Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Октябрӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвне ҫапла пуҫлама пулать:
«Эпир ҫынсемпе паян усаллӑхпа тӗрӗсмарлӑха пӗтерме пултаракан правительство ҫинчен кӗскен калаҫатпӑр. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫакӑн пек правительство пур-и?» Хурава итле. Иисус Христос «пирӗн Аттемӗр» кӗлӗре хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫавӑн пек правительство, Турӑ Патшалӑхӗ, килтӗр тесе кӗлӗ тума вӗрентни пирки пӗрле калаҫакана аса илтер. «Царство Бога. Что оно может означать для вас?» брошюрӑн юлашки страницӑри пӗрремӗш ыйтӑва кӑтарт. Ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Царство Бога. Что оно может означать для вас?» брошюра.
«Эпир пурӑнакан вырӑнта нумайӑшӗ Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ кӗлӗри сӑмахсемпе усӑ кураҫҫӗ. [Матфей 6:9, 10.] Сире хӑҫан та пулин Турӑ Патшалӑхӗ мӗн вӑл тата мӗншӗн Иисус ун ҫинчен час-часах каланине ӑнлантарнӑ-и? [Хурава итле.] Ҫак брошюрӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Библире мӗн каланине тата ҫӗр ҫинче ҫынсем валли мӗнле тӗлӗнмелле пиллӗхсем илсе килесси ҫинчен каласа панӑ».
«Секрет настоящего успеха» брошюра.
«Эпир ҫынсене ҫак темӑна сӳтсе яватпӑр. [Брошюрӑн хуплашкине кӑтарт.] Эсир мӗнле шутлатӑр, чӑннипе ӑнӑҫлӑ пулас тесен пуян пулмалла-и? [Хурава итле.] Библи пире пурлӑхпа укҫа-тенкӗ ҫине тӗрӗс пӑхма сӗнет. [Лука 12:15 вуласа пар.] Библи кӑтартнӑ тӑрӑх, кашни ҫын ӑнӑҫлӑ пулма пултарать. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнине ҫак брошюрӑра ӑнлантарса панӑ».