Ыттисене хӑйсен пултарулӑхӗсене курма пулӑшӑр
«Сана кӑтартса пырӑп, Манӑн куҫӑм сан ҫинче пулӗ» (ПС. 31:8).
1, 2. Иегова хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсем ҫине мӗнле пӑхать?
АЧИСЕМ вылянине сӑнанӑ май ашшӗ-амӑшӗсем вӗсен ҫуралнӑранпах палӑракан пултарулӑхӗсенчен час-часах тӗлӗнеҫҫӗ. Эсир хӑвӑр та ачасенчен пӗри спорт енӗпе пултаруллӑ е ҫивӗчрех пулнине, унӑн пиччӗш-шӑллӗ е аппӑш-йӑмӑкӗ вара ларса выляма юратнине, лайӑх ӳкернине е тӗрлӗ япаласем ӑсталама килӗштернине асӑрханӑ пулӗ. Анчах ачисен кирек епле пултарулӑх пулсан та, ашшӗ-амӑшне ҫав енсене асӑрхани те, аталантарма пулӑшни те савӑнӑҫ кӳрет.
2 Иегова та хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ачисемпе питӗ интересленет. Хӑйӗн хальхи вӑхӑтри ӗҫлекенӗсем ҫине вӑл пур халӑхри «кӑмӑла каякан мул» ҫине пӑхнӑ пек пӑхать (Аггей 2:7, ҪТ). Вӑл вӗсене хӑйне ӗненнӗшӗн тата шанчӑклӑ пулнӑшӑн уйрӑмах хаклать. Эсир те пухури тӑвансен тӗрлӗрен пултарулӑхсем пуррине асӑрханӑ пулӗ. Пӗрисем халӑх умӗнче сӑмах тухса калама ӑста, теприсем ӗҫе лайӑх йӗркелеме пултараҫҫӗ. Чылай хӗрарӑм тӑвана ют чӗлхе вӗренме ҫӑмӑл, вӗсем унпа ырӑ хыпар сарма усӑ кураҫҫӗ, теприсем вара чирленисене тата хуйха ӳкнисене пулӑшнипе лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ (Рим 16:1, 2). Ҫакнашкал тӑвансемпе пӗр пухура Турӑшӑн ӗҫлени пире питӗ савӑнтарать!
3. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?
3 Апла пулин те хӑш-пӗрисем, сӑмахран, ҫамрӑккисем е нумаях пулмасть шыва кӗнисем, тен, хальлӗхе пухура хӑйсен вырӑнне тупайман. Эпир вӗсене хӑйсен пултарулӑхӗсене курма мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Мӗншӗн пирӗн, Иегова пекех, вӗсенче лайӑххине курма тӑрӑшмалла?
ИЕГОВА ХӐЙӖН ӖҪЛЕКЕНӖСЕНЧЕ ЛАЙӐХХИНЕ КУРАТЬ
4, 5. Тӳресен 6:11—16-мӗшӗсенче ҫырса панӑ тӗслӗх Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен пултарулӑхӗсене курса тӑнине мӗнле кӑтартса парать?
4 Иегова ҫыннӑн мӗнле лайӑх енсем пуррине ҫеҫ мар, вӑл пуласлӑхра мӗнле ӳсӗмсем тума пултарассине те курать, ҫавна кӑтартакан тӗслӗхсем Библире нумай. Сӑмахран, Гедеона Турӑ халӑхне мадиансен аллинчен хӑтарма суйласа илсен, ӑна ангел: «Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле, паттӑр ҫын!» — тесе саламлани тӗлӗнтерсе янӑ пулӗ. Ҫав вӑхӑтра Гедеон хӑй пирки «паттӑр ҫын» тесе пачах та шухӑшламан пулас. Вӑл манран пулмасть, эпӗ пӗчӗк ҫын ҫеҫ тенӗ. Анчах малалли калаҫуран Иегова Гедеон пирки вӑл хӑй ҫинчен мӗнле шухӑшланинчен лайӑхрах шухӑшлани курӑнать. (Тӳресен 6:11—16 вуласа пар.)
5 Иегова Гедеон Израиле ҫӑласса шанма пултарнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пултарулӑхӗсене асӑрханӑ. Сӑмахран, Иеговӑн ангелӗ Гедеон тулӑ ҫапнӑ чухне пӗтӗм вӑйран ӗҫленине курнӑ. Ҫапах та вӑл тата темӗскер асӑрханӑ. Ӗлӗк-авал ҫӗр ӗҫне тӑвакансем хывӑха ҫил айккинелле вӗҫтерсе кайтӑр тесе тыр-пула уҫӑ вырӑнта ҫапнӑ. Анчах Гедеон хӑйӗн нумаях мар пулнӑ тыр-пулне мадиансенчен пытарса хӑварас тесе тулла вӑрттӑн, юхтаркӑчра, ҫапнӑ. Питӗ лайӑх шутласа кӑларнӑ-ҫке вӑл! Иегова Гедеон асӑрхануллӑ ҫӗр ӗҫлекенӗ пулнине ҫеҫ мар, питӗ тавҫӑруллӑ ҫын пулнине те курнинчен тӗлӗнмелли ҫук. Ҫапла, Иегова унӑн пултарулӑхӗсене курнӑ, ҫавӑнпа ӑна суйласа илнӗ.
6, 7. а) Хӑш-пӗр израильтянсемпе танлаштарсан, Иегова Амос ҫине мӗнле пӑхнӑ? ӑ) Амос пирки мӗншӗн тӗттӗм ҫын теме ҫук?
6 Амос пророкпа та ҫавнашкалли пулнӑ. Амос пирки чылайӑшӗ ахаль ҫын, ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑманскер, тесе шутлама пултарнӑ пулин те, Иегова унӑн пултарулӑхӗсене асӑрханӑ. Амос хӑй пирки эпӗ кӗтӳҫӗ тата ҫӗр ӗҫлекенӗ пулнӑ тенӗ. Иегова Амоса чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ Израиль патшалӑхӗн вунӑ йӑхне хӑйӗн приговорне пӗлтерме хушсан, хӑш-пӗр израильтянсене Амос ҫакна тӑваяс ҫук пек туйӑнма пултарнӑ. (Амос 7:14, 15 вуласа пар.)
7 Амос ялта ҫуралса ӳснӗ пулсан та, ун пирки тӗттӗм ҫын теме ҫук. Вӑл ҫав вӑхӑтри йӑла-йӗркесене лайӑх пӗлнӗ, пуҫлӑхсем ҫинчен те нумай пӗлнӗ. Вӑл Израильти лару-тӑру пирки те пӗлнӗ пулас. Унсӑр пуҫне, вӑл юнашар пурӑнакан халӑхсем ҫинчен те сахал мар илтнӗ пулӗ, мӗншӗн тесен ҫул ҫӳрекен сутуҫӑсемпе хутшӑннӑ (Ам. 1:6, 9, 11, 13; 2:8; 6:4—6). Хальхи вӑхӑтри хӑш-пӗр библеистсем Амос пирки лайӑх ҫыравҫӑ теҫҫӗ. Пророк ансат та витӗмлӗ сӑмахсем суйласа илнӗ, ҫавӑн пекех вӑл танлаштару мелӗпе питӗ ӑста усӑ курнӑ тата сӑмахсене ытарлӑ ҫыхӑнтарса калама пултарнӑ. Амос йӗркесӗр Амасия священникпа хӑюллӑн калаҫнӑ, ҫакӑ Иегова ӑна суйласа илнипе тӗрӗс тунине ҫирӗплетсе парать. Ҫавӑн пекех ҫакӑ Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсен пӗрре пӑхсах курӑнман пултарулӑхӗсене асӑрханине кӑтартать (Ам. 7:12, 13, 16, 17).
8. а) Иегова Давида мӗн пирки шантарса каланӑ? ӑ) Псалом 31:8-мӗшӗнчи шухӑш манран пулмасть тесе шутлакансене е опыт ҫитменнисене мӗншӗн хавхалантарма пултарать?
8 Чӑнах та, Иегова кашни хӑйӗн ӗҫлекенӗн пултарулӑхӗсене курать. Вӑл Давида «сана кӑтартса пырӑп, Манӑн куҫӑм сан ҫинче пулӗ» тесе шантарса каланӑ. (Псалом 31:8 вуласа пар.) Ҫак шухӑш пире мӗншӗн хавхалантарать? Манран пулмасть тесе шутлатпӑр пулсан та, Иегова пулӑшнипе эпир хамӑр тума тата ӗмӗтленме пултарайманнине те тума пултаратпӑр. Инструктор ҫӗнӗ альпиниста тимлӗн сӑнаса тӑнӑ пек тата ту хысакӗнчен хӑш тӗлтен ярса тытсан лайӑхрах пулассине каласа тӑнӑ пек, Иегова пире ӳсӗмсем тума пулӑшас тесе вӗрентсе-кӑтартса тӑма хатӗр. Унсӑр пуҫне, Иегова пире хамӑр пултарулӑхсене курма тата аталантарма пухури тӑвансем урлӑ пулӑшма пултарать. Вӑл ҫакна мӗнле тӑвать-ха?
ЫТТИСЕНЧЕ ЛАЙӐХХИНЕ КУРМА ТӐРӐШӐР
9. Павел «ыттисемшӗн те тӑрӑшӑр» тесе чӗнсе каланине эпир мӗнле пурнӑҫлама пултаратпӑр?
9 Павел пур христианина та пӗрле ӗненекенсемшӗн тӑрӑшма хавхалантарнӑ. (Филиппӑ 2:3, 4 вуласа пар.) Павел канашӗ пирӗн ыттисен пултарулӑхӗсене асӑрхамаллине, ҫавӑн ҫинчен вӗсене каламаллине пӗлтерет. Эсир ӳсӗмсем тунине кам та пулин асӑрхани сире килӗшет-и? Ытларах чухне ҫакӑ пире малалла та ӳсӗмсем тума, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшма хавхалантарать. Ҫавӑн пекех, эпир пухури тӑвансене мухтани вӗсене ӳсӗмсем тума тата ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшать.
10. Пирӗн кампа уйрӑмах чӗререн интересленмелле?
10 Пирӗн уйрӑмах кампа чӗререн интересленмелле? Паллах ӗнтӗ, вӑхӑтран вӑхӑта пирӗнтен кашнинех ыттисем пирӗнпе тимлӗ пулни кирлӗ. Апла пулин те ҫамрӑксене е нумаях пулмасть шыва кӗнисене хӑйсем христиансен пухӑвӗн пайӗ пулнине туйса илни уйрӑмах питӗ кирлӗ. Ҫапла вӗсем хӑйсем чӑннипех кирлӗ ҫынсем пулнине ӑнланса илеҫҫӗ. Анчах та эпир арҫын тӑвансене хамӑр вӗсене хакланине кӑтартмастпӑр пулсан, вӗсен Турӑ Сӑмахӗ мӗн тума хавхалантарнине тӑвас кӑмӑлӗ пӗтсе ларма пултарӗ — вӗсем чыслӑ тивӗҫлӗхсем илме ӑнтӑлмасан та пултарӗҫ (1 Тим. 3:1).
11. а) Пӗр ҫамрӑка хӑюллӑрах пулма старейшина мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Жюльен тӗслӗхӗнчен эсир мӗне вӗрентӗр?
11 Людовик ятлӑ пӗр старейшина ҫамрӑк чухне ыттисем хӑйпе интересленни усӑ панине курнӑ. Вӑл калать: «Пӗр-пӗр тӑванпа тимлӗ пултӑм пулсан, вӑл хӑвӑртрах ӳсӗмсем тӑвать». Тахҫан питӗ хӑюсӑр пулнӑ Жюльен ятлӑ ҫамрӑк пирки вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Жюльен пухура нумай тӑвасшӑн тӑрӑшатчӗ, анчах ҫакӑ унӑн пулсах каймастчӗ. Эпӗ вара вӑл питӗ ырӑ кӑмӑллине тата пухура ыттисене яланах кӑмӑлтан пулӑшнине ӑнланаттӑм. Вӑл ҫавна лайӑх шухӑш-кӑмӑлпа туни пирки иккӗленместӗм, ҫавӑнпа унӑн лайӑх енӗсене асӑрхама тата ӑна пулӑшма тӑрӑшрӑм». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Жюльен пулӑшакан ӗҫчен пулса тӑнӑ, халӗ вӑл тулли пионер пулса ӗҫлет.
ЫТТИСЕНЕ ХӐЙСЕН ПУЛТАРУЛӐХӖСЕНЕ КУРМА ПУЛӐШӐР
12. Ыттисене пултарулӑхӗсене курма пулӑшас тесен мӗнле паха ен кирлӗ? Тӗслӗх каласа парӑр.
12 Паллах, ыттисене хӑйсен пултарулӑхӗсене курма пулӑшас тесен вичкӗн пулмалла. Жюльен тӗслӗхне пӑхсан, пирӗн ҫыннӑн халсӑр енӗсем ҫине пӑхмалла мар, вӑл мӗнле паха енсемпе пултарулӑхсем аталантарма пултарнине асӑрхас тесе ӑна лайӑхрах пӗлме тӑрӑшмалла. Иисус Петр апостол ҫине шӑп ҫавнашкал пӑхнӑ. Хушӑран ӑна шанма ҫук пек туйӑннӑ пулсан та, Иисус Петр чул пек шанчӑклӑ пуласси пирки малтанах каласа хунӑ (Иоанн 1:42).
13, 14. а) Варнава ҫамрӑк Маркра лайӑххине курнине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Марка пулӑшнӑ пекех, пӗр ҫамрӑк арҫын тӑвана мӗнле пулӑшнӑ, тата ҫакӑ мӗнле усӑ кӳнӗ?
13 Варнава та Иоанра (римла ячӗ — Марк) лайӑххине курнӑ (Ап. ӗҫ. 12:25). Павел хӑйӗн пӗрремӗш миссионерла ҫулҫӳревне Варнавӑпа пӗрле кайнӑ, Марк вара вӗсене куллен мӗн кирли пирки тӑрӑшнӑ пулас. Анчах та Памфилие ҫитсен Марк кӗтмен ҫӗртен вӗсене пӑрахса кайнӑ. Лешӗсен вара ҫурҫӗрелле, вӑрӑ-хурахсем йышлӑ вырӑн урлӑ, унсӑрах кайма тивнӗ (Ап. ӗҫ. 13:5, 13). Апла пулин те Варнава Марк хӑйсене пӑрахса хӑварнине пуҫра тытманни курӑнать, каярахпа вӑл май килсенех ӑна малалла вӗрентнӗ (Ап. ӗҫ. 15:37—39). Вӑл пулӑшнипе ҫамрӑк Марк вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иеговӑн лайӑх ӗҫлекенӗ пулса тӑнӑ. Павел Римра тӗрмере ларнӑ чухне Марк унпа юнашар пулнӑ, вара вӗсем пӗрле Колоссӑри христиансене салам янӑ, ҫавӑн чухне Павел ун ҫинчен ырӑпа асӑннӑ (Кол. 4:10). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Павел Марка хӑй патне килсе пулӑшма ыйтсан, Варнава мӗн тери савӑннӑ пулӗ (2 Тим. 4:11).
14 Нумаях пулмасть старейшина пулса тӑнӑ Александр арҫын тӑвансем хӑйне ӑнланма тӑрӑшни мӗнле усӑ пани ҫинчен аса илет: «Ҫамрӑк чухне мана пухури тӑвансем умӗнче сасӑпа кӗлтума питӗ йывӑрччӗ. Пӗр старейшина мана мӗнле хатӗрленмеллине, ытлашши хумханас мар тесен мӗн тумаллине каларӗ. Вӑл мана ҫакнашкал задани урӑх памасан та пултарнӑ, анчах та вӑл пачах урӑхла турӗ: мана ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусенче час-часах кӗлтума ыйтма тытӑнчӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпӗ хама хӑюллӑрах туйма пуҫларӑм».
15. Павел пухури тӑвансене хакланине мӗнле кӑтартнӑ?
15 Пӗр-пӗр христианинӑн мӗнле те пулин лайӑх енне асӑрхасан, эпир ӑна ҫавӑншӑн мухтаса илетпӗр-и? Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырура, 16-мӗш сыпӑкра Павел хӑй юратнӑ 20 ытла тӑвана ырӑпа асӑнать те вӗсене лайӑх енӗсемшӗн мухтать (Рим 16:3—7, 13). Сӑмахран, Павел Андроникпа Юния Христосшӑн хӑйӗнчен ытларах вӑхӑт хушши ӗҫленине пӗлнӗ, вӑл вӗсене чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн мухтать. Павел ҫавӑн пекех, Руф амӑшӗ юратса тӑрӑшнине аса илсе пулас, ун ҫинчен ӑшӑ сӑмахсем калать.
16. Ҫамрӑксене мухтани мӗнле усӑ пама пултарать?
16 Эпир чӗререн мухтани пысӑк усӑ пама пултарать. Францири ҫамрӑк Рико тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн ашшӗ Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулман тата ывӑлне шыва кӗме ирӗк паман. Ҫакӑ Рикона питӗ кулянтарнӑ. Вӑл Иеговӑшӑн туллин ӗҫлеме 18 ҫула ҫитичченех кӗтме тивет пулӗ тесе шухӑшланӑ. Шкулта тӑрӑхласа кулни те унӑн чунне ыраттарнӑ. Тӑвансем Фредерик ятлӑ старейшинӑна унпа Библи вӗренме ыйтнӑ. Вӑл калать: «Эпӗ Рикона мухтаса илтӗм, мӗншӗн тесен ҫакнашкал хӗсӗрленипе тӗл пулни вӑл питӗ хӑюллине тата хӑйӗн ӗненӗвӗ ҫинчен калама хӑраманнине кӑтартать». Ҫакнашкал мухтаса калани Рикона тӗреклетнӗ, вӑл вара малалла та лайӑх тӗслӗх кӑтартма тата ашшӗпе килӗштерсе пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑ. 12 ҫула ҫитсен вӑл шыва кӗнӗ.
17. а) Пухури тӑвансене ӳсӗмсем тума эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? ӑ) Пӗр миссионер ҫамрӑк тӑванпа интересленни мӗнле усӑ пани ҫинчен каласа парӑр.
17 Пухури тӑвансене ӗҫе лайӑх тунӑшӑн кашнинчех тав тӑватпӑр е тӑрӑшуллӑ пулнӑшӑн мухтатпӑр пулсан, ҫакӑ вӗсене Иеговӑшӑн тата та ытларах тума хавхалантарать. Францири Вефильте нумай ҫул хушши вӑй хуракан Сильвиa хӗрарӑм тӑвансен арҫын тӑвансене мухтама чаплӑ май пур тет. Вӑл хӗрарӑм тӑвансем япаласем ҫине арҫын тӑвансенчен урӑхларах пӑхнине палӑртать. «Ҫавӑнпа эпир те, опытлӑ арҫын тӑвансем пекех, хавхалануллӑ сӑмахсем калама пултаратпӑр»,— тет Сильви. Унтан вӑл ҫапла калать: «Мухтасси вӑл манӑн тивӗҫ тесе шутлатӑп эпӗ» (Ытар. 3:27). Француз Гвианинче миссионер ӗҫне тӑвакан Жером чылай ҫамрӑк тӑвана миссионер пулма пулӑшнӑ. Вӑл каласа парать: «Ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӗсем мӗн те пулин лайӑх тунӑшӑн е тӗплӗн шухӑшласа каланӑ комментарисемшӗн ҫамрӑк тӑвансене мухтанӑ чухне вӗсем хӑюлланса пынине тата хӑйсен пултарулӑхӗсене аталантарнине асӑрхарӑм эпӗ».
18. Ҫамрӑк тӑвансемпе пӗрле ӗҫлени мӗнле усӑ парать?
18 Ҫавӑн пекех эпир те пухури тӑвансемпе пӗрле ӗҫлесе вӗсене чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума хавхалантарма пултаратпӑр. Сӑмахран, старейшина компьютерпа ӗҫлеме пӗлекен ҫамрӑк тӑвана jw.org сайтран хавхалантаракан информацие компьютерсӑр ватӑ тӑвансем валли хут ҫине пичетлесе кӑларма ыйтма пултарать. Е, Турӑ Патшалӑх залӗнче сирӗн пӗр-пӗр ӗҫ тумалла пулсан, хӑвӑра пулӑшма ҫамрӑк тӑвансенчен пӗрне чӗнӗр. Ҫапла тусан эпир ҫамрӑксен пултарулӑхӗсене асӑрхама, вӗсене мухтама тата вӗсем мӗнле ӳсӗмсем тунине курма пултаратпӑр (Ытар. 15:23).
ТУРӐ ХАЛӐХӖН ПУЛАСЛӐХӖШӖН ТӐРӐШӐР
19, 20. Пирӗн мӗншӗн ыттисене чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума пулӑшмалла?
19 Иисус Навина Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма лартнӑ чухне Иегова Моисее ҫапла хушнӑ: «Ӑна вӑй илме, ҫирӗп тӑма пар». (Саккуна астутарни 3:28 вуласа пар.) Хальхи вӑхӑтра ытларах та ытларах ҫын пӗтӗм тӗнчери пухӑвӑн пайӗ пулса тӑрать. Старейшинӑсем ҫеҫ мар, опытлӑ христиансем пурте ҫамрӑксене тата нумаях пулмасть шыва кӗнисене хӑйсен пултарулӑхӗсене асӑрхама пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫапла тусан, тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенсем тата «ыттисене вӗрентме» пултаракансем нумайланса пырӗҫ (2 Тим. 2:2).
20 Эппин, тахҫанах йӗркеленӗ пухӑва ҫӳресен те е хӑҫан та пулин пуху пулмалли пысӑках мар ушкӑна ҫӳресен те, айтӑр хамӑрӑн организаци пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшар. Ҫакна тӑвас тесен Иеговӑран тӗслӗх илмелле, вӑл вара хӑйӗн ӗҫлекенӗсенче яланах лайӑххине курать.
a Ятне улӑштарнӑ.