗр. Нивушлӗ эпир тек ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеймӗпӗр? Эпир ҫапла шутларӑмӑр: «Иегова пире парне пачӗ!» Ҫавӑнпа та хамӑр хӗре Джа́гифт ят парас терӗмӗр (куҫарас пулсан, ҫак ят «Йах парни» тенине пӗлтерет). Тепӗр тӑватӑ ҫултан пирӗн Э́рик ывӑл ҫуралчӗ. Иегова панӑ ҫак парнесем пире халӗ те савӑнтараҫҫӗ. Джагифт пӗр вӑхӑт хушши Конакрире куҫаракансен аякри офисӗнче ӗҫленӗ, Эрик — пухура пулӑшакан.
Каярахпа Доркасӑн ятарлӑ пионер ӗҫне хӑварма тиврӗ. Анчах та ачасене пӑхса ӳстернӗ вӑхӑтра вӑл тулли пионер пулса ӗҫлерӗ. Эпӗ вара ятарлӑ пионер пулма пӑрахмарӑм. Ачасем ӳссе ҫитӗнсен Доркас та ятарлӑ пионер пулса тӑчӗ. Халӗ эпир Конакрире миссионерсем пулса ӗҫлетпӗр.
ИЕГОВА ПИРЕ ХӲТӖЛЕСЕ ТӐРАТЬ
Эпӗ Иегова мана ӑҫта янӑ, яланах ҫавӑнта каяттӑм. Эпир арӑмпа иксӗмӗр вӑл хамӑра пулӑшнине тата хӳтӗленине нумай хутчен туйса куртӑмӑр. Пурлӑх ҫине шанакансемпе танлаштарас пулсан, хамӑрӑн ҫӳлти Атте ҫине шанни пире нумай йывӑрлӑхран хӑтарчӗ. Эпир Доркаспа иксӗмӗр чӑн-чӑн хӳтлӗхе пирӗн Туррӑмӑр, «Ҫӑлаканӑмӑр», панине хамӑр куҫпа куртӑмӑр (1 Ҫулс. 16:35). Иегова хӑйӗн ҫине шанакансен пурнӑҫне хӳтӗлесе тӑрасси пирки манӑн пӗр иккӗленӳ те ҫук (1 Патш. 25:29).